Чĕн тилхепе
Вăл тилхепе Самай çуртне ун ирĕкĕпе лекмен. Кÿлсе килнĕ пулнă колхозран лаша. Тислĕк тăкма кÿлсе килнĕ. Тăкса пĕтернĕ Самай. Лашине калле леçме хăйĕн вăхăчĕ пулман, куран, арăмне, Кулин инкене, леçме янă.
Кулин инке тесессĕн пĕлетĕр ĕнтĕ эсир: хура вăл, шăтарас пек пăхакан хура куçлă, хура вăрăм çиттуниллĕ, тăп-тăп туталлă тирпейлĕ арăм. Ун çинчен нумай калаçрĕç: колхоза панă лаши килне кĕрсе çаклансан, виçĕ кун витерен кăларман, тет, çитерсе усранă. Лаша çухалнă тесе калаçа пуçласан çеç вăрттăн кăларса янă, тет. Тен, эсир те илтнĕ пулĕ-ха ăна. Çав тери хытă, çуртшăн тăрăшакан арăм ĕнтĕ; пĕрмай килĕшĕн, кил валли тăрăшакан арăм.
Çав арăм ĕнтĕ, лашана калле колхоза леçнĕ чухне, лаши çумĕнчи чĕн тилхепене салтса юлать те ун вырăнне хăйсен кив тилхепине – мунчала тилхепине – çыхса, колхоз картишне леçме каять. Лере никам та асăрхамасть. Конюхсем пулман-ши ĕнтĕ. Килне килсен, Кулин инке чĕн тилхепене кĕлете, алăк хыçнех, курмалла мар çĕре, çакса хурать, упăшкине те каламасть.
Самай ун çинчен виççĕмĕш кунне тин пĕлет. Кĕлетре тем ухтарнă чухне çакăнса тăракан чĕн тилхепене курах каять. Пÿрте кĕрсен:
– Мĕнле тилхепе унта, кĕлетре, çакăнса тăрать? –тесе ыйтать арăмĕнчен.
Арăмĕ чĕнмест. Кăмака умĕнче муталанать. Самай, арăмĕ сикменнине кура, хытăрах ыйтать:
– Мĕнле тилхепе çакăнса тăрать, тетĕп!
Сисет ĕнтĕ Самай, ĕç тикĕсех мар, арăмĕн аллисем мĕшĕлтетеççĕ тĕлсĕр, куçĕсем ялтăраççĕ.
– Колхозăнне улăштарса юлтăм,– терĕ вара вăл, упăшки çине вăтаннăн пăхса.
Самай хăрах кăшкăрса пăрахрĕ:
– Мĕн эсĕ, ĕмĕр пулмана... вăрлама шухăш тытнă!
– Мĕн вăрлани вăл? – халĕ ĕнтĕ, хăйне хăй тĕрек тупса, лăпкăн тавăрчĕ Кулин инке.– Ун вырăнне тилхепе панă вĕт.
Самай темшĕн хирĕç тавăрма сăмах тупаймарĕ. Сăмах тупайманнине кура, арăмĕ пушшех хытара пуçларĕ.
– Унашкалне те вăрлани тесессĕн...
– Пĕлсен вара!.. – тата хытăрах кăшкăрчĕ Самай.– Мĕн тăваççĕ!.. Пĕлетĕн-и эсĕ çавна?
– Эй, пĕлме ăшшĕ! – шанчăклăн пусарнă Кулин инке.– Унта çĕр тилхепе те, тахăшĕ улăштарнă. Ĕмĕрне те никам пĕлес çук.
– Пĕлмĕç-ха. Кĕтсех тăр! – шухăша кайса хушса хучĕ Самай.
– И-и... унта, няни,– йăпата пуçларĕ Кулин инке.– Халь унта пĕр чĕн хăмăт пăявĕ çук. Саккăр теттĕн-ха. Пурне те илсе кайса пĕтернĕ. Пирĕн пек мар, вăрлани тесе тăмаççĕ. Эпир ăна ĕмĕрте пĕрре илсенех: "Вăрлани, вăрлани", тетпĕр. Ниçта кайса кĕрейместпĕр. Мĕн вăрлани пултăр вăл, хамăр укçапа илеççĕ пуль ăна.
