Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Пайраш (Садиков) Кузьма Ильич
Кузьма Пайраш

Партбилет

I

Çамрăк çулçăсемпе симĕсленсе ларнă сопкăсем хушшинче, чикĕрен 10-15 çухрăмра, 5-6 палатка вырнаçнă. Патне пымасăр та курма çук вĕсене: йĕри-тавра чăтлăх йывăçсем хупăрласа тăнă, çÿлтен курăнасран турат-çапăсемпе витсе хунă. Таçта, инçетре тупă сасси илтĕннĕ, вăхăтран вăхăта пулемет кĕске черетпе чавкаса илнĕ, çывăхрах винтовкăсем шатăртатнă. Çанталăк тăрă, уяр тăнă пулин те, кунти вĕçĕмсĕр сопкăсем хушшинчи ĕмĕрхи лăпкăлăха çав улшăнуллă сасăсем сирсе янă: е тĕмĕсем хумханнă, çулçăсем силленнĕ, е тупăран хăранă пек, пысăк йывăçсемех чĕтренсе илнĕ, е тата тискер сĕм вăрман витĕр ян каякан сасă, канма вырăн тупман пекех, каялла-малалла чупса çÿренĕ. Анчах çак шавсем хушшинче çын сасси пĕртте илтĕнмен. Чăннипе илсен, сахал мар пулас вĕсем кунта, тен, вуншар пин. Ăçта та пулин çакăнтах, сопкăсем хушшинчех, курма кăна çук вĕсене. Çавнашкалах лăпкă медсанбат палаткисенче те. Пĕр "Операционная" тесе çырса çапнă палаткăра кăна йытă ерипен йынăшса вĕрни илтĕннĕ.

Çакăн пек, пĕр çур сехете яхăн иртнĕ хыççăн, палаткăран вăтам çулсенчен кăшт кăна сулăннă арçын ерипен утса тухрĕ те, тахçан йăванса аннă йывăç çине кайса ларчĕ. Пуçĕнчи пилотка хĕррипе кăшт хура çÿçĕсем курăнаççĕ, вĕсем хушшинчех пăч-пăч шурă пĕрчĕсем те палăраççĕ. Куçĕсем çавнашкалах хура, сарлака çамки çинче тата çаврака пичĕ çинче кăшт хутланчăксем пур. Анчах вĕсем, ватă çынсенни пек, ытлашши тарăн тата типĕ пĕркеленчĕксем мар, çиелтен çеç йĕрленсе илсе, çул майĕпе сăн-питне хăйне ăрасналăх парса тăраççĕ. Пĕвĕ çинчи гимнастерки унăн нимĕнпе те уйрăм мар, – йĕтĕн пирĕнчен çĕленĕ; хулпуççисем çинчи икшер просветлă погонĕсем тата хĕвел çуттинче йăлкăшса тăракан пĕрер çăлтăрсемпе медицина эмблемисем кăна ăна боецсенчен уйăрма май панă. Çавăн тĕслех тата çав пиртенех çĕленĕ брюкийĕ хĕрлĕ кантовкăсăр пулнă, çитменни çине вăл тăвăртарах курăннă. Анчах аттисем вара, тепĕр майлă, ытлашшипех пысăк пулнă, пуринчен ытла урисемпе кунча хушшинче пушă тăни ăна хăтсăр кăтартнă. Халатпа тухнă пулсан, ун çине пăхма илемлĕрех пулнă пулĕччĕ. Çук, ăна вăл палатăрах хывса хунă. Часах туйса илме пулать ĕнтĕ вăл – кадровăй командир мар, запасран илнĕ врач.

Акă вăл аллисене пĕççисем çине хутлатса хучĕ те куçĕсемпе сопкăсем çинелле пăхма пуçларĕ. Таçта, турат çинче, пĕр кайăк юрлани илтĕнет. Йĕри-тавра сип-симĕс курăк ÿсет, ун çинче пăч-пач сывлăм тумламĕсем кĕмĕл пек çутăлса тăраççĕ. Ав, вĕсем хушшипе çухалма пуçланă утма çул таçталла пăрăнса каять, çĕнĕ йĕр çук, кăçал; никам та утман пек. Унтан, тепĕр енче, сопка тайлăмĕнче, чечексем ÿсеççĕ. Мĕн тери чечек! Пĕлме çук пурне те, мĕншĕн тесен Инçетри Хĕвелтухăçĕ вĕсемпе питĕ пуян. Чăн, Российăри пек тутлă шăршăллă чечексем питĕ сайра кунта, анчах уншăн куçпа пăхма унтинчен эрешлĕрех те, туллирех те. Çын вĕсене курсан, куçсене илмесĕр, шухăша кайса ларчĕ. Мĕншĕн? Тен, чăнах кăмăла илĕртеççĕ вĕсем! Тен, ытараймасăр татса çыхă тăвас килет вĕсенчен! Çук пулĕ. Чечексемпе интересленме çул иртнĕ ĕнтĕ унăн. Анчах чечексем ăна иртнине аса илтерчĕç.

Вăл, ун чухне больница пуçлăхĕ, Курск облаçĕнчи районти больницăсенчен пĕринче ĕçленĕ. Виçĕ çул тăрăшнă, тар кăларнă, нервăсене пăснă. Юлашкинчен унăн чăн-чăн совет больници пулса тăнă: илемлĕ, аслă корпуссене йĕри таврах çамрăк чăрăшсем симĕс тумпа эрешлесе тăнă. Хыçалта, кÿлĕ тавра (ăна та ятарласах тунă) хитре парк тăсăлса выртнă. Корпуссенче рентген, лаборатори, çутăпа сыватмалли кабинет – пурте, пурте пулнă. Хăй вăл хирурги уйрăмĕнче ĕçленĕ. Çакăн пек услови ĕнтĕ ăна чирлисене ăнăçлăн сыватма кăна мар, ăслăлăх ĕçне туса пыма та пулăшнă. Юлашки ăслăлăхлă ĕçĕ унăн мимепе нерв хирургийĕ тăрăх пулнăччĕ. Материал кунран кун купаланса пынă, çитменнисене Мускавран çырса илнĕ пулнă; ик-виçĕ хут Бурденко академикпа та канашласа пăхнă. Вăрçă пуçланман пулсан, паллах, вăл халиччен медицина докторĕ пулнă пулĕччĕ. Вăрçă унăн шанчăкĕсене, ытти, совет çыннисенни пекех, вăтаран татса хучĕ. Акă, икĕ, çул çитет ĕнтĕ вăл килтен тухса кайни. Хăй фронта кайма кĕтсе тăнă чух, ăна военкомат Инçетри Хĕвелтухăçне янă. Киле унăн арăмĕ (хăйĕнчен чылай çамрăкскер) тата пилĕк çулхи ывалĕ тăрса юлнă, вĕсене вăл хăйĕн мĕнпур материалĕсене сыхлама парса хăварнă.

