Мал енчи сĕвекрех сăрт çинче хыр вăрманĕ кăвакарать. Халь вăл, шурă юрпа эрешленнĕскер, илемлĕн курăнать. Тĕллĕн-тĕллĕн сăрт çамкисем, çÿлелле каçăрăлса, пĕлĕтелле кармашаççĕ. (Çутăрах чухне çав шурă сăрт çамкисем аякранах курăнаççĕ. Бинокльпе пăхсан, вĕсен çийĕнче те, айламĕсенче те хура пăнчăсем палăраççĕ. Анчах ку пăнчăсене кура, вăл сăрт таврашне финсем вырнаçнă теме çук. Тăшман час-часах чееленме пăхать, пире улталас тесе, суя позицисем туса хурать. Анчах пирĕн боецсене улталаймăн.
Малтан вĕсем тăшман ăçта вырнаçнине тĕплĕн сăнаççĕ, тĕпчеççĕ, вара тин ун пуçĕ çине вут тăкма пуçлаççĕ.
Икĕ пысăк хыр хушшинче тăракан кĕçĕн командир Семин тăшман еннелле бинокльпе пăхма пуçларĕ. Чылайччен пăхса тăчĕ вăл. Унтан сасартăк хай çине уртса янă шурă халатне майласа тăхăнчĕ те Назаров боеца чĕнсе илчĕ.
– Стереотруба витĕр Н. высотана тĕплĕн сăнăр, хăвăр мĕн асăрханине çырса пырăр, – терĕ вăл.
Назаров командир приказне пат татса тепĕр хут каларĕ те окопа кĕрсе кайрĕ.
Тарăн кĕрт тăрăх пĕр тĕмĕ патĕнчен теприн патне пикенсех упаленме пуçларĕ Семин. Хырăмпа шусан-шусан, вăл сапаланса выртакан чулсем хушшине кĕрсе выртрĕ. Çĕр çумне выртса итлеме пуçларĕ. Нимĕн те илтĕнмест. "Апла пулин те, финсем пиртен аякра мар", шухăшларĕ вăл. Пĕр пысăкрах чул тĕлне пытанса, чĕвен тăрса пăхрĕ. Сылтăмра, икĕ юман хушшинче, хĕлхем чăлтлатса илчĕ. "Аха, ав ăçта иккен эсир!" терĕ вăл хай ăшĕнче. Тăшман туппи хăш тĕлтен пенине пĕлсен, Семин хавасланса илчĕ, сивĕпе кÿтнĕ аллисем çемçелсе кайрĕç, вара вăл, тарăн юра кушак пек чармаласа, каялла упаленчĕ.
Ун айĕнчи шăнса хытнă юр кăчăртатать, çанталăк тем пек сивĕ пулин те, унăн сарлака çамки тарласа кайрĕ. Окопсем тĕлне çитсен, вăл халат çаннипе питне шăлса илчĕ те тупă расчетне хай патне чĕнчĕ.
– Юлташсем, вăхăт ирттерме юрамасть, белофинсем пирĕн çине малти çут патĕнчен, сылтăм енчен переççĕ. Вĕсен туппи икĕ юман хушшинче. Халех туппа вăтам лапамри тĕмеске патне вырнаçтарса, пеме хатĕрленĕр.
– Есть! – терĕ те Варава наводчик, расчета ертсе, тупа патнелле упаленчĕ. Сергей Семин хай йышăннă решение батарея командирне пĕлтерме чупрĕ.
