Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Eфремов Георгий Осипович
Георгий Eфремов

Пĕтĕм вăйпа, пур халăхпа пĕрле

1941 çулта эпĕ учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра ĕçлеттĕм. Июнь пуçламăшĕнче шкулсем валли çырнă пĕр пĕчĕк кĕнеке çапăнса тухрĕ. Малтанхи пичетленнĕ ĕç! Çав ĕçе малалла епле тăсмаллине те палăртса хунăччĕ. Ăна çырма хамра иксĕлми вăй-хал пуррине туяттăм, çамрăк чĕрере çулăмлă хастарлăх сиcĕнетчĕ.

Июнĕн 22-мĕшĕнче вара пĕтĕм пурнăç улшăнса ÿкрĕ, пур тĕллев арканчĕ.

Вăрçă пуçланнă тенине ĕненмелле те мар пекчĕ. Ăçтан килсе тухрĕ çак инкек? Мĕне кирлĕ этемлĕхшĕн вăрçă? Анчах ку — пирĕн шухăш-туйăмăр, совет çыннисен кăмăлĕ. Лере вара — урăххисем, ытти халăхсене чура тума ĕмĕтленекенсем. Вăрçмах лекет. Пĕтĕм вăйпа, пур халăхпа пĕрле. Урăхла çул-йĕр пулма пултараймасть.

Фашистсен самолечĕсем Шупашкара та çитсе хăратасшăн пулчĕç вĕт-ха. Пĕр бомби хула центрĕнчи пĕр çурт хыçне ÿкнĕччĕ, тепри инçех мар ларакан халăх сучĕн çуртне аркатнă. Темиçе бомба Атăл леш енне ÿксе çурăлнăччĕ. Анчах хула халăхĕ хăраса ÿкмерĕ. Бомбăсем çурăлни Шупашкар çыннисен чунĕсене хытарчĕ çеç, кĕрешÿре кирлĕ вăй-хала çирĕплетрĕ кăна.

Вăрçă фрончĕсенче пулса иртнĕ ĕçсенчен чи паллăраххине, чуна пуринчен ытла хумхантараканнине уйăрса палăртма, паллах, çăмăл мар. Унта кашни кун çĕнĕлле тухса тăнă, кашни кун чĕрене çунтаракан событисемпе пуян пулнă. Çапах та пĕр тапхăр уйрăмах аса килет. Вăл Хĕвеланăç Буга юхса кĕрекен Нарев юханшывĕ леш енчи плацдармне йышăннипе çыхăннă.

Пирĕн çар çĕнсе илнĕ плацдарм çирĕпленсе пыни нимĕçсемшĕн мĕне пĕлтернине лешсем аван чухланă ĕнтĕ. Çавăнпа вĕсем ăна епле те пулин хĕсме, вут-хĕм айне тума шутланă. Çак самантра мана 1944 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Наревăн ку енче Вулька Заторска ялĕнче вырнаçнă 65-мĕш армин штабне плацдармпа çыхăнтарма приказ пачĕç. Хамăн взводпа юханшыв хĕррине пырса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Чи малтанхи задача — юханшыв урлă кабель хурасси. Унта та кунта шыв çийĕн бомба е снаряд ÿксе çурăлать. Епле туртса куçарас кабеле леш енне? Кимĕсем курăнмарĕç. Сулă çыхса ишме те тавралăхра ниепле юрăхлă япала пулмарĕ. Инçех мар саперсем тунă кĕпер пурччĕ, ун тăрăх вĕçсĕр-хĕрсĕр машина каçатчĕ. Анчах армин çыхăну начальникĕ кабеле кĕпертен инçерех карма хушнăччĕ. Çапла вара, ăна ишсе туртасси çеç юлчĕ. Çакăн çинчен салтаксене каларăм çеç, ăна пурнăçлама тÿрех темиçе çамрăк хăйне хушма сĕнчĕ. Эпĕ вара Тамбов облаçĕнче çуралса ÿснă Женя Дегтяревпа Ваня Фролова суйласа илтĕм. Енчен инкек килсе тухсан, вĕсене пулăшма Андрей Кургузов белоруспа Иван Котелевец украи-на палăртрăм. Часах Дегтярев тумтирне хывса пăрахрĕ те, кабель вĕçне пилĕкĕнчен çыхса, ÿте чĕптекен сивĕ шыва чăмрĕ. Ун хыççăн Фролов сикрĕ. Анчах çывăхрах снаряд çурăлчĕ те, боецсем пирĕн куçран çухалчĕç. Çа-вăнтах шыва, çĕнĕ кабель вĕçне туртса, Кургузовпа Котелевец сикрĕç... Çак хушăра малтанхисем те малалла ишни курăнса кайрĕ. Эпир калама çук савăнтăмăр.

Нимĕçсем малалла та пире тупăсемпе персе тăратчĕç, бомбăсем пăрахса çĕре кисрентерчĕç. Çавна пула кабель час-часах татăлатчĕ. Анчах салтаксем, тăшман вутне пăхмасăр, ăна васкаса юсатчĕç. Плацдармри сăнав пунктне эпир, темĕнле йывăр лару-тăру пулсан та, çыхăнусăр хăварман.

1945 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче пирĕн çар çав плацдармран çĕнĕ вăйлă наступлени пуçласа ячĕ те Варшава хулине çурçĕр енчен çавăрса илчĕ. Çак çĕнтерÿре пирĕн ĕç паллă вырăн йышăннă. Кашни салтак, кашни сержант "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн" медаль илме тивĕçлĕ пулчĕ, тăваттăшне тата тĕрлĕрен орденпа наградăларĕç. Эпĕ те кăкăрам çине Хĕрлĕ Çăлтăр орденне çирĕплетсе хутăм.

Унтанпа ĕнтĕ хĕрĕх çул çитрĕ. Çав событисем пуçăма паян çеç пулнă пек килсе тухаççĕ, чĕрене çĕнĕрен те çĕнĕрен хумхантараççĕ.

Тăван çĕршыва тăшман çарĕнчен тасатсан, эпир ăна Польша çĕрĕсем тăрăх çĕнсе пытăмăр. Унтан хĕрÿ çапăçусем Германи çĕрĕсем çине куçрĕç. Вăрçă пĕтнĕ тенине илтсенех киле таврăнма вăхăт ума çывăхах тухса тăнине туйса илтĕм, пуçăма тÿрех Тăван çĕршыв ялкăшса килсе кĕчĕ. Мускав, Шупашкар, тăван кил... Шухăшсем хамăр хулари чугун çул вокзалне васкарĕç, Ленин проспекчĕ тăрăх вĕçсе анчĕç, хамăр пурăнакан Учительски урамне çитрĕç, киле кĕчĕç. Хумханса, чунтан кĕтсе тăракан килйышпа тăвансем хушшинче пулса тăтăм пек.

Çак шухăшсемпе кĕтсе илтĕм эпĕ вăрçă вĕçленчĕ тенĕ хыпара.

Ефремов, Г. Пĕтĕм вăйпа, пур халăхпа пĕрле / Георгий Ефремов // Тăван Атăл. – 1985. – № 1. – С.45.