«Проза ӑстин пурнӑҫӗпе ӑраскалӗ» курава чӑваш халӑх ҫыравҫин, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Хветӗр Уярӑн (Афанасьев Федор Ермилович) пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ. Ҫыравҫӑ ҫыралнӑранпа 2014-мӗш ҫулта 100 ҫул ҫитрӗ.