Икĕ тапхăрта йывăр пулнă ăна килтен кайнă чух: пĕре – чирлисене юлашки хут, пăхса тухнă чухне кăмăлĕ хытă хумханнă, тепре – арăмĕпе ывăлĕ станцăран шур тутăрпа сулса ăсатнă чух куççулĕсем тухнă. Ун чухне, чăннипе, кама мĕн пулассине никам та пĕлме пултарайман, пуринчен ытларах, килтен каяканнине, ăна хăйне мĕн те пулин инкек пуласса кĕтнĕ. Çавăнпа ăна арăмĕ те, ывăлĕ те шелленĕ. Анчах пурнăçра урăхла килсе тухрĕ. Çур çул иртсен, нимĕçсем, вĕсем пурăнакан вырăна йышăнса, пĕтĕмпех, çав шутра больницăна та çунтарса янă. Паллă ĕнтĕ, ăслăлăх материалĕсем те унăн çавнашкалах вутра çунса кайнă, арăмĕ вĕсене çăлса хăварайман. Тĕрĕссипе, вăл хăй те, нимĕç фашисчĕсенчен тискер мăшкăл тÿснĕ хыççăн, аран-аран тарса çăлăннă, ывăлне, нимĕн айăпсăр мĕскĕне, офицер пистолетрен персе вĕлернĕ. Çак хуйхă уншăн пурнăçра чи йывăр вăхăт пулнă ĕнтĕ, ун çинчен çыру тăрăх пĕлсен, вăл пĕр эрне яхăн тăна кĕрсе çитеймесĕр госпитальре выртнă. Анчах çакăнпа пĕрлех, ун чĕринче нимĕçсене хирĕç çивĕч курайманлăх – ÿссе пынă. Унччен, ĕлĕк вăл нимĕçсене культурăллă, малта пыракан халăх тесе шутланă пулсан, тата нимĕç чĕлхипе çырнă кĕнекесене тăрăшса вуланă пулсан, халĕ вĕсене тайгара чупса çÿрекен тискер кайăксенчен те кĕçĕне хунă, курайман. Пуриншĕн те, хăй çемйишĕн кăна мар, мĕнпур совет халăхĕн инкекĕшĕн, куççулĕшĕн, юнĕшĕн, вилĕмĕшĕн курайман.

– Майор юлташ!

– Майор Красницкий!

– Доктор! Николай Георгиевич!

Шур халатлă çамрăк сестра палата алăкне уçса ик-виçĕ хут чĕнсен, юлашкинчен хыттăн кăшкăрсан тин, илтрĕ шухăша кайнă Красницкий.

– Мĕн, Лиза?

– Операци тунă йыттине ăçта хума хушатăр?

– Пăхмалла, чирлĕ çын пекех; сирĕншĕн – вĕренÿ, опыт вăл! – кĕскен татса каларĕ Красницкий.

– Юрать! Наркозран урăличчен, çумĕнче хамах ларатăп.

– Тĕрĕс, Лиза!

Пĕр самантлăха шухăшран уйрăлнă Красницкий каллех чечексем çине пăхма пуçларĕ. Ăшра темĕнле йывăр, çитменлĕх пурри сисĕнет, чĕре темĕнле çав чечексем пек хитре те йăваш япалана ыйтнăн туйăнать. Чăн та, икĕ çул ĕнтĕ пырать çакăн пек пурнăç: хĕлле – землянкăра, çулла – сопкăсем хушшинче, палаткăсенче. Ĕçĕ те пĕр манерлĕ: пĕрмай вĕренÿ, кадрсем хатĕрлесси. Пĕрисем кайсан, теприсем килеççĕ. Каллех вара çĕнĕрен пуçла – асептика, антисептика... Практика – йытă. Мĕн чул каснă ĕнтĕ вĕсене, – хурине, хĕрлине, улине те! Эх, пĕр уйăх кăна ĕçлесе пăхасчĕ халĕ хăй тунă больницăра е çавăн пек условире. Çук вĕт! Вăрçă опычĕ уй-хирте вĕренме, çĕр айĕнче ĕçлеме, тĕрлĕ çанталăка хăнăхса çирĕпленме хушать. Вăл аван, Красницкий хăнăхса çитнĕ: хăть шăрăх е эрни эрнипе çумăр, хăть çуркуннерен пуçласа хĕле кĕричченех (кунта çакăн пек) нăйлатакан хаяр вăрăм тунасем е ÿпресем, хăть хĕллехи шартлама сивĕ е асар-писер çил-тăмансем – пурте ĕнтĕ ăна çавăн пек пулма тивĕçлĕн туйăнаççĕ. Анчах майор Красницкий çав вăхăтрах çын вĕт-ха! Ăшра унăн урăх туртăм та пур. Чун, çав хаярлăхсем хушшинчех, хăйне пусаракан йăвашлăх ыйтать. Икĕ çул курман ăна вăл, курса пăхма вăхăт та ĕнтĕ, кирлĕ те.

Красницкий кăкăр çумĕнчи кĕсъерен пĕчĕк кĕнеке кăларса листисене уçма пуçларĕ. Акă вăл, – юратнă мăшăр, ларать хăйпе юнашар, пуçне унăн хулпуççи çине тайнă. Çав майпа тата илемлĕн кăтралатнă çемçе çÿçĕсем кăшт хăрах енчен унăн питне витсе хунă. Кăвак куçĕсем йăвашшăн та кăмăллăн пăхаççĕ, пичĕ кăпăш, хăрах тути хĕрринче кулă палли пур. Сехет çакнă хăрах аллине хутлатса хунă, теприпе ăна кăшт çурăмĕнчен ыталанă. Картăчкине вĕсем икĕ çул каялла, май уйăхĕнче, çутçанталăк ытамĕнче ÿкернĕ пулнă. Картăчки çине унăн сăнĕ лайăх ÿкнĕ. Хыçалта – йывăç тĕмĕ, хăш-пĕр çулçисем пуç çинех усăнса тăраççĕ. Малта – чечексем, хăшĕ-пĕрисем вĕсенчен – кунти пеккисемех.

