Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Eмельянов Прохор Кононович
Прохор Eмельянов

Хаклă тĕлпулу

Пĕр пайлă драма

ВЫЛЯКАНСЕМ:

ЛАСТОЧКИН МИХАИЛ КАПИТОНОВИЧ, 55 çулта.
РАИСА ПЕТРОВНА, унăн арăмĕ, 47 çулта.
МАША, вĕсен хĕрĕ, 23 çулта.
АННА ИВАНОВНА ВОЛГИНА, 55 çулта.
ПЕТЯ, унăн ывăлĕ, 25 çулта.
РОМАН СИДОРЧ СЮТКИН, 50 çулта.
ЗИНАИДА ПАВЛОВНА, 47 çулта.
АНТОНИНА ВАСИЛЬЕВНА, 40 çулта.

Драмăри ĕçсем хальхи кунсенче пулса иртеççĕ.

Ласточкинăн виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕ. Пысăк зал. Залра чаплă сĕтел-пукан. Диван. Буфет. Стена çумĕнче арăслан кĕлетки ÿкернĕ кавир. Сылтăмри пÿлĕмĕн алăкне хаклă чаршав карнă. Сĕтел çинче — сăмавар, эрех кĕленчисем, апат-çимĕç.

Михаил Капитоныч каллĕ-маллĕ уткалать.

ЛАСТОЧКИН. Çук... Пулма пултараймасть. (Пуçне аллисемпе тытса.) Роман Сидорч... Неушлĕ вăлах? Тинех пĕтрĕм... Тарас пулать!.. Паянах, халех тарас!.. (Шухăшласа.) Кунта, Çĕпĕрте, никам та паллакан пулмĕ, терĕм... Çирĕм виçĕ çул çынсенчен, çемьерен, хамран тарса пурăнтăм. Ĕнтĕ кĕçех килсе тытаççĕ... (Шухăшласа.) Çук, вăл пулма кирлĕ мар. Ăна вĕлертĕмĕр. При¬говорне хам алă пуснăччĕ. Хам заместитель Ивановский çакрĕ. Икĕ талăк çакăнса тăчĕç... Çук, вăл мар... Анчах... Мĕншĕн-ха вăл манăн сухала мухтарĕ? Ĕлĕк сухалпа купцасем çÿренĕ, тет. Кĕреçе сухаллисем старшина пулнă, тет. Сухал... Ах, çĕвĕк! Янахри çĕвĕк!.. (Ларать.) Тен, вăл мар. Сахал-им çын сăнлă çын. Леш, штурмбанфюрер, гестапо пуçлăхĕ, Штрейнберг та ман сăнлăрахчĕ. Йĕкĕреш çуралнă темелле... Енчен, Мускавран килни Сюткинах пулсан?.. Эх, ма Германине тармарăм çавăн чух? Укçана хĕрхен- тĕм. Пĕр чемодан укçа! Ылтăн! Лешсене парас килмерĕ... (Пуçне тытса, диван çине ÿкет.)

Раиса Петровна кĕрет.

РАИСА. Мишенька, мĕн пулчĕ сана? (Упăшки патне пырать.)

ЛАСТОЧКИН. Чĕре ыратать. Рая.

РАИСА. Ыратмасăр. Кунĕн-çĕрĕн заводран туха пĕлместĕн те. Миçе çул курорта хăвалатăп. Пĕлтĕр те, авă, панă путевкăнах илмерĕн.

ЛАСТОЧКИН. Курорт! Курорт! Кама курман эпĕ унта?

РАИСА. Турист путевкипе çÿре эппин! Пĕтĕм отпуска дачăра ирттеретĕн. Эрех те сăра. Домино. Телевизор. Çынсем, авă, отпуск вăхăтĕнче çитмен-çÿремен вырăн хăвармаççĕ. Ют çĕршывсене кайса килеççĕ. Мĕн, укçасăр-им вара эпир?

