Пĕчĕк Стасик аслашшĕ Казимир темшĕн тăтăшах Седличи местечкине çÿреме тытăнчĕ. Урамра сивĕ çумăр шăпăртатать, пахчари йывăç тураттисене çил тулать, вăл яланхиллех хăйĕн кĕске кĕрĕкне тăхăнса лартать те хĕвел тухăçнелле тухса утать.
Стасик пÿртре пĕчченех тăрса юлать.
Тулта кĕркунне. Тÿпере, пăтранчăк шыв пек, талккишпех хуп-хура пĕлĕтсем йăшăлтатаççĕ. Мĕн иртен пуçласа каçчен, унтан çĕрле пуçласа ирччен çумăр çăвать. Аслашшĕ таврăнасса кĕтсе мăнукĕ кăмака çине хăпарса ларать те урисене кивĕ сăхманпа пĕркет. Пахча енчи чÿречен çÿлти кĕтессинчен сарă йăмра çулçи курăнать, çилпе çенĕк алăкĕ уçăла-уçăла хупăнать, тĕпел кукринче шыв тумлани илтĕнет.
Стасик, йывăр хуйхăпа анраса ÿкнĕ мăн çын пек, майĕпен енчен енне сулланса тĕлĕрме тытăнать. Те сивĕ, те ăшă, те хуйхăрать, те ним çинчен те шухăшламасăр тĕлĕрсе ларать — ăна вăл хăй те лайăххăн пĕлмест. Унăн чĕрине темĕнле йывăр та паллă мар хăрушлăх пусса тăрать.
Çывăрса каяс тесе ача аслашшĕ сăхманĕпе пуç çинчен пĕркенет те куçне хупать. Анчах кăшт ăшăнсанах вăл вăрçăччен ашшĕпе пыл татма кайнисене, чечексем çинче хуртсем сĕрленине, ăшă та тÿлек кунсене аса илме пуçлать. Сĕр-сĕр-сĕр-сĕр! сĕрлеççĕ вара хуртсем кăмăллăн та çепĕççĕн. Çурхи вăрманта кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетет. Таçта йывăç çинче сиксе куккук авăтать. Пыл шăрши кĕрекен сывлăша кăкăр туллин сывласа Стасик çырма хĕрринелле чупать...
Савăнăçлă асаилÿ татăлать. Пĕр вăхăта тăн-пуçа темĕнле хура тĕтре карса илет, ăша сулхăн çапать. Станислав каллех утарти сăн-сăпатсене аса илесшĕн, анчах ун вырăнне куç умне ашшĕ Хĕрлĕ Çарпа пĕрле ялтан тухса кайни, амăшĕ хăйне Германие тытса кайнă чух выртса макăрнисем килсе тухаççĕ. Унтан вăл яла нимĕç салтакĕсем килсе кĕнине аса илет те сасартăк вăранса тарласа каять, куçне чарса пăрахать. Вара çенĕк алăкĕ уçăла-уçăла хупăнни те, шыв тумлани те уççăн илтĕнме пуçлаççĕ. Чÿрече умĕнче çаплах сарă çулçă вĕлтĕртетсе тăрать, пÿрт пĕренисем çумне кассăн-кассăн çумăр шăпăртатса çапăнать. Те кăнтăрла çитнĕ, те каç пулать — нимĕн те паллă мар. Станислав урайне анса сĕтел сунтăхĕсене уçса пăхать. Анчах унта çăкăр татки мар, пĕр тĕпренчĕк те çук. Вăл ĕсĕклекелесе каллех кăмака çине хăпарса ларать, майĕпен енчен енне сулланма тытăнать. Пĕчĕк Стасик ăшĕнчи пекех, тулта тĕксĕм те кичем. Ачан макăрас килет. Хăйĕн ашшĕ çухални çинчен, амăшне нимĕçсем тытса кайни çинчен, хăйĕн хырăмĕ выçни çинчен темĕнле çывăх та кăмăллă çынна каласа парас килет унăн...
* * *
Пĕррехинче ватă Казимир Седличи местечкине хăйпе пĕрле Стасика та илсе кайрĕ.
Пасар урамĕнче пăртак çÿресенех пĕчĕк мĕшĕлти ывăнса ÿкме пуçларĕ. Сăхманĕн арки çине пусать те пылчăк çине персе анать, вара сиксе тăрса каллех аслашшĕн кĕрĕк аркинчен çавăрса тытать.
