Госпитале мана хураççĕ.
Кăшт вăй илсессĕн, эрнерен
Эп куртăм: ман çине хура çын
Салхуллăн пăхрĕ тĕкĕртен.
Сухал шăтман янахĕ вăрăм,
Сăн-пичĕ шухăшлă, ырхан.
Эх, вăрçă, вăрçă – путсĕр вăрă –
Куçра пĕр хĕм те хăварман.
Таканлă йывăр атăпа
Тустарнă ĕмĕт кăварне
Тан шывĕ пек куççуль тапать
Хаваслă кулă вырăнне.
Сывалнисем ир тăрсанах
Пакун çĕлеççĕ, шав та кулă.
Полка çитмелĕх, виçĕ кунлăх,
Пайларĕ çăкăр старшина.
Юлатăп халĕ те, ыран та.
Пăшал тытаймăп ÿлĕмрен.
...Сестра çывратрĕ, хам вăрантăм
Ирпе эп тепĕр пÿлĕмре.
Кунта шăпланнă темшĕн пурте.
Выртаççĕ хускалми, тăпах.
Апат тесен, пăхаççĕ тÿртĕн,
Ыйтаççĕ шыв, хаяр табак.
Мана çак шăплăх шинклентерчĕ.
Сасартăк туйăнчĕ темме
Çĕршывăн пур инкекĕ-терчĕ
Капланнă пек пĕр пÿлĕме.
Кунта мăн хуйхă каснă алăк,
Туллин валеçнĕ хура-шур:
Хăрах ура, пĕр мăшăр алă
Ик-виç çынна...
Тата мĕн пур?
Ăнлантăм эп: пур пек хаш сывлăш
Тухас пулсан пĕр кăкăртан,
Çĕр çухрăм çÿллĕш,
Тинĕс анлăш
Ылхан хускатĕ çил-тăман.
Хаяррăн явăнĕ çак тăвăл
Тăшман йăви кĕллениччен.
Емĕрлĕхе типшар пулса вăл
Алхасĕ унăн килĕнче.
Кунта ăнлантăм эп
Курсассăн:
Чунсем йÿçмеççĕ вĕчĕре.
Суран сурсассăн та – пĕр сассăр,
Чĕнмест – чиксессĕн те чĕре.
Кунта хăрмасть кунçул тымарĕ,
Ярать вăл чăтăм сĕткенне.
Раççей сăнарĕ панă мар-и
Ман туссене хăй тÿсĕмне.
Шăпах палата.
...Инçетре
Вутра аманнă çĕр чĕтрет.
Тăван çĕр чĕннине илтсе-ши,
Хĕрÿ иптеш, Сергач ачи,
Тĕлĕкĕнче ыйтса илесшĕн
Командиртан сапер хаччи.
Тăван çĕр йыхравне кĕтсе-мĕн
Емĕтленет ман вырăс тусăм.
Шур кăлкана тÿнтернĕçемĕн
Вăл Алтайра уçать çĕн пусă.
Çумри вулавçă-çамрăка
Мăн Атăла пÿлме пÿрмен-и?
Хумханĕ тинĕс сарлака,
Çуталĕ пурнăç çĕн керменĕ.
Тен, çак юлташăм, хут çине
Темле йĕрсем тăваканни,
Салам калать Марс хуçине,
Пулать ун пирвайхи хăни?
Е урăххи?
Кирек кам пултăр,
Пурин те ĕмĕт пур пуçра.
Хăр вилĕме çĕнтернĕ паттăр
Çулран çухалмĕ пурнăçра.
Теприн халь шутсăр йывăр чирĕ
Сывалĕ, тăрĕ ĕç умне.
Чăлах пулин те тытĕ çирĕп,
Вĕçертмĕ хайĕн телейне,
Ăнлантăм эп:
Кунçулăм сывă,
Кулать умри çут тĕкĕрле.
Салтак шăпи – çĕршыв шăпи вăл
Ялан вăл халăхпа пĕрле.
Воробьев, А. Салтак : [сăвă] / Алексей Воробьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 58-60.