Пуйăс кайрĕ васкаса
Хĕвеланăç еннелле...
Сывă пул, тăван уй-хир,
Сывă пул, çĕршывăм!
Çилĕпеле шăранса
Кăварланнă чĕрене
Вăй-хал пачĕ çакă ир
Çутă кĕмĕл сывлăм.
Сывă пулăр, тăвансем,
Сывă пулăр, сар хĕрсем!
Çĕнтермесĕр тăшмана
Тек мана ан кĕтĕр.
Шăммăм-шаккăм ваниччен
Тĕпсĕр хăмăр пĕлĕте
Çутă ярăм чÿхессе,
Тен, курма пÿрмен-тĕр.
Пурччĕ манăн тусăмсем,
Пурччĕ çамрăк тантăшсем.
Çут телейшĕн çапăçса
Вĕсем пуçне хучĕç.
Ах, çĕршывăмçăм-аннем,
Тулли пурнăç çыранне
Хумлăн-шавлăн хумханса
Тулчĕ хурлăху çеç.
Ман кунçулăм та паян –
Тăвăл витнĕ океан.
Вутлă çумăр шавĕпе
Вăй-хала хистетĕп.
Чун хаярлăхĕпеле
Юн пăлхантăрччĕ тесе,
Тусăмсенĕн ячĕпе
Çиллĕме çĕклетĕп.
Манăн савнă тусăмсем!
Сирĕн хаклă ÿтĕрсем
Халиччен, тен, тахçанах
Тăпра пулчĕç пулĕ?
Анчах йĕрĕнчĕк тăшман
Ман вĕри хаярлăхран
Нихăçан та ниепле
Çăлăнăçне курмĕ.
Ман хаярлăхăм таса,
Курайманлăхăм вĕри.
Хура юнлă тăшмана
Эп вĕçертмĕп сыввăн!
Пуйăс кайрĕ васкаса
Хĕвеланăç еннелле...
Сывлăх сун, тăван уй-хир,
Пурнăç пар, çĕршывăм!
1943
Тукташ, И. Тупа : Андрей Петтоккие асăнса : [сăвă] / Илле Тукташ // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 30-31.