Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Тимбай (Тимофеев) Александр Вениаминович
Александр Тимпай

Суран

Поэма

Синкерлĕ Аслă вăрçăра
Вăл юлнă вилесрен аран.
Васкавлăн ыйхине сирсе,
Халь анчĕ пуйăсран ирпе.
Пăхать: ăна кĕтме килмен.
Шутлать: "Эппин хыпар илмен".
Çĕрле ăш çумăр шавласа
Тасатнă пăчă сывлăша.
Салтак утса тухать уя.
Ик аллинче – костыль-туя,
Çул пылчăклă, туйи путать,
Чăлах салтак аран утать:
Госпитальте пит çÿреймен,
Хытах утма вĕренеймен.
Протез-ури – хутаççинче,
Хăй пăчăхать хĕвел çинче,
Ăна часах ывăнтарать.
Ак чарăнчĕ, пăхса тăрать.
Салтак чи малтанах курать:
Çул хĕрринче – утмăлтурат,
Утмăлтурат – сенкер чечек,
Илемлĕ янкăр тÿпе пек,
Савни куçне асилтерет.
Пыл хурчĕ сĕрлесе çÿрет.
Çÿлтен хыпар ярать тăри:
"Салтак килет, куратăр-и?
Çĕнтерÿпе вăл, çĕр хуçи,
Хăйпе пĕрле ырри-нуши..."
Ытарайми пăхать хĕвел,
Каланăн: "Пурнăç, ан кивел,
Çĕнелнĕçем ялан çĕнел.
Çунатăп Çĕршĕн, тăрăшса.
Паратăп пĕтĕмпех ăшша
Ем-ешĕл, чĕрĕ тĕнчене,
Ăс-хакăллă чĕрчунсене –
Çак çут тĕнче хуçисене".

Кĕрлевсĕр, шăп-шăпăрт тĕнче.
Мĕн чул илем çĕр питĕнче –
Пурне те ÿстерет тăпра
Хĕвел хĕрÿллĕ вăхăтра.
Йĕри-тавра – тăван уй-хир:
Пуçне ухать пин пĕрчĕ – вир,
Урпа пиçет сăра валли –
Нумай юлман саралмалли,
Пучахĕ туллăн усăнать:
Тăпра туприйĕ хушăнать.
Вĕрет çил уççăн ваш! та ваш! –
Кăшт хумханать парка ыраш.
Салтакăн чунĕ çемçелет,
Хаваслăн ыталас килет
Тăван çĕре ун юратса,
Чĕри çумне пăчăртаса,
Çакна курсам, савăннăран
Лăш пулчĕ ÿтĕнчи суран.

II
Уйра хĕрарăмсем, хĕрсем,
Пĕкече пек пĕкĕрĕлсе,
Ыраш выраççĕ çурлапа.
Пĕри суранлă алăпа
Кайра ĕçлет, çул патĕнче,
Ачи йĕрет кĕлте çинче.
Çтаппан, ак, утрĕ ун патне
(Халь пĕлтерем салтак ятне)
Кăшт сывлăш çавăрса илме
Чĕриклеттерчĕ костыльне.
Хисеплесе ял йăлине,
Сăмах хушать ĕçлекене:
— Тур пулăштăр тăхлачăна!
Ма хĕрхенместĕн ачана?
— Тавах, хăта, ыр сăмахна,
Сунатăп сывлăх эп хăвна.
Пулăшаймасть-çке-ха турри,
Ырри сахал – нумай хурри.
Ларсан ача йĕрет тесе,
Кам тăвĕ маншăн çак ĕçе?
— Çапах ан йĕрт-ха ачуна:
Манне вăл хускатать чуна.
Вăрçăрине асилтерет,
Ăна илтсен, чĕре тирет.
– Выç хырăмĕ йĕртет ăна:
Килте вĕлтрен шÿрпи кăна
Çитернĕччĕ сĕтпе юрса,
Пĕр мăйăр пек сар çу ярса.
Пĕлмест вăл çăкăр мĕнлине,
Нихçан курман шур сахăрне.
Хĕрарăм тытрĕ ачине
Хăй улача арки çине,
Тулли пучах шĕкĕлчесе
Çитерчĕ, лартрĕ чĕркесе.
Хĕрхенчĕ ачана салтак:
Кăларчĕ сухари пăртак,
Пĕр катăк сахăрпа ăна
Тыттарчĕ пĕчĕк ачана.
Ача кăшт катрĕ сахăра
(Хальччен курман), хăра-хăра,
Йăл кулчĕ те: "Аннеçĕм, кур,
Ытла пылак çак шурă юр".
Хумханнипе, хурланнипе
Каларĕ амăш куççульпе:
— Çухалчĕ ашшĕ вăрçăра,
Çухалчĕ-çке хыпарсăрах,
Виç çул хушши çыру илмен,
Вилни çинчен те хут килмен,
Ачам курман хăй ашшĕне,
Курман-çке ашшĕ ывăлне.
Çуралчĕ ывăл йывăр çул.
Хура хур куртăм темĕн чул,
Хам Ваççана кĕте-кĕте,
Çапах усратăп ĕмĕте;
Пурах-тăр теп çут тĕнчере –
Çавна туять хавшак чĕре.
Эс тĕл пулмарăн-и ăна –
Фронтра Михайлов Ваççана?

Тăхлач, ăнлан-ха эс мана:
Миçе пин-пин çын тăшмана
Çапса аркатнă çулсенче
Такам та пулнă полксенче:
Ивановсем, Михайловсем,
Хĕветĕрсем те Ваççасем...
Курман эп сирĕн ялсене.
Питех пĕлмен те вĕсене.
— Элле, кĕтетпĕр кăлăхах?
Çук, çук, хăвармĕ тăлăха
Мана – телейсĕр арăмне
Тата пĕртен-пĕр ывăлне.
Паян – йĕпе çине сапа:
Алла кастартăм çурлапа.
Юлсан та çынсенчен кая,
Хуллен вырас теп хам пая.
Юрать-ха, чарăнчĕ вăрçи –
Пулмарăмăр тăшман тарçи.
– Тарçи кăна-и? – Чăн чура
Пулаттăмăр, çапăçура
Çĕнтереймен нулсан ăна –
Хăватлă, сĕмсĕр тăшмана.
Утам-ха ĕнтĕ çутă чух.
Сыв тăрăр, çитĕнтĕр ачу,
Салтак вăл пултăр ашшĕ пек.
Чунна хытар, ан хуйхăр тек.

