Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Данилов–Чалдун Максим Николаевич
М.Н. Данилов–Чалдун

Пăлан хыççăн

Лейтенант Павел Щипцов Хĕрлĕ Çара киличчен Шупашкарта, "Çамрăк большевик" хаçат редакцийĕнче, ĕçленĕ. Халĕ вăл фронтра. Темиçе хутчен те çапăçура пулнă.

Пĕррехинче, çуллахи вăхăтра, Щипцов юлташ пилĕк боецпа пĕрле разведкăна кайрĕ. Ăна "чĕлхе" тытса килме задани панă. Задача çăмăл мар. Анчах мĕнле йывăр пулсан та ăна пурнăçа кĕртесех пулать.

— Ну, юлташсем, пирĕн умма лартнă задачăна пурте лайăх ăнлантăр-и? – ыйтрĕ Щипцов, хăйпе пĕрле разведкăна пыракан боецсем çине пăхса.

— Ăнланатпăр, лейтенант юлташ, – ответлерĕç боецсем.

Вĕсем автоматсемпе хĕçпăшалланнă. Пилĕкĕсем çумĕнче тăватшар граната. Боецсем пĕринчен тепри хастарлăрах. Вĕсем разведкăра пуçласа мар, темиçе хутчен те пулнă.

Вăрмана кĕрсен, вĕсем виçшерĕн икĕ ушкăна уйрăлчĕç.

— Астăвăр, юлташсем, мĕнле пулсан та, пăшал сасси ан кăларăр, – тесе çирĕплетрĕ лейтенант Щипцов боецсене

— Есть, лейтенант юлташ!

Вăрман витĕр каçсан, вĕсен уя тухмалла. Çакăнта ĕнтĕ фашистсем çирĕпленсе ларнă. Вĕсем кунта иккĕмĕш хĕле кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кăнтăрла шăпах. Çĕрле пулсан çеç ĕç пуçланать. Пуртă, пăчкă, тимĕр шанкăртатнă сасăсем илтĕнеççĕ. Вĕсем унта хăйсене валли йăвасем – блиндажсем, дзотсем тăваççĕ.

Разведчиксем сыхланса, унталла-кунталла пăхкаласа утаççĕ. Ку вырăнта вăрман çав тери çăра, йывăçсем çÿлĕ, вырăнĕ-вырăнĕпе хĕвел те курăнмасть. Вăрман айĕ вара таса: курăк та сайра, турат-тĕретсем те çукпа пĕрех.

Каçала сулăнчĕ. Хĕвел анасси те инçе мар. Вăрман сайрала пуçларĕ.

— Чарăнăр, юлташсем. Хĕвел анса тĕттĕм пуличчен тăхтар çакăнта. Фашист салтакĕсем йывăç касма килеççĕ ĕнтĕ ку вырăна. Ав, куратăр-и, малта касса йăвантарнă йывăçсем курăнаççĕ? – терĕ лейтенант Щипцов.

Боецсем пурте пуçтарăнчĕç. Никам курмалла мар вырăн тупса, пытанса ларчĕç. Лейтенант Щипцов пĕр боеца хăйпе пĕрле илчĕ те пĕр аллă метр маларах тухса ларчĕ.

— Манран приказ пулмасăр никамăн та вырăнтан хускалма юрамасть, сасă ан кăларăр. Тапак туртас пулсан, шинельпе пĕркенсе çеç туртăр. Фашист салтакĕсем нумайăн курăнсан, ан тапăнăр, пĕччен е иккĕн пулсан, чĕрĕлле тытса илме тăрăшăр. Ăнлантăр-и? – терĕ Щипцов.

— Ăнлантăмăр!

Хĕвел çĕрпе пĕлĕт хушшинче хĕсĕнсе анать. Çил лăпланчĕ. Вăрман шăп. Йывăç çулçисем те хускалмаççĕ. Анчах вăрманта тĕрлĕ кайăк юрланипе сад пахчинче ларнă туйăнать. Эх, илемлĕ те вăрманĕ, вăрманĕнчен ытла кайăк-кĕшĕк сассисем савăнтараççĕ!

