Чăваш поэзийĕн чапĕ


Тăван поэт тесе, хĕпĕртесе,
Сăвă эрешлесе, савăнса,
Мĕн сăмах каласа, халалласа,
Саншăн, Çеçпĕл Мишши, юрлам-ши?
Эсĕ тĕлĕнмелле пултаруллă,
Вутлă-хĕмлĕ, çиллĕ, тăвăллă.
Чăваш ĕçхалăхĕн хаклă ачи,
Революциллĕ поэчĕ.
Юррусем янраççĕ, ĕçÿ чаплă,
Сассу аслати пек хăватлă.

Николай Шелепи


«Çеçпĕл Мишши чăваш литературинче, чăваш поэзинче, тÿррех каламалла, пит чаплă, пит паллă вырăн йышăнса тăрать. Çеçпĕл Мишши пек талант чăваш поэзинче халиччен пулман тесен те ытлашши пулас çук. Чăн, пирĕн «Нарспи» авторĕпе Ахах, Тал-Мăрсасем пулнă, анчах вĕсенчен Çеçпĕл Мишши темиçе хут та хăватлăрах, хăйĕн таланчĕпе Çеçпĕл Мишши ытти чăваш поэчĕсенчен кĕретех уйрăм хунар çути пек çутатса тăрать, унпа никам та танлашаймасть.

Çеçпĕл Мишши сăввисене эпĕ, пĕр вулама ларсан, темиçешер хут вуласа илмесĕр чăтаймастăп, хăш чух тата, ытла кăмăла кайнипе, хам пĕлнĕ пек юрлама тапрататăп. Ытла илемлĕ вĕсем! Ытла та чĕрене çыпăçаççĕ».

Хумма Çеменĕ


«Çеçпĕл... Тăван поэт. «Кăвар чĕреллĕ» чăваш ачисене çырулăх çулĕ çине ĕçлеме чун-чĕререн йыхăракан çамрăк, чăваш çырулăхĕшĕн хăй чĕрине çунтаракан поэт».

Никифор Ваçанкка


«Çеçпĕл Мишши - чăваш совет поэзине пуçласа яракансенчен пĕри, тÿрĕ кăмăллă, вĕри чунлă патриот. Вăл - чăваш халăхĕ аслă Коммунистсен партийĕ ертсе пынипе ирĕке тухса чăн-чăн пысăк тивĕçлĕхсем илни çинчен юрлакан поэт... Вăл - революци ăшшипе хăпарса тухнă чăваш поэзинчи пĕрремĕш чечек».

Яков Ухсай


Капан пек тÿнет хум хыççăн хум,
Вăрман пек ÿлет шав хыççăн шав.
Чĕтрет ту айĕнчи ем-ешĕл тум –
Хаярлăхпа тулать тавралăх, ум,
Асилтерсе мухтавлă сăвăçа.
Вăл тăнă çакăнта хавасланса;
Хумсем енне çĕкленнĕ ун алли.
Вăл тăнă ĕмĕтпе çунатланса:
Тăван çĕрне, хăй халăхне валли
Хастарлă хумсенчен вăй-хал ыйтса.
Ун умĕнчи мăнаçлă тинĕсе
Çут уйăх чĕнтĕрленĕ кĕмĕлпе.
Шутланă вăл, чунпа вĕриленсе:
Чăвашăн сăввине çав илемпе
Хăват кĕртес те капăрлас тесе.

Александр Алка


«Аслă Октябрь тăвăлĕнче çуралнă чăваш поэчĕсенчен чи хĕрÿлли, чи янравлă та вăйлă сасăлли Çеçпĕл Мишши пулчĕ. Нумай ĕмĕр хушши çĕршыва пусса тăнă самодержави влаçне çапса çĕмĕрсенех ĕç халăхĕпе буржуази хушшинче вилĕмлĕ çапăçу – граждан вăрçи пынă вăхăтра ÿссе çитĕннĕ поэт Çеçпĕл Мишши, чунĕ-чĕрипе çулăмланса, Аслă Октябрь революцине саламлакан мухтав юрри юрларĕ. Унăн вут-хĕмлĕ хĕрÿ сăввисем ĕмĕрхи тĕттĕмлĕхе пĕтерекен, çĕр çине çутă пурнăç кÿрекен, чăваш халăхне чуралăхпа мăшкăлтан хăтаракан пролетариллĕ революцине мухтаççĕ».

Семен Элкер


Чăваш поэзийĕн чапĕ // Ялав. – 1979. – № 11. – С. 6. – Авторĕсем : Николай Шелепи, Хумма Çеменĕ, Никифор Ваçанкка, Яков Ухсай, Александр Алга, Семен Элкер.


Литература о жизни и творчестве М. Сеспеля

Библиография