"Хаклă Розочка, чунăм!" – хăй ăшĕнче шутларĕ Красницкий, картăчкă çине пăхса. – "Мĕнле юрататăп, мĕн тери хаклă эсĕ маншăн çак тĕнчере! Утса кайнă пулăттăм сана хултан тытса çав чечексем патнелле ерипен, хуллен. Татса парăттăм чи лайăх, хăвна кăмăла килекен чечек çыххи! Ларăттăмăр вара пĕр çĕре шăкăлтатса калаçма. Эх, мĕн чул калаçмалли! Пĕр кун çитмĕ! Ачашлăттăм сана, Розочка! Мĕнле ырă, хаваслă пулнă пулĕччĕ тунсăхланнă ăшчикшĕн эсĕ кунта пулни!"

Çук, Розочка тахçанах çырмасть, хăй темиçе хут ÿкĕтлесе ыйтса янă пулин те. Юлашки çырура вăл пĕр хулара заводра (мĕнлине каламан) ĕçлени çинчен пĕлтернĕччĕ. Каярахпа вăл хула та нимĕçсен аллине лекнĕччĕ, анчах ăна пĕр-икĕ эрнеренех каялла тавăрнă. Тен, вилнĕ; тен, тыткăна лексе тахçанах мăшкăл тунă ăна фашистсем; тен, Германие илсе кайса чура туса хунă, – тĕрлĕ шухăшсем килеççĕ пуçа. Анчах усси çук. Кирек-мĕнле пулсан та, çын сăн-сăпатне çухатнă фашистсенчен никам та нимĕнле ырлăх курман, кураймĕ те. Курма мар, шухăшлама та йывăр.

Красницкий картăчкăна, аллипе ерипен ачашласа илчĕ те, тути патне илсе пычĕ:

– Эх, Роза! Чунăмçăм, ăçта эсĕ?

Карточка çинчи хитре Роза çине куççуль тумламĕсем шăпăр-шăпăр-р юхса анчĕç.

II

Письмоносец почтăран таврăннине кашни чаçрех хаваслăн кĕтсе илеççĕ. Кашни кун вăл çĕнĕ хыпарсем, хаçат-журналсем илсе килет, çывăх юлташсем, мăшăрсем е савнисем çырнă çырусене валеçсе парать. Яланхи пекех вара, медсанбат вăхăта пĕр сехет хушши почтăна пăхса тухнипе ирттерет. Анчах Красницкий хаçатсене çынсенчен кайран, канас умĕн, койка çинче вулама хă-нăхса çитнĕ. Çавăнпа вăл почтальона, ыттисем пек, васкаса кĕтмен. Тепĕр тесен, почтальон вăл кĕтнĕ хыпара пурĕпĕрех илсе килмен. Хăй черечĕпе вара почтальон та ун çине сисĕмсĕррĕн пăхма хăнăхса кайнă: ямалли çырусем пурри çинчен ыйтман, конвертсем те сĕнмен. Анчах паян вăл Красницкий умне татăклăн, салтак утăмĕпе утса пычĕ те, аллине козырек çумне тытрĕ:

– Сире çыру пама ирĕк парăр, майор юлташ!

– Хм, ăçтан вара?

– Полевой почтăран. Хирĕç ответ пама, тен, конверт кирлĕ?

– Тем пекехчĕ!

Почтальон аллине каллех козырĕк çумне тытса уйрăлсан, Красницкий хĕрлĕ конверта уçса, 5 – 6 листа çине çырнă вăрăм çырăва вулама тытăнчĕ. "Хаклă Коля, манăн савăнăçăм! Таçхантанпах çыраймарăм, каçар!..."

– Розочка! Чунăм! – савăнса кайнипе илтĕнмеллех калаçса илчĕ Красницкий. – Неушто эсĕ? Чунăмçăм! чăнах та вĕт, сан почерку! Ăçтан çыратăн, мĕскĕн?

"...Фронтра пулать ун пекки, анчах вăл эпĕ сана маннине пĕлтермест. Пачах урăхла, хушшăмăр пиншер çухрăм пулин те, эпĕ хама хам сан патна çак вăхăтра нихçанхинчен те çывăх, тесе шутлатăп. Ăнлан: чĕрĕ, сывă чух эпĕ – санăн, эпĕ – пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле..."

Малалла Роза мĕншĕн çырайманни çинчен ăнлантарать, хăй пурнăçĕ çинчен пĕлтерет. Ĕç ак мĕнле пулса пыкă иккен унăн.

Фашистсен тискерлĕхне хăй тÿссе курнă хыççăн, юратнă ывăлне çухатсан, ун ăшĕнче тăшмансене хăй аллипе тавăрас тăвăллă хаярлăх çуралса тухнă. Çавăнпа вăл хăйĕн унччен виçĕ çул ĕçленĕ специальноçне – учитель ĕçне вăхăтлăха пăрахса, оборона заводне кайса кĕнĕ. Ун çинчен Красницкий малтанхи çыру тăрăх пĕлет ĕнтĕ. Оборона заводĕнче Розăна пулемĕт цехне ĕçлеме лартнă. Ĕç вăхăтĕнче вара Роза мĕнпур детальсене вĕренсе çитнĕ. Кайран, фашистсем хулана вăхăтлăха илнĕ чух, Совет Çарĕн ретĕнче кĕрешсе окружение лекнĕ, унтан... партизансен отрядне куçма тивнĕ: Роза виçĕ уйăх хушши партизанта çÿренĕ. Шел, ун çинчен сахал çырать вал хăй çырăвĕнче. Пĕтĕмĕшпе кайран пĕлтерме пулса, 5 эшелон сывлăша сиктерсе яни çинчен кăна пĕлтерет. Анчах, юлашкинчен, отряд каллех Совет Çарĕн чаçĕсемпе пĕрлешнĕ чухнехи çапăçу çинчен вара тĕплĕн чарăнса тăрать:

