Çеçпĕл Мишши – Чăваш автономийĕн пĕрремĕш çулĕсенчи патшалăх тата общество деятелĕ, чăваш литературинчи силлабо-тоника сăвă йĕркине пуçарса яраканĕ. Чăваш поэзине аталантарас ĕçре ăна вырăссен классикăлла поэзийĕ, революцичченхи чăваш литератури, сăмахлăхĕ хавхалантарса пынă.
Çеçпĕл – çуркунне тухакан пĕрремĕш чечек. Ахальтен мар сăвăç хушма хушамат валли çак ята суйласа илнĕ. Вăл хăйне сăвă çырас пултарулăхĕн пуçламăшĕнче Этемлĕхĕн çуркуннене Хыпарлаканĕ пек туйнă. Кĕске ĕмĕрĕнче сăвăç чăваш литературин ылтăн çÿпçине кĕме тивĕçлĕ хайлавсем çырса хăварнă. Çеçпĕл Мишши – тĕнчипе паллă поэт, унăн сăввисене 50 ытла чĕлхене куçарнă.
Пайсем:
1. «…Манăн тăван çĕрĕм – чăваш çĕрĕ» (Çеçпĕл Мишши хайлавĕсем)
2. «Тăвăла лекнĕ çеçпĕл» (Çеçпĕл Мишши çинчен)
3. Çырусем
4. «Çĕнĕ кун юрăçне» (Çеçпĕл Мишшине халалланă сăвăсем)
5. Аудио- сăн ÿкерчĕксен галерейи («Çеçпĕл сăввисене вулатпăр», Çеçпĕлĕн сăн ÿкерчĕкĕсем, «Çеçпĕл çулĕпе», «Çеçпĕл» кинофильмран, Çеçпĕлĕн ÿнерти сăнарĕ)
6. Библиографи
|
|
"Кăвар чĕре - пин çын чĕри.
Эп пĕр çын мар - эп хам пин-пин,
Эп пин чăваш, эп пин-пин çын!
Чĕрем юрри - пин çын юрри."
«Инçе çинçе уйра уяр…»
|