|
|
Творческое наследие
Литературные произведения
|
ЮРӐ
Хусанти тӗн семинарийӗн протекторне
Амвросий Подобедова халалланӑ ,
авалхи грекла ҫырнӑ
Тинкерӗр-ха танлӑн пӑхса
Ҫак чаплӑ, ҫап-ҫут йыш тавра.
Куратӑр, паллатӑр савса
Ӳнерлӗхри пӗтӗм ырра.
Юрлаҫҫӗ вӗсем мухтаса,
Мухтав юрри хӳхӗм, черчен.
Калаҫҫӗ вӗсем ырласа
Сана, тарӑн ӑслӑ ӗҫчен.
Ҫыхаҫҫӗ пуҫна тӑрӑшса
Хитре ылтӑн кӑшӑл вӗсем.
Ҫакна курса тӑнӑ ҫинчен
Ыйтайрӑм эп музӑсенчен
Самант ҫеҫ шӑпраххӑн тӑма,
Вара итлеме ерипен
Чунтан тухакан сассӑма:
«Каять пирӗнтен ҫул ертӳҫ,
Каять пирӗн хӳтлӗх кӗтӳҫ,
Юратнӑ, хисеплӗ хӑна».
Илтетӗп каллех вӗсен харсӑр
Ҫынна мухтакан юррине:
«Каять вӑл пачах хӑрамасӑр
Хӑйне ӑнӑҫу пур ҫӗре,
Мӗнле чӑтмалла кулянмасӑр –
Пире сансӑр йывӑр сӗре.
Ҫапах савӑнатпӑр та хамӑр –
Манмастӑн-ҫке эсӗ пире!
Ыр пиллӗх сан пирӗн ҫине.
Турра пуҫ ҫапатпӑр чунтан,
Ҫулу такӑр пултӑрччӗ сан!
1795
|
|
Бичурин, Н.Я. Юрӑ : [сӑвӑ] / Н.Я. Бичурин ; чӑвашла Г. Юмарт куҫарнӑ // Чăваш сăмахлǎхĕ : X класǎн вĕренӳпе вулав кĕнеки. – Шупашкар, 1993. – С. 247.
|
Назад
| | |