Куçне çеç сиктеркелерĕ Самай; ним те чĕнмерĕ. Килĕшес мар тенĕ çĕртенех арăмĕн сăмахĕсем ăна парăнтарчĕç.
Тепĕр кун çапла иртрĕ. Тепĕр кун та вăрласа хăварнă чĕн тилхепе Самай асĕнчен каймарĕ. Темĕскер пăшăрхантарчĕ ăна: ырă мар пек, вăрланă пек, сăтăр тунă пек. Каçпала вăл тилхепене арăмĕнчен вăрттăн, ăна систермесĕр леçсе парас тесе те шухăшларĕ. "Астумасăр улшăнса юлнă, тейĕп те – ĕçĕ те пĕтрĕ!" Анчах капла та ырă мар пек туйăнчĕ. "Таçта тармĕ-ха, ыран та леçĕп",– тесе пусарчĕ хăйне хăй. Ыран та çитрĕ. Анчах вăл каллех ырана хăварчĕ: "Таçта тармĕ-ха, тепĕр кун та леçĕп. Ăçта васкас?"
Тепĕр кун хайхи "Мĕншĕн халиччен леçмерĕн?" теессĕн туйăнчĕ. Тата кам пĕлет: "Вăрласа хăварнă, çавăнпа халиччен леçмен", теме пултарĕç. Калĕç те... Санах айăплĕç...
Аптранă енне вăл тилхепи патне кĕлете кĕчĕ. Ак, тытăп та леçĕп, тесех кĕчĕ, тилхепине те тытрĕ. Анчах, çутта тухсан, тилхепен семçе те çутă сăранне курсан шел пек туйăнчĕ тата.
-– Калашле, ытла чечен вĕт-ха... Хăварсан та... Мĕнех вара колхозшăн пĕр тилхепе? Сисĕнмест те вăл,– шухăщласа илчĕ Самай,– хаклă тăрать вĕт-ха вăл.
Тилхепи чăнах та чипер, чăмăр, саккăрлă явнă, вĕçĕсене виç тĕлте укаласа тăснă: çав тери яка – пĕр сыпă çук. Ун пек тилхепене тытсанах куç умĕнче вĕçеççĕ лайăх лашасем, çилçунатсем, илемлĕ ут таврашĕсем... Эх, лайăх япалана тыткалама та кăмăллă.
Мĕнле шухăш кĕртмест пире япала. Мĕнле ирсĕр ĕç тумастпăр эпир япала урлă. Мĕнле çавăрмасть, пăтраштармасть пирĕн хушăра çав хамăр тунă япала. Чăннипе, япала тыткăнĕнче пурăнатпăр вĕт эпир. Мĕн тăвасси пур? Капитализм каяшĕ!
Çăварни çитрĕ çапла. Иртсе те кайрĕ. Типĕ эрни пуçланчĕ. Кулин инке çав эрнере кĕлле çÿреме тытăнчĕ. Ытларах кĕлтума пуçларĕ килте те. Ир те, каç та, кĕлĕрен килсен те, кĕлле кайиччен те...
Пĕрре çапла ирхине Кулин инке пÿрт ăшчикне кăшт-кашт тирпейлекелерĕ те упăшкипе калаçмасăрах кĕлле тухса кайрĕ. Кăнтăрла иртерехпе тин таврăнчĕ. Сăхсăхрĕ. Тумтирне хыврĕ. Сăн-сăпачĕ халь унăн тухса кайнă чухнехи пек мар. Лăпкă, нимĕскерле пăшăрхану та палăрмасть. Самай юри ним те чĕнмерĕ.
Арăмĕ сĕтел çине тирпейле пуçларĕ, чей лартрĕ. Самай хаш хуйхăрса ячĕ. Хăй ун çылăхĕшĕн хуйхăрнине пĕлтересшĕн.
