Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Eвстафьев Николай Филиппович
Николай Eвстафьев

Вилĕмсĕр юман

Снаряд хуçса антарнă çур юман
Пĕччен-пĕр тăнă аслă çул çинче.
Ĕнер кĕрешнĕ – сусăр вăл паян.

Ĕнер анчах утаттăн эс манпа,
Эпир пĕрлеччĕ вăрçă хирĕнче.
Паян сана амантрĕç минăпа.

Анчах типмен юман тымарĕсем:
Сыв туратне мăнаçлăн кăнтарса,
Юман каллех кăларĕ çулçăсем.

Тивмерĕ мина санăн чĕрÿне:
Пире, хаярлăх вучĕ хыптарса,
Чĕнетĕн эсĕ çапăçу хирне.

Евстафьев, Н. Вилĕмсĕр юман : [сăвă] / Николай Евстафьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 46.