В. А. Абрамов
Çеçпĕл лирикинчи тĕс вырăнĕ
Чăн-чăн поэзи, чунран тухакан лирика тавралăхри илеме тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе сăнлать. Ахальтен мар нимĕç халăхĕн чаплă поэчĕ И. Гете çапла каланă: «Сăвăсем – тĕрлĕ тĕслĕ чÿречесем».
Тĕсе пĕлтерекен чĕлхе пайĕ – сăмах. Чĕлхе науки сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсене палăртать. Тĕсе пĕлтерекен сăмахсен семантика пĕлтерĕшĕ историлле улшăнса пынă. Сăмах творчествин тĕрлĕ тĕсĕсемпе жанрĕсем (фольклор тата литература) аталаннă май, тĕсе пĕлтерекен сăмахсен виççĕмĕш пĕлтерĕшĕ те – символла пĕлтерĕшĕ уçăмлăн курăнма тытăнать.
Тĕсе пĕлтерекен сăмахсене усă курасси тĕрлĕ поэтăн тĕрлĕрен. Вăл унăн пултарулăх меслечĕпе стиль туртăмĕсенчен, чун-кăмăлĕн уйрăмлăхĕсенчен чылай килет. Çавăнпа та тĕсе пĕлтерекен сăмахсен пĕлтерĕшлĕ речĕ кашни сăвăçăн урăхла. Пĕрисен турĕ пĕлтерĕшлĕ, теприсен куçăмлă пĕлтерĕшлĕ, виççĕмĕшĕсен символла пĕлтерĕшлĕ тĕс сăмахĕсем ытларах курăнаççĕ. Çав вăхăтрах темиçе поэт лирикинче харăс пĕрешкел тĕсе е тĕс-символа пĕлтерекен сăмахсем чылай тĕл пулаççĕ. Шурă, хура, хĕрлĕ тата вĕсене çывăхла синонимлă тĕссем фольклор тексчĕсенче те, вырăс поэзийĕнче те, эпир пăхса тухакан Çеçпел Мишши лирикинче те паллă вырăн йышăнаççĕ. Кунашкал пулăмăн тупсăмĕ таçта авалхи ĕненÿсен ритуалĕнче, мифологире, чăваш тĕнĕпе христианство тĕнĕн философийĕнче.
Çак ĕçре Çеçпĕл Мишши лирикинчи тĕс поэтикин хăйевĕрлĕхĕпе традициллĕх паллисен хăшпĕр енĕсене пăхса тухма палăртнă. Çеçпĕл пултарулăхне чылай ĕçсенче пăхса хакланă пулин те, тĕс поэтикине уйрăм тĕпченисем пулман-ха. Ун çинчен пĕр-ик сăмахпа асăнса хăварнисем Н. Григорьев1, М. Сироткин2, Ю. Артемьев3, В. Родионов4 ĕçĕсенче тĕл пулаççĕ. Тата автор А. Веселовский5, В. Гайдук6, Л. Зубкова7, К. Кедров8 ĕçĕсем çине таянса çырнă.
Кăштах статистика. Çеçпĕлĕн пĕтĕмпе 58 сăвă (çырса пĕтерейменнисемпе А. Червяковăна халалланисене шута илсен). Вĕсенчен 29-шĕ чăвашла, 29-шĕ ют чĕлхепе (28 вырăсла, 1 украинла). Чăннипех икĕ чĕлхеллĕ поэт. 58 сăвăран 52 сăввинче тĕсе пĕлтерекен сăмах, сăмах çаврăнăшĕ, абстрактлă-символлă куçăм тĕл пулать. Тĕс пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе Çеçпĕл пек тухăçлă, анлă усă куракан поэт сайра. Чăвашла çырнисенче те, вырăслисенче те тĕс вылявĕ пысăк вырăн йышăнать. Сăмах ахаль эпитет шайĕнчен метафора шайне, унтан абстрактлă-символлă пĕтĕмлетÿ таран ÿсет. К. Кедров тĕпчевçĕ калашле, Çеçпĕл лирикинчи тĕс-символа эпир «метаметафора» теме пултаратпăр. В. Кедров пĕтĕм этемлĕхшĕн тата тĕрлĕ культурăсемшĕн характерлă çынпа космосăн пĕр çыхăнăвне кăтартакан 4 символ-код тупать: Çĕр, Çулăм, Шыв, Сывлăш. Çак тăватă символ-кода пĕтĕçтерекенни, ун шучĕпе, çутă, тĕс. «Люди разговаривают светом, хотя я сам не знаю как это происходит...»9– тет литературовед.