ЛАСТОЧКИН. Çынсем! Çынсем! Йăлăхтарчĕç вĕсем мана!

РАЙСА. Эсĕ, мĕн, тăнран тухмарăн пулĕ? Лар эппин пÿртре питĕрĕнсе! Кĕçех хĕр туйне хăнасем килмелле, вăл пур — "чĕре ыратать". (Буфетран кĕленче илсе, стакан çине эмел яратъ.) Ĕç-ха çакна. Тен, иртсе кайĕ.

ЛАСТОЧКИН (стакан тытса). Ку мĕнле эрех? (Ĕçет.)

РАИСА. Эрех сана. Чĕре эмелĕ.

ЛАСТОЧКИН. Тьфу! Мĕн киремечĕ патăн?

РАИСА. Чĕре ыратать, терĕн-иç?

ЛАСТОЧКИН. Пуç ыратать манăн, пуç! (Пуçне тытать.)

РАИСА. Пĕрре — чĕре, тепре — пуç! Пĕлсе çит сире. Сахалтарах ĕçмеллеччĕ. Каллех Димочкинпа сыпрăр пулĕ-ха?

ЛАСТОЧКИН. Сыпман. Димочкина директор преми партармарĕ.

РАИСА. Тупнă преми памаллискер. Ун пек эрех лакăмне тахçанах заводран кăларса пемелле. Эсĕ тытса усратăн ăна.

ЛАСТОЧКИН. Димочкин — кирлĕ çын, Рая.

РАИСА. Кама? Сана-и?

ЛАСТОЧКИН (çилленсе). Пулсан?

РАИСА. Мĕн— "пулсан?" Лабораторинче калаçаççĕ. Ласточкинпа Димочкин продукцисене вăрттăн ăсатаççĕ, теççĕ.

ЛАСТОЧКИН (чышкине чăмăртаса). Çырт шăлна! Укçине кам салатать? А? Кам?

РАИСА. Кирлĕ мар мана ун пек укçа! Асту, Миша, тĕрмене кĕрсе ларатăн ак пĕрре. Пăрах вăл ĕçе!

Ласточкин буфетран коньяк илсе пĕр черкке тултарса ĕçет.

РАИСА. Хăнасем киличчен тăхтасчĕ хуть.

ЛАСТОЧКИН. Кирлĕ мар мана хăнасем!

РАИСА. Эсĕ мĕн, чăнахах, ухмаха ертĕн-им?

ЛАСТОЧКИН. Ертĕм!

РАИСА. Вăт, этем те ăна! Хĕре качча паратпăр. Вăл пур...

ЛАСТОЧКИН. Ну мĕн эпĕ? Мĕн?

Ласточкин пуçне аллисемпе тытса ларать. Маша кĕрет.

МАША. Анне, Петя амăшĕ килнĕ.

РАИСА. Ăçта вăл?

МАША. Гостиницăра. Эпир Петьăпа тин кăна унта пултăмăр.

РАИСА. Ма чĕнсе килмерĕр?

МАША. Юлташне кĕтет. Пĕрле пыратпăр, терĕ.

РАИСА. Кам вара юлташĕ?

МАША. Врач. Хĕрарăм. Мускавран пĕрле килнĕ... Атте, мĕн пулчĕ сана? (Ашшĕ патне пыратъ.)

ЛАСТОЧКИН. Чирлетĕп, Маша. Ăсатăр мана. (Чĕрине тытса выртать.)

МАША. Ăçта, атте?

ЛАСТОЧКИН. Дачăна.

РАИСА. Эсĕ чипер калаç-ха, Миша. Кĕç хăнасем килмелле, вăл ав...

ЛАСТОЧКИН. Килмелле, килмелле! Эсир мĕншĕн? Пăхатăр!

РАИСА. Ашшĕ пур çинче... Çынсем мĕн калĕç? Намăс мар-и сана?