Çиме ларчĕс. Самай ним те чĕнмерĕ! Хаш! та хаш! Хаш! та хаш! сывла пуçларĕ. Шеллерĕ, куран, Кулин инке те пăхса лара-лара.
– Эс такки çав тилхепешĕнех кулянатăн-и? Мĕн пулнă сана? – ыйтрĕ вăл упăшки ним чĕнменнине кура.– Паян пуппа калаçрăм... Çылăх каçарттарнă чух: "Колхоз тилхепине улăштарса юлтăмăр, уншăн çылăх пулать-и?",– терĕм те... "Çук,– терĕ,– вăл çылăх мар. Мĕншĕн тесен, вăл колхоз пурлăхĕ, терĕ. Вăл туласа, тăпăлтарса, вăрласа пухнă пурлăх, терĕ. Вăрланине вăрласан çылăх çук, çылăх малтан вăрлакана каять",– терĕ. Унтан тата темле Соломонсем çинчен каларĕ те, ăна ăнланаймарăм.
– Аха!.. – терĕ пăртак çĕкленсе Самай, арăмĕ айăпсăр калаçса ларнине курсан, вăл пушшех чĕре патĕнче кăвасак туя пуçларĕ.
– Пуринчен ытла: вăрлани те мар вăл, терĕ. Мĕншĕн тесен вăрласан хуçа пулать, терĕ. Колхозра кам хуçа? Унти пурлăх вĕт манăн та, санăн та, унăн та... пурин те. Камăнне вăрланă эсĕ? Никамăнне те вăрламан. Хуçасăр япалана вăрланă. Вăл тупнипе пĕрех. Апла пулсан, çылăх та çук,– терĕ.
– Пуп калĕ вăл! – хытах пăшăрхана пуçларĕ Самай.– Пуп, ара, вăл колхоза кураймасть те, пĕтересшĕн тăрăшать те... Эсĕ те пĕтересшĕн-им колхоза? Пуп... пуп тенĕ те каçнă кайнă. Пуп вăл тем те калĕ.
– Пуп калĕ мар, няни,– каллех çĕкленчĕ Кулин инке,– тĕрĕсне калать вăл. Хамăрăнне ав икĕ мăшăр сăран хăмăт, пĕр тилхепе, икĕ çуна, пĕр урапа илсе кайрĕç. Ая-ян, ун чухне аван марччĕ. Çынсем мĕн панă. Шалçа-и? Манăн çук теççĕ те, чи лайăх лаша таврашне пытарса хăвараççĕ. Эпир апла хăтланма шухăшламан та... Тепри пама мар, хăй çаклатма пăхатьтĕр-ха. Пирĕн хăмăтсем пур-ши унта? Пирĕн тилхепе пур-ши? Вăрласа пĕтернĕ пуль ĕнтĕ тахçанах!
Самай аса илех каять: чăн та, кутăруçăн хăйĕн хăмăчĕсене курман вăл. Те вĕсене пĕр çĕре хунă, те вăрласа пĕтернĕ.
– Калашле,– шухăшлать вăл арăмĕ сăмахĕсене хăлха вĕçĕпе итлесе,– илчĕç-илчĕç манран, мĕн чухлĕ япала илчĕç. Тепринчен нимскер те илмен. Вăлах лайăх хисепре. Ха, вăлах вăрлать. Пĕртте сан пек: "Ырă мар!", тесе тăмасть.– Анчах хĕрнĕ шухăш халь кунпа пусăрăнаймасть, тата йăпатакан шухăш шырать:
– Лаша пăхакансен астăварах памалла. Çапла вĕрентмелле-ха вĕсене. ÿлĕмрен чĕрĕрех пулччăр.
Ку шухăш татăлса çухалса ĕпкĕреймест, тепри килсе йăпатать.
– Кам апла хăтланать. Пĕр хут кăна вĕт. Урăх тем парсан та колхозăн пĕр шăрпăкне илместĕп. Кăна та хам илмен вĕт. Арăм – шуйттанĕ. Ан тив ĕнтĕ, пĕрре илнĕ-тĕк... илнех пултăр.
