«Х. Уяр: Проза ӑстин пурнӑҫӗпе ӑраскалӗ»
 
Ҫыравҫӑ кун-ҫулӗ

Чӑваш халӑх писателӗ Федор Ермилович Уяр 1914 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Самар облаҫӗн Исаклӑ районӗнчи Сухари-Матак ялӗнче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Самар хулинчи икӗ сыпӑклӑ шкулта, Хабаровскри педагогика техникумӗнче, Благовещенск хулинчи тата Шупашкарти педагогика институчӗсенче вӗреннӗ...

>>>

 
 
Литературӑри еткерӗ

Хветӗр Уяр произведенийӗсене вулакансем хапӑл туса йышӑннин тӗп сӑлтавӗ – вӑл пурнӑҫа вичкӗн куҫпа сӑнама пӗлнинче, курни-илтнине хӑйне евӗр ӳкерсе кӑтартма, асра юлакан сӑнарсем тума пултарнинче. Творчествӑри ӑсталӑхӑн ҫак ҫӑлкуҫӗсем писателе илемлӗ калавсемпе повеҫсем, тӗрленчӗксемпе очерксем ҫырма, ытти халӑхсен паха произведенийӗсене чӑвашла куҫарма пулӑшаҫҫӗ.

Н. Г. Григорьев, тӗпчевҫӗ

 
 
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Писатель пултарулӑхӗ нумай енлӗ, анлӑ: вӑл паллӑ калавҫӑ-новеллист, романист, витӗр куҫлӑ ҫулҫӳревҫӗ-очеркист, ӑса вӗрентекен ача-пӑча калавӗсен авторӗ, ӑста куҫаруҫӑ, ҫивӗч чӗлхеллӗ сатирик, юморист.

Г. Я. Хлебников, литературовед

 

Библиографи

«Последний сын неграмотных родителей, я, наверное, и был рожден для книги. Оберегать ее. Ценить и хранить, будто кто-то покушался на нее».

Федор Уяр