МАША. Тухтăра чĕнес, атте.

ЛАСТОЧКИН. Кирлĕ мар. Дачăна каятăп. Унта уçă сывлăш, вăрман... Уçăр-ха кантăка. Чуна тăвăр.

МАША. Уçах-çке, атте. (Амăшне шăппăн.) Мĕн пулнă паян ăна?

РАИСА (шăппăн). Ахаль курнăçланмасть-и. Сыпса тултарнă та... Тата Петя ăçта?

МАША. Магазина кĕчĕ.

РАИСА. Ма тата пĕрле кĕмерĕн? Мăшăрланнă кун уйрăм çÿремеççĕ.

МАША (кулса). Эпĕ пĕр çынна ăсатма кайрăм.

РАИСА. Мĕнле çынна?

МАША. Питĕ лайăх çынна, анне.

РАИСА (çилленсе). Качча кайса пĕтмен— урăххине тупса та ятăн-им?

МАША (кулса). Çук, анне. Петя амăшĕн юлташĕ вăл. Завод директоре. Пирĕн завода продукци пăхма килнĕ. Мускавран. Хĕрарăм врачĕ — унăн арăмĕ. Эпĕ ăна аэродрома çитерсе хăвартăм.

ЛАСТОЧКИН. Завод директорĕ? Мускавран? Пĕлместĕн-и, мĕн ятлă?

МАША. Роман Сидорович Сюткин.

ЛАСТОЧКИН. Кайрĕ-и? (Хăй тĕллĕн.) Тур çăлах! Тур çăлах! (Сăхсăхать.)

МАША. Каллех турра кĕлтăватăн-и, атте?

ЛАСТОЧКИН. Çук, çук, Маша, чĕре ыратнăран турра аса илтĕм.

МАША (кулса). Турра кĕлтусан, ыратма чарăнать-им?

ЛАСТОЧКИН. Чарăнать пулĕ те-ха... (Пауза.)

МАША. Тĕлĕнмелле çын вăл, атте.

ЛАСТОЧКИН. Кам?

МАША. Роман Сидорч, Вăрçă вăхăтĕнче чаплă разведчик пулнă. Ăна фашистсем çакса вĕлерме тăнă.

ЛАСТОЧКИН (хăраса). Вара?

МАША. Партизансем питĕ лайăх улталанă фашистсене. Лешсем пирĕн разведчиксем вырăнне хăйсен йыттисене çакнă.

ЛАСТОЧКИН (чĕрине тытса). Маша, пар-ха коньяк. (Маша тултарать.)

РАИСА. Ан ĕç-ха эсĕ... Çапла кирлĕ те вĕсене, эсрелсене! Ман аттене те çав ирсĕрсемех çакса вĕлерчĕç. Шалчи тулчĕ-тулчех...

ЛАСТОЧКИН. Мĕн? Мĕн калатăн эсĕ? (Ĕçет.)

РАИСА. Шалчи тулчĕ, тетĕп.

ЛАСТОЧКИН (хăраса). Камăн шалчи?

РАИСА. Фашистсен... Вăйлă тунă партизансем! Мĕнле пултарнă-ши?

МАША. Ĕçĕ вăл Гомель хулинче пулса иртнĕ. Бургомистр заместителĕ хамăр разведчиках пулнă-мĕн. Бургомистр гестапона кайсан, заместителĕ Роман Сидорчпа унăн арăмне тĕрмерен кăларать те партизансем патне тартать. Çав вăхăтра пирĕн партизансем нимĕç офицерĕпе унăн тăлмачне тытнă пулнă. Вара...

ЛАСТОЧКИН. Кама? (Сиксе тăрать.) Мĕн, терĕн?

МАША. Эсĕ мĕн, атте?

РАИСА. Усĕрĕлсе кайрĕ пулмалла. Фашистсене тытнă, тет... Çакнă вара хайхисене?