Ку шухăш татăлса çухалса ĕлкĕреймест, тепри çупăрлать:
– Патшалăхăн хытăрах айăпламалла вăрлакансене. Тек вĕсене алхасма памалла мар. Пĕлтĕр Куçмасене вăрлăх пытарса хăварнă çĕрте тытрĕç те, нимех те тумарĕç. Çав пуçлакансене хытăрах хĕсмеллеччĕ,–хăраса тăччăр.
Татах та татах суйласа, вăл хăй майлă тĕрлĕ шухăш тупрĕ. Пуп сăмахне аса илчĕ. Вăл лăплантарнă пек туйăнать. Унтан аса килет хăйсем колхоз туни.
Мĕн чухлĕ асапланман вăл колхоз пирки. Ха, виçĕмçул кăна вĕт унпала ялти пĕр "ырă çын" калаçмастчĕ. Çавна асне илсен, чĕре хытăрах ырата пуçлать. Мĕншĕн-ха çапла асаппа пуçласа янă колхоза вăрласа çаратма тăрăшмалла. Пурте вăрласан мĕскер курĕ колхоз! Колхоза пĕтересшĕн-и вăл? Çук, пĕтересшĕн мар! Чĕре сарăлать ăшра, чĕре мĕнпур ăша тулнă пек туйăнать; чĕре çинче сиккелеççĕ пек тĕрлĕрен тĕрлĕ шухăшсем: вăйли, вăйсăрри, тĕлли, тĕлсĕрри, майли, хирĕççи... Ăнтан каймалла...
– Леçсех пăрахмасăр мура,– тет вăл, çинĕ хыççăн çывăрма выртнă арăмĕ еннелле çилĕпе пăхса. Арăмĕ выртать ним шухăшсăр. Вăл пушшех çиллентерет Самая.
Физикăра çавăн пек закон пур: икĕ вăя ик еннелле пĕр пек туртсан, çав япала нихăш енне те сулăнмасть, хăй йĕр тупса çав йĕрпе шăвăнать. Çав закона этем тĕлĕшпе те калама пулать. Этем те çапла, кивви те, çĕнни те ик еннелле туртсан, иккĕшĕ те пĕр вăйпа туртсан, варринчи йĕрпе шума пуçлать. Анчах этем вăрах çапла тÿсеймест. Пĕр-пĕр çĕнĕ чăрмав тĕл пулсанах, пĕр-пĕр тĕмескерен такăнсанах, этем варринчи йĕре çухатать те, вăйсенчен пĕри, вăйлăраххи, ăна туртса илет.
Самай та çапла икĕ вăй хушшине ăнсăртран кĕчĕ тăчĕ. Пĕр вăйĕ туртать колхоз çумне: "Леç хăвăртрах тилхепене. Колхоз санăн аннÿ, ăна çаратни киревсĕр япала",– тет. Тепĕр вăйĕ туртать кил çумне. "Çуртра йĕп те çухалмасть,– тет.– Пур япала çăкăр ыйтмĕ. Колхозшăн пĕр тилхепе темех мар",–тет.
Хăшне итлемелле? Хăшĕн енне сулăнмалла? Е варрипе пымалла-и? Нимĕскер те пĕлмест Самай. Темĕскер кĕтет-ха вăл. Темĕскер çине тăрсах тĕккелессе кĕ-тет. Тахăш аяккинчи вăй килсе хăш енне те пулсан тĕртсе ярасса кĕтет.
Самайăн нумай кĕтмелле пулмарĕ. Тĕккелекенни, ним тума пĕлмен çĕртен çул кăтартса параканни, сиксе тухрĕ кĕтмен çĕртенех. Колхозăн сасартăк тата икĕ чĕн хăмăт çухалчĕ, вĕр-çĕнĕ хăмăтсем.
Самай ун çинчен пĕлчĕ çав кун ирхинех. Кулин инке таçтан пĕлсе килчĕ.
– Кĕçĕр пуху пулмалла, терĕç-ха, Каятăн-и эс? – сăмах хушрĕ Кулин инке.– Кайса пăх-ха! Тилхепе çинчен хускатмĕç-и тата. Пирĕн çине калаççĕ пулсан, эп илмен те... Кăшт суйма кирлĕ вăл.
