Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Чурбай (Колюшкин) Николай Иванович
Николай Чурбай

Ăса кĕчĕ

Куçмана ахалех кутăн темен пуль. Чăннипех те кутăн. Хăш-пĕрисем ăна чăхăмçă Куçма теççĕ. Чăн та, пĕрре кутăнлансан, ăна хуть те темĕн ту, вăл хăйĕннех тăвать. Ман асатте ăна: Куçма вăл ман леш тур лаша пекех кутăн, тетчĕ.

— Манăн чăхăмçă лаша пурччĕ. Пĕррехинче, çапла, кĕлте урапи тиерĕм те килетĕп. Пĕрре кăна пушăпа хăмсартăм, ман лаша уй тункати пек хытса ларчĕ. Ку, мĕн, вăй çитменнипе туртмасть-ши, тесе, çур лавне пушатрăм. Çук, туртмасть. Татах пушатрăм, татах туртмасть. Юлашкине, "тен кунăн кĕлтене курсан вăйĕ пĕтсе лармасть-ши?" тесе, пĕтĕмĕшпе пушатрăм. Çук, çавах, хуть те тем ту. Аппаланнă хыççăн тăварса пăрахрăм. Çавах. Ман лаша япăх скульптор тунă кĕлетке пек чармакланса тăчĕ те хăлхисене кăна выляткалать.

Кутăнлансан, Куçма та çавах. Мĕнпе кăна вăрçмасчĕ вăл. Пĕрре, утă капанĕ хывнă чух, çилпе те вăрçрĕ. Вĕрет те вĕрет çил. Куçма тарăхсах çитрĕ те, вăрăм йывăç сенĕкне илсе, çÿлелле сиксе çиле чикет. "Вил, вил, мур илесшĕ!" Тепре тата утă çулнă чух çавапа çумăра урлă-пирлĕ хыпкаланса çулчĕ: "Эх, шуйттан çумăрĕ! Пĕрре юлми çулса тăкăп, чарăнан-тăк чарăн"— кăшкăрать хăй.

Çапла кутăн пиркиех вăл ачисем çине те çавăрăнса пăхмастчĕ. Унăн яланхи сăмахĕ: "Ача-пăчан ĕçĕ çавă", мĕнпур вĕрентни çавăччĕ Куçман. Вара, хăйĕн пÿртне мар, çĕр чăмăрĕн полюсĕсене çавăрса лартсан та шарламастчĕ. Ачисем çинчен мĕн те пулин япăх енчен каласан:

— Çук, эсир юри кураймасăр калатăр. Ача-пăчан ĕçĕ çавă,— тетчĕ.

Ачисем пирки жалоба пама ун патне час-часах пыратчĕç вара.

— Сирĕн Хветĕр пирĕн кушака вакка янă.

— Сирĕн Ваçлей пирĕн Мишукăн пиншакĕнчен пĕр тÿмме юлми татса тăкнă...

— Сирĕн Хветĕр мана мăшкăлларĕ...

— Сирĕн Хветĕр пирĕн ĕне мăйракине çапса хуçса, пуç тури тăвакана сутнă...

Кутăн Куçмана нимĕн те мар. Вăл, хаçата урлă чĕрсе, "качака ури" чĕркет те:

— Ача-пăчан ĕçĕ çавă. Ман ачасене тиркеме çук. Вĕсем питĕ лайăх вĕренеççĕ, таçтан та çаврăнса тухĕç.

— Таçтан та çаврăнса тухасси вăл темĕн мар, шкултан вĕренсе пĕтермесĕрех кăларса ячĕç ăна,—терĕ тарăхнипе Марине инке.

Çав кунах кутăн Куçма Хветĕр сумккинчен дневникне кăларса илчĕ те шкула вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен пухăвне тухса кайрĕ. Шкулта вара вĕрентекен çакăн пек каласа кăтартрĕ:

— Акă Куçман ачине Хветĕре илĕр. Пит начар вĕренчĕ. Хулиган. Халĕ акă икĕ эрне çитет ĕнтĕ, ăна эпир шкултан пĕр çуллăха кăларса ятăмăр. Ашшĕ патне кайса калаçнă пулин те, ачине тÿрлетессишĕн вăл нимĕн те тумасть.

— Чим-ха, чим,—терĕ Куçма,—ман ачана кăларса янă-и? Вăл начар вĕренет-и?

— Çапла, икĕ эрне çитет ĕнтĕ ăна кăларса яни.

— Мĕнле вăл, акă дневникĕ. Çитменнине ман пата никам та пыман вĕт.

— Эсĕ ун чухне ман пата пытăн. Манăн та ача Хветĕр Кузь-мин,—терĕ пускил çынни.

— Апла вăл мана суйнă-çке. Хăйĕн ашшĕ вырăнне урăх çын патне кĕртсе янă. Хветĕр хăй, акă пирĕн кил, тесе кăтартрĕ.

Паллă пулчĕ. Хветĕрĕн дневник иккĕ пулнă, пĕри ашшĕне кă-тартмалли, унта "отлично" отметкăсем хăй лартнă. Тепри—шкул-ти. Учительсене те ашшĕсене те суйнă иккен. Икĕ эрне хушши, шкула каятăп тесе тухса кайса, Анаткасси хыçĕнче йĕлтĕрпе ярăнса çÿренĕ.

Тарăхрĕ вара Куçма.

— Çук, ку ача-пăча ĕçĕ мар! Паянтан эпĕ ăна сăнасах тăрăп,—терĕ.

— Тин Куçма ăса кĕчĕ. Ахаллĕн ача-пăчан ĕçĕ çавă, тетчĕ,— терĕç кулкаласа пухура.

Кутăн Куçман анчах мар ун пек пулать. Тепĕр чух Йăваш Йăвансен те, Тÿлек Тихăнсен те çавăн пек пулать.

Чурпай Н. Ăса кĕчĕ : [калав] / Николай Чурбай // Йĕплĕ калавсем. – Шупашкар, 1941. – 44-45.