Çÿресен-çÿресен вĕсем Сож шывĕ хĕрринчи пĕр шавлă çурт патне çитсе чарăнчĕç. Станислав тем ыйтма хăтланса пуçне çĕклесе пăхрĕ те сасартăк чĕтресе ÿкрĕ. Вăл кĕрĕк аркинчен тытса пыракан çын кĕтмен çĕртенех нимĕç салтакĕ пулса тăчĕ. Станислав урам варринелле ыткăнчĕ, унтан пахчасем хыçне тухса пĕр лупашкана анчĕ. Вара тин пăртак ларса сывлăш çавăрчĕ те каялла утрĕ.
Площадьре, аллисене хыçалалла тытса, нимĕç салтакĕ хуçалла уткаласа çÿрет.
Аслашшĕне шыраса тупаймарĕ вăл кун Стасик, анчах пасар урамне пырса çавăрăнма шикленчĕ. Кам пĕлет, тен, унта халĕ те нимĕç салтакĕ тăрать пулĕ...
Каçхине çывăраймарĕ вăл. Пĕр çĕре тĕршĕнсе кăтăш пулать çеç — таçта хăйĕн ятне чĕннĕ пек туйăнать те, хайхискер сиксе тăрса унталла чупать. Стасик çитнĕ çĕре сасă местечкăн тепĕр енне куçать.
Унтан таçта виç-тăватă хут пăшал кĕрслетрĕ.
Ирхине вăл, витĕрех шăннăскер, пĕр тăкăрлăкпа ĕнерхи урама мĕкĕлтетсе тухрĕ те тÿрех аслашшĕне курчĕ, савăннипе чупса пырса ыталаса илчĕ. Ватă Казимир темшĕн ярханах, çара пуçăн. Кĕрĕкне йÿле янă. Çÿçĕ çинче сарă улăм пĕрчисем курăнаççĕ.
— Эс чĕрех-им, ачам? — тет вăл Стасик патне пĕшкĕнсе. Хăй мăнукĕ тупăннине ĕненмен пек пулса ăна çаплах пуçĕнчен, çурăмĕнчен ачашлать. — Ăçта çĕр каçрăн, Станислав?
— Сана шырарăм, — тет шăнса кÿтнĕ Стася.
— Эпĕ сана çухалчех пулĕ тесе. Кунта темĕнле халăх та пур та... Тата нимĕçсем хытă ашкăнаççĕ. Илтрĕн пулĕ каçхине пăшал пенине? Виçĕ çынна персе пăрахнă тет. Хам та кăшт çеç лекеттĕм...
— Кутамкку ăçта, асатте? Манăн çиес килет те...
— Кутамкка-и? Ăна нимĕç салтакĕ туртса илчĕ.
Ватă çын шиклĕн йĕри-тавра пăхкаласа илет те çывăхра çын çуккине кура каллех калаçма тытăнать.
— Çапла çав, нимĕç салтакĕ илсе кайрĕ ăна, Стасик... Вăрă пек тармарĕ вăл, туртса илчĕ те хулленех утса кайрĕ. Пырса лек-ха эс ун патне кутамккуна илме хăтланса...
Ик-виçĕ çухрăм пек кайсан уйри тын ани çинчи пуш ÿплере вĕсем канма ларчĕç. Айлăмра Сож шывĕ тĕксĕммĕн йăлтăртатса выртать, чĕрĕ сывлăшра пăрахут кăшкăртнисем илтĕнеççĕ. Вăхăтлăха чарăннă çумăр каллех вĕттĕн лăпсăртатма пуçларĕ, айлăма йăсăрланса тăракан çăра тĕтре карса илчĕ.
— Хура кунсем çитрĕç çав, ачам, — тет старик сухалĕ çинчи улăм пĕрчисене тасатса. — Çынсем пек пурăнма тытăннăччĕ кăна, нимĕçсем килсе хупларĕç, пурнăçа сывлаймиех туса хучĕç. Мĕн чухлĕ халăх пĕтмерĕ пуль икĕ çул хушшинче, калама та хăрушă... Ытла та ним тума юрамасть вĕт. Çыхса пăрахнă çын пекех хускалмасăр пурăнас пулать... Мана пырĕ ĕнтĕ, эпĕ ватă, анчах сана ку тамăкран хăтарасчĕ... Çак хушăра мĕн пирки час-часах кунта çÿрерĕм пуль тетĕн мана? Эсĕ çамрăк-ха çав, пурне те ăнланса çитейместĕн. Кунтан инçех те мар фронт тăрать. Ун урлă каçса ÿкес пулсан — пурте пулатчĕ санăн... Хĕрлĕ Çар каялла таврăниччен вилсе кайăп та, вара сана та кун пулмĕ.