Лăпкă тĕссем мар Çеçпĕлĕн, çутçанталăк пулăмĕсем унăн курăмлă, тĕрлĕ тĕссем куçаççĕ, пăтрашăнаççĕ. Тĕс унăн вырăнта тăмасть, хăйнеевĕр тĕс ритмики сисĕнет. «Он разработал особую цветосимволику образов»10– тет В. Родионов тепчевçĕ. Поэт хăйне çеç тивĕçлĕ тĕссемпе сăнар тунине шута илсех, унăн пултарулăхĕнче традицилĕх йĕрĕсене те асăрхамалла. Авалхи чăвашсен тĕн-ĕненĕвĕнчи пек, халăх сăмахлăхĕнчи майлă, Христос тĕнĕн мифологийĕнчи евĕр тĕс – метафора, тĕс-символ сăнарлă сăмахсем нумай Çеçпĕлĕн. Çав вăхăтрах классикăллă литература витĕмĕ те çук мар. Çеçпĕл лирикинче Дантен «Божественная комедия» хайлавĕнчи, Г. Гейне, В. Брюсов, А. Блок, В. Хлебников, А. Белый, С. Есенин, В. Маяковский сăввисенчи час-час тĕл пулакан сăнарлă тĕссемех.
Тĕсе пĕлтерекен сăмахсем Çеçпĕлĕн чылай тата тĕрлĕрен. Унăн сăввисенче «хĕрлĕ» тĕс 17 хут тĕл пулать, «сарă» – 15 хут, «кăвак» – 10, «шурă» – 6, «хура» – 6, «симĕс» – 5, (вырăслисенче: «синева, синий» – 11, «зеленый» – 6, «черный, темный» – 7, хĕрлĕ тĕсĕн синонимĕсем «красный» – 3, «алый» – 2, «огнистый, огневой» – 5, «лучистый» – 3, «румяный», «кумачовый», «розовый» пĕрер хут тĕл пулаççĕ). Ку тĕссем унăн – чи анлă сарăлнисем. Вĕсем хушшинче тÿрĕ пĕлтерĕшлĕ эпитетсем те, символла пĕлтерĕшлисем те пур. Метафорăллă тĕссем: «ылтăн» – 5 хут, «кĕмĕл» – 3, «шевле» – 5 («золотой» – 7, «серебряный» – 2, «алмазный», «жемчужный», «лазурный» – пĕрер хут). Çутă кăларакан япалана сăнлакан е çав сăмах тĕпĕнчен пулнă иккĕмĕшле пĕлтерĕшсем: «хĕвел» – 27 хут, «кăвар» – 26 хут. Тата «çулăм», «вут-кăвар», «вучах», «вут», «кăвак хуппи», «çиçĕм» сăмахсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. «Кун» тата «Каç» контрастлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: «кун» – 16 хут, «каç, çĕр, тĕттĕм» – 16 хут. «Çут сăмах тĕпĕнчен пулнă «çут», «çутă», «çутал», «Çут тĕнче», «çутçанталăк» йышши сăмахсем Çеçпĕлĕн чи нумаййи пулать. Тĕспе çыхăннă, чылай чухне ăна сăнарлăрах тăвакан, лирикăри контрастлăха палăртма усă куракан сăмахсем те сахал мар сăвăçăн: «çил-тăвăл», «тусан», «пĕлĕт», «çĕр», «хĕл», «сивĕ», «юн», «кĕл», «вилĕм», «çĕлен», «вĕлтĕрен», «çеçке», «чечек», «шăрçа», «кăпăк», «пăр» т. ыт. те. Çак сăмахсем тĕспе çыхăннине тÿрех курма çук, анчах поэтăн шалти