Мулкачсем
(Юптару)
Мулкачсем вăрманпа пынă чух
Кашкăр çурине хирĕç пулнă.
— Ха! – теççĕ хайхисем. – Ахух!
Çакăн ашшĕ ĕнтĕ пиртен кулнă.
— Эх, çĕр çăтасшĕ!
Ытла та усал-çке ун ашшĕ.
Манăн чип-чипер тăхлача
Çакăн ашшĕ çирĕ, –
Тет ватти яш Мулкача.
— Тытас, – тет пĕри. – Тытас!
Тытрĕç. Пăхкаларĕç.
— Эй, чимĕр-ха. Шăлне катас! –
Кашкăр çури тавра чупкаларĕç.
Кашкăр çури ачашшăн
Каларĕ çаксене:
— Ан тивĕр мана, тархасшăн.
Сире тивтермĕп малашне.
— Шел, – терĕç Мулкачсем. –
Шăлсăр пĕчĕкскер выççа юлĕ.
Ахаль те, катсассăн ун шăлне,
Ытла та чăтма çук çылăх пулĕ.
— Ярас ăна, – терĕç, – чăтлăха.
Унта хăех вăл çĕтсе кайĕ.
Пĕтĕ ун ячĕ.
Ачашшăн йăтрĕç те тăлăха
Вăрман варрине ячĕç.
Сахал мар çавнашкал Мулкачсем
Упа-кашкăра хĕрхенеççĕ:
– Ан тивĕр, – теççĕ, – вĕсене.
Хăйсемех, курăр акă, пĕтеççĕ.
Аттай, М. Мулкачсем : [юптару]/ Марк Аттай // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 8.
|