Хăрушă вăрçă – пысăк ту пек,
Курмастпăр урлă пĕр-пĕрне.
Тен, Бременра сана эп тупăп
Тесеттĕм савнă пикене.
Хаярлăхпа тулса кĕреттĕм
Çапăçуран çапăçăва.
Тен, Берлинра тĕл пулăп теттĕм
Эп ытарми юратăва.
Çур тĕнчене иртрĕмĕр мар-и?
Çуран эп çитрĕм Дрездена.
Анчах ниçта та май пулмарĕ
Курмашкăн, ылтăнăм, сана.
Çапла, иртсеттĕмĕр Берлинăн
Урамĕ тăрăх та эпир:
Вăл тĕксĕм-тĕксĕмччĕ, йÿç хина
Хыптарнă çын пекчĕ çав ир.
Çĕнтертĕмĕр! Тăшман путланчĕ!..
Вара эс çеçчĕ тĕлĕкре;
Ĕлĕкхинчен те вăйлăланчĕ
Хĕрÿллĕ туйăм чĕремре.
Салют! –
Кĕрлерĕ пин-пин тупă.
Ман шанчăк пулчĕ умăмра:
Чун савнă тусăма эп тупрăм
Пĕртен-пĕр хамăр Çĕршывра.
1945
Евстафьев, Н. "Хăрушă вăрçă – пысăк ту пек…." : [сăвă] / Николай Евстафьев // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 47.