Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Медведев Алексей Фомич
Алексей Медведев

Çын тивĕçлĕхĕ

Инçетрен кăвак шуçăм çуталса килет.

Вăрман хĕррипе тăсăлакан окопра салтак тăрать. Вăл, винтовкине тытса, мал еннелле тинкерсе пахать. Халлĕхе тавралăхра нимĕнех те курăнмасть. Салтак умĕнче хура тул уйĕ тăсăлать, унтан сарă пуçлă хĕвелçаврăнăш уйĕ пуçланать. Кăшт леререх, лапамран, шупка тĕтре çĕкленет. Вăрманта кайăксем чĕвĕлтетеççĕ, сывлăмпа шăрçаланнă хура тул çийĕпе тĕксĕм хăмăр йĕр хăварса, мулкач вăрманалла тарса кĕчĕ. Салтак ăна хăратас шутпа хăлаçланчĕ те кăмăллăн кулса илчĕ.

"Мулкач та пирĕн енче хÿтлĕх шырать, – хĕпĕртерĕ вăл. – Фрицсем патĕнче ăна та кун çук пулас..."

– Алмакаев, кăштах выртса кан, – терĕ ăна хăйĕн юлташĕ Иван Краснов, унпа юнашар пырса тăрса.

Вĕсен батальонĕ çак вырăна ĕнер каçхине çитсе чарăнчĕ, çĕр каçипе окопсем авăтса оборона йышăнчĕ. Алмакаев кайма васкамарĕ.

Ытла та шăп, пĕрре те вăрçăри пек туйăнмасть, – терĕ вăл, тĕлĕннĕ пек пулса.

Вăйлă тăвăл умĕн яланах тÿлек пулаканччĕ, – лăпкăн сăмах хушрĕ Краснов, гранатăсене бруствер хĕррине йĕркипе майлаштарса хурса.

Вĕсем самантлăха шăпланчĕç. Иккĕшĕ те тарăн шухăша путса, – таврана сăнама пуçларĕç. Инçетрен, вĕсем тăракан окопран сулахайра, вăрман çуммипе хĕвел çĕкленсе хăпарчĕ. Унăн ылтăн шевлисемпе йывăç тăррисем сасартăк йăлкăшса çуталчĕç. Кайăксем те ыйхăран вăранчĕç.

Алмакаев куçне илмесĕр таврана тинкерет. Илемлĕ çутçанталăк!

Унăн ырлăхĕ пурне те çитмелле. Ÿркенсе кăна ан тăр – ырă пурнăç та, телей те пиллет вăл этеме. Анчах канлĕ пурăнасси пулмарĕ – иккĕмĕш çул ĕнтĕ хаяр вăрçă пырать. Чун-чĕре тăшмана курайман хаярлăхпа тулать... Юнашар тăракан Краснов кăна унăн йывăр кăмăлне çемçетет. Вырăс ачи вăл, коммунист. Вăл ăна, Алмакаева, хăйĕн пултарулăхĕпе, çирĕплĕхĕпе, хĕрÿллĕ сăмăхĕпе тĕлĕнтерет те, хавхалантарать те, пуласлăхра вĕсемшĕн те телей хĕвелĕ йăлкăшса пăхасса шантарать. Вĕсене иккĕшне те пĕр варта ÿссе çитĕннĕ тейĕн: иккĕшĕ те пĕчĕк кĕлеткеллĕ. Уйрăмлăхĕ те çакăнта кăна: Краснов сарă, çутă сăнлă, анчах Алмакаев, чăваш ачи, сарлака янахлă, каçăртарах пуклак сăмсаллă, çÿçĕ хура, сăнĕ те кĕре.

Алмакаев хăйĕн юлташĕ енне çаврăнчĕ, унтан уйăрăлса кайма пĕлмесĕр тăчĕ.

– Федя, мĕн каласшăн эсĕ? – ыйтрĕ Краснов.

– Иртнĕ кунсем аса килчĕç, – терĕ Алакаев, тем аса илнĕ пек, йывăррăн сывласа.

Таврара лăпкă чухне вăрçă çыннисен чун патĕнчи япаласем çинчен пĕр-пĕрне каласа парас йăла пур.

– Мĕнех аса илтĕн? Каласа памăн-ши? Алмакаев хăйĕн калавне хăюсăррăн калама пуçларĕ:

