Ман халăхăн йăли çапла:
Çĕнтерÿпе киле килсессĕн,
Тăвансене йыхăрмалла–
Кĕрекене вырнаçчăр ретĕн.
Ай-хай, туссем, тăванăмсем,
Алла тулли черкке илсемĕр.
Асаттесем – ват салтаксем,
Эпир ĕçсен, эсир тиркемĕр.
Сăри – тăват çул йÿçнĕскер,
Пур пуçламан тулли пичкемĕр.
Сĕтел пуçне тăма чĕнер
Сире, тăван атте-аннемĕр.
Мухтав, мухтав тăван Çара!
Сыв пултăр пирĕн аслă халăх!
Пуянлăх ÿстĕр çĕршывра,
Ан иксĕлтĕр салтак вăй-халĕ!
1945 ç.
Афанасьев, А. Таврăнсан : [сăвă] // Афанасьев, А. Хура ылттăн / Алексей Афанасьев. – Шупашкар, 1958. – С. 13.