"...Пĕр ялшăн юнлă çапăçу пычĕ. Икĕ енчен те танксем, самолĕтсем нумай пулчĕç, ытти хĕç-пăшалсем çинчен асăнмастăп та. Совет Çарĕн чаçĕсем сылтăмран тапăнса пыраççĕ, пирĕн отряд сулахай флангран хĕсет. Нимĕçсем вăйлă вут тăкрĕç. Питĕ тискер, хăрушă! Вĕт çĕр чăтмасть, – çÿлелле сирпĕнет. Анчах эпир, больше-виксем, тÿсрĕмĕр... Эпĕ хамăн юратнă пулемĕт патне выртрăм. Фашистсем сасартăк контратакăна тăрсан, пĕр кассине пулемĕтран çулса тухрăм. Пирĕн наступлени кăшт малалла тăсăлса, эпир Совет Çарĕн чаçĕсем патнерех çывхарсан, фашистсем ăна тытса чарма татах вăйлăн атакăна тухрĕç. Каллех пулеметран черет хыççăн черет кăларса яма тытăнтăм. Хам куратăп: тăшмансем йăванаççĕ анчах, – значăт, тĕл перетĕп. Сасартăк, хам тĕлте минăсем çурăлма тытăнсан, сулахай хул айĕнче, кăкăр шăмминче, тирсе ыратса кайнине туйрăм. Юхма тытăнчĕ юн. Алăпа та тытатăп, хула та пăчăртаса пăхатăп – çук, чарăнмасть. Лăстăр-р! темĕнле ывăнса кайнă пек туйрăм, куç та хуралма пуçларĕ. А сывлăш тата? Пĕр çăвар та уççăн сывлама çук, тултан ыратать, шалтан пăвать. Сисетĕп, çан-çурăма вилĕм ыталать: тăн пĕтсе пырать, чĕре вăрахăн тапать, урасем çывăрса ларма, хытма пуçлаççĕ. Çак вăхăтра ман пата хулпуççи урлă хĕрлĕ хĕреслĕ сумка çакнă сестра шăвăнса килет. Ш-ши-и! – турĕ ман хăлха çумĕнчех. Ик-виç утăм хыçалти сестра пĕр сасă кăлараймасăрах тăсăлса выртрĕ. Коля, мĕн тери шел ăна, э! Вĕт маншăн çамрăк пуçне пачĕ вăл!

Çук, урăх пултараймастăп эпĕ. Вилĕм ĕнтĕ чĕренех тытма пуçларĕ. Улшăнуллă, питĕ вăрахăн тапать чĕре, хăш-пĕр вăхăтра, чарăнса илнĕ минутра, хăвна ху вилсе выртнăнах туйăнать. Акă, куç хупаххисем хупăнма пуçларĕç, тăн çухалса килчĕ. Анчах, – ой, çут тĕнчерен уйрăлма пит йывăр! – татах, пĕр секунд та пулин, пăхса илес килет ун çине. Çак вăхăтра, шывлă куçăмсемпе юлашки хут пăхса илнĕ чух, хама хура мĕлкесем çавăрса илнине курах кайрăм. Нимĕçсем мана чĕррĕн çавăрса илесшĕн иккен. Пĕр самантра таçтан, мана хамăн сулахай кăкăр умĕнчи кĕсъере, чĕре патĕнче, партбилет пурри аса килсе кайрĕ".

– Ав мĕнле! – тĕлĕнчĕ Красницкий, вулама чарăнса. – Хăçан кĕме ĕлкĕрнĕ вара? Ну-ну!..

"...Да, хаклă мăшăрăм, эпĕ – парти членĕ ĕнтĕ, ман çумра – партбилет. Вăл билет мана ирсĕр фашистсене çĕнтерме пулăшрĕ, хама вилĕмрен çăлса хăварчĕ. Ĕнен – партбилет кăна. Чăн-чăн коммунист фашист аллине чĕррĕн парăнмасть, партбилет ăна ÿкичченех çапăçма хушать. Унтан тата, мĕн вăл фашист аллине лекнĕ коммунист? Ăна е çакса вĕлереççĕ, е чĕррĕн пытараççĕ, е çын тÿсми урăх асап кăтартаççĕ. Çаксем аса килсе кайрĕç. Халиччен айăплă пулманскер, юлашки самантра та çĕршыв умĕнче намăслă пулас мар тесе, алла пулемĕт патне çĕнĕрен кăнтарма тăтăм. Ак, тамаша! Пÿрнесем манăн вылямаççĕ. "Рус, сдавайся!" – штыксене тăратса, хам патах çывхараççĕ хура мĕлкесем. Аран-аран, алăпа кăшт тĕртсенех манăн пулемĕт шатăртатма тытăнчĕ. Пĕр черет çавăрса илнине астăватăп, тĕлĕкри пек, кайран мĕн пулнине пĕлместĕп... Эпĕ халь госпитальре выртатăп, мана питĕ лайăх пăхаççĕ. Ĕнер тата ман шут çинче – 150 нимĕç тесе пĕлтерчĕç, наградăлама хучĕ Мускава кайни çинчен каласа савăнтарчĕç".

– Ох, мĕн тери эсĕ! Маттур!.. маттур!

"...Да, хаклă мăшăрăм! Хамăр юратнă ывăлăмăршăн, хамăр уйрăлмалла пулнăшăн тата мĕнпур совет халăхĕн инкекĕшĕн кăшт тавăрма телей тупрăм эпĕ те. Малашнехи ĕмĕтсем тата пысăк-ха. Ăна тума пултарассăн туйăнать мана, мĕншĕн тесен, хам специальноçе пĕлетĕп эпĕ лайăх, тата, чи пахи, эпĕ вĕренсе çитрĕм: тăшмана питĕ, питĕ кураймастăп. Эпĕ халь хаяр, ман пит çинче пĕр чĕптĕм те кулă кураймăн (май килсен, карточка ярăп), ăшра пĕр шухăш – нимĕçсене ытларах пĕтерес ĕмĕт кăна. Ой, мĕн тери хаяр ĕмĕт вăл? Анчах кирлĕ вăл, кирлĕ мана та, сана та, мĕн пур совет çыннисене. Кирлĕ – хамăр çĕршывра пĕр нимĕç юлмиччен!"

Красницкий арăмĕн ĕлĕкхи йăваш характерне халь хăй çырнипе танлаштарса пăхрĕ те, пуçне пăрса кулса илчĕ.

"...Да, хаклă мăшăрăм! Нихçан та шутламан эпĕ çынна вĕлерме. Хăвах пĕлетĕн, килте чухне автан та пусма хăранă. Манăн ĕмĕт ун чухне ачасене ырра, тăна вĕрентесси кăна пулнă. Анчах халĕ, паян фашистсене вĕлерни – нимрен паха та ырă ĕç. Ăна зарплата виçипе виçме çук. Вăл иксĕмĕршĕн кăна мар, уйрăм çынсемшĕн те мар, тĕнчери мĕнпур чипер ăстăнлă этемлĕхшĕн, унăн малашнехи ырă пурнăçĕшĕн. Çавăнпа паян кам та кам, май килнĕ çĕртенех, фашиста вĕлермесĕр иртет, вăл этемлĕхе усал кăна тăвать, вăл унăн тăшманĕ пулса тăрать".