Сасартăк инçе те мар курăк чăштăртатни илтĕнчĕ. Щипцов каска урлă çĕкленсе пăхрĕ. Курать: хăйĕнчен инсех те мар, ĕне евĕрлĕ выльăх тăрать: "Мĕнле выльăх ку?" Халиччен вăл кун пек ĕне курман, кунăн мăйракисем çур метр тăршшĕ чаркаланса тăраççĕ, кашни мăйраки виç-тăватă юплĕ.

— Ибрагимов, пăх-ха, мĕнле выльăх ку? Паллатăн-и эсĕ – тесе хуллен пăшăлтатса ыйтрĕ Щипцов хăйпе пĕрле ларакан боецран.

Боец Ибрагимов Пушкăрт республикинче, Урал тăвĕсем хушшинче, ÿснĕ çын. Сунарçă. Тĕнчери нумай тĕрлĕ кайăксене паллать. Çавăнпа та вăл мăйракаллă выльăха курсанах чĕтресе ÿкрĕ:

— Пăлан ку, лейтенант юлташ, пăлан. Персе вĕлерес ăна, – терĕ вăл, автоматне тытса пеме тĕллесе.

Пăлан хăйĕн умĕнче çын пуррине сисрĕ пулас, тепĕр еннелле çаврăнса тăчĕ, мăйракисене лăпчăтса ĕнси çине хучĕ, тарма хатĕрленчĕ.

— Чарăн, ан пер! Пăлан тесе пĕтĕм ĕçе пăсас тетĕн-им эсĕ! – чарчĕ ăна Щипцов.

Ибрагимов, кăмăлсăр пек пулса, автоматне аялалла кăнтарчĕ. Пăшал сасси кăларма юраманнине хăй те астуса илчĕ пулас.

— Эх, вăхăтсăр килсе çитрĕ ку выльăх! Сахалтан та пилĕк пăт аш пулатчĕ. Çулталăк ытла вĕт ĕнтĕ пăлан какайне çисе курманни, – тесе шеллерĕ Ибрагимов.

Пăлан ик-виçĕ хутчен малалла сикрĕ те татах чарăнса тăчĕ. Вăл пĕр малалла, пĕр хыçалалла йăлт-ялт çаврăнкаласа пăхать. Уншăн малта та, хыçалта та, йĕри-таврах çынсем пур пек туйăнать. Çавăнпа вăл ниçталла тарма аптраса тăрать.

Сунарçă Ибрагимов пĕтĕм ÿт-пĕвĕпе сиксе чĕтрет. Унăн халех пăлана персе ÿкерес килет. Ним тăвайман енне аллинчи автоматне тĕрлĕ май çавăркаласа пăхать.

— Лейтенант юлташ, пеме ирĕк пар. Эпĕ ăна пĕр пульăпа укеретĕп. Тупата ÿкеретĕп, – тесе йăлăнать вăл.

— Чарăн! Каланă сана, пеме юрамасть, – тесе чарать ăна Щипцов.

Сасартăк пăшал сасси ухлатса кĕрлерĕ. Пăлан ик-виçĕ хутчен пĕр вырăнта çÿлелле сиксе илчĕ те çавăнтах çĕре тăсăлса выртрĕ.

— Ы-ых, мĕншĕн петĕн?! Пĕтĕм ĕçе пăсрăн вĕт эсĕ! Куншăн сана... – хыттăн вăрçса тăкрĕ Щипцов Ибрагимова.

Леш нимĕн ăнланаймасăр тăратъ:

— Çук, лейтенант юлташ, эпĕ пемерĕм. Ĕненмесен, акă, пăх автомат кĕпçине. Тап-тасах. Ăна леш юлташсем печĕç пулĕ...

— Ну, вĕсене! – ним тума пĕлмесĕр çиленет Щипцов.

Хăйсенчен аллă хăлаçра пăлан вилеймесĕр урисемпе тапкаланса выртать, пуçне çĕкле-çĕкле çапать.

Пăлана персе ÿкернипе савăннă Ибрагимов: "Мана пеме ирĕк памасан та, юлташсем персе ÿкерчĕç-ха. Пăлан ашне çиетпĕр ĕнтĕ", тесе шухăшлать.

