Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Кибек Дмитрий
Мĕтри Кипек

Тарăн йĕр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул эпĕ Хĕрлĕ Çар валли юристсем хатĕрлекен академире вĕреннĕччĕ. Астăватăп, июнĕн 22-мĕшĕнче вырсарникун, академире занятисем çуккипе усă курса, Мускаври Ленин ячĕпе хисепленекен библиотекăна "Кирлĕ çын" ятлă повеçĕн юлашки сыпăкĕсене хăвăртрах çырса пĕтерес ĕмĕтпе ирхине ирех пырса кĕнĕччĕ. Виçĕ сехет хушши хĕрсе кайсах ĕçлерĕм çав кун. Малтанах таврара мĕн пулнине, юнашар мĕнле çынсем ларнине асăрхамасăр çыртăм, анчах кăнтăрла иртсен кĕнеке вулама пынă çар çыннисем пĕрин хыççăн тепри залран васкаса тухма пуçланине куртăм та пĕринчен мĕн пулни çинчен пырса ыйтрăм.

— Вăрçă тухнă, — терĕ вăл. — Тин çеç Совет Правительстви Гитлер çарĕ чикĕ урлă каçса Совет Союзне тапăннине пĕлтерчĕ.

Ун пек чухне çар çыннисен службăна васкамалла. Эпĕ те киле кĕрсе тухмасăрах академие вĕçтертĕм. Кунта халăх çăвăр яма хатĕрленнĕ вĕллери пекех сĕрлет. Дежурнăй пурне те митинга пухăнма чĕнет. Эпир, 1935-мĕш çултанпах туслă пурăннă Чирков политрукпа иксĕмĕр, актовăй зала кĕрсе лартăмăр.

— Мĕн тăвăпăр, тÿрех фронта яма ыйтса рапорт парăпăр-и е малтан килйышсемпе калаçса пăхас тетĕн?—ыйтрĕ Чирков.

— Мĕн, эсир вăрçă нумая пырасран хăратăр-им?—тутине пăрчĕ слушательсенчен пĕри. — Эсир рапорт çырса пĕтерме ĕлкĕрнĕ çĕре совет çĕрĕ çинче пĕр тăшман та юлмĕ.

— Тĕрĕс, çамрăк паттăр: тăшмана эпир çĕлĕкпе персе çĕнтерĕпĕр, —унтан тăрăхларĕ юнашар ларакан майор. — Çук, тăванăм, инçетри тылра сăмахпа çапăçнипе фашистсене çĕмĕрсе тăкаймăпăр. Пирĕн, çар ĕçне вĕреннĕ çынсен, халех хамăра фронта яма ыйтмалла.

Митинга пухăннă çынсем тавлашса кайрĕç, Пĕрисем нимĕç çарне самурайсене Хасан кÿллипе Халхин-Гол шывĕ таврашĕнче çапса аркатнă пекех çăмăллăн чикĕ урлă хуса ярасси çинчен калаççĕ, теприсем урăхла шутлаççĕ. Эпир фашистсемне хăçан та пулин тытăçмалла пуласси пирки иккĕленмен, анчах тискер вăрçă часах пуçланассине те кĕтменччĕ.

— Гитлер çарне çĕнтеретпĕрех, ун пирки иккĕленмелли çук, — шухăшлăн каларĕ юлашки курсра вĕренекен подполковник. — Анчах ку ĕç çăмăл пулмĕ. Нимĕçсем пĕтĕм Европăри патшалăхсене пăхăнтарчĕç, Вăта-Çĕр тинĕс хĕрринчен пуçласа Çурçĕрти пăрлă океана çитиччен ларакан пур патшалăхри заводсем вĕсем валли çар хатĕрĕсем туса кăлараççĕ. Гитлерăн союзниксем пур. Пирĕн вара, терĕссипе каласан, фашистсемпе малтанлăха пĕччен çапăçмалла пулĕ. Çавăнпа тăшмана такам çĕмĕрсе тăкасса кĕтмĕпĕр, хамăрах фронта тухса кайăпăр...