– Анчах ăçтан тухнă унăн çав тери паттăрлăх?!. – тĕлĕнчĕ Красницкий.

Хăйĕн вăрăм çырăвĕнче Роза кун çине те ответ парать: "...Ну, чунăм, пĕтĕм ăшах уçса патăм ĕнтĕ сана, анчах та сан арăму, хĕрарăм, çавăн пек пулнăшăн, хаяр шухăшланăшăн ан тĕлĕн. Ăнланмалла марри нимĕн те çук кунта. Фронтра нумай ман пеккисем. Вĕт хăвах шутла, – равноправи. Мирлĕ вăхăтра нумай калаçатчĕç ун çинчен, час-часах эпир унпа тата хамăрăн, хĕрарăмсен, хĕсĕк интересĕсемшĕн те усă курнă. Анчах вăл йăнăш, равноправи сăмаха хăй уссишĕн кăна калакан хĕрарăм, ман шутпа, çын та мар. Вĕт, çĕршыв хăрушлăх умĕнче тăнă вăхăтра арçынсемпе пĕр ретре тăрса (хăть тылра, хăть фронтра) ĕçлени, кĕрешни тата, кирлĕ пулсан, юн тăкма, пуçа хума хăраманни – чăн-чăн равно-прави. Ман шутпа Ленинпа Сталин юлташсем, пире равноправи панă чух, çакна асра тытнă.

Малалла, Сталин Конституцийĕ пире, хĕрарăмсене, арçынсемпе пĕр танах вĕренме, ĕçлеме, канма право пачĕ. Виçĕмçул Сочире иксĕмĕр пулнине халĕ те манмастăп эпĕ. Сыхлама кирлĕ мар-и-ха ĕнтĕ вĕсене? Конституцире "Тăван çĕршыва сыхласси – кашни гражданинăн тивĕçĕ" тесе çырнине пĕтĕм чĕререн савăнса вулама кирлĕ. Мирлĕ вăхăтра эпир вăл правасем çине савăнса е ун пек пулма тивĕçлĕ тесе кăна пăхнă пулсан, халь вĕсене пурнăçлассишĕн ĕнтĕ чĕре çунать, пурнăçа парас килет.

Ну, чунăм, ывăнтăн пулĕ вуласа, пĕтеретĕп ĕнтĕ. Юлашкинчен фронтри опытран çакна çеç калатăп: хĕрÿллĕ, татăклă çапăçусем малалла-ха, юн сахал мар тăкăнĕ. Сире те çитĕ черет, тен, унпа та çитмĕ, çĕнĕ кадрсем вĕçлĕç. Анчах паллă, çĕнтерÿ – пирĕнте. Резервсем пирĕн вĕçĕмсĕр, сталинла индустри çĕнĕрен-çĕнĕ, вăйлă хĕç-пăшалсем çителĕклĕ парса тăрать, колхозсем фронта тутă тытаççĕ, Совет Çарне пирĕн аслă полководец Сталин хăй ертсе пырать. Вăхăт пулсан, хăвăн пĕлÿсене тепĕр хут тĕрĕслесе тух, çĕнтерме отлично пĕлни кирлĕ. Тăшманпа хаяр курайманлăхпа кĕрешме вĕренмелле. Кăна тума партбилет питĕ пулăшать. Çапăçăва партбилета кĕретĕн пулсан – эсĕ çĕнтерĕн. Шухăшласа пăх кун çинчен, – ÿкĕтлетĕп, мăшăру сăмахĕ вырăнлă пулĕ.

Ну, хытă чуптăватăп. Санăн – Роза".

III

Вăтам шкулта вĕреннĕ чух Красницкий комсомолец пулнă, анчах вăл ытти çамрăксенчен политикăпа философи ыйтăвĕсем тăрăх шухăшлама, дискуссилеме, тавлашма юратнипе раснах уйрăлса тăнă, Маркспа Энгельс ĕçĕсемпе паллашнă, Ленина нумай вуланă. Çавăнпа нумайăшĕ Красницкирен лайăх партработник е педагог пулать, тесе шутланă. Красницкий хăй те ун чухне хăйĕн пулас специальноçне суйласа илмен пулнă.

Çакăн çинчен Красницкий халĕ асăнас та çукчĕ пулĕ. Анчах ăна арăмĕн çырăвĕ ирĕксĕр астутарчĕ, çĕнĕ шухăша ячĕ.

Сасартăк, çак вăхăтра, пуç тÿпинчен истребительсем кĕрлесе вĕçсе кайрĕç. Леререхре, çул çинче пулас, тата танксем кĕрлесе тухни илтĕнчĕ. Оруди, миномĕт, хĕç-пăшал сасси вăйланса пычĕ. Вĕренÿ вĕçне çывхарать, атака пуçланать.

– Ăçтан тухать çав тери хĕç-пăшал? – тĕлĕнсе илчĕ Красницкий. – Вĕт кунта вăрçă та çук, а фронтра мĕнле пулĕ?

Ответне хăех тупрĕ. Ăна хамăр индустри, социализмлă промышленность парса тăрать.

– А чĕрĕ тавар?

Ăна коллективла ял хуçалăхĕ тăратать, лав хыççăн лав, машина хыççăн машина, вагон, эшелон... Пирĕн ял хуçалăхĕ фронт заданийĕсене, промышленность пекех, ăнăçлă пурнăçласа пынине икĕ çулхи вăрçă опычĕ нимрен те лайăх кăтартса паче ĕнтĕ.

"Мĕн пулнă пулĕччĕ, – хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Красницкий, – çавсем пулман пулсан? Мĕн курнă пулĕччĕ Совет çĕршывĕ кивĕ экономикăпах юлнă пулсан?"