III
Çтаппан пырать хуллен утса,
Салхуллă шухăша путса:
Мĕн чухлĕ тăлăх арăмсем,
Чипер хĕрсем-мăнтарăнсем
Качча кайман-çке ялсенче,
Аулсенче, хуласенче...

Мĕнле-ши ĕнтĕ ман Верук?
Савни теесчĕ – шанчăк çук:
Те манăн-ха, те манăн мар –
Виç çул хушши илмен хыпар,
Çырма пăрахрĕ чăлаха.
Тен, сивĕнчĕ яланлăха?
Эп хам та пултăм кăшт айван:
Урасăр юлнăшăн хăйман
Ялан çырса чăрмантарма,
Чипер çынна йăлăхтарма.
Нумай минкетрĕм хам чуна,
Шухăшласа, çуна-çуна.
"Лăплан эс, канăçсăр чĕрем.
Ман сансăр та пусмассерен
Каса-каса суран сурать.
Яла çитсен, ак, куç курать".

IV
Тумхахлă, пылчăклă çулпа
Пĕр арăш-пирĕш урапа
Хăлтăртатать хуллен кăна,
Хуса çитет вăл Çтаппана.
Ула ĕне аран утать:
Урапана тапса туртать.
Хура сухал, парка ĕнсе
Сар хĕвелпе рехетленсе
Выртать çав урапа çинче,
Тăм чĕлĕмĕ – çăварĕнче.
Йÿç тĕтĕм сăмсинчен палкать.
Ун пуçĕнче – мулкач-калпак.
Выртать куçне мăчлаттарса.
Унтан выртнă çĕртен тăрса
Тинкерчĕ, курчĕ Çтаппана,
Паллас пек пăхрĕ пĕр кана:
– Яла килет пулас хăна?
Тăхта, чарам-ха çăрхана.
Тиркемесен – атя, кил, лар.
Ман урхамахĕ вирлех мар,
Çапах та килеллех тапать,
Мехеллĕн тек лăпăстатать.
Куç витĕрех курмасть-çке ман:
Ăçтан килен эс? Кам пулан?
– Салтак, килетĕп вăрçăран.
Эс хăш ялсем? Хăш колхозран?
— Чим, чим, Çтаппан, эсех-им ку?
Хамăр ялах, курмастним ху?
Сан тантăшу Куçма вĕт эп.
Хăçантанпа сана кĕтеп.
— Ăнланма çук: мĕнле кĕтен?
Мана илме тухнăччи, тен?
Кĕтме никам та пыманран,
Эп утрăм, ху куран, çуран,
— Челхи-çке ман çивĕчех мар.
Эс килессе шанман, каçар.
— Кĕтен – пăрахнă ху шанма:
Сана пит йывăр ăнланма.
Тата мĕскершĕн каçарас?
Хăвна эп курнăшăн хавас.
Эс, чăн та, улшăннă, Куçма
Мĕнле çав териех куçна
Курми эс тунă, апăрша?
Ялтан эп кайна чух вăрçа
Выртаттăнччĕ больницăра.
Сыватаймарĕç-им ара?
– Çителĕклех сыватайман,
Кайран больницине кайман.
Çтаппан, пуçра-çке асăм çук:
Тарланăччĕ ут çулнă чух,
Пит çурăм эп çăл патĕнче,
Пăр пекчĕ шывĕ çăлĕнче.
Пуçланчĕ чирĕм çавăнтан.
Халь аванмарланап çынран:
Çап-çамрăклах ват мучи пек.
Чун хурланать вăхăчĕпе.
Суран эс тупнă вăрçинче –
Эп выртнă кăмака çинче,
Кушак çури пек куçсăрскер.
Халь сăнăм-пуçăм та тискер,
Уйри тунката пек ларап.
Хама çапах лăплантарап:
Ытти сывах – куç çеç начар,
Куç начарри – пуç хуни мар.
Мухтав турра теп ăшăмра,
Пăртак ăс пулнă пуçăмра.
Çак сăмаха илтсен унран –
Çтаппан кĕç улшăнчĕ сăнран:
– Эппин, вăрçа çакланасран
Эс пăрăннă сываласран?
Ăс çитнĕ, чăн та, сан ун чух,
Каламасан – пĕлес те çук.
Эпир сан пек чеех пулман.
Çын хыççăн пытанса юлман.
Куçма, хай йăнăшне сиссе,
Кĕç ячĕ сăмаха сирсе,
Çак калаçу кустăрмине
Чуптарчĕ урăх çул çине:
– Чăн-чăн калап, Çтаппан, ĕнен:
Хевти çук мар-ха çак ĕнен,
Анчах вăл кăмăлсăр, пĕлен,
Мана пăртакçă ÿпкелет:
"Сĕтне парап, çуне парап,
Хиртен кĕлте те турттарап,
Ĕне те эй, лаша та эп,
Хăçан ку мăшкăл пĕтĕ?" – тет.
Лаша сахал-çке колхозра –
Нумайăш пĕтрĕç вăрçăра.
Çтаппан тÿссе лармарĕ тек,
Ăна питлерĕ çакăн пек: –
Чĕлхи пулсан, çак янавар
Çапла та уçĕччĕ çăвар:
"Тата ак мĕн хурлантарать:
Турттар ман чунсăр ханттара,
Ури сывах – çапах утмасть,
Ларать эсрелĕ, пулăшмасть,
Анса тĕртесчĕ ман лава.
Курать: туртатăп тăвалла".
"Эс чăн калатăн", – терĕ те
Куçма сулланчĕ ерипе,
Тытса шур хурăн туртаран.
Лав кусрĕ тăвалла аран.
Унтан яла çитичченех
Çтаппан танккарĕ пĕчченех:
Хĕрхенчĕ ватă ĕнене.
Курас килмерĕ Куçмине,
Хура тусанлă çулпала
Хуллен вăл çитнĕ чух яла
Хĕвел анатчĕ хĕрелсе,
Кĕтÿ кĕретчĕ кĕрлесе.

V
Усал хыпар утпа çÿрет,
Çитес çĕре часах çитет –
Ырри ăсаннă ĕнепе,
Тек лапăстатнă кунĕпе.
Вăл камшăн ырă, камшăн – çук:
Çитсен те каламан Куçук
Çтаппан киле таврăннине
Ялан салхуллă арăмне.
Салтак киле çитни çинчен
Пĕлмен ун амăш. Пÿртĕнчен
Кĕç тухнăччĕ хапхи умне,
Уртса васкавлăн кив тумне,
Сурăхĕпе качакине
Кĕртес тесе килкартине.
Ик туяпа, хăрах уран
Çтаппан çывхарнине курсан,
Шанк! хытрĕ амăш тĕлĕнсе,
Сасси хупланчĕ пÿлĕнсе.
Хай ывăлне ыталаса
Куççуль юхтарчĕ макăрса,
Чĕр юлнăшăн савăннипе,
Чăлаххишĕн хурланнипе.

