Р. Г. Пыркова

Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕнчи чăвашсен ырă йăли-йĕрки


Тĕнчене пĕлме тăрăшмасăр, тĕнче йĕр-
кине, пурнăç йĕркине пĕлме тăрăшма-
сăр пурăнма май çук. Чăваша – чăваш
чĕлхи кирлĕ.

Çеçпĕл Мишши

Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ çĕрлехи çиçĕм çути пек: ялтлатса илнĕ те çук. Ĕмĕрĕ кĕске пулнă пулин те, тĕлĕнмелле вăй-хăватпа ĕçлесе тăван халăх ятне çÿллĕ шая çĕкленме пулăшнă. Ун чĕри пин-пин çын чĕрин таппипе пĕр кĕвĕллĕ тапнă.

Уçса пăхар-ха унăн пултарулăх арчине. Мĕн кăна курмастпăр эпир унта: чăваш сăввин илемĕ, чăваш пурнăçĕ, чăваш философийĕ, чăвашăн ырă йăли-йĕрки. Вун çичĕ-вун тăхăр çулхи çамрăк чăваш йăли-йĕркине ытла та лайăх пĕлни уйрăмах тĕлĕнтерет. Чăваш темĕнле йывăр вăхăтра та çут çанталăк илемне курса киленме пĕлнĕ. Çакă Çеçпĕлĕн чылай сăввисенче палăрать:

Шупашкар çÿл енчен
Кăн-кăвак хум чупать,
Чупнăçем, сикнĕçем шуралать.

(«Атăл юрри»)

Çурхи кунсем каллех çутатрĕç тĕнчене,
Тĕнче симĕсленет... Хĕвел йăлтăр... Уяр.

(«Чăваш поэтне Ахаха асăнса»)

Çын тĕнчене пурăнма килет. Çут çанталăк ăна çитĕнме вăй парать. Пăх, сăна тавралăха: еплерех илем таврара... Хĕрлĕ, хĕрлĕ мăкăньсем, кăвак тÿпе, сенкер тавралăх...

Саркайăк юрласа патăр
Йăмра тăрринчен...
Йăлтăр хĕвел йăлтăртаттăр
Çут пĕлĕт çинчен, –

тет поэтăмăр «Эп вилсен...» халалĕнче. Тĕнче юлать, апла пурнăçа йĕркеллĕ пурăнса ирттермелле. Вулакан умне поэт сăнарĕ тухса тăрать. Шухăшлакан поэт.

Каçарсам тĕп кăваклăха,
Ир-ирех тăмалла-çке манăн.
Тем хăрушшăн хупать алăка –
Тепĕр кун ĕмĕре ăсаннă, –

вулатпăр çак йĕркесене «Кун тĕпĕнче» сăввинче. Кун иртет, ĕмĕр иртет – ваттисен сăмахĕ ку. Ваттисен шухăшне поэт поэзи чĕлхипе калать. Кашни кун усăллă ирттĕр. Иртнĕ кун каялла килмест. Çакна ăнлантарасшăн поэт ÿсекен ăрăва.

Çеçпĕл Мишши - халăхран тухнă педагог. Ваттисенчен вĕренсе ÿснĕ. Вĕсем вĕрентсе каланисене ялан асра тытать. Вулар-ха «Чăн чĕрĕлнĕ!» сăввине:

Эй ваттисем!
Эй ват çынсем!
Авал чăваш асаплă пулнине
Çамрăксене каласа парăр:
Тăван çĕршывăн капăр чĕлхине
Ялан савма хушса хăварăр.
Эй ваттисем! Пĕтĕм чĕререн
Сире пиллетпĕр ыр пилпе:
Эсир асапсене парăнманнипе
Чăваш чĕлхи чĕрĕлчĕ вилĕмрен.

Кашни йĕркере тарăн шухăш. Çапла вĕрентнĕ чăваш çынни мĕн авалтан ватăсене хисеплеме. Темĕнле асаплă пурнăçпа пурăнсан та тăван чĕлхене упраса хăварнăшăн çамрăксем ваттисене тав тăваççĕ. Çеçпĕл çак сăвăра чăвашăн ырă йăлине тепĕр хут аса илтерет, асра тытма хушать. Поэт ватăсемпе чĕререн хисеплесе калаçать.

