...Виççĕмĕш хут вăрçăра пуласси çинчен эпĕ мирлĕ вăхăтра шутламан та темелле. Аллă çула çитнĕскер, хам ирĕкпе вăрçă çынни пулса тăтăм.
1941 çулта пирĕн Тăван çĕршыва хаяр тăшман тапăнса кĕчĕ. Çамрăксене вăрçа иле пуçларĕç. Тăван çĕршывăма хаяр та усал тăшманран сыхламалла. Эпĕ хамран-хам ыйтатăп: аллă çула çитрĕм, эпĕ ватă ĕнтĕ, вăрçă çыннисен ретĕнчен тухнă. Икĕ хутчен вăрçăра пулнă. Анчах халĕ, çĕршывшăн питех те хăрушă кунсем килсе тухнă вăхăтра, мĕнле килте ларас-ха? Çук, эпĕ ун пек çын мар. Маншăн Тăван çĕршыв хаклă. Эпĕ ăна вĕçĕмсĕр юрататăп, уншăн вăрçма граждан вăрçи вăхăтĕнче хамăн ирĕкĕмпе Хĕрлĕ Çар ретне тăтăм, тăшмана çĕмĕрсе тăкичченех çапăçрăм. 1914–16 çулсенче нимĕçсемпе вăрçнă. Суранланнă. Халĕ эпĕ каллех сывлăхлă. Тăван çĕршыва мăшкăллас, ăна чуралăха кĕртес шутпа килнĕ ирсĕр тăшмана çивĕч шăлсемпе туртса çурас килет.
Тăшман ирсĕр те хаяр. Пирĕн хуласене, ялсене çĕмĕрет, çунтарать. Совет çыннисене – стариксене, карчăксене, хĕрарăмсене, ача-пăчасене çакса, персе вĕлерет, вута пăрахса çунтарать, ĕçлеме юрăхлă çамрăксемпе хĕрарăмсене Германие чура тума хăваласа каять. Вĕсене выçăллă-тутăллă усрать. ĕçлейми пулсан персе пăрахать. Çак мăшкăла илтсе, курса-тăрса, епле-ха эпĕ килте ларма пултарăп. Çук, эпĕ вăрçăра пулма тивĕçлĕ! Пĕр нимĕç фашистне персе пăрахсан та, Хĕрлĕ Çара усă туни пулĕ. Çук, ку сахал. Эпĕ вăйлă-ха. Пĕрне çеç мар, вуннăшне, çĕрĕшне те пĕтерме вăй çитĕ.
Эпĕ вăрах шухăшласа тăмарăм. Хĕрлĕ Çар ретне хам ирĕкпе каясси çинчен заявлени çырса военкомата васкаса утатăп.
Малтанах мана çара илесшĕн мар пулчĕç.
— Çитĕ сана, эсĕ икĕ вăрçăра пулнă. Пирĕн çамрăксем те çителĕклех-ха. Килте пурăн, – теççĕ мана военкоматра.
— Эсир манăн çула ан пăхăр, сывлăха тĕрĕслĕр, – тетĕп эпĕ.
Военкоматра ĕçлекенсем ман çине пăхаççĕ те кулаççĕ. Вĕсем эпĕ шÿт тăватăп теççĕ пулас.
— Эсир ан кулăр. Эпĕ сирĕнпе кулăшла выляма килмен кунта. Вăрçă вăл кулăш мар, – тетĕп эпĕ çиленерех.
Кураççĕ: эпĕ вĕсемпе шÿт тумастăп. Хăйсем хушшинче хуллен калаçса илчĕç.
— Ну, юрĕ. Паянлăха киле кай. Тепĕр хут шухăшласа пăх. Ыран татăклăн пĕлтерĕпĕр, – тесе ăсатса ярасшăн мана.
— Мĕн шухашламаллине эпĕ тахçанах шухăшланă. Эсир мана каллĕ-маллĕ ан çÿретĕр. Эпĕ фронтра пулма тивĕçлĕ, – терĕм юлашкинчен татса.
Хам çирĕп тăман пулсан, эпĕ халĕ те фронтра пулас çукчĕ-и тен...
— Ну, юрĕ, апла пулсан. Ыран кил, – терĕç юлашкинчен.
— Тавтапуç ырă сăмахăршăн, – тесе тав турăм та пурне те алă тытса тухрăм.
Тепĕр кунне ирех военкомата çитрĕм. Вĕсем мана фронта ăсатмалли хутсене хатĕрлесе хунă.
— Ну, юлташ, ăнăçлă çул пултăр! Нимĕç захватчикĕсене лайăхрах çĕмĕрме сывлăх сунатпăр. Ырă, сывă таврăнмалла пултăр, – тесе ăсатрĕç вĕсем.
Паян акă эпĕ фронта çитсе фашистсене хирĕç çапăçма пуçлани 14 уйăх тулчĕ. Çак вăхăтра 33 хутчен наступленире пултăм. Икĕ хутчен çăмăл суранлантăм. Анчах суранлансан та, стройран тухман. Сурана туртса çыхнă та малаллах кайнă. Фашизм йыттисене нумайрах пĕтерме тăрăшатăп.
Хăвăрах шутласа пăхăр ĕнтĕ: çав 33 наступленире эпĕ вăтамран икшер фрица çеç пĕтернĕ пулсан та – 66 фриц "леш тĕнчере". Виçшер вĕлернĕ пулсан – 99... Пĕр ÿстермесĕр калатăп. Эпĕ вăл шута малашне татах ÿстерсе пыратăп.
Виçĕ хут вăрçăра пулса, виçĕ хут çĕнĕрен çуралса ÿсрĕм эпĕ. Фашистсем манăн пĕртен-пĕр юратнă ывăлăма вĕлерчĕç. Унăн вырăнне эпĕ вĕсене çĕр хут тавăрăп. Эпĕ – ашшĕ. Манăн ватă алă чĕтресе тăмĕ.
Хисеплĕ редактор, çак çырăва эпĕ пичетлесе кăларма ыйтатăп. Чăваш халăхĕ эпĕ мĕнле çапăçни çинчен пĕлтĕр.
Çырăва çĕрле, шăши куçĕ пек çутăра çыратăп. Эпир черетлĕ наступление кĕме хатĕр. Халĕ пурте тенĕ пек тăванĕсем патне çырусем çыраççĕ. Эпĕ те çак çырăва çырса пĕтерсе, 34-мĕш наступление кĕме приказ кĕтетĕп.
Май, 1943.
Данилов-Чалдун, М. Н. 34-мĕш атака : [калав] / М. Н. Данилов-Чалдун // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 11-12.