Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Уйп (Шумилов) Михаил Данилович
Мишши Уйăп

Фронтри туссене

Ăçта эсир, туссем, ăçта эсир,
Хăш çĕрсене çретĕр йĕрлесе?
Сире -аса илетĕп каç та ир,
Ыйăх татса уйлатăп çĕрлесем.

Уйламăттăм çĕрле ыйăх татса,
Сăнăр-сăпатăрсем-çке ман умрах.
Сире тек ыр сунса, пăшăлтатса
Сăввăрсене вулатăп ăшăмра.

Инкек кÿрсе çĕршывăмăр çине
Ак, килчĕ нимĕç ирсĕрĕ-усал.
Хăвартăмăр юратнă ĕçсене,
Алла тытма тÿр килчĕ хĕç-пăшал.

Килте – çырса пĕтмен сăввăмăрсем,
Халь урăх сăвă кирлĕ-мĕн пире.
Умсене выртрĕç вăрçă çулĕсем,
Вут-çулăм витĕр, вилĕм витĕрех.

Салантăмăр кашни хăй çулĕпе,
Хаяр çапăçусен çулăмĕнче
Чĕремĕрсем хытрĕç вут чулĕ пек,
Шурчĕç çÿçĕмĕрсем пуçсем çинче.

Çапăçусем хăрушă та хĕрÿ,
Анчах умра çиçсе, хĕвелленсе
Ав, çĕкленет мухтавлă Çĕнтерÿ
Хастарлăрах пулма пире чĕнсе.

Ак, иртĕç, иртĕç çулăмри кунсем,
Тăшман пăчланĕ ирсĕр йăвинчех.
Эпир, çĕнтерĕве кÿрекенсем,
Каллех тĕл пулăпăр Атăл çинче.

Таврăнăпăр тăван Шупашкара,
Вутра çуралнă сăввăмăрсене
Ун чух кăларса хурăпăр вара
Çуратнă халăх-йышăмăр умне.

Чунтан саван атте-анне çĕрне
Чуптăвăпăр таса чĕресемпе,
Кашни кÿрсе ăна паха парне,
Ашă питпе, вĕри чĕлхесемпе.

Пухăнăпăр тулли кĕрекере
Çут Çĕнтерÿ кунне уявлама.
Иĕнне чиксе алри хĕçĕмĕре
Пуçăнăпăр шеп юрă хайлама.

1944

Уйăп М. Фронтри туссене : [сăвă] / Мишши Уйăп // Чăваш совет поэзийĕ. – Шупашкар, 1956. – С. 80-81.