МАША. Çакнă. Тăлмачĕ хĕрарăм пулнă, анне.

ЛАСТОЧКИН (хăраса). Кама çакнă? Кама?

РАИСА. Хăлхасăр-им эсĕ, Миша? Мĕн, урнă пек кăшкăратăн? Фашистсене çакнă, тет-иç. Нимĕç фашисчĕсене...

Ласточкин чĕрине тытса диван çине кайса выртать.

РАИСА. Ан ĕç, терĕм-иç сана! Итлеместĕн вĕт!

Петя кĕрет. Аллинче пысăк сумка.

ПЕТЯ. Кунта — эрех, закуска, Раиса Петровна. Сире мĕн пулнă тата, Михаил Капитоныч?

ЛАСТОЧКИН (тăрса ларатъ). Чирлерĕм-ха, Петя. Эпĕ сирĕнпе пĕрле лараймастăп та пулмалла.

ПЕТЯ. Çук, çук, апла мар, Михаил Капитоныч. Чирне ăна самант уçатпăр. (Сумкаран эрех кăларатъ, тăватă черккене тултарса пурне те парса тухатъ).) Машăпа пирĕн телейшĕн эппин! (Черккисене шаклатаççĕ.)

РАИСА. Телейлĕ пулăр, ачамсем. Ĕмĕр килĕштерсе, юратса пурăнмалла пултăр.

ПЕТЯ. Çаплах пултăр, тетпĕр, Раиса Петровна.

ЛАСТОЧКИН. Усал çынсенчен, тăшмансенчен сыхланăр, ачамсем. Пуян пурăнăр. Укçаран татăк ан пулăр. (Ĕçеççĕ. Пауза.) Ну, кĕрÿ, Маша, туй тума сире пилĕкçĕр тенкĕ патăм. Çул çÿреме тепĕр пилĕкçĕр паратăп. (Машăна укçа кăларса тыттарать.)

МАША (ашшĕне чуптуса). Эпир, атте, туй хыççăнах Петьăпа Крыма тухса вĕçтеретпĕр. (Пауза.)

РАИСА (сехет çине пăхса). Хăнасем килеймерĕç-ха тем... Антонина Васильевна килет-и тата, Маша?

МАША. Килетĕп, терĕ. Михаил Капитоныч лайăх начальник, тет. Коммунизмла ĕç ударникĕ. Цехĕ яланах плана ирттерсе тултарать, тет. Анчах...

РАИСА. Мĕн тата?

МАША. Туйне çĕнĕлле, комсомол йĕркипе тумаллаччĕ, тет.

ЛАСТОЧКИН (çилленсе). Хм! Тултар-ха тепрер, кĕрÿ.

РАИСА. Çитет, çитет! (Эрехне илсе лартатъ.)

Анна Ивановнăпа Зинаида Павловна кĕреççĕ. Аллисенче хутпа чĕркенĕ япаласем.

АННА. Сывах-и, пирĕн килес.

Алă тытаççĕ.

РАИСА. Килĕрех, иртĕр. Тÿрех сĕтел хушшине ларăр.

ЛАСТОЧКИН. Сире паçăрах кĕтетпĕр, Анна Ивановна. Халĕ тăхлач темелле пулĕ те-ха.

АННА. Ячĕ-шывĕ тем мар вăл, Михаил Капитоныч. Ларар-ха эппин. Ывăл туйне килнĕ чух алăк патĕнче тăрас мар. (Зинăпа иккĕшĕ сĕтел хушшине иртсе лараççĕ.) Паллашăр: ку манăн вăрçăри юлташ, Зинаида Павловна. Партизансен отрядĕнче пĕрле çапăçнă.

ЛАСТОЧКИН. Тахçанхи туссем апла?

АННА. Çапла, халĕ тахçанхи ĕнтĕ.

ЗИНА. Хĕрĕх виççĕмĕш çулта пĕр отрядра пулнă. Анна Ивановна - медсестра, эпĕ - разведчица...