чунне ăнкарсан курма пулать ăна. Çакăнта пăхса тухнă тĕс сăмахĕсем икĕ пая пайланаççĕ. Çапла Çеçпĕл лирикинче икĕ тĕп тĕс-символ уççăн курăнать: «çутă» тата «тĕттĕм». Пĕтĕмĕшле тĕнче тытăмне, пурнăç аталанăвне, çĕнĕ тĕнче çуралнине çак икĕ тĕс кĕрешĕвĕнче курать Çеçпĕл. Çакнашкал курăм Библи сюжетне çывăх: «Çутă пултăр!» – тенĕччĕ унта турă, çутă лайăххипе ăна тĕттĕмрен уйăрса. Шăпах Библири мифранах килекен «синкретикăллă эпитетсем» (А. Веселовский терминĕ) çак икĕ тĕс. Поэт çутă тĕссене ытларах кăмăллать, тĕттĕм тĕсе сивлет. Поэт пĕр тĕнче йăшса-арканса çĕнĕ тĕнче çуратнă саманара пурăнни сисĕнет çакăнта:
Тухăр тĕттĕмрен
Çутă çул çине!
(«Тухăр тĕттĕмрен...»)
Е тата:
Тĕнчене тасатрĕ ирĕк вут-кăварĕ,
Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи.
Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ...
(«Чăваш чĕлхи»)
Поэтăн символлă тĕс шухăшлавĕ чĕри тĕпĕнчен тухакан чи çивĕч туйăмсене палăртать. Çеçпĕлĕн «ирĕ», «çĕнĕ Кунĕ», «хĕвелĕ», «кăварĕ» тискер сăнлă «каçа», «тĕттĕме» çутатса ярать, çак çутă тĕнчере, çынсенче мĕн ыррипе усаллине систерет. Çеçпĕлĕн вут-кăварĕ, çулăмĕ-çиçĕмĕ çунтарать, киввине, усаллине пĕтерет. Авалхи чăвашсен мифологилле йăлинчи тасату символĕ çак пушарта.
Шăпах хĕрлĕ тĕс-символ курăнма тытăнать Çеçпĕлĕн çакăнта. Хĕрлĕ тĕс Çутăпа Тĕттĕм хушшинче тăрать, икĕ контрастлă символ-тĕсе уйăрса ярать, тĕттĕмре аран курăнакан çутăна вăйлатса ярать. Поэтăн хĕрлĕ тĕсĕ тÿрĕ пĕлтерĕшпе палăртманпа пĕрех. Вăл поэтăн çĕннишĕн çунса тăракан «кăвар чĕрери» çивĕч туйăм-кĕрешĕвне, революци вут-пушарне сăнлакан символ пулса тăрать. Сăвăçă хĕрлĕ тĕсе юна пăчăртаса кăларнă евĕр чĕре витĕр сăрхăнтарать, хăй асапланать, унтах хĕпĕртет те: революци вучĕ иртнĕ саманан сăн-сăпатне çутатса яни, çынсен чĕрисем кăварланни савăнтарать ăна. Çеçпĕл ку е çак тĕсе кăмăллани шăпах чăн пурнăçа мĕнле хакланинчен, унăн кăмăл-туйăмĕнчен килнĕ (А. Веселовский калашле: «выражение идеи ценности»)11. Çеçпĕл лирикинче тĕнчери социаллă хирĕçÿсем символсем урлă курăнаççĕ, тĕс контрасчĕпе пĕрлех поэт вăйлату (гиперболизаци) мелĕпе усă курать: «хĕрлĕ-хĕрлĕ», «кăн-кăвак», «шевле сарриллĕ ылтăн пуç» т. ыт. те. Çĕнĕ пурнăçăн çутă сăнне вăйлăрах палăртма Çеçпĕл «ылтăн», «кĕмĕл», «йăлтăр», тĕссемпе усă курать.