Нимĕçсем тĕрĕссипе хăйсенне кăна мар, пĕтĕм Европăри малти техникăна, хĕç-пăшала тытса илсе, Совет Союзне хирĕç тăратрĕç. Систермесĕр ултавпа тапăннипе нимĕçсене пирĕн чи лайăх çĕрлĕ вырăнсене, промышленноçлă территорисене вăхăтлăха тытса илме май килчĕ. Пысăк хăрушлăх тухса тăчĕ пирĕн ума, халиччен курман йывăр испытани тытма лекрĕ. Çав вăхăтра, халăх тăшманĕсем хушнă пек, вак хуçалăхлă экономика çинче тăнă пулсан, эпир (вăл шутрах Красницкий те) тахçанах нимĕçсен пăявĕ çинче çакăнса тăнă е асаплă чуралăха лекнĕ пулăттăмăр, Совет çĕршывĕ тăршшĕпех вут айĕнче çуннă пулĕччĕ. Аса илме йывăр. Анчах вăл пулмарĕ, пулмĕ нихçан та. Фашистсем хăйсем кăна мар ытти капиталистла патшалăхсем те кĕтмен çĕртен, Совет государстви, социализмлă держава, Европăри пĕр патшалăх та тÿсеймен испытание çирĕп тытса, вăрçă вăхăтĕнче пушшех, нихçанхинчен те хытăрах çирĕпленсе пычĕ. "…"

Çак ыйту тивĕçлипе тухса тăрсан, Красницкие хăйĕнчен хăйнех намăссăн туйăнса кайрĕ. Пичĕ унăн хĕрелсе илчĕ, куçĕсем хăйне хăй кăмăлсăр пулнине кăтартрĕç. Анчах пуçра çав тери нумай шухăшсем! Халех татса парас килет вĕсене, кампа та пулин калаçас кăмăл туртать, шухăшсене каласа парас килет. О, фронт çырăвĕ! Мĕн чул вăл шутлаттарать, тĕрĕслĕх кăтартать, туртм парать!

Красницкий тăрса палатăналла утрĕ.

IV

– Лиза! Лиза! – кăшкăрчĕ Красницкий, пиртен туна алăка уçса, – итле, мĕнле çыру илтĕм эпĕ!

– Çук вăл! – илтĕнчĕ хирĕç пĕччен тăрса юлнă санитар сасси.

– Ăçта кайнă?

– Собрани пулас вĕсен!

– А эпĕ? Мĕншĕн мана чĕнмен?

– Пĕлместĕп, майор юлташ!

Красницкий тухса тепĕр палатăналла, комбат заместителĕ пурăнакан çĕре, утрĕ. Вăл çын, звани тăрăх капитан Петров, малтанхи çул фронтра пулнă, аманнă, унтан кунта, Инçетри Хĕвелтухăçне, килнĕ. Вăл ĕçре хăйĕн виçсе калакан сăмахĕсенчен нихçан та чакман, дисциплинăна яланах малтанхи вырăна хунă, анчах пĕр суймасăр чунтан калаçнине е каласа панине ăшă кăмăлпа йышăннă, юратнă. Çăвăнпах пулĕ, тен, Красницкий тулса килнĕ кăмăлĕ те ун патнелле туртрĕ

– Юрать-и кĕме, капитан юлташ? Эпĕ нумайлăха мар.

Сасă илтĕнменрен Красницкий пуçне чиксе пăхрĕ, Çук, никам та...

– Ăçта кайса пĕтнĕ вара?

Красницкий йывăç çумне тăрса йĕри-тавра пăхрĕ. Пĕлĕт тăп-тăрă, кăн-кăвак. Тин кăна анса ларнă хĕвел çутти сылтăм енчен тухакан уйăх çине пулнипе, лешĕ хĕп-хĕрлĕн шуса улăхать. Инçетре-инçетре йăл-йăл! çăл-тăрсем çутăлаççĕ. Лапкă, пĕр варкăш та çук. Йывăç çулçисем тапранмаççĕ, сопкăсем çинчи ÿсен-тăрансенчен чĕрĕрех уçă сывлăш килет, хĕç-пăшал сассисем чарăннă ĕнтĕ. Таçта, шурлăхра пулас, шапасем кăшкăрни илтĕнет. Кунта вĕсем Российăри пек татăклăн мар, пĕрмай тата вăрăммăн юрлаççĕ, сасси те вĕсен темĕнле, кăвакалсен ушкăнĕ нăрклатнă пек туйăнать. Çывăхрах, чăтлăх тĕмĕсем хушшийче, кайăксем те тĕрлĕ сасăпа юрлани илтĕнет. Анчах инçетрен килнĕ çынна йывăр вĕсене сасă тăрăх уйăрма: те фазан, те урăх кайăк. Пур вĕсенчен каçхине юрлаканнисем те, йывăç хупписене çĕрĕпе шаккаканнисем те, ирхине вăратаканнисем те. Унтан, тĕлĕнмелле тата, унта-кунта хĕç-пăшал сасси илтĕнни кунти кайăксене пĕртте хăратмасть, сопкăсем хушшинче пурăнакан боецсене вĕсем килти кайăксем пекех ханăх-са çитнĕн туйăнаççĕ. Кирек мĕнле пулсан та, çанталăк ырă кунсем сĕннĕ, чăн-чăн çу вăхăчĕ пуçланнă. Пурте вĕсем, пĕтĕмĕшпе илсен, чуна савăнтармалла, çĕклентермелле ĕнтĕ. Анчах Красницкий чунĕ вăл хитрелĕхпе кăмăлланса çитме пултарайман, ăна темĕн ăша вырттаракан япала кирлĕ пулнă. Мĕн вăл? Юратнă арăм? Чăн, ăна курас килет. Анчах халь кăна çыру илнĕ хыççăн, ун пирки ăшчик пăртак лăпланчĕ тата тивĕçлипе кăшт мăнкăмăлланчĕ те. Ак часах хирĕç ответлесе вăрăм çыру çырать, вара унăн кăмăлĕ пĕтĕмпех çырлахать. Çапах унпа та çитмен пек туйăнать, шалта – мимере те, чĕре патĕнче те, çĕнĕ ыйту хăйне татса пама васкани сисĕнет, канăç памасть.

Сортировочнăй палата умĕпе иртсе пынă чух хăлхана калаçни илтĕнсе кайре:

– Сталин юлташ хăйĕн Майăн пĕрремĕшĕнчи приказĕнче тăшмана çĕнтерме çĕнĕ çулсем кăтартса парать...

Красницкий, чарăнса тăрса, кам калаçнине уйăрса илме тăрăшрĕ. Комбат мар, капитан сасси те ун пек мар. Политотделтан килнĕ юлташ пулас.

– Кăçал, юлташсем, Хĕвеланăç фронтĕнче юлашки, татăклă çапăçусем пулса иртмелле. Çаплипех виççĕмĕш çула юлăпăр, тесе ан шутлăр, кирек хăш минутра пултăр та, пĕрре пире те чĕнме пултараççĕ!..

