Get Adobe Flash player


Творческое наследие

Литературные произведения

  ТӖЛӖК

Хӗвел ҫӳл сӑрт хыҫне пытанчӗ,
Шыва путайрӗ инҫетре.
Уй-хир те ӗнтрӗкпе хупланчӗ,
Ялтрать ҫут уйӑх тӳпере.
Шӑнкӑртатать шыв пӗр ҫӗрте,
Ыр канӑҫлӑх мӗн пур тӗлте.
Вӗҫмест Зефир тӗм хушшинче,
Йӗри-тавра айташ тӗнче.

Мӗн пурӗ канлӗхлӗ тӑруҫӑн
Шухӑшпала ӑш вӗҫрӗ ман:
Епле-ха, тетӗп, Пултаруҫӑн
Йӗрки пачах пӑтрашӑнман?
Сар ҫулҫӑ тӑкрӗҫ йывӑҫсем,
Ҫук ӗнтӗ кайӑк сассисем.
Ҫарансене витет шур юр,
Пӑрпа хупланчӗ халь шыв-шур.

Ҫухалчӗ чӑп-чӑпар илемӗ
Хусанӑн шывӗ хӗрринче.
Черчен кӗрен чечек хӗлхемӗ
Тек йӑмӑхмасть шӑлан ҫинче.
Мӗн пурӗ улшӑнать, шанать,
Уй-хир те ӗнтӗ пушанать...
Епле-ха ҫӑтмахри тӗнче
Кунти Пӗлӳлӗх садӗнче?

Яланлӑх илемрен юсмасӑр
Ем-ешӗл лавр ларнӑ пек
Кунта хӗле-мӗне пӑхмасӑр
Чечек ӳсет йӑранӗпех.
Ҫӳрет яш-кӗрӗм савӑнса,
Музӑсемпе хавасланса:
Чечек кӑшӑлӗсем явать,
Ӑраскалне юрра хывать.

Пӗлместӗп, Турӑ хапӑллать-и
Кунта йӑпанӑҫлӑх чӗртме?
Кӗтрет ярса вӑл кӑмӑллать-и
Ӑслӑлӑха илентерме
Е пӗр-пӗр ҫын унпа пӗр тан,
Вӑйлӑрахскер ҫанталӑкран,
Хӗвел пек ӑшӑтса тӑрать
Сада, ӑна чӗр вӑй парать?

Ҫапла шухӑшласа эп акӑ
Путатӑп тутлӑ тӗлӗке.
Ӗҫпе ӗшеннӗ шӑмӑ-шакӑ
Пулайрӗ ӗнтӗ сӗлпӗркке.
Хавалӑм канӑҫа путсан
Пӗр Ватӑ курӑнчӗ таҫтан.
Шухӑшӑма чӗртес тесе
Ҫапла каларӗ хистесе:

«Ҫын куҫӗнчен мӗн-мӗн пытаннӑ.
Умна мӗскер мӗлки тухман –
Ӑс-хал куҫне вӑл сӑнарланӗ.
Ун ҫутипе эс ҫуталман,
Ҫавӑнпала ӑсу иккен
Пӑтраштарать санран хальччен
Пытаннине, туймасть ӑна.
Пӗлмешкӗн тивӗҫ эс ҫакна.

Хӗвел вут ҫаврӑм та туманччӗ –
Чечекленсе, илемленсе
Парнасӑн сачӗ аталанчӗ
Тем тӗрлӗн те пехетленсе.
Ҫак пӗтӗм иксӗлми тивлет
Пӗр ҫыннӑн ҫутинчен килет.
Вӑл хӑй сӑваплӑхпа ҫап-ҫут,
Ытах курас килсессӗн – ут!»

Ват ҫын ҫул кӑтартса пыруҫӑн
Эп ҫитрӗм сулхӑн катана.
Илемлӗ вырӑн, шывӗ уҫӑ,
Вӑр-вар тӗл пулмӑн эс ӑна.
Ем-ешӗл – ту тӑрри тӗмсем,
Сап-сар чечеклӗ – айлӑмсем.
Йӑлтах тӑрать ҫӗклентерсе,
Кӑмӑлӑма килентерсе.

Вара ҫапла каларӗ Ватӑ
Ката варринелле ҫитсен:
«Ав хухӗм ҫӳл хӳме куратӑн,
Турат хупланӑ пур енчен.
Татах та малалла утсан
Кермен патне ҫитсе тухан».
«Ӑҫта-ха, – терӗм эп ӑна, –
Курам сӑваплӑ ҫав ҫынна?»

«Утсам! Ҫав керменте эс курӑн
Ӑна мухтавӑн ҫутипе.
Ҫав ҫын пек Парнаса маттуррӑн
Чӗртсе тӑрать хӑй ӑсӗпе.
Епле илпеклӗ ун алли! –
Телей сунать пире тулли.
Эс керменте ан юл хӑпса,
Ман хыҫранах пырсам утса».

Йӑвашшӑн утрӑм эп ун хыҫҫӑн
Керменӗн пусмисем патне.
Чылай тус-пӗлӗш сӑнӗ уҫҫӑн
Кунта тухайрӗ куҫ умне.
Хӑйсем кӗресшӗн пулмалла,
Кӗртмест-мӗн хуралҫи шала.
Пире ҫул пачӗ – улӑхсан,
Шалт! питӗрчӗ – кӗрсе кайсан.

Мана мӗн пурӗ тӗлӗнтерчӗ,
Куҫ алчӑрать илемӗпе.
Ҫӳлте курайрӑм сӑн ӳкерчӗк,
Ҫырайнӑ ылтӑн шывӗпе:
«Ҫак ҫын илпеклӗ ҫутине
Парса тӑрать Хусан садне!»
Эп тӑтӑм та пуҫа пӗкме –
Ҫухатрӑм ҫак тӗлӗкӗме...

Эй, Иерарх! Ҫук, тӗлленмерӗ
Мухтав пуҫ кӑшӑль тӗлӗкре.
Пурне те чӑнлӑх евитлерӗ,
Аттемӗр, сан ҫинчен пире.
Чӗлхем йӑпӑлтатусӑр ман:
Кун пек ӗҫе хальччен курман.
Сан ырӑ кӑмӑлу пиллет
Куллен-кунах пире тивлет.

Эс пуррипе ӳсет пӗлӳлӗх,
Эс пуррипе ӗҫ-пуҫ ӑнать,
Эс пуррипе чун ҫӗкленӳллӗ,
Эс пуррипе Парнас хунать:
Ыр кӑмӑлу илпеклӗрен
Вйл ытлӑ-ҫитлӗ ҫимӗҫрен;
Сан ӑшшупа ӑшӑннӑскер,
Хӗлле те ешерет чипер.

Пире кирек камран та тулӑх
Парать аллу хӑй ырлӑхне.
Ҫитмерӗ пирӗн пултарулӑх
Тавӑрайма тав парӑмне.
Ытах ҫак сунӑм пур пирте:
Сыв пул, Кӗтӳҫӗ те Атте!
Пурнар эпир Сан вӑюпа,
Эпир те ешерер Санпа.

1795
 

Бичурин, Н.Я. Тӗлӗк : (ода) / Н.Я. Бичурин ; чӑвашла Г. Юмарт куҫарнӑ // Чăваш сăмахлǎхĕ : X класǎн вĕренӳпе вулав кĕнеки. – Шупашкар, 1993. – С. 248-252.

Назад