– Ан лар ĕнтĕ çăварна карса, чорт! – Сасартăк кăшкăрса пăрахрĕ Самай.– Сан пирки мĕнпур пăтăрмах. Упшур! Хапсăнатăн çыннăнне. Теме кирлĕ?
Арăмĕ чĕнмерĕ. Пĕлет вăл: хăçан Самая кăшкăрса хăратма пуррине, хăçан хăратас çуккине.
Кулин инке халĕ ĕлĕкхи пек кăшкăрса пăрахнă пулсан, Самай хăй те пĕлмест мĕн тума пултарнине. Çав хатĕр çилĕ капланса килчĕ ăша. Шăнăçайми пулчĕ. Темле вăй килсе çапрĕ. Иккĕленчĕклĕ чĕре хускалчĕ, турткаланчĕ. Тепĕр вăйлă тĕртÿ кĕтсе, чĕтренсе хытрĕ. Шăйрăлнă вырăнсем кăна чĕрене ыраттарса тата темĕскер пулмаллине кĕттерчĕç.
...Каçхине пухăва чĕнмесĕрех кайрĕ. Маларах та çитрĕ. Вăл пыриччен мĕнпурĕ вун-вуник çын кăна пынăччĕ.
Кĕрсенех – ютла туйрĕ Самай. Йыш йышăнман йытă пек. Пурте ун çине йĕрĕнсе пăхнă пек туйăнчĕ. Пурте алă тăсса: "Акă вăрă!" – теессĕн туйăнчĕ. Алă пама та хăяймарĕ Самай. Кĕчĕ те пĕр кĕтесе хĕсĕнчĕ. Итле пуçларĕ.
– Ку пухăва,– терĕ çÿллĕ çамкаллă председатель,– колхоз пурлăхĕ çухалма пуçланăран пухрăмăр. Кулаксен сăтăрла ĕçĕ пĕтмест. Колхоза пĕтерес çуккине кура, кулаксемпе вĕсен агенчĕсем колхоз япалине вăрласа та пулин сăтăр тăвасшăн.
Калама çук тĕплĕ ăнланса ларчĕ Самай, апла вăл докладсене нихçан та итлекен марччĕ. Халĕ мĕнпур сăмаха хăйшĕн каланă пекех итлерĕ. Итлесен-итлесен, кулаксен сăнĕ чĕррĕн кÿç умне килсе тăчĕ. Ĕлĕк "сăтăр тăваççĕ" тенине ĕненмен, сăмах çукран сăмах тесе кăна шухăшланă; халĕ сăтăрçă ĕçĕ çав тери куç умĕнче, ăçтан-ха ăна тунан? Пурте чĕрĕлчĕç. Пурте тăвăнтарса куç умне килсе тăчĕç. "Кулак хам вĕт",– терĕ вăл ăшĕнче. Мĕнпур кивви кулакран, маннă тилхепене леçме чаракан шухăшсем çав кулакран пулнă, темте-пĕр килмен япала çав кулака шухăшлаттарнă. Киле колхозран мала хуни те çак кулакранах; арăм сăмахĕсем, ун ĕмĕчĕсем пуп ĕмĕчĕсемпе çыхăннă вĕт. Мĕнтен вĕсем унран уйрăм-ха вара?
Тавлашмастăп: тен, çаплах шухăшламан та пуль Самай, шухăшĕсем, тен, аплах таса тухман-тăр, анчах çавăн пеккине туйнă ĕнтĕ вăл, хăйĕн шухăшĕсем хăйне питленине туйнă. Ахальтен мĕншĕн-ха вăл председатель халăх пурлăхне сыхлас тĕлĕшпе кăларнă постановление вуласа парсан, пуху илтмеллех кăшкăрса ячĕ:
– Вăт ку лайăх!.. Тахçанах çапла кирлĕ!
Пуху тĕрлĕрен ыйтусем çине куçсан, Самай тула тухам пек турĕ те, тилхепе илме тесе, хуллен килне утрĕ.