Старик йÿле янă кĕрĕк аркисене хупларĕ те сивĕ çĕр çине хутланса ларчĕ, куçне хупрĕ.
— Ватлăхăмра хамăн та ăшă кĕтесре пурăнса курас килетчĕ... Ытла та ĕшенсе çитрĕм вĕт ĕнтĕ эпĕ.
Стасик аслашшĕ çине пăхать. Чăн та, питĕ те ватă иккен унăн пĕртен-пĕр тăванĕ, хÿтлĕхĕ. Пичĕсем сарăхса пĕркеленсе ларнă, çÿçĕ мамăк пекех çемçе те шурă. Мĕнле утса çитесшĕн-ши вăл ик çĕр çухрăма? Тата инçе-ши ик çĕр çухрăм тени?
— Седличире манăн пĕр пĕлĕш пурччĕ, — тет старик хурлăхлăн. — Сана фронт урлă каçма пулăшăп тетчĕ. Халĕ пулмарĕ ĕнтĕ... Ĕнер персе пăрахнă ăна нимĕçсем. Хамăр тĕллĕнех тăрăшса пăхма тивет ĕнтĕ.
* * *
Таса ĕмĕт çитме кирлĕ. Вăл çитетех.
Ватă Казимир пĕлет: аслă Сож шывĕ те вĕçсĕр мар. Ним тума та çук, вăрçăра вăл çитĕннĕ ывăлне çухатрĕ, кинне нимĕçсем тытса кайрĕç. Арăмĕ те выçсах вилчĕ. Халĕ ак таврара пур çĕрте те нимĕçсем ашкăнса çÿреççĕ. Анчах вĕсен те шалчи тулма кирлĕ, вăл тулатех, мĕншĕн тесен тĕнчере Хĕрлĕ Çар пур...
Старик хăйпе юнашар утса пыракан Стасик çинчен куçне илет те Сож еннелле пăхать. Çапла, хальлĕхе унта тĕтре йăсăрланса тăрать, анчах вăл та сирĕлĕ.
Вĕтĕ çумăр пĕрĕхет, çил тулашать. Ватă çын вĕсене асăрхамасть. Ури айĕнчи шĕвĕ пылчăка сирпĕтсе Казимир шавах малалла утать. Кĕçех ак вăл киле çитĕ. Вара хатĕрленĕ те çула тухĕ. Пĕлет старик: йывăр пулĕ çул, çапах çитес çĕре вăл çитмеллех.
Çан-çурăмне шăмă таранах сивĕ витнĕ пулин те чĕринче унăн ăшă та тÿлек...
Пĕр çур çула пек çитсен вĕсем нимĕç салтакĕсен ушкăнне тĕл пулчĕç. Салтаксем çар ĕçне вĕренеççĕ пулас, темскер минометсемпе аппаланаççĕ. Старик вĕсене курмăш пулчĕ. Вăл пуçне çĕрелле чикрĕ те Стасике аллинчен тытса çул айккинелле пăрăнчĕ. Халь ун хăйне тем тусан та никама та нимĕн те каламалла мар. Мăнукне фронт урлă каçарса ярсан кирек мĕн тусан та юрĕ вара, мĕншĕн тесен вăл ватă та чирлĕ. Ăна ĕнтĕ кун чухлĕ пурăннипе те çитет...
Ик-виç çĕр метр кайсан хыçалта сасартăк миномет пенĕ пек кĕрĕслетрĕ, тискеррĕн шăхăрса килсе вĕсен умне мина ÿксе çурăлчĕ. Старик мĕн пулнине ăнланса иличчен тепĕр мина вĕсен хыçне пырса ÿкрĕ. Çывăхранах осколоксем шайкаса иртсе кайрĕç, пылчăк сирпĕнчĕ.
Сасартăк юр пек шурса кайнă старик Стасика çавăтрĕ те аяккалла ыткăнчĕ, анчах виççĕмĕш мина вĕсем халĕ кăна тăнă вырăна пырса ÿксе иккĕшне те çĕре ывăтса ячĕ.