Тăван чĕлхене упрасси – чылай сăвăсен тĕп шухăшĕ. «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Чăваш арăмне» – çак виçĕ сăвă пĕр кĕвĕллĕн янăраççĕ. Аслă педагогсем Ян Амос Коменский, К. Д. Ушинский, Л. Н. Толстой, В. А. Сухомлинский, Г. Н. Волков тата ыттисем те çын пурнăçĕнчи тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен каланипе пĕр килеççĕ. «Чăваш ачине» сăвă – поэт пилĕ. Чăвашăн вара пил парасси авалтан пыракан йăла. Пилсĕр çын телейсĕр тенĕ ватăсем. Çавна асра тытнах Çеçпĕлĕмĕр. Чăваш арăмне, чăваш ачине вĕрентсе ăслă çын пулма чĕнсе калани те шутсăр вырăнлă. Ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе çитĕнтерет-çке ача-пăчана. Чăваш халăхĕн, ытти халăхсенни пекех, ырă йăла сахал мар. Сăмахран, ĕçре пĕр-пĕрне пулăшасси - ниме. Ушкăнпа пухăнса пÿрт лартмалла-и, авăн çапмалла-и, вăрман касмалла-и - ирех тăнă та пĕр çĕре пухăннă, ĕçе тытăннă. Çеçпĕл Мишши çак йăлана лайăх пĕлет. Çĕнĕ саманара - çĕнĕ йывăрлăхсем. Теччĕре тухса тăнă «Плакатный вестник» хаçатра 1920 çулта вырăсла «На помощь братьям» сăвă пичетленнĕ.

Спешим, друзья, на помощь братьям,
Уставшим смену нужно дать, –

çапла пуçласа ярать поэт сăвва. Антантăна çапса аркатнă хыççăн пурнăç йывăр-ха. Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен кăна çĕр-шыва ура çине тăратма пулать. Ĕç фронтне тăма чĕнет поэтăмăр, авалхи чăваш йăлине поэзи чĕлхипе каласа.

Дабы скорей изжить разруху,
Наладить жизнь всей страны,
Дружней, друзья, набравши духу,
Разбив врага, – свободны мы!

«Çынпа çын пурăнать», – тенĕ чăваш мĕн авалтан. Юлташлăх, туслăх туйăмĕ Çеçпĕл чĕринче ачаранах аталаннă. Чирлĕскерĕн, шкулта вĕреннĕ чухнех юлташа тав тăвасси ун йăлинче пулнă. Теччĕре пĕрле вĕреннĕ тусне Паня Бекшанские сăвă халаллать. Унта вăл хăйĕн чун тасалăхне пĕтĕмпех уçса парать.

Эс çеç чи çывăх çынччĕ ман,
Тăванччĕ, Паня!.. Хĕн килсессĕн,
Эс çеç пулаттăнччĕ ялан
Хам çыннăм, тусăмçăм... пĕр эсĕ.

Украина ывăлне хам çыннăм тет чăваш ачи. Сăпайлăх, çынлăх куçкĕретех. Чăваш çынни темĕнле йывăр вăхăтра та шанчăка çухатмасть. Шанчăк ăна вăй парать. Çеçпĕл те Паня Бекшанский хăйне асра тытса пурăнасса шанать.

Чăвашсем ача-пăчасем ăслă-тăнлă пулччăр тенĕ. Ãслă-тăнлă ача-пăча – çемье телейĕ, халăх телейĕ. Çеçпĕл Мишши хăй чăваш ачи, тăван çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн çунаканĕ пулнине тÿррĕмĕнех пĕлтерет:

Эп, ăна виличчен саваканĕ,
Çăлăнăç патнелле йĕр хывап.

Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕнче халăх йăли-йĕрки витĕмĕ пысăк. Кашни йĕркере тенĕ пекех илтĕнеççĕ вĕсем. Шкулта ачасене вĕрентнĕ чухне вĕсен куçĕ умне Çеçпĕл Мишши мĕнле çын пулни тухса тăрать.

Сăвăсене вуланă май тĕрлĕрен ĕçсем ирттерме пулать. Сăмахран:

  1. Çеçпĕл Мишши сăввисенчи пил сăмахĕсене çырса илĕр.

  2. Тăван çĕр-шыва юратни çинчен калакан сăвăсене суйласа илсе пăхмасăр калама вĕренĕр.

  3. Çеçпĕл Мишши хăш калавĕнче чăвашсен авалхи йăлине çырса кăтартнă. Сирĕн тăрăхра киремете асăнакан вырăн пур-и?

  4. Çеçпĕл Мишшине халăхăн ырă йăли-йĕркине пĕлсе ÿсме кам пулăшнă? Г. Кузьминăн «Пиччем çинчен» кĕнекине вулăр.

Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕ пире паян кун та ачасене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ пăхса çитĕнтерме пулăшать.

5)Класра Çеçпĕлĕн уйрăм сăввисене вулани те меллĕ. Сăвăра йăла-йĕркене епле сăнласа панине тишкерĕр. (Тĕслĕхрен, «Пурнăçпа вилĕм» сăвă.)


Пыркова, Р. Г. Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕнчи чăвашсен ырă йăли-йĕрки / Р. Г. Пыркова // Халăх шкулĕ = Народная школа. – 2000. – № 1. – С. 22-23.


Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля

Библиография