Çутă килсен, хĕвел кăварĕ çунтарсан, тĕнче чĕрĕлет, симĕсленет, темле лăпланать. Çеçпĕлĕн симĕс, кăвак, сарă тĕсĕсем – чи лăпкă тĕссем, чи савăнăçлăраххисем, поэт туйăмĕн чи черченкĕ паллисем. Романтикăллă туртăм сисĕнет ку тĕссенче: «сип-симĕс улăх», «cap хĕр», «кăвак кантăк»... Вырăс символисчĕ-имажинисчĕсен витĕмĕ куçкĕретех çак тĕссене усă курнинче:
Паян шыв-юр чечек пахчинче
Юр айĕнче хĕрлĕ-сар чечек...
(«Ĕнер йывăç пахчи кăмăлне»)
Е «Ака çинче» сăвăри йĕркесем:
Пĕр тĕле çитсессĕн, кăвак кантăк витĕр
Савнă cap хĕр пăхрĕ, йăл кулчĕ.
Вырăсла çырнă «Выдуманным глазам» сăвăра (ăна вăл имажинизм поэзине халалланă) «синь, синева» тăватă хут тĕл пулать.
Поэт сăввисенче тĕрлĕ тĕссен хăйне евĕр эволюцине курма пулать. Акă, сарă тĕсĕн тĕрлĕ пĕлтерĕшĕсем пурри те Çеçпĕл кăмăл-туйăмĕнчен килнĕ. Çак тĕсе хирĕçÿллĕ ăнланни чăвашсен авалтан килекен шухăшлавĕнче те курăнать. Ку параллелĕх Çеçпĕлĕн те пур. Танлаштарса пăхар-ха: Халăх мифологийĕнче сарă тĕсе леш тĕнчене, вилĕме сăнлама усă курни пур: Сарă Кун çĕршывĕ. Кунта вăл вилĕме е чире пĕлтерни паллă. Çеçпĕлĕн те сарă сăмаха çак пĕлтерĕшпе усă курни пур:
Айванăн Атăл ахлатса выртать,
Сар хумĕсем çÿп-çаплă, çĕтĕк-çатăк...
(«Выç псалом»)
Ф. Павлов сарă сăмахăн халăх ăнланăвĕнчи тепĕр пĕлтерĕшне асăрхать: «Чăваш юррисенче сарă тени хитрене палăртать»12,– тенĕччĕ вăл. Çеçпĕл «сарă» сăмаха «хитре» пĕлтерĕшпе усă курни те паллă: «Савнă cap хĕр пăхрĕ, йăл кулчĕ...» («Ака çинче»).
«Выç псалом» сăвăри сарă «синкретикăллă эпитет» шайĕнче, вăл чир, вилĕм, нишлĕлĕх символĕ. «Ака çинче» сăвăра сарă – «эпитет-метафора» (А. Веселовский терминĕ), илемлĕ, чипер хĕр тенине систерет. Малтанхи сăввисенче Çеçпел поэт-символист, иккĕмĕшĕнче – романтик, имажинист.
Çакна та палăртса хăвармалла: Çеçпĕл лирикинчи «тĕттĕм», «каç» йышши символлă сăнарлăх «хура» тенипе тÿр килмест. «Хура» тени авалхи чăвашсен ĕненĕвĕнчех «лайăх», «таса», тенине пĕлтернĕ (мĕншĕн çапла шухăшланин сăлтавĕ паллă мар). Çавăнпа та хура тĕс поэтăн «тĕттĕм», «каç» тенипе пĕр синоним ретĕнче тăмасть, унăн тĕсĕ эпитет шайĕнчен символ шайне çĕкленеймест:
Вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсĕм,
Хуп-хуран, сип-симĕссĕн...