Килне çитсен, Самай нимскер те шухăшласа тăмарĕ. Арăмне те нимĕн каламарĕ. Пÿрте те кĕмерĕ. Тилхепене вăрттăн илчĕ те, сăхман айне çакса, колхоз правлени енне сулăнчĕ.
Вăл çитнĕ çĕре лере пуху салана пуçланă. Çынсенчен пăрăнкаласа, вăл колхоз правлени умне çитрĕ. Правленинчен колхоз председателĕпе уполномоченнăй калаçкаласа тухаççĕ.
— Да...– терĕ председатель.– Ку вăрлава епле пĕтермелле-ха? Шухăшла акă: япала вуç те этеме кирлĕ мар, вăл ăна илет. Тилхепе илсе юлаççĕ вĕт, мĕне кирлĕ-тĕр. Лашасем çук-çке-ха лупасра. Урхалă-ха та час улăштарса юлаççĕ. Эх, этем!
— Мелкобуржуазная стихия! Ничего не поделаешь,– çăмăллăн сăмахлать уполномоченнăй.– Çурт, кил, япала – çак хаклă пулнă ĕлĕкхи хресченшĕн. Çавсене вăл кĕлтунă. Çавсене пăхăннă. Япала этеме тыткăна илнĕ. Халĕ те-ха çав капитализм каяшĕ пирĕн çинчен сирĕлсе пĕтмен. Уйрăм харпăрлăх нумай ĕмĕр этеме пăхăнтарса пурăннипе унăн инстинктне кĕнĕ. Çавăнпа этем, хăш чухне ăсĕпе колхозшăн пулсан та, ăс хыçĕпе колхозран тарать. Ну, ничего! Çитĕ вăхăт, Маркс калашле, япаласем пăхăнтармĕç, хăйсем пăхăнĕç.
Итлесе таракан Самай пурне те ăнланаймарĕ, анчах темшĕн уполномоченнăй сăмахĕсем пĕлсе калана сăмахсем пек туйăнчĕç.
– Хальхи этем пуçĕ – уçман çĕр,– татăх калаçрĕ хĕрсе кайнă уполномоченнăй,– нумай-ха ăна тирпейлемелле, çумкурăк ан шăттăр тесе. Çумкурăк вĕт вăл кĕтмен çĕртенех шăтать. Таçтан лекет унăн вăрри. Хăш чухне мĕн тĕрлĕ таса ĕçленĕ пек ĕнтĕ, пĕр çумкурăк та шăтас çук пек; пăхатăн – ик-виç эрнеренех çумламалла пулать. Этем пуçĕ те çавах. Мĕн тĕрлĕ ĕнентернĕ пек ĕнтĕ, мĕн тĕрлĕ çĕнни енне çавăрнă пек. Сисместĕн те, çав этемех лаплаттарать хурать, пире юрăхсăр, кулака ырлăхлă ĕç. Капитализм хайхи кĕтмен çĕртенех шăтса тухать. Çавăнпа пирĕн сыхă тăмалла та... Кашни калчана тĕрĕслемелле.– Тата темскер каларĕ уполномоченнăй, анчах инçе кайнипе илтĕнми пулчĕ. Вĕсем кайсан, Самай тилхепене хума вырăн пăхкаларĕ, анчах каллех вăрттăн пăрахса хăварни ырă мар пек туйăнчĕ. Тĕрмерен хараса пăрахнă пек туйăнчĕ.
Хăраса пăрахас пур, пăрахмасть те вăл. Хăрас пур, пымасть те... Анчах епле-ха кĕртсе памалла. Мĕн шухăшлĕç. Çынсем тухса пĕтчĕр тесе, тата пăртак кĕтрĕ Самай.
– Правленинче пĕр çын та юлмасан, сакайне хуратăп та тухатăп.
Çапла кĕтсе тăнă чухне сасартăк хыçалтан тахăшĕ чĕнчĕ:
– Эсĕ мĕн туса тăратăн? Атя.
Кÿршĕ Уртем иккен. Шартах сикрĕ Самай.