А м ă ш ĕ
Турри илтрех пуль кĕллĕме,
Çав илсе килчĕ килĕме
Пĕртен-пĕрех ывăлăма
Хупма ман ватă куçăма.

Ç т а п п а н
Анне, мĕскер тĕлĕнтерен?
Савăнас чух темскер йĕрен,

А м ă шĕ
Кĕтсе те ывăнтăм, чăнах,
Пуç хунă тетчĕç тахçанах –
Çапах сисетчĕ ман чĕре:
Эс пур пекехчĕ тĕнчере.
Халь ĕнтĕ савăнтăм чунран,
Куççуль юхать хумханнăран.
Эп тĕлĕк курнă ир енне:
Лаша кĕрет килкартине,
Хамăр лаша, хăй уксахскер,
Колхозченех усранăскер.
Пĕлтернĕ эс таврăнасса
Тата урасăр юласса.

Ç т а п п а н
Эп янă телеграммăна,
Анне, паман эппин сана.
Тĕлĕнмелле. Эп кĕтнĕччĕ:
Илме пыраççĕ тенĕччĕ
Кам та пулин лаша кÿлсе,
Ура ман çуккинĕ пĕлсе.

А м ă ш ĕ
Çтаппан ачам, ăçтан пĕлем?
Санран виç çул сыру илмен.

Ç т а п пап
Анне, çапах пĕлес килет:
Ялта кам почтăра çÿрет?

А м ă шĕ
Куçма. Вăл ĕнтĕ виçĕ çул.
Никам та ĕçлемен ун чул

Ç т а п п а н
Эп çырнăччĕ çине-çинех –
Паман иккен çырусене.
Мĕскер çитмен ăна тата –
Ултавçăна, симулянта ?
Паян килетчĕ ĕнепе,
Вăл каламарĕ нимĕн те
Манран хыпар илни çинчен.
Пĕррех сурасчĕ питĕнчен...

А м ă ш ĕ
Куçми халь кайтăр амака,
Ху çитрĕн – çавă пит паха.
Атя кĕрер аçу килне.
Выльăхсене кĕтсе илме
Эп тухнăччĕ йăпăртлăха –
Эс çитрĕн – пултăр ырлăха,

Ç т а п п а н
Тăхта, пăхам-ха пĕрех хут:
Ытла та юхăннă кил-çурт,
Ишĕлес пек ларать лупас,
Тăрри те шыв ярать пулас.
Пÿрт çийĕнче ÿсет мăян,
Вĕлтĕренпе картиш пуян –
Кашлать, çатан та курăнмасть.
"Кунта никам та курăнмасть", –
Теме пулать, пĕрре курсан.
Анне, юсавлăх мĕн пур сан?
Халех ишĕлмесен пачах,
Эп пуçлăп майлама часах.

Амăшĕ
Ват карчăкăн мĕн пултăр ман?
Килте пĕр йывăç та юлман:
Пурне те çăтнă кăмака,
Вăл çуннă, тухнă кăмрăка.

Ç т а п п а н
Улмуççисемччĕ пахчара –
Пăхап та – халĕ çап-çара.

А м ă ш ĕ
Вĕсем те шăнчĕç сивĕре,
Пулни те пулманпа пĕрех:
Налук илеççĕ йывăçран,
Ан тив, çухалччăрах куçран.
Вăл вырăнта мăян нумай,
Унтан тытмаççĕ куланай,
Вăрри пулса çитсессĕн, ак,
Пĕçерĕп пашалу, куймак...
Çиес килет-тĕр сан, ачам.
Вучах чĕртсе хуран çакам.
Яшка пит шĕвĕ пулнăран
Унта яратăп пултăран.
Эс юрататтăн çăмахпа.
Килтен тухса кайнăранпа
Курман-тăрах çав апата?
Крахмал пашалăвĕ тата.

Ç т а п п а н
Çимен, паллах, пултăранне.
Ăçтан крахмал тупан, анне?

А м ă ш ĕ
Вăл – шăннă çĕрулми. Хиртен
Кăлартăм юр кайсан, çĕртен.
Ăна тÿсеттĕм типĕтсе.
Халь вăл та çывхарать пĕтсе.
Сĕтпе шуратнă яшкине
Вăл антарать тăм чашкине,
Ывăлĕпе пĕрле çиме
Пырса лартать сĕтел патне.

А м ă ш ĕ
Çĕн çĕрулми кĕç ĕлкĕрет,
Вара этем сăнех кĕрет
Пире те. Пурнăпăр хуллен.
Кăштах чавса пăхап куллен:
Пĕчĕккĕрех-ха, ÿсеймен.

Ç т а п п а н
Анне, ман пĕтĕм кучченеç
Çак сухари те сахăр çеç.

(Çтаппан илет кутамккинчен)

Ахаль ямарĕç вăрçинчен:
Укçасăр пачĕç ак мана
Тата çак йывăç урана,
Сăран пушмакĕпе пĕрлех,
Пушмакĕ те тÿлевсĕрех.
Эс панă урана манне
Касса пăрахрĕç-çке, анне,
Снаряд татки хыт ватнăран,
Кайран çĕрме пуçланăран.
Анне, пуриншĕн те каçар:
Вăрçи-çке, эп айăплă мар.

А м а ш ĕ
Ачам, вăрра кайса туман.
Юлташусем таврăнайман...
Тур çырнинчен ăçтан иртен?
Вăрçи килмерĕ-çке пиртен.

Турамăшне çурта лартса
Кĕлтурĕ амăш, пуççапса.
Ак, мекеклетрĕ качака:
Сума чĕнет-мĕн карчăка.
Çтаппан пăхать чÿречерен:
Тин çитнĕ каскăн кĕтÿрен.

Ç т а п п а н
Усраттăмăр ула ĕне,
Халь ĕнтĕ çук-им вăл, анне?