(«Тинĕсе)
Кашни поэт тĕсе усă курса, хăй майлă сăнар калăплать, хăйĕн чун-туйăмĕ ыйтнипех пĕр тĕсех тĕрлĕ сăн-сăпатлă сăнар тума усă курать. Акă, Марина Цветаева поэзинчи хĕрлĕ тĕс те революцине пĕлтерекен символах, анчах хĕрлĕ тĕс унăн пурнăç пăчланассине, унăн аталанавĕ чарăнса ларассине сăнарлать. Çеçпĕлĕн те хĕрлĕ тĕс – революци тĕсĕ, анчах пурнăçа чĕртекен хăвата кăтартакан тĕс, оптимизмла тĕс. Цветаеван та, Çеçпелĕн те хĕрлĕ тĕс юнпа, çулăмпа, кăварпа, çиçĕмпе çыхăннă, анчах пĕри революцине пессимизмла, тепри хавхаланса йышăнать.
Тĕсĕн сăнарлă пĕлтерĕшĕ поэтăн идеологилле, философилле тĕнчекурăмĕнчен, хăйлавăн жанр сăн-сăпатĕнчен те килни паллă. Стиль туртăмĕсен хăйевĕрлехĕ те, поэт кăмăл-туйăмĕнчен те чылай килет тĕс пĕлтерĕшĕ.
Тунсăх пуснă, чăвашран аякра, пĕчченлĕхпе асапланакан поэтшăн хĕрлĕ тĕс ун чĕринче сÿнме пуçланă асаилÿ хĕлхемĕсене чĕртет:
Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем,
Виçĕмçул чечеклĕн чĕрлнисем...
Эпĕ – сирĕн хуçăр – инçетре
Выçăхса сĕтĕрĕнсе çÿреп,
Хĕрлĕ-хĕрлĕ мăкăньсене асăнса,
Хĕрлĕ мăкăньсемшĕн хуйхăрса
(«Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем...»)
Автор Чăваш автономи облаçне 1920 çулта тунине аса илет, шанăçĕ пĕтсе пынă чĕринчи хĕрлĕ хума çĕнĕрен хăват кĕртес ĕмĕтпе çырать çак сăвва Çеçпĕл. Ахальтен мар тунсăхпа пĕчченлĕх туйăмлă сăвăра хĕрлĕ тĕс малтанхи сăввисенчи пек çулăмлă, кăварлă мар, вăл çилпе час вĕçсе каян мăкăнь чечекĕ çеç. «Хĕрлĕ» ассоциаци пултарулăх аталанăвĕн малтанхи тапхăрĕнче çырнă «Пуласси» сăввинче те хăйне евĕр:
Ирĕклĕхшĕн вилнĕ тăвансенĕн юнĕ
Чĕлтĕрти çеçкеллĕ хĕрлĕ чечек пулĕ.
Революци вут-çулăмĕ витĕр тухнă çынсен куççулĕ чечек çинче «çунĕ», вĕсен ĕçĕ харама каймĕ тесе шухăшлать поэт. Кунта унăн шанăçĕ пур-ха, чунĕнчи хăватне те туять сăвăçă.