"Мишень пултăмăр иккен..." — ăнланса илчĕ ватă Казимир тăнне çухатас умĕн.
* * *
Стасик сылтăм аллине ерипен пичĕ çине илсе хучĕ, урине хутлатрĕ. Унтан тăрса ларма хăтланса чавсисем çине тĕренчĕ те, сасартăк таçтан вĕçерĕнсе кайнă пек, каллех çĕр çумне пырса çапăнчĕ. Аллине çĕклеме хăтланса пăхрĕ — вăл та йывăррăн кăкăр çине ÿкрĕ.
"Ăçта-ши асатте? — шухăшласа илчĕ вăл шиклĕн хăйне килте пек туйса. — Яланах пĕччен хăварать... Шыв ĕçесчĕ..."
Шăп Стасикăн пуçĕ тĕлĕнче, кăн-кăвак тÿпере, уйăх çутатса тăрать. Çумăр чарăннă. Кĕрхи уй тăрăх сивĕ çил йăштăртатса юхать. Таçта аякра-аякра йытăсем вĕреççĕ, такам пуртăпа пĕренене шаккани илтĕнет.
Арçын ача йĕп-йĕпе тара ÿкнĕ. Вăл йывăррăн та хăвăрттăн сывласа çаплах тÿпенелле пăхать, ним ăнланмасăр аякри сас-чĕве итлет. Ун сылтăм аяккине паçăртанпах ĕнтĕ темскер пĕçертсе тăрать. Анчах хускалма вăй та, кăмăл та çук. Шыв ĕçес килни аптăратмасан капла тахçанчченех выртма пулассăн туйăнать.
Иртнĕ каçсенчи пекех, таçта вăхăтран вăхăта пăшал переççĕ, унтан йытă хамлаткаласа илет. Вара каллех шăп, ниçта пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмест. Эх, шыв пулас пулсан!..
Стасик типсе çуркаланнă тутине чĕлхепе çуласа илчĕ те аллине пĕçерсе таракан çĕрелле шутарчĕ. Мĕн хăямачĕ вăл, чăн та? Кăмаках çапла хĕрсе çитнĕ-ши?
Аллине темле ăшă та çилĕм пек çыпăçакан япала лекрĕ. Сăхманĕ те вăл тĕлте лачкамах пулнă. Стасик аллине аран-аран куçĕ патне илсе пычĕ те сасартăк тăрса ларма хăтланса каллех тăнне çухатрĕ.
Юн! Халĕ вăл хăйпе мĕн пулса иртнине те, хăй ăçтине те йăлтах ăнланчĕ.
Кĕрхи уй çав-çавах канăçлăн та тÿлеккĕн сывлать, хыт хурасемпе армутисене хускаткалать. Уй варринче, пĕринчен-пĕри инçех те мар, икĕ хура мĕлке выртать: пĕри — пĕчĕк Стасик, аллисене сивĕ çĕр çине саркаласа пăрахнă та тÿпенелле пăхса выртать; тепри, унăн аслашшĕ, кĕç-вĕç сиксе тăма хăтланнă пек, сылтăм урине хăй айне хутлатса хунă, аллисем пуç айĕнче. Вăл темиçе хут та урисем çине тăма хăтланнă пулас, мĕншĕн тесен малтан ÿкнĕ вырăнтан мăнукĕ еннелле хуп-хура йĕр тăсăлса выртать...
Пăртакран Стасик тăна кĕрсе пуçне çĕклерĕ. Вара пĕтĕм чун хавалĕпе тăрмашса ÿпне май çаврăнса выртрĕ те пуçне йĕпе курăк çине хучĕ. Капла ĕçес килни те кăштах лăпланчĕ, питне нÿрĕ çапрĕ. Мăнтарăн чĕрлĕх шывĕ, мĕн пек паха-ши эс çут тĕнчере!.. Виç-тăват утăмра аслашшĕ курăнать. Майĕпен, чылайччен кана-кана выртса, Стасик ун патнелле упаленме тытăнчĕ...
— Асатте!..
Старик чĕнмест. Ача хăй сассинчен хăй хăранă пек пулса аслашшĕнчен пĕр утăмра шăпланса выртрĕ. Текех саспа чĕнесси килмерĕ ун: тепре чĕнсен те чĕнмесен, вăл вилсех кайнă пулсан мĕн тăвĕ-ха вара Стасик çак сивĕ уйра пĕр-пĕччен? Капла çапах хăть ăшра шанчăк пур...