А м ă ш ĕ
Тытса кайсассăн аçуна,
Тек усраймарăм-çке уна:
Тÿлев капланчĕ темĕн чул –
Налукĕ, заемĕ – çав çул,
Аш-пăшĕ, çăмĕ, тирĕ те...
"Хама сутас-им?" терĕм те...
Ăçтан тупас-ха çав таран?
Илсе те кайрĕç картаран.
Мана хама та чĕнтерсе,
Тăшманăн арăмĕ тесе,
Аран хупмарĕç тĕрмене.
Усрап халь Сталин ĕнине:
Апачĕ те сахал пĕтет,
Ун сĕчĕ карчăка çитет,
Хысна валли парсассăн та,
Çур литр пек юлсассăн та.
Тухса сăвам, ан çывăр, кĕт,
Сана ĕçтерĕп ăшă сĕт.

VI

Вĕсем калаçнă вăхăтра
Каç сăнĕ кĕчĕ кантăкран.
Чĕпкуç лампи çунса ларать,
Вăл шăршлă тĕтĕм кăларать,
Кĕрет пыра та сăмсана.
Нумайччен сывласан ăна,
Суратăн тикĕт пек хура.
"Нимскер çук чух вăл та юрать,
Кун пек çутсассăн та çитет:
Краççын сахалтарах пĕтет,
Ăна ăçта туянмалла?" –
Тет амăшĕ. – Ăнланмалла.

Ç т а п п а н
Килтен виç çул хыпар илмен:
Атте çук-им?

Амăшĕ
Фронтра вилмен,
Анчах пĕлместĕп ăçтине,
Пĕлместĕп пурри-çуккине.
Ĕлкĕреймерĕм калама:
Ун чух хĕллеччĕ, шартлама,
Алттарчĕç окопсем хирте,
Унта ĕçленĕ эпĕр те.
Вăрçи кунта та çитесрен
Хăпатчĕ халăхăн сехре.
Çав вăрçă тухнă çулхине,
Хĕлле, тăманлă каçхине,
Сасартăк таврăнчĕ аçу.
Пăхатăп: сылтăм алли çук
Чавса таран. Госпитальтен
Киле ăсатнă Чĕмпĕртен.
Çÿхе те кив шинелĕпе,
Сăран салтак пушмакĕпе.
Хыт шăннă çавăн чух килсе,
Пĕр хушă выртрĕ чирлесе.
Пăртак вăй илнĕ пек туйсан,
Выртас темерĕ вăл канса,
Ĕç ыйтрĕ – турĕç бригадир.
Пĕрле ĕçлеттĕмĕр эпир:
Кунти ялсем, хуларисем
Тата Çĕпрел тутарĕсем.
Кашни килтех тем чухлĕ çын
Ĕçе тухать темиçе пин.
Алтатпăр чул пек шăн çĕре,
Алăсене вĕре-вĕре,
Лумпа та тимĕр савăлпа.
Аçу та-çке хăрах алпа.
Шăп вăрçă хирĕ пек ун чух,
Тупăпа çеç перекен çук.

Ç т а п п а н
Çăмăл пулман сире кунта,
Ăсатнă çăкăр та фронта,
Хăвăр валли те хăварман,
Ĕçрен çапах та хăраман.

Амăшĕ
Çапла. Ак çитрĕ сив кăрлач,
ÿкетчĕ пăр, сурсассăн лач!
Хытатчĕ вĕçнĕ чух çерçи.
Вĕрсе тăратчĕ çивĕч çил,
Кĕретчĕ кĕрĕк витĕрех.
Ĕçе тухаттăмăр ирех.
Çав хĕл ытла хыт шăннипе
Тата нумай сив тăнипе
Тÿсмерĕç çирĕп йывăçсем:
Ват юмансем, улмуççисем
Кăрлач амантнине пула
Лараççĕ халь те хуп-хура.
Пĕррехинче, пит сивĕ кун,
Кунтах тухать-ши тетпĕр чун.
Аçу ун чух сывмар халпа,
Çапах ĕçлет, хăрах алпа.
Çур кун патне асаплансан,
Ÿт шăмă таранах шăнсан,
"Атя, – тет вăл, – кайса канар,
Тата пăртакçă ăшăнар,
Ыран пĕтерĕпĕр пая,
Çынран пит юлмăпăр кая".
Тепĕр куннех, тул çутăлсан,
Ĕçе кайма пуçтарăнсан,
Килсе те кĕчĕç икĕ çын:
Милиципе темĕнле чин,
Вăрçма пуçларĕç аçуна:
"Вĕреннĕ саботаж тума,
Бригадупах эс килнипе
Нумай çын тарнă килнелле.
Тăшман Мускав таврашĕнче –
Эс пур çынсен хÿтлĕхĕнче
Кунта киревсĕр ĕç тăван,
Фашистсене те пулăшан..."
Çак сăмаха илтсен, аçун
Çилли капланчĕ чăтма çук,
Çапла каларĕ вĕсене
Тарăхнипе çине-çине:
"Эппин, киревсĕр ĕç тăвап,
Фашистсене те пулăшап?
Тен, тăшмана "пулăшнăран"
Мана ăсатрĕç вăрçăран
Пĕр пĕчĕк кĕмĕл миталпа
Тата çак татăк алăпа?
Çынсем хыçне эп пытанман,
Ĕçре те халăхран юлман.
Кам йĕксĕк çынĕ ÿркенмен
Сире пырса евитлеме
Ĕнерхи кун, шартламара?
Телефон пур-çке-ха, ара...
Паян çанталăк ăшăрах,
Ĕçе тухатпăр хамăрах,
Хĕрарăмсем пуçтарăнсан.
Тен, пырса курăр, шанмасан?
Ача-пăча-çке килĕрен,
Вĕсем шăнса чирленĕрен
Тата хăйсем те выçăран
Ĕçлеççĕ амăшсем аран..."

Витмерĕ лешсене сăмах.
Пÿртрен илсе тухсассăнах,
Тÿрех лартмарĕç аçуна.
Кĕтет пулсассăн та çуна.
Пĕри сăнарĕ çенĕхре,
Темскер шырарĕ кĕтесре,
Чеен кăшт пăхрĕ ман çине:
Вăл курнă сурăх тушкине.
Эп сисрĕм: кирлĕ кучченеç.
Шутлап: хăть мĕн пултăр – чĕнес
"Хăварăр ман упăшкана –
Сире парап çак такана".
"Сахал, – тет, – варланмалăх çук,
Тата пĕрер чĕрес сар çу,
Хушсассăн тепĕр пăт пек аш...
Анчах сан упăшку чăкраш".
"Çук, – терĕм, – урăх нимĕн те".
"Çуках пулсан – тÿлеймĕн те", –
Тесе вăл тухрĕ шăхăрса,
Кайма пуçтарăнчĕç ларса.
"Наçтаç, ан хуйхăр – час килеп,
Ман айăп çук, хăвах пĕлен!" –
Çапла çеç кăшкăрчĕ аçу.
Çавăнтанпа хыпарĕ çук.
Ăс-тăн ун чух çитменшĕн эп
Паянхи кун та ÿкĕнеп:
Пĕр сурăх пурччĕ картара –
Ма тавçăрмарăм-ши, ара?
Ĕне параттăмччĕ пĕрех,
Илсе вĕт кайрĕç пурпĕрех.
Çав хĕл шăнса асапланнин
Тата хысни тăккаланнин
Усси пулмарĕ нимĕн те:
Хĕп-хĕрлĕ тăм выртать хирте.
Ака тума чăрмантарать.
Окопĕнче йÿç шыв тăрать,
Шапа ĕрчет халь çулсерен,
Туй ирттереççĕ каçсерен.
Пурне те хурсанла куран:
Хирте хăвартăмăр суран.