РАИСА. Эрехне тултар-ха эсĕ, Миша. Анна Ивановна, çийĕр, çийĕр эсир.

АННА. Ларнă.

ЗИНА. Эсир те, Михаил Капитоныч, фронтра пулнă пулас? Янахра çĕвĕк пур тем?..

ЛАСТОЧКИН. Хĕрĕх пĕрремĕшĕнче, Мускав патĕнче "дум-дум" пульăпа çĕмĕрчĕç.

АННА. Эсир апла Мускава хÿтĕленĕ-и?

ЛАСТОЧКИН. Нумай халăх пĕтрĕ унта, Анна Ивановна. Лешсен те, пирĕннисен те...

ЗИНА. Аманнă хыççăн госпитальте выртрăр пулĕ?

ЛАСТОЧКИН. Çук, манăн тыткăна лекме тиврĕ. Вăрçă вара лагерьте иртрĕ. Пурнăç марччĕ ĕнтĕ, чăн-чăн чĕр тамăкра пулнă. Апачĕ—йытă та çиес çук. Ĕçĕ йывăр. Кунĕн-çĕрĕн хĕнеççĕ. Чĕрĕ юласса ĕмĕрте шутламан.

АННА (хăй тĕллĕн). Ирсĕр! Иуда!..

ЗИНА. Нумай тÿссе курнă иккен эсир, Михаил Капитоныч...

ЛАСТОЧКИН. Мĕн каламалли пур! Сире те ĕнтĕ çăмăлах килмен... Тытăр-ха. (Черккесем тултаратъ.)

ЗИНА. Пире йывăр пулман. Эпир хамăр çĕр çинче, хамăр ирĕклĕхшĕн, халăх телейĕшĕн çапăçрăмăр.

ЛАСТОЧКИН. Малтанхи черккене сире, вăрçă паттăрĕсене, сума суса ĕçетĕп. Хаклă хăнасем, сирĕн сывлăхăршăн пултăр! (Ĕçет.)

ЗИНА. Эпир апла кам сывлăхĕшĕн ĕçĕпĕр, Анна Ивановна?

АННА. Сывлăх пулсан, ĕçки тарас çук. (Черккине сĕтел çине лартатъ.)

РАИСА (тĕлĕнсе). Çамрăксен телейĕшĕн, Анна Ивановна.

АННА. Телейĕ таçта ĕнтĕ вĕсен...

ПЕТЯ. Эпĕ питĕ телейлĕ, анне.

АННА. Ку таранччен— телейлĕччĕ. Паянтан — пĕлместĕп, ывăлăм. (Маша Анна Ивановна çине кăмăлсăррăн пăхса илет.)

РАИСА. Килĕштерсе, юратса пурăнсан, телейĕ тарас çук та-ха вăл, Анна Ивановна.

ЛАСТОЧКИН. Тата мĕн кирлĕ вĕсене, Анна Ивановна? Иккĕшĕ те инженер. Ĕç укçи лайăх илеççĕ. Хваттер пирĕн чаплă. Пире кансĕрлемеççĕ. Вĕсене хăйсене уйрăм пÿлĕм пулать. Кунта килĕшмесен, хваттерне хăйсене те парĕç. Укçа-тенкĕ енчен аптрасах каймастпăр. Чипер пулсан, кĕрĕве "Волга" илсе парас шухăш та пур-ха.

МАША. Атте сывлăхĕшĕн! (Петъăпа шаккаса ĕçеççĕ. Ыттисем те шаклатаççĕ. Анна Ивановнăпа Зина ĕçмеççĕ.)

АННА. Ух, киремет! (Аллине çат çапса илет.) Усал шăна, алăран çыртрĕ.

ЛАСТОЧКИН. Кĕре хирĕç усал вĕсем, шăнасем. Вилес умĕн те пулин çыртса юласшăн... Эсир ма ĕçместĕр тата?