Анчах нумаях чăтса выртаймарĕ, хуллен ахлаткаласа пуçне аслашшĕн пуçĕ çумне пырса хучĕ. Питне старикĕн нÿрĕ çÿçĕ лексенех унăн пырне темскер тулса ларчĕ те, вăл сасăпах макăрса ячĕ. Эх, мăнтарăн турри, çакăнта ун вăйĕ пулас пулсан, вăл йăтĕччĕ те хăйĕн аслашшĕне килне илсе кайĕччĕ, ăна нихçан та пĕр сив сăмах каламасăр упраса усрĕччĕ.
Стасик асапланкаласа аслашшĕн хăрах аллине туртса кăларчĕ те, чăх чĕппи амăшĕн çунатти айне тĕршĕннĕ пек, пуçне старикĕн хулĕ айне чикрĕ, чĕлхине аран-аран çавăркаласа пăшăлтатма тытăнчĕ:
— Асатте, тетĕп! Тăрсам ĕнтĕ... Хăратăп эпĕ... Киле каяс килет манăн... Киле... Унтан... Лере те... фронт леш енне те... кайăпăр... Шыв ĕçес килет манăн... Шыв... — Стасик ĕсĕклесе илет те куçне çанни вĕçĕпе шăлса типĕтет. — Макăрмастăп эпĕ... Тăр та... хуллен... кайăпăр... Пулăшăп эпĕ сана. Кăштах канăпăр та... Вара... Мĕн... нимĕçсем те çук халĕ... Курăнмаççĕ вăн... Эпир... çул... айккипе кайăпăр. Утара... куçăпăр пурăнма. Унта шыв та... пур.
Вăл пуçне нÿрĕ çĕр çине хурать те чылайччен татăлса макăрать. Унтан темскер аса илнĕ пек пулса каллех чавса çине тĕренет, хĕвĕнчен çĕтĕк хут татки туртса кăларать.
— Эппин, тÿрех лере утăпăр... Фронт патнелле... Аттене шыраса тупăпăр... Акă унăн сăнĕ... Леш, ху пани... Пĕлтĕртенпех хĕвре чиксе çÿрерĕм эпĕ ăна...
Аслашшĕ чĕнмест. Хăрах аллине туртса кăларнипе пуçне чалăштарса хунă та вăл, çĕрти темле сасса итленĕ пек, куçне хупса выртать. Аяккинчи вĕри ăшнелле кĕнине туйса арçын ача та шăпланать. Сывлăшĕ унăн тăвăрланнăçем тăвăрланса пырать, чĕри хăвăрттăн тапать, куçĕсем хурала-хурала килеççĕ. Анчах пур вилме пуçланă çын пекех, Стасик пурнăç çинчен шухăшлать, пурăнма ĕмĕтленет. Вăл ашшĕн карточкине хĕвне пуçтарса чикет те каллех аслашшĕне ÿкĕтлеме тытăнать:
—Тăрсам ĕнтĕ, асатте... ÿлĕмрен эпĕ киле пĕччен юлсан та макăрмăп. Эсĕ каллех... Седличине çÿре... Анне килсен ăна та илсе кайăпăр... Фронт леш енне. Шыв... та... илĕпĕр... Шыв та...
Стасик аташма пуçлать. Ача аллисене сарса пăрахнă, шурса кайнă пичĕ тăрăх тар шăпăртатса юхать, кăкăрĕ хăвăрттăн хăпара-хăпара анать. Вăл каллех утарта пек: кайăксем чĕвĕлтетсе юрланине, шыв шăнкăртатса юхнине итлет пек...
— Асатте, — тет те вăл тăрса ларма хăтланса суранĕ çине кайса ÿкет, туртăшма пуçлать. — А... сат... те... Чунăм... Шыв... Ил... тетни? Кайăк... сем...
Вăл юлашки хут тăма хăтланса пĕтĕрĕнсе ÿкет те ĕмĕрлĕхе шăпланать.
Уйра та шăп. Çумăр чарăннă. Уйăх та курăнмасть. Уй нимĕн те чĕнмест те, курмасть те, илтмест те. Мăнтарăн уйĕ! Мĕн чухлĕ вилĕ выртмасть пуль сан кăкăру çинче, мĕн чухлĕ куççуль юхмасть пуль сан çырмусемпе варусем тăрăх. Çапла тĕттĕм уйра йытăлла выртса вилме кăна çуралса ÿсет-ши вара, сан ырлăхусемпе усă курса пурăнать-ши вара этем тени?