VII

Çултан килсен те ывăнса,
Салтакăн выртма çук канса:
Çĕр шухăш пуçĕнчен тухмасть.
Сисет-ха амăш, çывăрмасть.

А м ă ш ĕ
Аçу çеç мар, ун хыççăн та
Ялтан ăсатнă ик çынна.

Ç т а п п а н
Кам хăратать, анне, яла?
Шăп вăтăр кĕмĕл укçалла
Иуда сутнă Христоса –
Ку çын сутать миçе пуса?

А м ă ш ĕ
Укçасăр ăсатать Куçма.
Ачам, шухăшлаттар пуçна:
Эс никама та ан кала,
Сăмах тухсан – хăрамалла,
Аçу çухални те çитет.
Куçма лешсен агĕнчĕ тет.
Çапла сăмах пур халăхра,
Калас çуках-тăр кăлăхран.
Пит эрлĕк мар-и? – Арăмсем,
Килте ик-виç ачаллисем,
Ачисене тăрантарма,
Выç хырăма лăплантарма
Ĕçленĕ чух йĕтем çинче
Пăрçа вăрланă михсенчен,
Нумай та мар – кĕсьепе çеç
Халь тĕрмере асап тÿсеç.
Инçех ямастчĕç ĕçсене –
Куçми систернĕ лешсене.
Верук та пулнă çав шутра –
Куçмийĕ тахăш вăхăтра
Ăна хăтарнă хупасран,
Хăранă лешĕ пымасран:
Качча вĕт илчĕ хăратсах.
Верук тухмарĕ юратса.
Тата çапла сăмах çÿрет:
Куçми тапак шывĕпе тет
Çуса минкетнĕ хăй куçне.
Хăранă хурасран пуçне,
Вăрçа кайса, çынпа пĕрле...

Ç т а п п а н
Вăл хĕрхенмен – эс хĕрхенен,
Ман аттене ларттарнă, тен,
Çав усалах. Ăçтан пĕлен?
Ун пек çынсем пур-ха, пĕтмен.
Ăна курсан, чун сисрĕ ман:
Ытла чее, эп йăнăшман.
Таçтан килетчĕ ĕнепе.

Амăшĕ
Сĕт турттарать вăл çăвĕпех,
Пушта кайма та ĕлкĕрет:
Ик-виç кунта пĕрре çÿрет.
Чнпер хыпар илсе килсен,
Ăна салтак арăмĕсем
Хăна тăваççĕ савăнса:
Хăварнă тейĕн вăл çăлса
Салтаксене сĕм вилĕмрен.
Вара тухать те килĕрен
Çав хыпара леçсе çÿрет,
Эрех ыйтса куçа кĕрет.
Хăрушă хут илсе пырсан,
Вăл тыттарать те кантăкран
Час çухалать куç умĕнчен
Телейсĕр кил тавçăриччен.
Нимле хыпар та халиччен
Куçма кÿмен салтаксенчен –
Сиртен – ман тăлăх килĕме.
Эп çуннă, кĕтнĕ вилĕме:
Хуйхăсенчен çав тухтăр çех
Аван сиплет, ĕмĕрлĕхех.

VIII

Чĕпкуç çаплах çунать аран.
Ăш çуннине чарас тесе,
Чикарккă чĕртрĕ чĕркесе –
Анчах ăçтан-ха пусаран? –
Вăл ытларах вăркаттарать,
Вăй хушма мар – халран ярать.

Йĕпе çине çитет сапа –
Кĕтменччĕ тепĕр асапа:
Кĕрет хĕрарăм, ак, пÿрте,
Тÿрех Çтаппан патне иртет
Хăй тытнă пĕчĕк ачине.
Кукленчĕ чĕркуççи çине:

В е р у к
Çтаппан, халь илтрĕм килнине.
Каçар телейсĕр савнине:
Пачах çухатнăччĕ сана.
Кĕтмерĕм – тухрăм Куçмана.

Çтаппан
Верук? Эсех-и ку, Верук?
Таçта курсан – паллаяс çук:
Сăнран эс улшăннă пачах.
Савниччĕ – аллунта ача,
Санпа телейлĕ пулăп-и
Тесеттĕм. Пурнăç урапи
Мана пăрахрĕ лав çинчен.
Эп юлтăм, кур: чăлах, пĕччен.
Çыру çырмарăн çавăнпах –
Мĕн тумалла чăлах çынпа?

Верук
Эп çырнăччĕ – хурав илмен,
Вилни çинчен те хут килмен.
"Çухалнă эс хыпарсăрах", –
Çаплаччĕ ял çинче сăмах.
Ман айăпăм пĕчĕкех мар,
Çапах та, тусăм, эс каçар.

Çтаппан
Халь тин мĕскер калас сана?
Эп айăплатăп Куçмана,
Çав йĕксĕк пурăннă кулса:
Çыру та вĕçнĕ кĕл пулса,
Сан аллуна çав хут кĕмен,
Анне патне те çитеймен.
Çыруллă хут салтакăнне
Сиплес чух йывăр суранне –
Пин çухрăмри инçетĕнче
Кĕл пулнă ирсĕр аллинче.
Ма айăплас? – Ман арăм мар.
Хам пĕчченех тÿсес теп шар.
Хĕр чух пулать тет хĕрĕх тус.
Савни сăмахĕ – виçĕ пус.

Верук
Çтаппан, аплах ан кÿрентер.
Чĕрем, тархасшăн, ĕнентер
Пĕр вутсăрах хĕмленнине.
Кĕтсеттĕм эп те савнине –
Ултав пĕтерчĕ пĕтĕмпех,
Телейĕм вĕçрĕ тĕтĕм пек.