АННА. Чĕрене юрамасть. Михаил Капитоныч.

ЛАСТОЧКИН. Эрех кама юратăр-ха вăл? Çавах ĕçетпĕр çав ĕнтĕ.

РАИСА. Паян ĕçмеллех, Анна Ивановна. Кун пекки ĕмĕрте пĕрре кăна пулать.

АННА. Камшăн мĕнле, Раиса Петровна.

МАША (Петъăна шăппăн). Мĕн пулнă паян аннÿне? Мĕн килĕшмест?

ПЕТЯ. Пĕр черкке те пулин ĕçсе пар, анне, пирĕн телейшĕн.

АННА. Санăн телейÿшĕн ĕлĕкех ĕçнĕ. Эпĕ вилсе чĕрĕлнисемшĕн ĕçетĕп. (Зинăпа шаклатса ĕçеççĕ.)

ЛАСТОЧКИН. Куна ăнланаймарăм та-ха...

АННА. Зинаида Павловнăпа упăшкине фашистсен палачĕсем 1943 çулта Гомель хулинче çакса вĕлернĕ. Анчах вĕсем, Христос вилĕмрен "чĕрĕлнĕ" пек "чĕрĕлсе" тăнă.

ЛАСТОЧКИН. Тур çырлахах! Хосподи! (Сăхсăхать.)

МАША. Атте, эсĕ каллех...

ЛАСТОЧКИН. Ох! Мĕн чухлĕ ирсĕр ĕç тумарĕç пуль вĕсем! Хамăрăн çĕнтермен пулсан, пирĕннисене йăлтах персе вĕлеретчĕç пулĕ.

ЗИНА. Çук, Михаил Капитоныч, персе мар, çакса. Пире Шакалов Меркурий çакнă пек.

ЛАСТОЧКИН (карт сиксе). Кам? Кам, тетĕр эсир?

ЗИНА. Шакалов Меркурий. Эсир илтнĕ-и ун çинчен?

ЛАСТОЧКИН. Çук, илтмен. Пĕлместĕп.

АННА. Ун пек çĕлене, ылханлă ирсĕре, пĕлме те кирлĕ мар, Михаил Капитоныч. Вăл фашистсен палачĕ пулнă. Манăн аслă ывăла, вунă çулхи ачана, çакса вĕлерчĕ.

ЛАСТОЧКИН. Ай, турă! Мĕнле çынсем пулмаççĕ-тĕр тĕнчере... Упăшкăр пурăнать-и тата сирĕн?

ЗИНА. Пурăнать-ха, сывах.

МАША. Мĕн, мантăн-им, атте, паçăр кăна: Роман Сидорча аэродрома ăсатса ятăм, тесе каларăм-çке!

ЛАСТОЧКИН. Роман Сидорча... Ой... (Чĕрине тытатъ.)

АННА. Мĕн тата?

РАИСА. Чĕрепе апрать-ха вăл.

ЗИНА. Кÿрĕр-ха аллуна. Ан хăрăр, эпĕ врач. (Ласточкинăн алă тымарне тытса пахать.) Иртет. Хăрамалли нимĕн те çук. Итлесе пăхам-ха. (Кăкăрне итлет.) О! Ку чĕрепе çĕр çул та пурăнатăр, Миха-ил Ка-пи-то-ныч! Чĕре сирĕн — самолет моторĕнчен те ирттерет. (Кулатъ.)

Антонина Васильевнăпа Роман Сидорч кĕреççĕ. Аллисенче — парнесем.

АНТОНИНА. Салам пурсăра та. Кăна акă сирĕн валли туй парни илсе килтĕмĕр. (Парнесем парать.) Завод директорĕнчен, Петр Тимофеевич. Ку ак сире, Мария Михайловна. Хамран. Паллашăр Раиса Петровна, ку пирĕн çывăх тус Роман пичче, Роман Сидорч Сюткин.

