Г. Ефимов
Вăл панă сас палли
Пире ăс-хал пухма.
Тĕнче умне тухма,
Шкул уçнă вăл нумай.
Вăл курнă хĕн-хурне,
Вăл тупнă телейне,
Апла мĕн ĕмĕре
Яковлевăн ятне
Упрар чун-чĕрере.
19.04.04.
Ефимов, Г. «Вăл панă сас палли…» : [сăвă] // Ефимов, Г. Шухăш пайăркисем / Георгий Ефимов. – Шупашкар, 2005. – С. 21.