Ç т а п п а н
Çыру – асамлă вăй-хăват:
Çынна телейсĕр те тăвать,
Штык пек тирет вăл чĕререн
Усал хыпар çитернĕрен.
Çыру кунçул та парнелет,
Салтакăн суранне сиплет
Тухтăрсенчен те лайăхрах,
Савни çырсассăн вăхăтра.
Илмен эп нимĕнле хыпар –
Ăна тÿсме те çăмăл мар.
Ман шаннă кайăк йăвинчен
Ăсаннă эп таврăниччен.

Çав вăхăтра Куçма кĕрет,
Куçне чарсах вăл тинкерет:
Верук Çтаппанăн умĕнче,
Кукленнĕ, чĕркуççи çинче.
Куçма лартать сĕтел çине
Хăй четвĕртне, аншарлине.

К у ç м а
Эп килтĕм тантăшăм патне.
Вăл чĕррĕн таврăннă ятне
Илсеттĕм çак мунча шывне
Сăмах çапса аса илме
Ăсаннă çамрăк çулсене.
Çтаппан, каçар, ан хирĕç тек.
Сана ман арам турă пек
Шутлать, ав, пуççапас пекех.
Халь тин мĕн тăвăпăр текех?
Куратăн: аллинче – ача,
Манран вăл. Иртнĕ çул качча
Тухсаччĕ хăй ирĕкĕпе,
Йĕрсех. Ман куçăм та йĕпе.

Ç т а п п а н
Хăрушă куç, чее, суя.
Эс ху чее куçна пула
Ултавлăн юлнă вăрçăран
Юн тăкасран, пуç хурасран.
Кунта эс ман çырусене,
Вут ăшĕнчен çитнисене,
Чун-чĕререн каланине
Паман Верукăн аллине,
Вĕсем çитмен тăван киле:
Çунтарнă, çавăрнă кĕле.
Мана пĕтет ку терĕн пуль –
Эп çитрĕм юхтарма куççуль.
Йĕменччĕ вăрçă хирĕнче,
Йĕмен Германи çĕрĕнче
Тыткăнра чух, пуçа усман.
Хаяр та типĕччĕ куç ман.
Йĕмен татсассăн урана –
Шăла çыртаттăмччĕ кăна.
Эп йĕтĕм килĕме килсен,
Телей çухалнине пĕлсен.

Куçма
Вăл çырусем манра пулман.,,
Эп çунтарман, санран кулман...

Ç т а п п а н
Суя этем, халь тин ан тун.
Кам ĕненет паянхи кун?
Пурин те çитнĕ – ман çитмен.
Тата мĕскершĕн эп илмен
Анне килтен çырнисене?
Верук та çырнă вĕсене.

В е р у к
Йĕрсе эп çырнă пĕрре мар –
Анчах санран илмен хыпар.
Каçар, Çтаппан, ман айăп пур.
Тата ак мĕншĕн куртăм хур:
Хăратрĕ хуптарап тесе.
Куçмаранах хĕн-хур тÿсеп.

К у ç м а
Эх, арăм, арăм, ма хăртан?
Мана сĕм намăс кăтартан –
Саккунлă ху упăшкуна.
Санран кĕтменччĕ çак куна.
Атя утар-ха килелле.
Çак çĕтĕк çуртăн еннелле
Тепре ура ярса пуссан –
Çÿçÿ-пуçу та юлмĕ сан.
Ан тарăхтар эс ман чуна.
Тăр, ут, ан макăрт ачуна.
Кунтах юлма та пултаран –
Чĕрене çеç эс çунтаран.

Верук
Килÿ сан маншăн – чăн тĕрме.
Пымастăп ĕмĕр ирттерме.
Çтаппан та йышăнмасть мана
Эп тухнăран çак Куçмана.
Эп – ирсĕр çыннăн юлашки,
Сыснан варланчăк валашки,
Çул хĕрринчи çÿп-çап кăна,
Эп тивĕç мар тек Çтаппана.
Авсан та пурăнăç нуши,
Эх, мĕншĕн эп кĕтмерĕм-ши,
Çтаппан, сана?

К у ç м а
Кулас килет ман Çтаппанран:
Эппин, эс килнĕ тыткăнран?
Керой пуль тенĕччĕ сана.
Пит каçăртан ху сăмсана.

Çтаппан
Тарса тухсассăн тыткăнтан,
Фронтра амантрĕç ураран.
Мĕскер пĕлетĕн эс, Куçма?
Васкатăн кăмăла хуçма.
Тасал часрах куç умĕнчен,
Çак туяпа шĕкĕлчиччен!
Верук, мĕнле çак ирсĕрпе
Пĕрлешнĕ эс? Тен, ÿсĕрпе?

Верук
Каяс. Тÿсме çук эрлĕке.
Сыв пул, савни, ĕмĕрлĕхе.
Каймастăп эп Куçма килне:
Çак намăсран пулать вилме.

Çтаппан: "Ăçта каян, Верук?" –
Теме çеç ĕлкĕрчĕ ăна.
"Ниçта та маншăн пурнăç çук..." –
Явапĕ пулчĕ çак кăна.
Хăварчĕ вăл ура сасси...
Тата мĕн çитĕ курасси?

Тÿссе лармарĕ ман Çтаппан:
Пăртакçă чунĕ лăплансан,
Васкарĕ тĕттĕм урама,
Телейсĕре вăл шырама.
Куççуль тăкса, юр юрласа
Уттарчĕ анатри каса,
Верук тăванĕсем патне,
Чĕне-чĕне савнин ятне:
Ăçта каян, чĕкеç,
Çумăр витĕр,
Ик çунатран çут шыв,
Ай, юхтарса?
Ăçта кайрăн, Верук,
Сĕм-тĕттĕмре,
Ик куçунтан куççуль.
Ай, юхтарса?
Çтаппан шырарĕ нумайччен,
Автан çич хут авăтиччен –
Çук, тупаймарĕ тăлăха:
Шырани пулчĕ кăлăхах.
Хĕрхенчĕ амăш Çтаппана:
"Ачам, чунна çини кăна.
Халь тин мĕн тăвăн Верукпа?
Вăл хăй те пурăнмĕ санпа.
Каларĕ вĕт. Куç курĕ ак.
Ура çине тăрсан пăртак,
Авланăн-ха, хĕрсем нумай,
Майлашĕ пурнăç хăйне май.