Пĕр самантрах Варава, Назаров, Жигин тата тепĕр боец тупă кустăрмисене йĕлтĕрсем çине кÿртсе лартрĕç. Унтан, пĕшкĕне-пĕшкĕне, ура тапса туртма тытăнчĕç. Тупă вырăнтан хускалчĕ. Халь ĕнтĕ вăл, йĕлтĕр çине лартнăскер, хăй тĕллĕнех каять темелле. Анчах тарăн юр çинче вăл путнă-çемĕн пута пуçларĕ. Тăватă боец ăна лапама çитиччен алă вĕççĕн тенĕ пек йăтса кайма хăтланчĕç, анчах ĕç тухмарĕ. Вĕсене тăшман курчĕ пулас: кĕтмен çĕртенех расчет çумĕнче икĕ снаряд кĕрĕслетсе çурăлса кайрĕ. Артиллеристсем шарт сикрĕç, хăлхисене яра-яра илчĕç. Çав хушăра команда панă сасă илтĕнсе кайрĕ: "Открыть ответный огонь!" Алчăранă куçсем ярах уçăлчĕç, вĕсем патне Семин чупса çитнĕ-мĕн. Юратнă командирăн уçă сасси ĕçе тытăнтарчĕ, тупă кĕпçине икĕ юман еннелле çавăрчĕ, икĕ боец пĕр ещĕк снаряд йăтса çитрĕç.
Çывăхра татах тăшман снарячĕсем шартлатса çурăлса кайрĕç. Хĕрсе ĕçе тытăннă расчет номерĕсем ăна сисмерĕç те темелле, пĕр Семин çеç: "час лăпланăн, шăтăрмак" тесе, снаряд ÿксе йĕр тунă юр çине пăхса илчĕ.
Унтан вăл, хăюллăн та уççăн кăшкăрса, Варава наводчика команда пачĕ, аллине тăсса ориентирсем кăтартрĕ, виçĕ снарядпа çĕмĕрсе пăрах тăшман "трещоткине", терĕ.
Вася Варава тÿррĕн тĕлленĕ хыççăн тупă темиçе хут умлăн-хыçлăн печĕ те: "Ну, мĕнле?" – тесе ыйтрĕ бинокльпе пăхса тăракан командиртан.
— Молодец, прекратить огонь! – тавăрчĕ Семин. Белофинсем пеме чарăнчĕç.
— Майлă лекрĕ пулас, – терĕ Варава.
– Мĕнле лекнине кайран курăпар, халь гильзăсене пухăр та туппа сулахайри позицие куçарăр! – приказ пачĕ командир.
Çав самантрах пирĕн сулахайран тупăсем вут тăкма пуçларĕç, вĕсем сăрт çине вырнаçнă тăшман пулеметчикĕсене ĕнтеççĕ-мĕн. Хĕрĕх минут хушши сывлăшра хаяр сасă кĕрлесе тăчĕ. Пирĕн тупăсенчен пенĕ сасă çĕре кисрентерет, йывăçсене пуç тайтарать. Вăл кĕрлев, Семин расчечĕ çĕнĕ позицинче пеме пуçласан, татах та вайланчĕ, хулăнланчĕ. Лапамра пĕчĕк вăрманта артиллеристсемсĕр пуçне урăх нимĕнле чĕрчун та çук темелле, – вĕçен кайăксем сас памаççĕ, пакшасем турат çинчен турат çине сикмеççĕ, мулкачсем те йĕр туса çÿремеççĕ.
Тупăсенчен пеме чарăнсан, пехотинецсем "урра" кăшкăрса тăшман çине атакăна кĕрсе кайрĕç. Вĕсене малалла кайма артиллеристсем пит лайăх çул уçса панă. Семин та хай расчечĕпе, çĕнĕ позици йышăнас тесе, малалла васкарĕ. Юрлă сăрт çине пырса кĕрсен, вĕсем сăрт айккинче ларакан икĕ ват юман патнелле чупрĕç.
– Акă, пăхса савăнар хамăр тунă ĕç çине, – терĕ Семин, боецсене тăшманăн ванчăк туппи çине тĕллесе кăтартса.