РОМАН. Сывлăх сунатăп, Раиса Петровна. (Алă тытатъ.) Кĕтмен хăна пултăм та, каçаратăр пулĕ тетĕп.

РАИСА. Пирĕншĕн эсир — чи хисеплĕ хăна, Роман Сидорч. Сирĕн çинчен пире паçăр кăна Маша каласа кăтартрĕ. Ырă, чăн-чăн паттăр çын эсир, Роман Сидорч.

РОМАН. Тавтапуç, Раиса Петровна... Михаил Капитонча заводра курнăччĕ-ха...

ЛАСТОЧКИН (хăраса, тытăнчăклăн). Ç-ç-çапла... к-курнăччĕ...

РОМАН (кучченеç кăларса). Эппин çакăн пек хаклă тĕлпулу ячĕпе ĕçер-ха, Михаил Капитоныч. (Черккисене коньяк тултарать.)

ЛАСТОЧКИН (чĕтресе). Мĕ-мĕ-мĕнле т-т-тĕл-тĕлпулу?

РОМАН. Хаклă тĕлпулу, Михаил Капитоныч. Тытăр, тытăр. (Черкке паратъ.)

ЛАСТОЧКИН. Эпĕ ĕç-ç-çейместĕп. (Алли чĕтрет, эрехĕ тăкăнатъ.)

РАИСА. Мĕн курнăçланатăн тата? Ĕç!

РОМАН. Ĕçĕр, ĕçĕр. Сире кунта эшафот çине çакма илсе каймаççĕ вĕт! Кунта Шакалов Меркурий çук. Роман Сидорч Сюткинпа Михаил Капитоныч Ласточкин кăна. Çапла-и?

ЛАСТОЧКИН. Ç-ç-ç-çапла...

РАИСА. Миша! Ĕçсе пар тата. "Çа-а-ап-ла". Мĕн тата тытăнчăклă çын пек калаçма пуçларăн?

Хăнасем ĕçеççĕ, çиеççĕ.

АНТОНИНА. Ну, юрă пуçлăр, çамрăк мăшăр. Çамрăксен юррине итлесе пăхар.

Машăпа Петя юрлаççĕ. Михаил Капитоныч пуçне тытса ларать.

РОМАН. (Мишăпа Петъăна алă парса). Тавтапуç, çамрăксем. Эсир мĕн, пуçа чиксе ларатăр, Михаил Капитоныч? Халĕ ĕлĕкхи самана мар, хĕр качча панă чух мĕн тесе кулянса лармалла-ха.

ЛАСТОЧКИН. М-м-манăн пуç ыр...ыратать...

АНТОНИНА. Паян чирлеме юрамасть. Михаил Капитонч. Паян юрлас, ташлас пулать савăнса çамрăксен кăмăлне.

Роман Сидорч купăс калать. Петя Машăпа, Зина Раиса Петровнăпа, Антонина Васильевна Анна Ивановнăпа ташлаççĕ. Çав хушăра Ласточкин тухса шăвăнать. Пĕр çаврăм ташланă хыççăн пурте сĕтел хушшине лараççе.

МАША. Атте ăçта, анне?

РАИСА. Уçăлма тухрĕ пулĕ.

МАША (шăппăн). Кам вара вăл манăн атте?

РАИСА (хĕрне ыталаса). Пĕлместĕп, хĕрĕм пĕлместĕп.

МАША. Роман Сидорч, калăр-ха тархасшăн, кам вăл — ман атте? Кам?.. Сисрĕм, эсир пĕлетĕр, Роман Сидорч, пĕлетĕр!

РОМАН. Пĕлетĕп, Маша. Анчах кун çинчен паян ан ыйтăр.

МАША. Мĕншĕн, Роман Сидорч? Мĕншĕн?

РОМАН. Сирĕн телейшĕн, Маша.

Маша макăрас пек ларать.

