Аслати авăтать, çиçĕм çиçет,
Вутпа çунса каять сар чечек.
Аслăях та вăрман хĕрринче
Йĕкĕтех те выртать юн кÿллинче
Сарăях та ача кăкри витĕр
Çичĕ пуля тухнă шăтарса.
Унăнах та ури, ай, вĕçĕнче
Кăваках та лаши тăрать кĕçенсе
Кăваках та лаша кĕçенни
Тăванах та ялне илтĕнет.
Тăванах та ялне илтĕнет –
Амăш, ай, чĕрине çурса кĕрет.
Амăшĕ те йĕрет, йĕрет, йĕрет,
Ывăлăм та пĕтрĕ, ай, пулĕ, тет.
Шурăях та шурă акăш пулса
Вĕçсе каять амăш вутлă вăрçа.
Аслăях та вăрман хĕрринче
Вăл ак курать хăйĕн, ай, ывăлне.
Ывăлĕ те выртать юн кÿллинче,
Кăвак лаши тăрать кĕçенсе.
Акăшăн та чĕри шар çурăлать,
Ик куçĕнчен куççуль шăпăртатать.
Акăш йĕрет, акăш, ай, макăрать,
Тăванах та ачин суранне
Куççулĕпе çуса тасатать;
Куççулĕпе çуса тасатать,
Çуначĕпе шăлса типĕтет.
– Тăр, тăр, ывлăм, тăр, тăр, ылттăнăм.
Сарăях та ача вăранмасть,
Сенкерех те куçне уçса пăхмасть,
Акăш йĕрет, йĕрет, ай, татăлса,
Куççуллине çуначĕпе шăлса.
–Тăр, тăр, ывлăм, тăр, тăр, ылттăнăм.
Тваткал карта тулли выльăхсем пур –
Тваткал карта тăрăх чупкалаç-çке,
Хуçа хăçан килет тееççĕ-çке...
Тваткал карта тулли выльăхна
Ан параях тăшман хурри пулма.
Вĕриех те куççуль шăпăртатать –
Сарăях та ача куçне уçать.
Анчаях та йĕкĕт çĕкленеймест,
Хăй ыйхине, мĕскĕн, вăл çĕнеймест.
Сарă ача каллех куçне хупать –
Акăшăн та куççуль шăпăртатать.
– Тăр, тăр, ывлăм, тăр, тăр, ылттăнăм.
Савсаях та илнĕ арăму пур,
Сарăях та кайăк мăшăру пур –
Алăкăн та тĕпелĕн вăл чупкалать –
Эс килессе, ывлăм, куç пек кĕтет...
Сарăях та кайăк, ай, мăшăрна
Ан параях тăшман хурри пулма.
Вĕриех те куççуль шăпăртатать –
Сарăях та ача куçне уçать.
Анчаях та йĕкĕт çĕкленеймест,
Хăй ыйхине, мĕскĕн, вăл çĕнеймест.
Сарă ача каллех куçне хупать –
Акăшăн та куççуль шăпăртатать.
– Тăр, тăр, ывлăм, тăр, тăр, ылттăнăм,
Керменех те тулли ачапчу пур,
Чÿречерен чÿречене чупкалаç,
Атте хăçан килет тееççĕ-çке...
Керменех те тулли ачапчуна
Ан параях тăшман хурри пулма.
Вĕриех те куççуль шăпăртатать –
Сарăях та ача куçне уçать.
Анчаях та йĕкĕт çĕкленеймест,
Хăй ыйхине, мĕскĕн, вăл çĕнеймест.
Сарă ача каллех куçне хупать –
Акăшăн та куççуль шăпăртатать.
– Тăр, тăр, ывлăм, тăр, тăр, ылттăнăм.
Кунтанах та эсĕ тăмасан,
Сенкерех те куçна уçмасан, –
Пирĕн тĕлтен хĕвел пăхаяс çук,
Пăхсассăн та текех ăшăтас çук.
Кунтанах та эсĕ тăмасан,
Сенкерех те куçна уçмасан, –
Пирĕн садра шăпчăк юрлаяс çук,
Юрласан та текех савăнас çук.
Шăпăрах та шăпăр çумăр çăвĕ,
Шурăях пÿрт çине йĕпетĕ.
Хĕвелех те пăхĕ – типĕтĕ,
Пирĕнех те куççуль, ай, типеймĕ.
Тăр, тăр, ывлăм, тăр, тăр, ылттăнăм...
Вĕриех те куççуль шăпăртатать –
Сарăях та ача куçне уçать.
Анчаях та йĕкĕт çĕкленеймест,
Хăй ыйхине, мĕскĕн, вăл çĕнеймест.
Сарă ача каллех куçне хупать–
Акăшăн та куççуль шăпăртатать.
– Тăр, тăр, ывлăм, тăр, тăр, ылттăнăм,
Сăрт хыçĕнчен тăшман, ай, курăнать –
Пирĕнех те çĕре, ай, хупăрлать.
Тăр, тăр, ывлăм, тăр, тăр, ылттăнăм,
Тăванах та хăвăн çĕрне-шывна
Ан параях тăшман хурри пулма.
Амăшĕ те çапла калу пулать –
Сарăях та йĕкĕт куçне уçать.
Сарăях та йĕкĕт куçне уçать,
Сăрт çийĕнче тăшман çарне курать.
Чун патĕнчи вăйне йĕкĕт пухса,
Амăш панă хĕçне тытать ярса.
Амăш панă хĕçне тытать ярса,
Араслан пек кĕрсе каять вăрçа.
1941
Краснов-Кĕçĕнни, Г. Ваттисем çапла каланă : [сăвă] // Краснов-Кĕçĕнни, Г. Кĕсле / Григорий Краснов-Кĕçĕнни. – Шупашкар, 1960. – С. 110.