Ираида Петрова сӑввисем ӑшӑ та ырӑ туйӑмлӑ, тарӑн шухӑша яраҫҫӗ, чӗрӗ сӑнарсемпе тыткӑнлаҫҫӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗссӗрленсе кивелмӗҫ вӗсем, хӑйсен асамлӑ илӗртӳлӗхне ҫухатмӗҫ, ҫитес ӑрури вулакансене те паянхи пекех савӑнтарӗҫ.