Çтаппан
Вăл татрĕ ĕмĕте манне –
Çапах чĕре çунать, анне,
Тухмасть пĕрре те ман ăшран
Ачаранпах юратнăран.
Паллах, çакна пĕлнĕ пулсан,
Ачу яла килместчĕ сан,
Ман ват аннем, телейсĕрскер.
Халь маншăн пурнăç та тискер

А м ă ш ĕ
Мĕнле апла килместĕнччĕ?
Ачам хупать пуль тенĕччĕ
Нумай хур курнă куçăма.
Тин кĕтсе илтĕм шуçăма –
Сана-çке – эп, Çтаппан ачам –
Хĕвелĕм эс, телейĕм ман.
Кун пек нихçан та савăнман.
Халь вилĕттĕм хĕпĕртесе,
Сана курса юлтăм тесе.

IX

Тÿссен те вăрçă хирĕнче,
Çтаппан салтак кăкăрĕнче,
Çук, чулланман хавшак чĕре:
Хĕвел кулса тухнă çĕре
Ялти пушарни лашине
Кÿлтерчĕ те урапине
Вăл çитрĕ сĕм вăрман патне,
Чĕне-чĕне Верук ятне.
Кĕç чарчĕ лашана, итлет:
Ача йĕни таçтан килет –
Унта пырать хĕпĕртесе,
Сывах иккен вĕсем тесе.
Анчах çитсен çакна курать:
Çĕре çитех парка турат,
Ав, усăннă, ун çумĕнче
Верук выртать курăк çинче,
Майне йăлмак пăвса тăрать.
Çумри ачи хыт макăрать.
Çтаппан салтать хыпаланса,
Выртса тăнлать, пăшăрханса,
Ун чĕрине: хуллен тапать,
Тапсан-тапсан пач çухалать.
Салтак пуçларĕ васкама,
Фронтри пек пулăшу пама.
"Сывлаттарасчĕ хăвăртрах", –
Çак шухăш çиçрĕ, вăл часрах
Выртса çăварĕнчен вĕрет...
Хуллен Верук тăна кĕрет.
Пĕр хушă выртрĕ тĕлĕнсе,
Çÿл тÿпене вăл тĕллесе.
"Ăçта эп? – тет. – Эс кам пулан?"
"Эс çăтмахра халь, – тет Çтаппан,
Пăхсам: епле хитре тĕнче.
Пакша вылять юман çинче,
Пăшăлтатаççĕ çулçăсем,
Хĕвелшĕн савăннă вĕсем.
Пин-пин аллисене çупса,
Юман ларать саламласа,
Этемсене вăл ÿпкелет:
Рехетленме пĕлмеççĕ тет
Çак çут тĕнче ырлăхĕпе,
Супаççĕ тет хурлăхĕпе,
Хисеплемеççĕ пурнăçа,
Сума сумаççĕ тăнăçа,
Ик ĕмĕр пурăнас пекех,
Хурланмалли халь çук текех..."
Ăнлантăн-и ху ăçтине?
Çаврăнса пăх ачу çине,
Тыт, çупăрла-ха пуçĕнчен,
Кăшт шухăшласчĕ ун çинчен.

Верук
Нумай хĕн тÿснĕ çыннăнне
Вилсен çăтмах илет чунне.
Ма чăрмантартăн эс мана,
Çтаппан, чăн çăтмаха кайма?

Çтаппан
Хăйне хăй алă хунине
Кĕртмеççĕ тенĕ çăтмахне.
Çăтмахĕ – çутă тĕнчере,
Саван пулсан тăван çĕре.
Эх, тусăм пулнăскер, Верук,
Итле, телейсĕр чиперук:
Тÿссен те юнлă вăрçине,
Ансан та бомба пуç çине,
Çĕре çурас пек шăхăрса,
Снаряд ÿксен те çухăрса,
Йĕтре татсан та урана –
Ют марччĕ пурăнăç мана.
Кĕтмен эп сĕмсĕр вилĕме,
Килес килетчĕ килĕме,
Тăвансене, сана курма –
Эп çитрĕм чĕрене çурма.
Çапах та ман пурнас килет.
Сана мĕскер пит кансĕрлет
Çут кун курма? Халь вăрçă çук.
Тăна кĕрсем, ăнлан, Верук:
Ачу ан юлтăр тăлăха.
Ÿстерĕн – пулмĕ кăлăхах.
Атя леçем. Ăçта каян?
Тен, хам патах пыран паян?
Унтан куç курĕ ăçтине.
Пĕлтермĕп эпĕ çынсене.
Юрать-и, сарпикем Верук?

Верук
Кирек ăçта леç, тăнăм çук...
Хĕрхененех пулсассăн эс,
Куçма патне анчах ан леç:
Чун писрĕ ман çав Куçмаран.
Атя каяр, ху та аран...

X

Çĕр иртрĕ хурлă тĕлĕк пек.
Ир çитрĕ кĕмĕл пĕлĕтпе,
Çÿле хăпарчĕ сар хĕвел,
Каларĕ: "Пурнăç, ан кивел,
Çынсем, умра – хĕрÿллĕ ĕç.
Текех ан хăйрăр хурçă хĕç,
Унтан шăратăр çĕн çурла..."
Хĕвел утать уйсем урлах
Пин-пин çап-çутă урипе.
Кĕскен пĕртен-пĕр юррипе
Хире янратрĕ путене,
Туйса сар тулă тутине...
Çтаппан протез тăхăнтарать
Хăй урине, унтан тăрать,
Çине уртса салтак тумне,
Хуллен тухать хапха умне.
Ват салтаксем те карчăксем,
Салхуллă тăлăх арăмсем,
Суранлă салтаксем тата
Тахçан çухалнă салтака
Курма пуçтарăннă ирех.
– Çтаппан, пăхап та – чиперех
Тăратăн эс, уру та пур, –
Тесе шÿтлет Хура Якур,
Фронтран урасăр килнĕскер,
Тăрăхлама пит паттăрскер.
– Ура кăна ман йывăçран,
Санăнни пек, – кулать Çтаппан, –
Сан – сылтăмми, ман – сулахай,
Ытти-хытти – веçех чылай.
– Телейлĕ эпĕр, – тет Якур, –
Пушмак илме те тупăш пур:
Пĕр мăшăр çеç туянмалла,
Вара икке пайламалла.
"Çапла килсен те, шепчĕ те –
Килмерĕç-çке. Кĕте-кĕте
Тухатпăр пулĕ карчăка,
Çапах усратпăр шанчăка..." –
Йĕреççĕ тăлăх арăмсем,
Ялти чипер мăнтарăнсем.
– Çтаппан, санпа сăмахăм пур, –
Тесе пуçлать каллех Якур, –
Ял халăхĕ хушнипеле
Сана калатăп эп, итле,
Эпир пĕрле ыр кăмăлран
Ыйтса пăхасшăн халь санран:
Хуçа çук пирĕн колхозра,
Начартарах ĕç халăхра –
Çăрттан та акăш туртара,
Пĕри – çÿлте, тепри – шывра,
Анчах лавне пит йывăртан
Хускатаймарĕç вырăнтан.
Лавне хускатăпăр пĕрле.
Анчах тепри лаши кирлех.
Нумай пулмасть пĕр сар майра,
Хуçа пулма килсен майра,
Пурăнкаларĕ июльччен,
Фронтран каччи таврăниччен.
Майри хăй ырашпа тулла
Хальччен курманнине пула
Уйăраймастчĕ, шеремет:
Инструктор пулнă, киремет.
Юрать, юлмарĕ-ха ялтах,
Юхăнтаратчĕ-тĕр йăлтах.
Район та манчĕ-тĕр пире:
Килсе курмаççĕ уй-хире.
Бригадир çеç çÿрет чупса,
Кун каçипе халран супса.
Колхоз хуçи пулсам, Çтаппан?
Ыйтатпăр ырă кăмăлтан.