Красницкий кĕме тăрсан, тахăшин сасси чарса хучĕ:

– Пуху... хупă, – партиецсемпе комсомолецсем кăна!

Мĕн тери кăмăлсăрлăх! Докладчик темĕн çĕнĕ япала çинчен калать, хатĕрленме хушать. Аванччĕ, тем пекехчĕ пĕрле, çынсемпе тан итлеме. Красницкий, палата тулашĕнче тăрса, татах итлерĕ.

Докладчик хăй ăшĕнче çынсене каласа панинчен ытларах пĕлет пулас, анчах сăмахсене тÿрĕ, уççăн мар, сисĕнмелле кăна калать. Да, ыйту – çĕнĕ япала, улшăну пулмалли çинчен пырать, итлеме, пĕлме питĕ интереслă. Анчах ăна, Красницкие, вăрттăн итлесе тăма ирĕк кам панă? Тепĕр тесен, хăйне хăй тивĕçсĕр аяла хуни пулмасть-и вăл?

Çакна тĕрĕссипе тавçăрса илсе, Красницкий майĕпе паçăрхи çĕре кайса ларчĕ. Куçĕсем хăйĕн çав çавах унталла пăхаççĕ. Итлес, пĕлес килет унăн та. Унтан ытларах, сăмах тухса калас килет. Хăй шучĕпе ăна çак вăхăтра унран ытла çунтаракан сăмах никам та калама пултарас çук пек туйăнать. Каласа кăтартнă пулĕччĕ фронтран илнĕ çыру çинчен, уçса панă пулĕччĕ хăйĕн тăвăнса çитнĕ шухăшсене, чĕннĕ пулĕччĕ çав юлашки çапăçусене хатĕр пулма. Ыран вăл хастарлăх иртсе кайма пултарать, пĕтĕмĕшлĕ пухусене кĕтсен, вĕсем тепĕр чух уйăхра та пĕрре çеç пулаççĕ.

– Ах, мĕншĕн çук ун пек право, – тарăхса илчĕ Красницкий, – кирлĕ вăхăтра калаçма?..

Чăннипе вăл çынсенчен пĕртте кая мар, хăшĕсенчен маларах та. Аслă командир, унтан тата батальонти чи паха взвода – хирурги взводне ертсе пырать. Икĕ çул хушшинче фронт валли мĕн чухлĕ хаклă кадрсем хатĕрлесе панă. Унăн ученикĕсем, фельдшерсемпе санинструкторсем, Карели вăрманĕсенче те, Кубань çеçен хирĕсен-че те – аманнă геройсене пуля айĕнчен çăлса кăлараççĕ, хăйсем те геройсем. Акă Салмин – 120 çын хăтарнă, ун çинчен хаçатра та çырнă. Ав Шилов – кăкăрĕ çине икĕ орден çакнă ĕнтĕ. Тепĕр тесен, инçете шыраса кайма та кирлĕ мар, Лизăнах илер. Вăл вĕт кĕске курс кăна пĕтернĕ, халĕ – операци сестри. Ахаль мар ĕнтĕ, Красницкий командовани енчен тав хыççăн тав илнĕ.

Паçăр Красницкий хăйне хăй мăшăр çукран, чун йăпанса курмантан пурнăç çитменнине туйнăччĕ, ăна кичем пулнăччĕ. Часах вăл тупăнчĕ, анчах çак вăхăтра çумра çукки – инкек мар. Вăхăтлăх уйрăлу, тепĕр тесен, пĕр-пĕрин патне туртăннине, юратнине вĕрилетет кăна. Нумай иртмĕ вăхăт, фашизм пуçĕ татăлсан, çĕр çинче каллех телейлĕ пурнăç çĕкленĕ, юрату сарăлĕ. Çапах Красницкий халĕ хăйшĕн пурнăç туллии мар пулнине сисет. Обществăллă пурнăç уншăн çителĕксĕр пек туйăнать. Да, вăл пĕччен, – хăйĕн мĕнпур шухăшĕсене кирек хăш вăхăтра та коллективпа пĕрле сÿтсе явма пултараймасть. Анчах мĕншĕн тин кăна сиснĕ ăна вăл, тесе ыйтасшăн пулĕ вулакан. Пулать вĕт тĕрлĕрен, мирлĕ граждан пурнăçĕ – хăйне тĕл: унта çын хăйне ирĕклĕрех, уйрăмрах тытма пултарать, унтан тата, Красницкий чир-лисем хушшинче кăна ĕçленĕ, урăх ыйтусем ăна питех интереслентермен. Çар пурнăçĕ – урăхларах: дисциплина, пĕрлĕхлĕ интерес, пĕр ĕмĕт, тачă коллектив – кашни чаçĕн чăмăрĕ пулса тăрать. Кам та кам ăна пăхăнмасть е килĕшмест, вăл хăйне хăй ирĕксĕрех пĕччен, уйрăм, тусăнчăкла туять. Красницкий пирки вĕсем пĕтĕмĕшпех çапла тесе калама пултараймастпăр ĕнтĕ эпир, анчах унăн çитменлĕхĕ те çук мар. Тен, ун çинчен, çав ăшри çитменлĕх çинчен паян арăмĕн çырăвĕ астутарчĕ ăна; тен, пулас çапăçусене кĕрес умĕн хăех сиссе илчĕ. Кирек мĕнле пулсан та, пĕр япала яланах паллă: çынсем çапăçăва кĕрес умĕн пур енчен те пĕр-пĕринпе тачăрах пулма, пĕтĕçме тăрăшаççĕ. Çапла туни вĕсене çĕнтерме кăна пулăшать.

V

Учени хыççăн нумай та иртмерĕ вăхăт, батальона ура çине тревогăпа тăратрĕç. Командирсемпе боецсем линейка çине пĕр рете пухăнса тăрсан, командирпа унăн заместителĕ кĕске сăмахсем тухса каларĕç. Комбат каларĕ:

– Мирлĕ условире эпир икĕ çул вĕрентĕмĕр, хамăр ĕçре аслă çулпуç Сталин юлташ кăтартса панисемпе тата фронт опычĕсемпе усă куртăмăр, юлашки ученире пирĕн батальон пысăк хак илме тивĕç пулчĕ: эпир çапăçăва хатĕр. Халĕ ĕнтĕ Сталин юлташ, юратнă çĕршыв пире фронта чĕнет. Тăшмана çĕнтерме, хамăр вăя кăтартма тивĕçлĕ пулар! Сталиншăн, Тăван çĕршывшăн, совет хĕç-пăшалĕ çĕнтерессишĕн!

