Н. Петрова
Кам Çеçпĕле лайăхрах пĕлет?
Наукăра, искусствăра, литературăра палăрнă, тăван халăх ятне çÿле çĕкленĕ çынсен ячĕпе шкулсенче тĕрлĕ уявсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Пирĕн шкулта та çавах. Нумаях пулмасть эпир Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа литература каçĕ ирттертĕмĕр.
Пухăннисене чи малтанах 4-5 ача Çеçпĕл пурнăçĕн тата пултарулăхĕн шкул учебникĕсенче йĕрленмен саманчĕсемпе паллаштараççĕ. (Хăйне евĕр «устный журнал».) Малалла 7-9-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче ăмăрту йĕркелетпĕр. Кашни класс – пĕр команда, пĕтĕмпе виçĕ команда.
1-мĕш тур. Çеçпĕл Мишши сăввисене пăхмасăр каласси. Кашни командăри чи пултаруллă 2-3 ача черетпе калаççĕ. Жюри артистизма, дикцие хаклать.
2-мĕш тур. Командăсен капитанĕсем конкурса ертсе пыраканран икшер билет илеççĕ. Вĕсенче задани: цитатăна Çеçпĕлĕн хăш сăввинчен илнине пĕлмелле. Хуравне капитан командăпа канашланă хыççăн парать. Цитата тĕслĕхĕсем:
Ман çунатлă вутлă чунăм,
Çĕн çĕре чĕнен чĕре
Кĕрешÿ вăйне анчах
Кăмăллать çак тĕнчере.
(«Тинĕсе»)
Чĕрем юрри - пин çын юрри.
(«Инçе çинçе уйра уяр...»)
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем.
(«Хурçă шанчăк»)
3-мĕш тур. Панă текст тăрăх пĕчĕк сценка лартасси.
Конкурс умĕн эпир ачасене Г. Кузьминăн «Пиччем çинчен» кĕнекипе килте паллашма сĕннĕ. Сценка тумалли сыпăксене шăпах çак кĕнекерен илнĕ. Кама мĕнле сыпăк лекессине шăпа туртса палăртаççĕ. (Куракансене çак сценкăсем килĕшрĕç: хур амисем чĕпĕ кăларсан ачасемпе пулса иртнĕ мыскарасем; Гурипе Мишша çунапа ярăннă хыççăн килĕнче пулса иртнĕ ĕçсем çинчен тата ыт. те.)
4-мĕш тур. Ыйтусем çине хуравласси. (Капитансем черетпе билет туртаççĕ.)
Мĕншĕн Çеçпĕл Мишши пирки çĕнĕ чăваш сăввине çул уçса параканĕ теççĕ?
Çеçпĕл çинчен çырнă мĕнле пысăк хайлава чăвашсем те, вырăссем те, украинсем те лайăх пĕлессĕ, юратса вулаççĕ? Хайлав ятне, авторне, жанрне калăр.
Çеçпĕл Мишшин Анастасия Червякова патне çырнă çырăвĕсене вырăсларан чăвашла кам куçарнă? Вĕсем пĕрремĕш хут хăçан, ăçта пичетленсе тухнă?
Çеçпĕл Мишшин юлашки кунĕсем ăçта иртнĕ? Унăн вил тăприйĕ ăçта?
Çеçпĕл çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле чăвашсен хăш театрне ун ятне панă?
Чăваш Республикинче Çеçпĕл Мишшин премине кам-кам илнĕ? Вĕсем мĕнпе палăрнă?
Кам çак сăмахсен авторĕ: «Чăваш поэзийĕн чăн тÿпинче икĕ çутăран та çутă çăлтăр ялтăрать: пĕри – Иванов, тепри – Çеçпĕл»?
Ыйтусене вĕрентекен конкурсăн тăсăмне, ачасен пĕлÿ шайне кура йывăрлатма (çăмăллатма), вĕсен шутне ÿстерме пултарать. Команда членĕсем хăшин çине те пулин хурав параймасан ăмăртăва курма пынисене хутшăнтартăмăр.
5-мĕш тур. Сăвва малалла тăс. Конкурса ертсе пыраканĕ Çеçпĕлĕн пĕр-пĕр паллă сăввинчи малтанхи строфине вуласа парать. Ãмăртуçăсен тĕллевĕ – сăвва малалла тăсасси.
Жюри кашни тура пĕтĕмлетсе, балсене пĕлтерсе пырать. Çĕнтерÿçĕ командăна парне кĕтет. Жюри çавăн пекех кашни командăра чи пултаруллă ачасене палăртать.
Петрова, Н. Кам Çеçпĕле лайăхрах пĕлет? : (вăйă-конкурс) / Н. Петрова // Халăх шкулĕ = Народная школа. – 2000. – № 1. – С. 31.
Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля
Библиография
|