– Сывлăш пекех-çке
Кирлĕ мир! –
Калатăп эпĕ,
Пиктемир.
Мĕн-ма
Германи çапăçать?
Мĕн-ма вăл
Пăсрĕ тăнăçа?
Мĕн-ма юхать
Пĕр шелсĕр юн?
Мĕн-ма канать
Чун хыççăн чун?
Чарасчĕ
Сĕмсĕр Гитлере!
Вутпа сăйлар-и
Вирлĕрех!
Пире
Чура тума шутлать.
Ай, выçă :куçлă-çке
Ытла!
Ним айăпсăр
Ял-хулана
Вĕтме хушаççĕ
Çулăма.
Пĕр-каррăн килтĕмĕр
Фронта
Чарасшăн
Ашкăнчăк вута.
Килнĕ эпир
Пит катаран:
Шупашкартан
Е Канашран.
Мана ăсатрĕ, ав,
Шемшер,
Фронтра
Ан пул тесе имшер.
Пур
Патăрьел чăвашĕсем.
Тăшман пурин те –
Фашистсем.
Кĕретпĕр, ак,
Атакăна
Йăлт тĕп тăвасшăн
Тăшмана,
Вĕлкĕштерме
Мир ялавне
Васкатпăр
Çĕнтерÿ патне.
1942.
Пиктемир, Н. Чун чĕнет : [сăвă] / Николай Пиктемир // Паттăрлăх кунĕсем : сăвăсемпе поэмăсем. – Шупашкар, 1995. – С. 9-10.