Унччен те пулмасть, пăлан патне икĕ фашист салтакĕ чупса пыраççĕ.

— А-а... ав, камсем пенĕ пăлана, – тин чухласа илет Щипцов. Халĕ ĕнтĕ вăл фашист салтакĕсене мĕнле майпа тытса илесси çинчен шухăшлать.

— Ибрагимов, хăвăрт, юлташсем патне упален. Пурте кунта килччĕр, – хушать Щипцов.

Ибрагимов, пĕр сăмахсăрах, йывăçсем хушшипе хырăмĕпе шăвать.

Фашистсем пăшалĕсене йывăç çумне тăратса хураççĕ те пăлан тирне сÿме хатĕрленеççĕ.

Лейтенант Щипцов фашистсем пăлан тирне сÿни çине пăхса тăрать. Халĕ ĕнтĕ вăл вĕсене пĕр-пĕччен те тытса илĕ, анчах тата кăшт тĕттĕм пуласса кĕтет, мĕншĕн тесен вĕсене тытнă вăхăтра мĕнле пулсан та шăв-шав пулма пултарать. Вăхăт шăвать, боецсем час килеймеççĕ. Фашист салтакĕсем ним васкамасăр пăлан тирне сĕвеççĕ. Нимĕнрен шикленмесĕр тенĕ пек, иккĕшĕ пакăлтатса ка-лаçаççĕ: "Вырăс пăланне тытрăмăр. Ашне хамăр çийĕпĕр, тирне арăмсем патне кучченеç ярăпăр", – теççĕ пулас. Вăхăт-вăхăт кулса та илеççĕ. Савăнăç вĕсемшĕн.

Акă боецсем çитрĕç.

— Эсир тăваттăн хыçалтан çаврăнса пырăр, эпир Ибрагимовпа мала тухатпăр, – терĕ лейтенант Щипцов.

Фашистсем пăлан тирне сÿсе пĕтерчĕç. Канма ларчĕç. Папирос чĕртсе туртаççĕ. Çийĕнчи гимнастеркисене юнпа вараланасран хывса пăрахнă. Кĕпи çаннисене чавса таран тавăрнă. Алли тунисем чĕп-чĕр юн. Инçетрен пăхсан, чăн-чăн палачсем пек туйăнаççĕ.

— Стой! Вырăнтан ан хускалăр! – ытла хытах та мар кăшкăрчĕ лейтенант Щипцов.

Фашистсем мĕнле ларнă, çаплах хытса кайрĕç. Умĕсенче икĕ çын, хыçалтан тăватă çын тăнине курчĕç. Çăварĕсенчи папиросĕсем çĕре тухса ÿкрĕç.

— Кам ирĕк панă сире вырăс çĕршывĕнчи пăлана вĕлерме? –терĕ Щипцов, фашист салтакĕсем умне пырса тăрса. Хăраса ÿкнĕ салтаксем ăнланмалла мар пăк-пак туса калаçса илчĕç.

— Ну, илĕр хăвăрăн гимнастеркăрсене. Айтăр пирĕнпе пĕрле, – тесе команда пачĕ Щипцов.

— Пăлан ашне илетпĕр-и? – ыйтрĕ Ибрагимов.

— Илес. Мĕншĕн хăварас ăна? Фашистсем тытрĕç, эпир ашне çийĕпĕр, – хушрĕ Щипцов.

Тăватă боец пилĕк пăтлă пăлан ашне, тирне йăтрĕç. Лейтенант Щипцовпа Ибрагимов фашист салтакĕсене хуса утрĕç.

— Ак епле телей пулчĕ, ку фашистсем пирĕн алла пăлан хыççăн килсе лекрĕç. Халĕ ĕнтĕ пирĕн алăра "чĕлхе"те пур, апат пĕçерме аш та çителĕклĕ, – тесе утать Ибрагимов.

1942.

Данилов-Чалдун, М. Н. Пăлан хыççăн : [калав] / М. Н. Данилов-Чалдун // Тăван çĕршывшăн. – Шупашкар, 1956. – С. 15-19.