Поэт хĕрлĕ тĕсе, çулăм-кăвар тĕсне кăмăллани революцин трагедиллĕ сĕмне курнипе те çыхăннă. «Пуласси» сăвăра хĕрлĕ тĕс оптимизмла трагедилĕхе сăнлать (хĕрлĕ юн тăкни ахаль пулмĕ), пурнăçăн юлашки уйăхĕсенче çырнă «Хĕрлĕ-хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем...» сăвăра ирĕклĕхшĕн юхнă юнран шăтнă «хĕрлĕ мăкăне» сыхласа хăварайманнишĕн, хăй унран аякра пулнишĕн кулянать, пăшăрханать. Ку сăвăри тунсăх сĕмĕ шăпах поэт пурнăçĕнчи трагедиллĕ самант çывхарса килнине кăтартать (çĕре кĕриччен икĕ уйăх çеç юлнă). «Паянтан» сăвăра поэтăн «юлашки юн тумламĕсем» тухаççĕ, анчах вĕсенчен тек «хĕрлĕ чечек» шăтаймĕ... «Паянтан» сăвăран Çеçпĕлĕн хĕрлĕ тĕсĕ пачах çухалать, ун вырăнне, уйрăмах вырăсла çырнă сăввисенче симĕс, кăвак, кĕмĕл тĕссем курăнма тытăнаççĕ. Çеçпĕл, хăй шанăçне революцишĕн кĕрешсе çухатнăскер, пурнăç таппине сăнама пăрахать, социаллă кисренÿсем ăна тек илĕртмеççĕ, вăл çутçанталăк илемне, çăлкуçа, тÿпене, илĕртекен аякри енсене сăнлакан кăвак, симĕс тĕссемлĕ тĕнчене ÿкерсе хăй кăмăлне çĕклесшĕн, хăйне хупăрласа тăракан ăнланма çук тĕнчерен уйрăлса хăй чунĕн тĕпне, «Кун тĕпне» анса каясшăн. Кĕрешĕвĕн çутă, хĕвеллĕ, кăварлă, хĕрлĕ тĕсĕ майĕпен çухалса пырать поэтăн, хушăран çутçанталăкăн илемлĕ тунсăх тĕсĕсем курăнкалаççĕ. Çеçпĕлĕн юлашки сăввисенче, хушăран поэт чунĕнче çанталăк тĕксĕмленет, сивĕ çил вĕрет, хĕвел ăшши, кăварĕ тек сивĕ тĕнчене, поэт чĕрине ăшăтаймасть.
Поэт чунне Çутă, Вут, Кăвар чĕртсе ярать, поэт чĕри катарсис (тасату) витĕр тухать, унăн лирикинче çапла май Çĕнĕ тĕнче çуралать. Çак уйрăмлăха Çеçпĕл поэзинче А. Хузангай критик та асăрханă: «Слова, связанные со стихией Огня, наиболее многочисленны в словаре поэта. Единая субстанция Огня и порождает, в конечном итоге, новый мир»13.
Анчах чăн пурнăç ĕмĕтрен урăхларах пулса тухнине Çеçпĕл курать, тарăхать, кулянать, тунсăхлать, хăйĕн юн тымарĕсене, чĕрине «çуркалать, мамăклать, какайлатать...» Поэтăн Çутă, Кăвар, Вут, Хĕвел «метафорисем» майĕпен çухалаççĕ, çÿлтен, тĕнче уçлăхĕнчен хавхаланса пурнăçа сăнакан Çеçпĕл Çĕр çине ансан, унти пурнăç ĕмĕтринчен урăхлараххине курать: вăл чылай тĕттĕм иккен, унăн «хĕрлĕ чечекĕ» те çилпе вĕçĕннĕ иккен, шанса кайнă. Пĕр хушă поэта кăвакаракан аяк ен, симĕсленекен улăх илĕртет-ха, анчах пурнăçăн çутисем, тĕрлĕ тĕслĕ тĕнче сăн-сăпачĕ сÿнсех пырать.
Çеçпел лирикинчи тĕс вăл – поэт чĕри, вĕри туйăмĕ, ыратăвĕ, хавхаланăвĕ, тунсăхĕ. Сăвăсенчи Çутăпа Тĕттĕм контрасчĕ – поэт чунĕ, тĕнчекурăмĕ, хăйĕн шăпин трагедиллĕ мĕлки. Сăввисенчи тĕссен улшăнса тăракан сăнĕ – унăн творчествинче пулса иртекен эволюци тĕкĕрĕ. Çеçпĕл лирикинчи тĕсе сăнлакан сăмахсем, символсем, тĕс тăвакан ытти лирикăллă сăнарлăх – поэт пултарулăхĕн хăйевĕрлĕхне палăртакан енĕсем. Шăпах тĕс унăн поэзин ритмикипе стилĕн сăн-сăпатне йĕркелекен поэтика мелĕ.