Çак вăхăтра академи начальникĕ Рамазан бригвоенюрист митинг уçрĕ те, залра ларакан çынсем шăпланчĕç. Малтан трибуна çине политотдел начальникĕ тухса тăчĕ. Вăл пире тăван халăх умне епле пысăк хăрушлăх тухса тăнине пĕр пытармасăр каласа пачĕ те академие вĕренме кĕриччен авиаципе артиллерире, çыхăнупа инженерла çарсенче пулнă офицерсене, летчиксемпе моряксене тата ытти çар ăсталăхĕсене вĕреннĕ слушательсене фронта яма ыйтса рапорт çырма чĕнчĕ. Ун хыççăн трибуна çине преподавательсем, слушательсем туха-туха каларĕç. Пурте чĕре тапми пуличчен тăшманпа хастарлă çапăçма сăмах пачĕç. Вара çар ăсталăхĕсене вĕреннĕ слушательсем митинг хупăничченех фронта яма ыйтса рапорт çырчĕç.

Тата темиçе кунтан эпир, рапорт çырнисем, академире юлакан юлташсемпе сывпуллашрăмăр та Мускавран тухса кайрăмăр. Манăн запасран тин çеç чĕннĕ çынсене пухса çыхăну батальоне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлеме лекрĕ. Радистсемпе телеграфистсем хатĕрлес ĕç — самаях кăткăс ĕç. Тăватă уйăх ытларах вĕрентмелле пулчĕ вĕсене. Вара пирĕн 51-мĕш çыхăну батальонĕ Калинин фронĕнче çапăçакан сибиряксен корпусне шанчăклă çыхăну йĕркелесе пыма тытăнчĕ. Хĕрĕх виççĕмĕш çулхи çуркунне пирĕн батальона Хĕвеланăç фронтне куçарчĕç. Эпир Рославльпе Ельня, Смоленскпа Красный хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă юнлă çапăçусенче пултăмăр, Ленино ятлă поселокшăн çапăçнă поляксен Тадеуш Костюшко ятлă дивизине хамăр корпуспа çыхăнтартăмăр. Вара пирĕн батальона командовани панă заданине яланах ăнăçлă пурнăçласа пынăшăн тата пысăк ăсталăхпа паттăррăн çапăçнăшăн "Гварди" ятне пачĕç.

1943 çулхи сĕм кĕркунне мана 10-мĕш çарăн штабне чĕнчĕç.

— Хĕрĕх пĕрремĕш çулта юристсем хатĕрлекен академирен вĕренсе тухмасăрах фронта тухса кайнă офицерсене тепĕр хут Мускава чĕнеççĕ. Капитан юлташ, акă сире предписани. Паянах çула тухăр!—приказ пачĕ кадрсен управленийĕн начальникĕ.

— Вăрçă пĕтмен-çке, манăн юлташсене мĕнле пăрахса каяс?—тĕлĕнтĕм эпĕ.

— Эсир хăвăр ĕçе турăр, уншăн сире пысăк тав. Хĕрлĕ Çара ăста кадрсем паян кăна мар, ыран та кирлĕ пулĕç. Çавăнпа хăвăртрах Мускава таврăнăр та тепĕр хут вĕренÿ ĕçне тытăнăр...

Çапла манăн вăрçă чарăничченех фронтран таврăнмалла пулчĕ. Анчах вăрçă хирĕсенче курни-тÿсни ман пурнăçра нихçан çухалми тарăн йĕр хăварчĕ. Вăл мана халĕ те хам çырнă кĕнекесенче Тăван çĕршывшăн юн тăкса çапăçнă паттăрсене сăнласа пама пулăшать, халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлеме вăй-хăват парать.

Кипек, М. Тарăн йĕр : [аса илÿ] / Мĕтри Кипек // Ялав. – 1975. - № 2. – С. 15.