– Урра! Ур-ра-а!..

Комбат заместителе Сталин юлташ приказĕсене пур-нăçлассишĕн кĕрешме, хаяр тăшмана хирĕç пĕр утăм чакмасăр çапăçма, аманнă боецсен сывлăхĕсене кĕске срокра тÿрлетессишĕн мĕнпур вăя, ас-тăна хурса ĕçлеме чĕнчĕ.

Боецсен сăн-питне, пĕр енчен хаяр тĕс çапрĕ. Вăл – тăшмана курайманнипе. Тепĕр енчен – вĕсенче уйрăм çĕкленÿ, телейлĕх, савăнăçлăх пурри палăрать. Мĕншĕн? Тен, вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем ал-урасăр тăрса юлĕç, теприсем нихçан та каялла таврăнмĕç. Инкек мар çапах та, вăрçă çухатусăр пулманни вĕсемшĕн çĕнĕ япала мар. Тĕнче çĕленне – фашизма пĕтерме çĕкленни, хаклă çĕршыва çапăçу хирĕнче сыхлани, этемлĕх пурнăçĕшĕн, çынсен малашнехи ĕмĕчĕшĕн кĕрешĕве кайни – вăт çаксем ĕнтĕ паян нимрен те паха пулса тăраççĕ. Ак вĕсем те икĕ çул хушши вĕреннĕ, ĕçленĕ, çав вăхăтрах кунтан кун çапăçăва кĕрессе кĕтнĕ. Хăть пĕр фашиста та пулин вĕлерме май килни е аманнă боеца сыватса çĕнĕрен фронта тавăрни – çаксем ĕнтĕ телей мари-ха паян? Кашнин чĕри çунать çавна тăвассишĕн. Митинг майĕпе малалла тухса каланă юлташсен сăмахĕсенче паян уйрăмăнах çав тери хĕрÿлĕх, çĕкленÿлĕх пулнинчен нимĕн те тĕлĕнмелли çук. Халиччен сайра калаçнă Красницкий те (тинех телей пулчĕ) тĕлĕнмелле, чĕрене тивекен сăмахсемпе çĕклентерсе ячĕ. Чăннипе, унăн сăмахĕсем нихă-шинчен те лайăхрах пулчĕç, кĕтменччĕ ăна никам та. Хăйне кăна ăна темĕншĕн, каласа пĕтереймен пек тата каланипе те ăшра çавах тем çитменни юлнă пек туйăнчĕ. Мĕн-ши вăл?

Часрах япаласене пуçтарма хушрĕç, машинăсем те кĕрлеме пуçларĕç.

Красницкий чемодана пĕр мăшăр кĕпе-йĕм, пит шăлли чикрĕ, çиелтен кĕнекисене йĕркелесе хучĕ.

– Мĕн юлать-ши тата?

Йĕри-тавра, полка çине, кровать айне пăхрĕ. Э, шăл порошокĕ юлнă. Чикрĕ ăна та. Анчах тата темĕн илмен пек туйăнать.

– Мĕн манса хăваратăп-ши?

Чÿрече умĕнче килтенех илсе тухнă, чечексемпе тĕрлесе пĕтернĕ стакан тăрать.

– Акă мĕн юлать иккен!

Стакана, ванасран хаçат хучĕпе черкесе, пĕр кĕтессе чикрĕ те татах йĕри-тавра пăхрĕ. Урăх çук нимĕнле япала та. Çар çынни, пуринчен ытла вăрçă вăхăтĕнче ку тĕлĕшрен пуян мар, ытлашши япала – инкек кăна, ăна сыхлама хăтланса пуçа хума çеç пулать. Кирек мĕнле пулсан та, темĕн çитмест, тем илмен пек, манса хăварнă пек туйăнать.

– Мĕн-ши вăл? Мĕн манса юлать-ши?

Алăсем мĕн пуррине пурне те пуçтарчĕç ĕнтĕ, куçсем те урăх япала пуррине курмаççĕ. Вĕсем пурте чемоданра. Анчах, чун улталамасть, вăл пысăк япала манса хăварни çинчен систерет, васкатать.

– Майор юлташ! – терĕ чупса кĕрсе пĕр боец. – Пурте пухăнса çитрĕç, сире кĕтеççĕ, комбат халех тухма хушрĕ!

Машина çине ларсан, Красницкие хăй маннă япала землянкăрах юлнăн туйăнчĕ. Пĕр минутлăха унăн каялла анса тепĕр хут шыраса пăхас кăмăлĕ килсе кайрĕ, анчах машина вырăнтан тапранни ăна чарса лартрĕ.

Станцăна батальон тĕп тĕрĕс, йĕркеллĕ тата вăхăтра çитрĕ. Эшелон хатĕр тăрать, паровозĕ тĕтĕм кăларать. Боецсем пĕр шавсăр вырнаçма пуçларĕç, сестрасем те ларчĕç. Красницкий кăна ларма чарăнса тăчĕ.

– Эсир мĕншĕн лармастăр? – ыйтрĕ ăна курсан, комбат заместителĕ. – Е мĕн те пулин манса хăвартăр?

– Мĕнле капла, капитан юлташ! – салхуллă сасăпа каларĕ Красницкий. – Мĕнле каятăп капла?

– Как мĕнле? – тĕлĕнсе сассине çĕклерĕ капитан, – ларăр та, каятпăр, пурте пĕрле!

– Эпĕ вĕт бес...

– Мĕн? Ну, часрах калăр, вĕт дежурнăй ăсатма тухрĕ!

– Эпĕ вĕт беспартийнăй!

– Ну, мĕн вара, кунта партиецсем кăна каяççĕ-им?

– Çу-ук! – хурлансах каларĕ Красницкий. – Манăн та çапăçăва сирĕнпе пĕрле, ну, партиец пулса каяс килет.

– Вот мĕн иккен! – кулса илчĕ капитан. – Шухăш ырă, питех те тĕрĕс. А сире эпир пĕлетпĕр, çавăнпа, пожалуй, çул çинчех татса пама пулать ăна!

– Чанахах та-и?

– Конешнă, чăн! – çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ капитан. – Ну, ларăр, ларăр, тапранатпăр!

– Ту-у! Ту-ту-у-у!..

Эшелон Хĕвеланăçнелле тапранчĕ.

Пайраш К. Партбилет : [калав] // Пайраш, К. Çул çинче / Кузьма Пайраш. – Шупашкар, 1950. - С. 15-30.