Унăн поэзийĕнчи тĕс поэтикин сăн-сăпатне чăвашсен авалхи этнографилле ритуалĕсем те, халăхăн мифологилле шухăшлавĕ те, христианство тĕнĕн философийĕ те калăплаççĕ. Чĕрĕлÿ (возрождени) тапхăрĕнчи литературăн гуманизмла витĕмĕ те, романтизм юхăмĕн паллисем те курăнмаççĕ мар. ХХ-мĕш ĕмĕрĕн малтанхи çирĕм çулĕнчи поэзири тĕрлĕ шыравсем те йĕр хăварнă Çеçпĕл лирикинче. Унăн сăввисенче символистсем, имажинистсем, футуристсем майлă шыравсем туни те уçăмлăн палăрать.
Поэт тĕсе ахаль эпитетран «эпитет-метафора» таран, унтан «синкретикăлла эпитет» е «метаметафора» шайне çĕклени те Çеçпĕл Мишши хăй пултарлăхĕн меслечĕпе стильне халăх, тĕн, литература ăслăлăхĕ çине таянса шыранине пĕлтерет, тĕнче литератури шайне те вăл çак ăсталăха пула çĕкленчĕ.
Резюме
В работе впервые делается попытка проследить за особенностями поэтики цвета в лирике Михаила Сеспеля. Автор на статистическом материале подсчета слов, обозначающих цвет в стихах поэта, показывает эволюцию использования Сеспелем наиболее распространенных цветов. При этом в статье слова, обозначающие цвет, рассматриваются по трем уровням: слова-эпитеты, слова-метафоры, слова-символы или «метаметафоры» (термин К. Кедрова). Характер того или иного цвета показан в зависимости от идеолого-философских особенностей мировоззрения поэта и его жанрово-стилевых наклонностей. В статье прослеживается связь индивидуально-стилевых тенденций со своеобразием использования слов, обозначающих цвет, исследуется смысл цветов в стихотворениях Сеспеля. Творческие поиски поэта рассматриваются в контексте толкования символики цвета в древнечувашской мифологии, в христианской философии, в творчестве поэтов различных эпох.
Литература
1 Григорьев Н. Çеçпĕл Мишшин чĕлхепе стиль уйрăмлăхĕсем //Чăнлăхпа ăсталăхшăн. – Шупашкар, 1958.
2 Сироткин М. Я. Михаил Сеспель. – Чебоксары, 1969.
3 Артемьев Ю. М. Становление социалистического реализма в чувашской литературе. – Чебоксары, 1977.
4 Родионов В. Г. Энергия, воплощенная в слове / Предисловие //Михаил Сеспель. Собрание сочинений. – Чебоксары, 1989.
5 Веселовский А. Н. Из истории эпитета // Историческая поэтика. – М., 1989.
6 Гайдук В. П. К вопросу о цветовой символике «Божественной комедии» Данте // Дантовские чтения. – М., 1971.
7 Зубкова Л. В. Цветообозначение в поэзии М. Цветаевой //Поэзия Марины Цветаевой. – Л. 1989.
8 Кедров К. А. Поэтический космос. – М., 1989.
9 Кедров К., 304 с.
10 Родионов В., 44 с.
11 Веселовский А., 68 с.
12 Павлов Ф. П. Çырнисен пуххи. I том. Шупашкар, 1962, 133 с.
13 Хузангай А. П. Поэт как демиург // Молодой коммунист, 1988. 17 ноября.
Абрамов, В. А. Çеçпĕл лирикинчи тĕс вырăнĕ / В. А. Абрамов // Поэтика Сеспеля. – Чебоксары, 1991. – С. 102-108.
Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля
Библиография
|