Çтаппан
Эс ху камран кая, Якур?
Эп те сан пек чăлах вĕт, кур,
Эпир çеç мар, пур ыттисем:
Çамрăккисем, тен, ваттисем?

Я к у р
Мана тесен – эп вĕренмен,
Шут-çырăва аван пĕлмен
Унччен те, халĕ пĕтĕмпех
Астăн хупланнă тĕтĕмпе:
Контузи пулнăччĕ пуçран.
Ман халь те вут тухать куçран
Çукрах сана çитекенни
Тата сан чухлĕ вĕренни.

Çтаппан
Хăнăхаймастăп-ха утма...

Якур
Эс çÿрĕн çуран мар – утпа,
Двора çеç çитĕн урупа.
Унта пур çăмăл урапа:
Лар та вĕçтер чун каниччен.

Ç т а п п а н
Ÿксе яланлăх каниччен.

Кулса та илчĕç пĕр кана,
Унтан тăнларĕç Çтаппана.

Çтаппан
Сасартăк вăрçă тухнипе
Чĕре те кăмăл хушнипе
Эп кайрам партта хушшинчен
Тÿрех фронта. – Пĕлетĕр, тен?
Ман вĕренсе пĕтермелле,
Унтан ялах, тен, килмелле,
Агронома тухас пулсан,
Ĕмĕтленни пурнăçлансан.
Ăнмасть-ха пурăнăç паян:
Анне – аран – ăçтан каян?
Кĕтес пулать тепĕр çулччен,
Ура çине кăшт тăриччен.

Якур
Халь председатель пул, хуçа,
Унтан, ак, курăнĕ куçа:
Килтех вĕренĕн-и хуллен,
Хĕле кĕрсен, ĕç çук куллен.
Суйлар-и ĕнтĕ йышпалан?
Юрать-и? Ху эс мĕн калан?

Çтаппан
Сасăлăрах, мана шансан,
Кайран хыт вăрçăр, ĕç шăнсан...
Пĕр çын пек йăтрĕç те алла
Васкарĕç: тырă вырмалла.

XI

Ĕçсем пыраççĕ-ха хуллен.
Çтаппан ирех каять куллен,
Кÿлсе пĕр çамрăк лашана.
Вăраххăн пушанать ана,
Нумай сурат-çĕмел хирте:
Ыраш та, тулă та, вир те
Вырса пĕтерчĕç арăмсем.
Эх, арăмсем-мăнтарăнсем!
Колхоз тĕрекĕ сирĕнте,
Ĕçлетĕр кунĕн-çĕрĕн те,
Сÿсменлĕ лашапа пĕр тан.
Эсир татмарăр çăкăртан
Пире – фронтри салтаксене,
Выçах лартса ачăрсене.
Ай-хай, чăваш арăмĕсем –
Аннемĕрсем, аппамăрсем,
Вут чунлă Çеçпĕл тахçанах
Сире хĕрхеннĕ чунранах.
Мĕн чухлĕ çавăнтан вара
Шыв юхрĕ пулĕ çырмара –
Кунçулăр халь те çăмăл мар:
Ĕçле, ача пăх, тăрантар.
Куçсан та хăшĕ хулана –
Ĕçлетĕр çăкăршăн кăна,
Тăратăр вăрăм черетре
Кăштах канас чух ирĕкре.
Уяв çитсен те, канăç çук...
Ăçта-ши эсĕ халь, Верук?
Кунçул вăраххăн шунă май
Хальччен, тен, пултăн кукамай?
Пĕлместĕп, унтанпа курман.
Çтаппан çинчен сăмах пур ман.
Виç сăмах çеç. Кĕскен калам –
Ахаль те тăсăлчĕ калав.
Çтаппан çухатнă канăçа:
"Мĕнле усрар-ха хĕл каçа
Лашасене? – Вите начар,
Ярать юр-çумăр, ăшă мар.
Юлсан та вуннăн çеç хăйсем –
Колхозăн шанчăкĕ вĕсем:
Çĕртме чух вĕсемсĕр пуçне
Кам кÿлĕнĕ акапуçне?
Халăхпала пĕр милнĕрен
Çтаппан валеçрĕ килĕрен
Лашасене хĕл каçарма,
Çуракиччен тăрантарма
Пама вăл хушрĕ уттине,
Вĕсемшĕн халăх тунине.

Каланă: çăткăн хурчăка
Тĕлленнĕ чухне те чăхха
Тытса каять тет каштаран –
Каллех шар çитрĕ Куçмаран.
Пĕччен, упа пек, пÿртĕнче
Çăхав хайларĕ пĕринче:
"Çтаппан вăл – тыткăнçă, тăшман,
Ăна пулах телей çук ман:
Килтен пистерчĕ арăма...
Вăл эртеле сăтăрлама
Хастар: колхоз лашисене
Валеçрĕ уйрăм килсене,
Ăна пулах эртел пĕтет,
Пире халь юхăну кĕтет..."
Иртет ик-виçĕ кун кăна –
Тытса та кайрĕç Çтаппана.
Пăхмарĕç унăн суранне.
"Каллех кĕтсем мана, анне,
Чăн суяна çĕнтериччен,
Анчах пурнайăн-ши унччен?" –
Каларĕ уйрăлнă чухне,
Шăлса шывланнă хăй куçне.

1989 ç.

Тимпай, А. Суран : [поэма] / Александр Тимпай // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 115-151.