РАИСА. Роман Сидорч, эсир вăрçăра Мишăпа пĕрле пулман-и?

РОМАН. Вăл Миша мар, Раиса Петровна.

МАША (тĕлĕнсе). Тата кам вăл?

РОМАН, Пĕлесех килет пулсан, калатăп. Анчах паян калас теменччĕ... Санăн аçу, Маша, чи киревсĕр этем. Вăл —сутăнчăк, Тăван çĕршыва, халăха сутнă ирсĕр. Вăл — Шакалов Меркурий!..

МАША (хыттăн). Атте — Шакалов Меркурий?! Ĕненместĕп. Ĕненместĕп! (Пуçне тытса чупса тухса каятъ.)

ПЕТЯ (хыççăн чупса). Маша! Маша!

АННА (Петьăна тытса чарать). Ниçта та каймастăн! Асту, Петя! Хура çĕлен хĕрне илетĕн! Вăл санăн тăван пиччÿне çакса вĕлерĕ. Вуншар, çĕршер çын юнне ĕçĕ!

Петя аллисемпе çÿçĕнчен ярса илет. Пуçне суллать. Лăплансан, сĕтел хушшинче пуçне чиксе ларать.

РАИСА (тĕлĕнсе, ухмаха ернĕ пек). Кампа эп пурăннă? Кампа? Кампа ĕмĕре ирттернĕ?.. Вăл... Ох! (Ларса макăратъ.)

Маша кĕрет.

МАША. Анне... (Амăшне. ыталаса илет, йĕрет.)

РАИСА. Эпир айăпсăр, хĕрĕм, айăпсăр. Пирĕн нимĕн чухлĕ те айăп çук... (Макăраççĕ.)

ЗИНА. Лăпланăр. Уншăн макăрма кирлĕ мар. (Юнашар пырса ларатъ.)

РОМАН. Ăçта çухалчĕ вара вăл?

АНТОНИНА. Тухса пăхар-ха, Роман Сидорч. (Романпа Антонина тухса каяççĕ.)

ПЕТЯ (Маша патне пырса). Маша, юратнă чунăм, Маша. (Ыталаса илесшĕн.)

МАША (Петъăна аллипе тĕксе). Кай, Петя, кай... Çакăн хыççăн эпĕ сана качча тухаймастăп... Çук, тухаймастăп. (Макăрать.)

ПЕТЯ. Маша, чунăмçăм, Маша... Эпĕ сана нихăçан та...

МАША. Çук, çук... Маша — халĕ çук... Çак сехетрен эсĕ мана юратма пултараймастăн... Кай, Петя, кай... Халĕ мана никам та кирлĕ мар... Никам та... (Диван çине пуçне хурса макăрать. Амăшĕ ăна ыталаса илет.)

ПЕТЯ. Раиса Петровна, эсĕ те пулин...

ЗИНА. Петр Тимофеевич, ан чăрмантарăр, куратăр...

Сцена хыçĕнче пăшал сасси илтĕнсе каять. Роман Сидорчпа Антонина Васильевна чупса кĕреççĕ.

РОМАН. Шакалов Меркурий перĕнсе вилчĕ.

РАИСА. Ах! (Тăнсăр пулса ÿкет.)

МАША. Анне! (Амăшне тытатъ.)

Зинаида Павловнăпа Антонина Васильевна Раиса Петровнăна тăратса лартаççĕ. Эмел параççĕ.

АННА (Петъăна аллинчен тытса). Кайрăмăр кунтан, ывăлăм, кайрăмăр. Кунта сывлăш çитмест. Пăчă. Уçă сывлăша тухар, ывăлăм.

ПЕТЯ (Маша патнелле ыткăнса). Маша! Маша! Чунăм!..

Ч а р ш а в.

Емельянов, П. Хаклă тĕлпулу : [драма] / Прохор Емельянов // Тăван Атăл. – 1970. - № 6. – С. 30-34.