Малтан пенĕ снаряд айккинерех ÿкнĕ, вăл ÿксенех белофинсен расчечĕ туппине пăрахса тарнă. Иккĕмĕш снаряд тупă кĕпçине салатса пăрахнă, виççĕмĕшĕ – кустăрма çумне ÿксе çурăлнă. Тăшман туппинчен тимĕр татăкĕсемпе хăрах кустăрми çеç юлнă. Артиллеристсем, тепĕр кустăрми аçта кайса кĕнине пĕлес тесе, унталла-кунталла пăхкаласа илчĕç.
— Ванчăкĕсем те çук-çке!–тĕлĕнсе ыйтрĕ хăйĕнчен хăй Варава.
— Ав, юман туратти çинче çакăнса тăрать, – терĕ Семин.
Ăна тăвăллă сывлăш çĕклесе вĕçтерсе янă пулнă та, вăл вара каялла ÿкнĕ чух турат çине çакланса юлнă. Варава тупă кĕпçи ванчăкĕсене алла илчĕ те:
— Командир юлташ, эсир "трещотка" терĕр те, ку, ача, пысăк калибрли пулнă, – терĕ.
— Лайăх тĕллетĕн, Варава, питĕ маттур! Хăрушă япала ку... Юрать вахăтра çапса ватрăмăр, – терĕ командир.
— Вырăс артиллерисчĕсем ĕлĕкренпех тĕл переççĕ, – хушса хучĕ Варава.
— Ну, юрĕ, мухтанма иртерех-ха, çĕнĕ позици йышăнар, – терĕ Семин.
Вăл хăй боецĕсене çут варрине ертсе кайрĕ.
* * *
Чикĕ урлă каçнăранпа иккĕмĕш расчет хĕруллĕ çапăçусенче ырми-канми паттăррăн кĕрешрĕ. Унăн командирĕ Семин, наводчикĕ Варава тĕл персе чылай укрепленисене ватрĕç, арлан шăтăкĕ евĕрлĕ кукăр-макăр чавса пĕтернĕ çĕр айĕнчи блиндажсене сывлăшалла сирпĕте-сирпĕте ячĕç. Нумай хутчен вĕсем, тăшман патне икçĕр метра çывхарса, тупăран турĕ наводкăпа пенĕ. Хăш чух тăшман пулемечĕсен-чен вĕсем çине çумăр çунă пек пуля такăннă, ахальтен мар тупă кĕпçипе щитокĕ çинче çара шăйрăк çеç. Расчет номерĕсенчен пурте сывă-ха, – пĕри те аманман, ку ĕнтĕ Семина савăнтарать. Анчах нумаях пулмастъ хĕруллĕ çапăçу пулса иртрĕ, çав çапăçу хыççăн туппа юсамалла пулчĕ. Фронтра яланах мастерскойсем çине шанса тăмалли çук ĕнтĕ. Çавăнпа та расчет туппа тыла илсе тухрĕ те хăй вайĕпе юсама тытăнчĕ.
Йĕри-таврах хырлăх. Пĕлĕте çити ÿссе кайнă йывăçсем хаяр сивĕпе шартлатаççĕ. Пăшалтан пени илтĕнмест, тупăран пенĕ сасăсем çеç ÿлесе тăраççĕ. Хырлăха кĕрпеклĕ юр сырса илнĕ, ниçта та нимĕнле йĕр те çук. Нумай пулмасть ку вырăнта хĕруллĕ çапăçу пынăччĕ; финсем, вăрман хÿттипе пытанса, пире хирĕç чылай перкелешнĕччĕ. Каярахпа, пирĕн çар хĕснине чăтаймасăр, вĕсем каялла чакса кайрĕç.
Аслă хырлăх пирĕн алăра шутланать пулин те, лăпланса тăма ир-ха, тăшман час-часах бандитсен ушкăнĕсене лартса хăварать. Çавна шута илсе, Семин малтанах икĕ боеца хурала тăратрĕ, тупă çывăхне снарядсем хатĕрлесе хуртарчĕ, винтовкăсене авăрлама хушрĕ.
Туппа юсаса пĕтерсен, пурте савăнма шут тытрĕç. Çапăçу хирĕнче тар тусанĕпе, тĕтĕмпе пит-куçсем сăмалаланса кайнă, ÿт-пÿ тарпа пиçсе хытса ларнă.
Расчет номерĕсем, тăшман куçне курăнмалла мар пулас тесе, çемçе юра чавса пысăк шăтăк турĕç те йывăç тураттисем пухса вут чĕртрĕç, котелоксене пусса юр тултарса, вучах çине ирĕлме лартрĕç.
– Ну, ларса канăр, юлташсем, тепĕр икĕ сехетрен татах вăрçа кĕретпĕр, – терĕ Семин, йăсăрланса çунакан вучах умне чĕркуçленсе.
Лĕпленнĕ шывпа пичĕсене çурĕç те кĕпĕрленсе апата ларчĕç. Вут çинче ашăтнă консерва банкисене уçса, çиме тытăнчĕç.
– В ружье!– хыттăн çухăрса ячĕ часовой.
Пурте шарт сиксе тачĕç те пĕр çеккунт хушшинчех тупă патне чупса тухрĕç.
– Мĕн пулнă?– ыйтрĕ Семин.
Часовой ответлеме те ĕлкĕреймерĕ, командир мĕн килсе тухнине хăех туйса илчĕ, пуç тăрринчех каскăн пульăсем ши! те ши! шăхăрма пуçларĕç. Расчет щиток хыçне пĕшкĕнчĕ. Семинпа Варава икĕ еннелле тимлĕн пăхса сăнама пуçларĕç, анчах нимĕн те курăнмасть, пульăсем çаплах шилетеççĕ-ха.
– Орудие – к бою, картечью заряжай!– шăппăн команда пачĕ Семин.
Расчет хĕрсе ĕçе тытăнчĕ, икĕ боец картечьсем хатĕрлесе çитерчĕç, тупă замокĕ уçăлса хупăнчĕ...
Унччен те пулмарĕ, вăрмантан кашкăр кĕтĕвĕ пек, белофинсен ушкăнĕ сиксе тухрĕ, вĕсем пур енчен те хăйсен чĕлхипе çуйăхса тупă патнелле чупма пуçларĕç.
– Картечью огонь!– сивĕ сывлăша çурса кайрĕ командиран уçă сасси.
Каланă – тунă. Расчет вут пек ĕçлет, тупă кĕпçинчен картечь хыççан картечь сирпĕнет... Шăй-шай çуйăхма пуçларĕç финсем, хăшĕсем каялла тарма хăтланчĕç, анчах ĕлкĕреймерĕç, картечăн чĕлхи вăрăм, вĕсене вут хыпса илчĕ. Çапăçу пилĕк минута пычĕ, тупăран инçе те мар шурă юр хĕп-хĕрлĕ юнпа кĕвелчĕ, бандитсен виллисем вырта-вырта юлчĕç.
Сергей Семин, расчет тĕп-тĕрĕсех иккенне курсан, савăннипе чи малтан Вася Варавăна ыталаса чуптурĕ.
– Кам çуратса янă сана çĕр çине, çиçĕм пек ĕçлетĕн эс! – тесе, çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ.
– По местам, к орудию!– кăшкăрчĕ командир. Пурте хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç. Семин васкаса донесени çырчĕ те Назарова штаба чуптарчĕ. Ыттисем тупă патĕнче, алăсене пăшал тытса, штабран приказ килессе кĕтсе юлчĕç.
* * *
Хырлăхри бандăна çĕмĕрсе тăкнăран вара чылай вăхăт иртрĕ. Ку яхăнта иккĕмĕш расчет татах та пысăк çĕнтерÿсем турĕ. Вĕсенчен чи палли – Н. кÿллин пăрĕ çинче пулса иртнĕ çапăçу. Ĕмĕр манми çапăçу пулчĕ вăл.
Ун чух хĕл сиввисем иртсе пыратчĕç. Çур еннелле кайнă май çанталăк та çемçеле пуçланăччĕ. Кулĕри пăр çине купаланса ларнă юр та куççулленсе сĕлкĕшленнĕччĕ.
Семин хай туппине пар лаша кÿлсе кÿлĕ хĕррине турттарса пычĕ. Вĕсен пĕрремĕш расчетпа пĕрле кÿлĕ леш енне вырнаçнă белофинсен йăвине – В... поселока тупăсенчен персе çĕмĕрсе тăкмалла. Ку ответлă задачăна пурнăçлама маттур артиллеристсем вăхăтра çитрĕç.
Пысăк та сарлака кÿлĕ. Унăн леш енчи çыранĕ, ахаль пăхсан, пĕлĕт хĕрри евĕр çеç курăнать. Кÿлĕ варринче икĕ пĕчĕк утрав. Çав утравсенчен пĕрин çине те пулин тухса тăрсан, тăшман позицине витĕрех курма пулать. Çавăнпа та Семин пĕр утравĕ çинче огневой позици йышăнма шут тытрĕ.
– Вперед!–терĕ вăл пар лашана çавăтса пыракан хĕрлĕ армееца.
Лав хускалса кайрĕ. Ун хыççăн расчет номерĕсем чĕркуççи таран сĕлкĕшлĕ кÿлле кĕрсе кайрĕç. Кунта çитиччен нумай утнă пулин те, ывăнман-ха вĕсем. Ывăннă пулсан та, вăрçа кĕрес умĕн хăй ĕшеннине никам та палăртасшăн мар.
Çак вăхăтрах финсем минометсенчен пеме тытанчĕç. Минăсем çывăхрах шартлатса çурăла пуçларĕç. Семин расчечĕ кун пек вут айĕнче чылай пулкаласа курнă, çавăнпа та шикленни-туни пулмарĕ. Анчах инкек сиксе тухрĕ: пĕр аскăн мина пĕр сассăр вĕçсе килсе лав умĕнчех çурăлса кайрĕ. Осколкăсем лекнипе икĕ лаша ÿксе вилчĕ, тилхепе тытса тăракан Разгуляев хĕрлĕ армеецăн хăрах алли аманчĕ. Патмар юлташĕсем ăна, тупă хыçне вырттарса, суранне çыхрĕç те çыраналла çавăтса утрĕç.
Семинпа Варава тупă патĕнче трактор килессе кĕтсе юлчĕç. Вĕсем тăшман минометĕнчен хăрами пулса çитнĕ ĕнтĕ. Мина хыççăн мина пырса ÿкет. Семин пĕр мина ÿкнине куратъ те тепри хăш тĕле ÿкессе тĕллесех кăтартать. Вăл тĕллесе кăтартнă çĕре минăсем ÿкни нумай пулнă. Паттăр Семин хайĕн тавçăрулăхĕпе нумай боецсемпе командирсене тĕлĕнтернĕ. Анчах халь тавçăрса илме çук, минăсем çине-çинех укеççĕ: йĕри-тавра пăр чăнкăр та чăнкăр туса сирпĕнсе тетĕмпе явăнать, усал минăсем аçа çапнă пек ÿксе çурăлаççĕ те хăлхана хупласа лартаççĕ. Семин расчечĕ питĕ пысăк йывăрлăха лекрĕ темелле: каялла та, малалла та кайма çук.
Ун телейне часах трактор кĕрлеттерсе çитрĕ. Юр çунă пек вут çăвакан вырăна паттăр тракторист тракторне илсе пырса тăратрĕ. Семин, Варава, Низаров, Жигин – пурте пĕр харăс сиксе тăчĕç те орудие пăявпа трактортан кăкарчĕç. Тимĕр ут утрав еннелле тин çеç хускалнăччĕ, пăяв çурмаран пат татăлса кайрĕ. Ăна çĕнĕрен çыхма тесе, Жигин трактор патне упаленсе çитрĕ, пăяв татăкне икĕ вăйлă аллипе тытрĕ те тракториста "вперед!" терĕ. Трактор хускалса кайрĕ, йĕлтĕр çинче тăрса пыракан Семин пĕр аллипе трактор çумĕнчи пăява, тепĕр аллипе тупă çумĕнчи пăява тытса явса илчĕ. Унăн паттăр аллисем пăяв туртăннипе карăнса пынине курсан, пурте çÿçенсе илчĕç. Икĕ вайлă алă сарлака хул кала-кĕсенчен мĕнле хăйпăнса тухмарĕ-ши? Мĕн тери вăйлă вăл, улăп пек вăйлă! Минăсем çурăлни те, пăр хускални те, хĕл сивви касни те иксĕлтереймерĕç унăн хăватлă вайне.
Тимĕр ут часах сулахаялла пăрăнса утрав тĕлне пытанчĕ; белофинсем, ориентир çухатса, пеме чарăнчĕç. Иккĕмĕш расчет çыннисем часах хайсен туппине кирлĕ çĕре вырнаçтарчĕç.
– Тавăратпăр, кăтартатпăр вĕсене!– терĕ Варава, çилпе куштăрканă питçăмартисем тăрăх юхакан вĕри куççульне шăлса илсе.
Снаряд ещĕкĕсем çумĕнче вилнĕ герой Жигин учĕ выртни ăна хурлантарчĕ. Семинăн куççулĕ тухрĕ, анчах вăл хурланни тăшмана курайман çилĕпе, ăна çапса аркатас хастарлăхпа улшăнчĕ. Утрав çинчен белофинсен позицийĕсем янках курăнаççĕ; Семинпа Варава хайсем каланине пурнăçлама пикенчĕç, пĕтĕм таврана чĕтретсе тупăпа пеме пуçларĕç. Снаряд хыççăн снаряд вĕçме пуçларĕ тăшман пуçĕ çине.
– Ак сире пирĕн кучченеç, туянăр!– хыттăн та уççăн кăшкăрчĕç икĕ герой, залп хыççăн залп парса.
Вĕсене ответлесе белофинсем нумаях переймерĕç, кĕçех вĕсен позицийĕсенче тĕтĕм мăкăрланма пуçларĕ.
Семинпа Варава çапах пеме чарăнмарĕç, тăшмана хытăран хытăрах çунтарма тытăнчĕç. Вĕсемпе юнашар утрав çинче Белоусов расчечĕ кĕрлеттерме пуçларĕ. Белофинсен йăвине пĕтĕмпех вут хыпса илсен, батарея командирĕ Черешко артиллеристсене чĕнсе илчĕ те фронтри лару-тăрупа паллаштарчĕ.
— Сопротивление врага сломлено. Бросая убитых и раненых, пушки и другое вооружение, противник в беспорядке отступает. Наша задача непосредственно держать белофинов под огнем и ударом, не дать им закрепиться на новых рубежах.
— Вперед, сыны отчизны!– кăшкăрчĕ юлашкинчен комбат.
— Тăван çĕршывшăн, урра! Урра!– пĕр харăс кăшкăрса ячĕç артиллеристсем. Унтан пурте, тупăсем патне кайса, тин çеç тăшман пăрахса тарнă кÿлĕ леш енчи В... поселокра çĕнĕ позицисем йышăнма хатĕрленчĕç.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, Семин хăйĕн туппине тракторпа сĕтĕрттерсе поселока персе те çитрĕ. Кунта кашни утăмра тенĕ пекех тĕрлĕ укрепленисем: çыран хĕррипе темиçе рет пралук карса тухнă, чултан купаласа хÿтлĕхсем тунă, кашни виçĕ метрта дзотсем, блиндажсем пулнă. Сылтăмарах, ватă йăмрасем айĕнче, тункатасемпе хумĕсем хушшинче 122 калибрлă таватă тупă ларса юлнă. Ку тупăсемпе тăшман пирĕн позицисем çине пеме çеç тытăннă пулнă, анчах пирĕн снарядсем кĕр-р-р кĕрлесе килме пуçласан, хĕрлĕ пехота çырана çывхарсан, вĕсем хайсен тупписене çаплипех пăрахса тарнă. Ватă йăмрасем хыçĕнче чултан тунă сарай ларать, унăн калай витсе тунă тăррине снаряд лексе вĕçтерсе янă, сарай хыçĕнче тăватă нухреп пулнă, вĕсенче туллиех тар, минăсем, фугассем пинĕ-пинĕпе купаланса выртаççĕ.
Пĕр пĕчĕк тирпейлĕ çуртра офицерсем ашкăнса пурăннă-мĕн. Вĕсем пуçланă эрех кĕленчисене сĕтел çинех пăрахса хăварнă. Çак пÿртрех белофинкăсен пурçăн кĕпи-йĕмĕсем сапаланса выртаççĕ.
– Ытла та ашкăнса пурăннă-çке, – теççĕ пирĕн боецсем, тăшманăн ирсĕр ĕçĕсене пăхса.
Сергей Семин поселока çитсенех хăй палăртнă ориентир тăрăх снарядсем ăçта ÿкнине пăхма кайрĕ. Вĕсем кунта та тĕл тивертнĕ, снарядсем блиндажсене, дзотсене çамкаранах, амбразурăсенченех лексе, никĕсĕ-мĕнĕпех пĕлĕтелле сирпĕтсе янă. Пĕр дзотра икĕ "Максим" пулемет ванчăкĕсемпе пĕрле белофинсен шăмми-шаккисем выртаççĕ. Вĕсем çĕрпе пăтрашăнса кайнă, юнпа кĕвелнĕ. Çаксене кăтартса, Семин Варавана хулĕнчен лăпкаса çапла каларĕ:
– Да, Варава, вырăс артиллерисчĕсем ĕлĕк те тĕл пенĕ, халĕ тата лайăхрах переççĕ, маттур эс!– терĕ.
Пирĕн авиаципе артиллери мĕнле хытă çĕмĕрни, вăйлă ĕçлени çинчен белофинсем те лайăхах пĕлеççĕ. Белофинсен пĕр вилнĕ салтакĕн докуменчĕсем çумĕнче (вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех) çакнашкал çыру татки тупса вулама тĕл килнĕччĕ.
"Хаклă аттем, вăрçа кашни кунах хаяррăн сарăлса пырать. Эпир çапăçура пулса курман-ха, анчах артиллери пирĕн çине перет. Иртнĕ каç питĕ вайлă вутлă тăвăл пулчĕ, ун хыççăн хам мĕнле чĕрĕ юлнинчен тĕлĕнетĕп. Малтан москальсем артиллерирен печĕç, кăнтăрла пирĕн çине вĕсен самолечĕсем вĕçсе килчĕç. Пĕр самолечĕ çĕр çумĕнчен аякра мар вĕçрĕ. Самолетран пăрахнă бомба офицерсем пурăнакан çĕрпурт çывăхĕнче ÿкрĕ те тăршшĕ виçĕ метр, сарлакăшĕ икĕ метр шăтăк турĕ. Çĕр кисреннипе çĕрпурт алăкĕ хăйпăнса сывлăшалла сирпĕнсе кайрĕ, урайне хăйăр анса тулчĕ.
Каçхине, сакăр сехет тĕлнелле, татах артиллери пеме пуçларĕ. Пирĕн çывăхра вăтăр снаряд ÿксе çурăлса питĕ нумай сиен кÿчĕ. Çĕрле, сехет те 30 минутра, татах бомбăсем пăрахма пуçларĕç. Пирĕнпе юнашар çĕрпÿрт сывлăша вĕçсе кайрĕ. Хам пурнăçра эп пĕрремĕш хут хăраса куртăм, ирчченех чĕтресе çÿрерĕм.
Хăть Иисус каланă та: "Ан хăрăр, эпĕ яланах сирĕнпе пĕрле", – тесе, çапах кашни çыншăнах хай пурнăçĕ хаклă, çапла, харамасăр чăтса тăраймарăм. Питĕ вайлă канонада пулчĕ. Çĕр чĕтресе тăчĕ, мĕлтлетсе çунакан çурта та сÿнсе ларчĕ, пĕлместĕп, темле чĕрĕ юлтăм.
Вăю çитсен, çăматă ярса пар, атăпа сивĕ. Кăнтăрла кăмака хутма çук. Пĕрре эпир кăмака хутрăмăр. Шăп çав вăхăта москальсен самолечĕсем вĕçсе килчĕç. Кăмакари вута сÿнтермелле пулчĕ, атту кăмакапа пĕрлех сывлăша вĕçсе кайма лекетчĕ".
* * *
Вăрçă пĕтсен, чылай вăхăт иртсен, ман Варавăпа икĕ хутчен курса калаçма тĕл килчĕ. Вăл, ĕлĕкхи пекех, патмар та вашават боец. Унăн сарлака кăкăрĕ çинче Хĕрлĕ Ялав орденĕ ялкăшать.
Вася Варава паттăр артиллерист хăйĕн юратна командирне Сергей Семина чĕререн аса илчĕ.
– Мирлĕ вĕренÿ пуçлансан, ăна татах та пысăк ĕç пачĕç. Халь вăл взвод командире пулса ĕçлет, – терĕ вăл.
Çĕнĕ ĕçе Семин хаваслансах йышăннă. Вăл çамрăк боецсене кĕске хушăрах тупăпа, винтовкăпа чаплă пеме вĕрентсе çитернĕ. Пĕрре вăл тактика вĕрентĕвĕнчен хайĕн боецĕсене хаваслă юрăпа, çирĕп стройпа илсе таврăннă. Çул çинче ăна канцелярине кĕме хушнă.
"Мĕншĕн чĕнет-ши политрук?–шухăша кайнă Семин.– Йĕрке тăрăх, ĕç пĕтерсен, занятисем хыççăн çеç чĕнекенччĕ-çке. Халь ак взвода ертсе пынă çĕртен чĕнчĕ. Чĕннĕ пулсан, каймаллах". Взвода лагере илсе çитерсенех вăл политрук патне чупнă. Христофоров ăна хирĕç тухса савăнăçлăн кĕтсе илнĕ. Политрук уйрăммăнах хаваслине курсан, Семин тĕлĕннĕ: "Мĕне пĕлтерет-ши ку?"–ыйтнă вăл хăйĕнчен хай.
Политрук патне çирĕппĕн утса пынă та:
— Товарищ политрук, командир взвода Семин по вашему вызову явился, – тенĕ.
— Сире Мускавран çыру, – тăваткал конверт тыттарнă ăна Христофоров.
— Мĕнле çыру ку? Мускавра ман пĕр палланă çын та çук-çке?– тĕлĕннĕ Семин. Конверта уçсанах ун куçĕсене "Москва, Кремль" тесе çырнă сăмахсем алчăртса яраççĕ, савăннипе ун аллисем чĕтреме пуçлаççĕ. Çырăва вуласан, унăн савăнăç куççулĕ йăрлатса тухать, ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне пани çинчен пĕлтернĕ, Ленин орденĕпе "Ылтăн çăлтăр" медаль илме Кремле пыма чĕннĕ.
— Эсĕ Мускавра палланă çын çук тетĕн, анчах сана Кремльте пĕлеççĕ, пĕтĕм çĕршыв паллать, – тенĕ политрук.
Çитта, Ф. Артиллеристсем : [калав] / Федор Çитта. – Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 108-118.