Çук, уй чĕнмест. Вăл чĕлхесĕр. Уй курмасть. Вăл куçсăр.
Çутăлас енне кайсан ватă Казимир тăна кĕрет те уй тăрăх упаленсе çÿресе Стасика шырама тытăнать.
* * *
Эрнесем, уйăхсем иртсе каяççĕ. Каллех çуркунне пулать, кăнтăр енчен ăшă çилсем вĕçсе килеççĕ. Кайăк-кĕшĕк те тахçанах пусма ларнă ĕнтĕ, çилсем те хĕвел ăшшипе хĕртĕнсе хуллентерех çÿреме тытăнаççĕ, канма выртаççĕ. Анчах уйсем пушă та кичем. Никам та хускатман вĕсен кăкăрне кăçал, никам та хĕвел тухăçнелле сăхсăхса илсе пĕр пĕрчĕ вăрлăх пăрахман.
Савăнăç мар, хура инкек çÿрет кăçал Белорусси çулĕсем тăрăх, ырлăх мар, хурлăх пусать çынсен чĕрине.
Çултан инçех те мар пĕчĕк тĕме курăнса выртать. Ун çине хĕрлĕ, шурă, кăвак чечексем шăтса тухнă, сар кайăк йăва çавăрнă.
Тăлăххăн курăнса выртакан çулпа пĕр ватă уксахласа килет. Ун çинче пилĕкне кантрапа туртса çыхнă кивĕ пир кĕпе, улача йĕм. Урисенче çăпата.
Çара пуçăн вăл. Аллине туя тытнă. Унăн куçĕсем чиперех пăхаççĕ пулсан та, нимскер курмаççĕ пулмалла, мĕншĕн тесен ялтан тухнăранпах ĕнтĕ старик куçне сиктермесĕр пĕр çĕрелле пăхса утать.
Пĕчĕк тĕме тĕлне çитсен хайхискер çул айккинелле пăрăнать те вилтăприне хыпашласа тупса ун çумне хутланса ларать. Сар кайăк темиçе утăмра армути çине вĕçсе ÿкет, çунаттисене сарса юрлама пуçлать.
Вĕсем тахçанах пĕрне-пĕри хăнăхнă ĕнтĕ.
Казимир (старик çавă) мĕн хăй ура çине тăнăранпа кашни кунах çак вырăна килсе каять. Хуйхăпа сасартăках куçсăр пулса ларнăскер, вăл ывăлин ывăлĕ ăçта выртнине чĕрипе туйса шыраса тупать. Анчах хăйне пăхса сыватнă ял-йышран ват çын мăнукĕ вилни çинчен пĕр сăмах та ыйтса пĕлмест. Ун чĕринче Стасик — сывă. Сывă çеç те мар, вăл тахçанах ĕнтĕ старик ĕмĕтленнĕ çĕре çитнĕ пек, фронт урлă каçнă пек. Тĕнчере усалли темĕн чухлех пулма пултарать пулсан, мĕншĕн пĕрре старикшĕн ырри пулмалла мар?
Вăл пĕлет: чăнлăх çĕнтеретех. Вăл çирĕппĕн шанса тăрать: çăлăнăç килет. Вăл килмеллех, мĕншĕн тесен çăлăнăç çитмесен старике ытла та йывăр пулнă пулĕччĕ, ытла та хÿтлĕхсĕр те сивĕ пулĕччĕç унăн юлашки кунĕсем...
Старик кашни кунах çĕре выртса итлет. Те ытла хытă кĕтнипе таçта аякра-аякра тупă сассисем кĕрленĕ пек туйăнаççĕ ăна. Вара вăл тăрать те хĕвел тухăçнелле пăхса каллех çул çине тухать, ялалла утать.
Юр пек шурă çÿçлĕ суккăр старик хиртен хуллен кăштăртатса таврăннине курсан ял-йыш чышкисене хытăрах чăмăртать...
1943
Уяр, Х. Тăвансем кĕтеççĕ : [калав] // Уяр, Х. Ăçта эс, тинĕс? / Хветĕр Уяр. – Шупашкар, 2007. – С. 16-25.