– Калама та лайăх мар та-ха. Ялта мана Шĕпĕн тесе чĕнетчĕç. Мĕншĕнне хăвăрах ăнланма кирлĕ, – вăл хăй çине ÿкĕнĕçлĕн пăхса илчĕ.– Мĕн тăвас тетĕн? Чиперех мар ĕнтĕ. Хăвна çын шутне хуман пекех туйăнать. Акă вăрçă тухрĕ. Тантăшсене пĕрин хыççăн теприне вăрçа иле-иле яраççĕ. Анчах ман çинчен аса та илмеççĕ. Эпĕ çаплах колхозра ĕçлесе пурăнатăп-ха. Конюхра. Хамах туятăп, лайăх мар мана тантăшсем юн тăкнă чух килте пурăнма тата ял-йышсем те тÿртĕн пăха пуçларĕç пек. "Акă Шĕпĕнех илĕр, вăл вăрçа та кайма юрăхсăр", – тесе пÿрнепе тĕллесе кăтартнăнах туйăнатчĕ. Çапла эпĕ эрне пурăнатăп, уйăх, анчах мана вăрçа илес пирки нимле сас-хура та çук-ха. Вара текех чăтса пурăнма вăй-хал çитереймерĕм... Чăнах, мĕнрен эпĕ тантăшсенчен кая? Е эпĕ, ыттисем пек, алла винтовка тытса, ташмана хирĕç тухма пултараймастăп-и? Е эпĕ чирлĕ-и, вăй-халсăр-и? Çук, йăнăшатăр, тетĕп. Эпĕ чăнах, шĕпĕн пек пĕчĕккĕ пулин те, ĕçре ял-йышран кая юлман. Ĕçлеме пултарайманшăн япăх ят илтсе те курман. Вăрçăра та, пурăнас телейĕм пулсан, лайăх салтаках пулма пултарăп тетĕп... Чăтаймарăм, пĕррехинче района, военкомата, кайрăм-кайрăмах. Хама фронта яма ыйтатăп. Кунта та, тĕлĕннĕ пек пулса, пĕр-пĕрин çине кулкаласа пăхса илчĕç. Ну, çапах та ытлашши тытăнса тăмарĕç, илсе ячĕç... Акă халь эпир пĕрле. Тусăм Иван, пирĕн пĕтĕм вăрçă вучĕ витĕр çапла пĕрле тухма телей пулĕ-ши?..

– Эпир нимĕç фашисчĕсене çĕнтеретпĕрех. Пирĕн тăван кил-йыша таврăнас çул Берлин витĕр кăна выртать, – терĕ Краснов çирĕппĕн.– Анчах пĕрле, çума-çумăн тăрса, вăрçă витĕр тухасси çинчен калама хĕнтерех. Телейĕмĕрсем пулсан, тен, тухăпăр та.

Шăп çак вăхăтра мал енче, аслати кĕрленĕ пек, сасартăк сасă илтĕнсе кайрĕ, унччен те пулмарĕ, çывăхрах минăсемпе снарядсем шартлатса та вут-хĕм сирпĕтсе çурăлма пуçларĕç.

– Ку подъем пулчĕ темелле.

Салтаксемпе командирсем, ыйхă тĕлĕшпе малтанласа мĕн пулнине ăнлансах кайманскерсем, окопсенчен пуçĕсене çĕклесех тавраналла пăха-пăха илчĕç, анчах, снарядсемпе минăсем пуç çине пырса ÿкес пекех шăхăрнине илтсен, каллех пурте тенĕ пекех пуçĕсене чикрĕç. Часах таврара тусанпа тĕтĕм йăсăрланса çĕкленчĕ. Ку хăрушлăха пĕрремĕш хут куракан çын, нервисем темле çирĕп пулсан та, ăна лăпкăн чăтса ирттерме пултараймасть. Пирĕн Алмакаев окоп тĕпнех лăпчăнса выртрĕ. Ун çумне Краснов та пĕшкĕнсе ларчĕ.

Артподготовка пынă вăхăтра вĕсем сăмах та хушмарĕç, чĕлхесĕр пулнă пек выртрĕç. Самайран асар-писер кĕрлев иртрĕ. Таçта аякра кăна снарядсемпе минăсем çурăлни илтĕнкелерĕ. Часах вăл та шăпланчĕ. Каллех таврара кĕр енне сулăннă илемлĕ ир темелле. Хĕвел те чиперех пăхса ăшăтать. Анчах кайăксем чĕвĕлтетсе юрлани илтĕнмерĕ, тата тарпа çунăк шăрши сăмсана йĕкĕлтесе тăчĕ.

Салтаксен йăли çавăн пек: хăрушлăх иртсе кайсанах кулса калаçма, шÿт тума пуçлаççĕ. Халь те çавăн пекрех пулчĕ темелле.

– Вăт пулать те пÿтсĕр фашист, – терĕ пĕри тарăхса. – Тăхланпа тимĕре пĕр шеллемесĕр такать. Хăратсах çĕнтересшĕн пулас.

– Гитлерăн шăлĕсем çĕрĕк. Пирĕн тутлă та çирĕп мăйăра пур пĕр катаяс çук. Шансах тăр – пĕр шăлсăр тăрса юлать акă вăл, – чышкипе юнаса ахăлтатса кулчĕ тепри...

– Ку фрицсен наступленине каяс умĕнхи концерчĕ пулчĕ пулас-ха, – терĕ Краснов, куçне мал енчен вĕçертмесĕр.

– Ытла та вăйлă концерт, – халь те лăпланса çитмен сасăпа тавăрчĕ Алмакаев.– Пуçа çĕклеме мар, çĕр ăшне шаларах чакаланса кĕрес килчĕ.

– Халь кĕтсех тăр – кĕçек вĕсем наступлени пуçлаççĕ. Çавăн чухне пирĕн вĕсене тивĕçлĕн кