Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Ситта Хведер (Ситов Федот Александрович)
Хведер Ситта

Фронтри патриотка

Пĕр хĕруллĕ çапăçу хыççăн Решетов политрук савнă арăмĕнчен çыру илнĕ. Фронтра кашни çырăвах, ху палланă çынсем пĕлтернĕ хыпар та, питĕ хаклă. Паллах, мăшăр çырăвĕ тата та хаваслантарать, чĕрене çĕклентерет. Арăмĕн çырăвне вуласа тухсан, Решетовăн çапăçура ĕшеннĕ ут-пĕвĕ çемçелсе кайнă. Ку çыру уншăн уйрăмах хавхалантаруллă та чĕрене савăнтаракан хыпар пулнă.

"...Юратнă мăшăрăм! Текех чăтса пурăнаймастăп, халех санпа юнашар тăрса тăшманпа çапăçма фронта тухса пыратăп", – çак сăмахсемпе вĕçленĕ Лена Решетова хăй çырăвне.

Арăмĕн патриотизмла шухăшсем çуралнăшăн политрук чунтан хĕпĕртенĕ, вăл часах командовани урлă ăна фронта илсе килме документсем туса янă та хăй çапăçăва тухса кайнă. Нумай та вăхăт иртмен – упăшки ĕçлекен Н. полка Лена вĕçтерсе те çитнĕ.

— Пире пулăшма килтĕр апла?– ырă кăмăлпа йышăннă ăна комиссар штабра.

— Мĕнпур вайăмпа, кирлĕ пулсан пуçăма та, тăван полк çĕнтерĕвĕсемшĕн пама хатĕр, – татăклă ответленĕ Лена. Вăл паян тесен паян тупăсем çĕр кисрентерсе перекен вырăна санитарка пулса ĕçлеме кайма килĕшнĕ.

Комиссар, çамрăк патриотка медицина техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер иккенне пĕлсен, пит савăннă.

— Сире лекпом пулса ĕçлеме яратпăр, – тенĕ вăл ăна. Çакăн хыççăн Лена Решетова çĕнĕ те хисеплĕ ĕçе пуçăннă. Вăл, хайĕн яштака пĕвне тата та çирĕппĕн кăтартакан пурçăн кĕпине, драпран çĕленĕ пальтине, çуллĕ кĕлллĕ туфлисене хывса, кĕрĕк пиншак, ăшă çăматă, красноармеецсен гимнастеркине тăхăнса янă. Унăн тăп-тăваткал хитре пит-куçне хĕрлĕ çăлтăрлă шлем тата та илемлетнĕ, ялкăштарнă, Лена, командирсем пекех, кĕрĕк çинчен сарлака пиçиххи çыхнă, сылтăм енне револьвер, сулахай енне полевой сумка çакса янă.

— Упăшка курсан паллаймĕ те ĕнтĕ мана, – тенĕ вăл çар тумĕсем паракан кладовщике.

— Вăл паян каçпа тыла килмелле, тĕл пулсан паллатех, – лăплантарас шухăшпа сăмах хушнă вăрăм пÿллĕ красноармеец-кладовщик.

Чăн та, çапăçу хирĕнчен ывăнса килнĕ политрук çĕн сăн çапнă арăмне палласа та илеймен. Лена, упăшки килессе кĕтсе, хыр йывăççисем хушшинче кукăр-макăр авкаланса выртакан тумхахлă çул хĕрринче утса çÿренĕ. Çывăхрах пирĕн артиллери çĕр кисрентерсе, тăшман çине пенĕ кĕрлевлĕ сасса итлесе савăннă вăл. Ĕçе тытăниччен унăн юратнă упăшкипе курнăçса калаçас, канашлас кăмăлĕ пулнă. Çул çинче иртсе пыракан кашни боеца, командира вăл хăйĕн чакăр куçĕсемпе тинкерсе пăхнă, сăнанă.

Часах ăна хăй упашкиех килнĕн туйăнса кайнă: мал енчен килекен мĕлке çывхарнăçемĕн çывхарнă.

— Тем тесен те çавă. Ах, чунăм, ылтăнăм, эсĕ-им? – кăшкăрса янă Лена. Решетов политрук, аякранах çаврака куçĕсене вылятса пăхса, çĕнĕ кĕрĕк тăхăннă командир сăнлă хĕрарăма сăнама пуçланă, ун умĕнче хăй арăмĕ тăнине вăл тавçăрса илеймен.

— Ах, Леша, Леша, – тесе, Лена чупса пырса, упăшкин сарлака хулпуççийĕсенчен уртăннă. Вĕри юнлă, патмар чĕреллĕ икĕ çамрăк пĕр-пĕрне хыттăн ыталаса илсе чуптунă.

— Ну, юрĕ, каласа пар, мĕнле çитрĕн, атту ман васкамалла, – тенĕ политрук.

— Мĕнле пурăнатăн эсĕ кунта, чунăм, ăçта васкамалла тата? – ыйтнă унтан арăмĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрне ыйтусем панă, ответлеме пĕри те пуçăнайман.

— Ăçта каятăн эсĕ кĕçĕрех, Леша? – ыйтнă арăмĕ.

— Ăçта каясси паллă, çапăçăва ара...

— Эпĕ те, эпĕ те санпа пĕрлех пыратăп, санран юлмастăп...

— Эсĕ малтан тылра ĕçлеме хăнăхса çит-ха, санăн ĕçÿ унта мар, кунта пулмалла, – тĕллесе кăтартнă Решетов санчасть еннелле.

— Çук... çук... ан хăвар мана хăвăнтан, эпĕ санпа юнашар тăрса тăшман пуçне çапса ватма пырасшăн, илсе кай мана та, – ÿпкеленĕ çаплах Лена.

— Кунта килти мар, сана тылра ĕçлеме приказ панă–ĕçлетĕн, калаçса тăмалли çук ĕнтĕ, чунăм, – ĕнентернĕ политрук.

Çак каçхине тепĕр ик сехетрен вĕсен уйрăлмалла пулă. Решетов политрук, малти позицине кайса, красноармеецсемпе политинформаци ирттернĕ. Лена лекпом, тылри боецсене пухса, урана шăнтасран мĕнле сыхланасси çинчен каласа панă. Çакăн пек пуçланса кайнă çамрăк патриоткăн фронтри пархатарлă ĕçĕ.

Пурăна киле вăл малти позицисене çÿреме пуçланă. Кунта час-часах упăшкине тĕл пулнă, унпа пĕр-ик сăмах хушнă та, сылтăм хулĕ урлă медикаментсем тултарнă сумка çакса, вăрçă хирне тухса чупнă.

Малтанах Ленăшăн кунта çĕнни те, хăрушши те нумай пулнă. Вăрмансенче, йуçлĕхсенче, шырланчăксенче тăшман каркаласа хăварнă йĕплĕ хуласем, гранит юпасем, юр ашĕнче шартлатса çурăлакан минăсем ăна çÿçентернĕ. Каярахпа, пирĕн пехотинецсем, танкистсем, саперсем çав чăрмавсене мĕнле çĕмĕрсе малалла кайнине курсан, вăл хавхалан-нă, хăюлланнă, паттăрланнă. Боецсем ăçта – Лена та унта пулнă. Тупăсем кĕмсĕртетни те, финсен минисем кĕрĕслетсе çурăлни те, хăш чух тăшман пулисем çумăр пек çуни те ăна хăратман. Пĕрре Р... çута илнĕ чух артиллерипе вайлă пенĕ хыççăн пехота тăшман çине атакăна кĕрсе кайнă. Чăрсăр тăшман хăй позицийĕсене парасшăн мар, йывăçсем хыçĕнчен, блиндажсенчен, дотсенчен автоматпа, пулеметпа, минометпа вут тăкнă. "Урра" кăшкăрса тăшман çине çĕмĕрсе кĕрекен хĕрлĕ паттăрсем хушшинче Лена Решетова лекпом та пулнă. Вăл хай наганĕпе тăшман еннелле персе боецсемпе пĕрле çут çинелле упаленнĕ, утнă, чупнă... Кунтан инçе мар ун упăшки, Решетов политрук, боецсене ертсе малтан малалла, çут еннелле ыткăннă. Çамрăк мăшăрăн вутлă куçĕсем пĕр-пĕрне курса кăварпа çуннă, хĕлхем пек ялкăшакан куç шăрçисем пĕр-пĕрне малтан мала кайма чĕннĕ. Вĕсем хушшинче тăшман минисем шартлатса çурăлнă, пуç тăрринче аскăн пульăсем хаяррăн шăхăрнă. Хĕрлĕ паттăрсенчен кам аманса укнĕ, Лена ăна часах ачаш аллисемпе ыталаса илнĕ, сумкинчен медикаментсем кăларса ун суранне çыхнă та малалла вăркăннă. Вăл хай полкĕпе пĕрле, упăшкипе юнашар тăрса, çут çине кĕресшĕн пулнă. Малалла кайнисене хăваласа çитес тесе пĕшкĕнсе чупса пынă чух Лена хай упашки Леша юр çинче юн юхтарса выртнине курах каять.

"Ах!" тесе çухăрса янă вăл, часрах мăшăрĕ çумне кукленсе ларнă, "Леша, Леша!" тесе темиçе хутчен чĕннĕ. Тăнсăр выртакан политрук пĕр сăмах та чĕнеймен. Лена ун суранне майласа çыхнă, ун чакăр куçĕсенчен вĕри куççулĕ шăпартатса юхса, шартлама сивĕпе çавăнтах шăнса ларнă. Ленăна пĕр юрăри: "Если ранили друга, перевяжет подруга горячие раны его" – тенĕ сăмахсем аса килнĕ те тата та хурлантарнă. Анчах вăрçă хирĕнче хурланса тăма вăхăт çук, Лена та, икĕ рет шур шăлне çыртса, вăхăтлăха хăй хуйхине пусарнă та, çийĕнчи кĕрĕкне хывса, юратнă мăшăрне чĕркенĕ, хыттăн кăшкăрса санитарсене чĕнсе илнĕ. Икĕ санитар часах чупса пырса политрука наçилкке çине хурса илсе кайнă.

– Часрах сывал, чунăм, вай ил, çирĕплен, – ыталаса чуптунă Лена чĕререн савнă упăшкине. Унтан сумкине йатса малалла чупнă. Ăна йывăр-йывăр шухăшсем пусса илнĕ."Тен, юлашки хут куртăм пуль эп Лешăна? Е вилсе кайсан çул çинче?.. Каялла çаврăнас мар-ши?.." шухăшланă вăл. Анчах малта тата та аманнисем пулнă, вĕсем те, упăшки пекех, юр çинче юн юхтарса, пулăшу кĕтсе выртнă. Тем пекех упăшки патне каялла çаврăнасшăн чĕри ыратнă пулин те, Лена малаллах кайнă, тăшман пули шăхăрса вĕçни те, минăсем шартлатса çурăлни те ăна каялла тавăрайман.

– Вилсен те вилетĕп, упăшка суранĕшĕн тăшмана тавăратăп, – çак шухăшпа вăл татах хĕрлĕ паттăрсен ретне тăнă, тата икĕ суранланнă боеца пулăшу панă, унтан медикаментсем чикнĕ сумкăна винтовкăпа улăштарса, хайĕн полкĕпе пĕрле çут çине "урра" кăшкарса кĕрсе кайнă. Урса кайса çапăçакан белофинсем пулемечĕсене, миномечĕсене, йĕлтĕрĕсене пăрахса тарнă. Тарма ĕлкĕрейменнисем блиндажсенче, дотсенче хĕрлисен вучĕ хыпса илнипе çаплипех çĕр çумне лăпчăнса выртнă.

– Çакă кирлĕ сире, çĕлен-калтасене, – тенĕ Лена, кашни шăтăкрах вилнĕ белофинсен учĕсене курсан.

Упăшки аманнă хыççăн унăн тăшмана курайманлăхĕ ÿснĕçемĕн ÿссе пынă. Çапăçу хыççăн кĕске кану парсан та, вăл пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмен, унăн çамрăк чĕри тăшмана хăваласа çитсе тĕпренех кăкласа тăкас ĕмĕтпе сиксе тапнă, вăрканă.

Высотана тĕппипех алла илсен, Ленăна комиссар чĕнсе илнĕ те:

— Халех Решетов политрук сывлăхне кайса пĕлĕр! – тенĕ.

— Çапăçăва халех каймалла мар-и-ха? – ыйтнă Лена.

— Çапăçăва кайма ĕлкĕретĕр-ха, унччен кайса килетĕр, – йапатнă комиссар.

Тарăн юра ашса, хăвăрттăн сывласа, тин çеç çапăçу пулса иртнĕ уçланкă урлă çил пек вĕçнĕ лекпом санчасть еннелле. Палаткăсенчен карса тунă госпитале пырса кĕрсенех операци тăвакан сĕтел çинче Леша выртнине курнă вăл. Паттăр политрукăн шурса кайнă ÿчĕ, путса кĕнĕ куçĕсем Ленăна çÿçентерсе янă.

— Чунăм, Леша, ылтăн мăшăрăм! – чĕннĕ Лена, политрукăн çемçелсе шанса кайнă аллисене чăмăртаса. Анчах ĕмĕрлĕхе куçне хупнă Леша ăна хирĕç нимĕн те чĕнмен. Лена ура çинче тăнă çĕртех хытса кăвакарса кайнă. Юнашарти палаткăран пысăк куçлăх тăхăннă, кăвак çÿçлĕ лутрарах тухтăр тухнă, вăл Ленăна ачашласа:

— Тăванăм, йăмăкăм, лăпланăр, йĕрсе-хуйхăрса та ним тума çук, ме, акă, вулăр Леша хăварнă сăмахсене, – тенĕ те шурă халат кĕсйинчен хут татки кăларса тыттарнă. Унта мĕнпурĕ те вунтăватă сăмах çеç пулнă:

"Чунăм, Лена! Эпĕ Тăван çĕршывăн телейлĕхĕшĕн вилетĕп, эсĕ пуçна хĕрхенмесĕр тăшмана тавăр.

Санăн Леша".

Лена çав хут таткине хытă чăмăртаса чĕри çумне тытнă та упăшкин кăвакарса кайнă çемçе тутинчен виçĕ хут чуп тунă, палаткăран тухса, çут еннелле чупнă. Вăл çитнĕ çĕре Решетов политрук пулнă подразделенинче митинг пынă.

– Политрук вилĕмĕшĕн белофинсене тĕппипех пĕтеретпĕр!..

– Урнă кашкăрсене хайсен дочĕсенчех пытаратпăр! –тесе вĕçленĕ митингра тухса калакан боецсемпе командирсем хайсен самахĕсене.

Митингра политрук-геройăн арăмĕ хăйĕн вичкĕн куçĕсемпе ним чĕнми малалла пăхса тăнă. Тăшмана курайман çилĕпе, тăван упăшки вилнĕ хуйхăпа унăн çаврака питçăмартийĕсем пĕрре хĕрелнĕ, тепре шуралнă. Лена текех чĕнмесĕр чăтса тăрайман. Сивĕ çилпе вĕлкĕшсе тăракан ука пек сарă çÿçне шлем айне майласа чикнĕ те çинçе те уçă сасăпа хĕруллĕ сăмах калама пуçланă:

– Тăван боецсем! Манăн та, сирĕн те пысăк хуйхă. Тăшмана çапса аркатма, малти рете тăрса, хĕрÿллĕ çапăçусене хам пуçăма хĕрхенмесĕр кĕретĕп. Умри задачăсене пурнăçлассишĕн, айтăр малалла! Малалла!

Сивĕ сывлăша "урра" кăшкăрнă сасă çурса янă. Подразделени патмар хастарлăхпа тăшмана атакăлама хускалса кайнă. Боецсемпе пĕрле Лена та, тăшман еннелле пăшал пере-пере, татах патăррăн малалла утнă, чупнă...

Çитта, Ф. Фронтри патриотка: [калав] / Федор Çитта. – Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 118-124.