– Тÿме татăлчĕ те-ха.
Утрĕç. Тилхепе каллех сăхман айĕнче килне килчĕ.
Арăмĕпе пĕр сăмах калаçмасăрах выртрĕ Самай çав каç. Час çывăраймарĕ. Пухури сăмахсене çĕнĕрен аса илчĕ. Пуринчен ытла асран каймарĕç уполномоченнăй сăмахĕсем, ăна вăл хăй ăшĕнче темиçе хут та каларĕ.
– Япала этеме пăхăнтарать... Çитĕ вăхăт: этем япаласене пăхăнтарĕ...
Темскерле ăшă, шантаракан сăмахсем пек туйăнчĕç вĕсем. Малта шанмалли пур пек туйăнчĕ, тасалмалли, çĕнелмелли. Çакна пурне те шанса çитес кунсем патне хăвăртрах çитес килчĕ.
Арăмĕ канлĕ çывăрнине тăнларĕ. Ăна та каçарнă пек пулчĕ:
– Айăплă та мар вĕт вăл. Çук. Çук, чăн. Авă мĕн чухлĕ япала çуртра. Калашле, вăт вĕсем пурте курăнми çыхăсемпе этеме çыхса тăраççĕ.– Куç турăш умне ÿкрĕ.– Вăл та япала. Вăл та пăхăнтарать, ытти япаласем те çав турă пекех мар-и вара. Вĕсене те эпир кĕлтумастпăр-и? – Ирхине çеç йывăррăн çывăрса кайрĕ. Йывăррăн ыратакан пуçпа çывăрнипе усал тĕлĕксем курчĕ.
....Тилхепине çĕклесе леçме каять пек... Сăхман айне çакнă пек, çул çинче пуп тĕл пулчĕ пек, пуп та мар– председатель пек. Кăчăк туртса йыхăрчĕ пек те тилхепине хыпала пуçларĕ пек. "Пар, ман тилхепене илтĕн" тесе туртать пек. Ку парасшăн мар пек, леш пĕрмай туртать пек. Тилхепи мăя пăва пуçларĕ. Унтан председатель те мар, уполномоченнăй пек: "Япала этеме пĕтерет", тет пек. Ку мĕнпурне каласа парасшăн пек. Тилхепи такки пăвать те пăвать пек. Сывлăша тăвăнтарчĕ пек. Кăшкăрасшăн, сасă тухмасть пек. Хашкаса вăранчĕ Самай.
– Халь те, тĕлĕкре иккен...
Савăнчĕ. Мăйĕнчен ыталанă арăмĕн аллине сирчĕ. Уççăн сывларĕ. Чĕре лăпкăн тапа пуçласан, вăл татах астума тытăнчĕ: – Çук-и-ха мĕн те пулсан пăшăрхантаракан япала?
Пур. Каллех тилхепе. Леçмен тилхепе...
Ирчченех çывăраймарĕ.
Ирхине тăрсан, тилхепене пÿрте илсе кĕчĕ, тумланчĕ те тилхепене илсе правлени еннелле тухса утрĕ.
Арамĕ нимĕн те чĕнмерĕ.
Правление кĕрсе, тилхепене вырăнне çакса хучĕ. Мĕнпур çын умĕнче. Вăтану таврашĕ пулмарĕ.
– Арăм ухмахĕ улăштарса юлнă.
Пурте пĕр тапхăра çаврăнса пăхрĕс, унтан харпăр хăй ĕçне пикенчĕç.
Тин пуç çинчен йывăр япала сирĕлчĕ.
Çăмăллăн Самай килне таврăнчĕ. Килĕнче каллех арăмĕ тилхепе çинчен пĕр сăмах та каламарĕ.
Темиçе кун иртрĕ. Çавăнтан кайран, халиччен те вĕсем тилхепе çинчен сăмах хускатман, хускатас та çук-тăр, ахăртнех.
1942.
Еллиев Е. Чĕн тилхепе : [калав] / Ефрем Еллиев // Юлашки юн тумламĕччен. – Шупашкар, 1980. – С. 190-198.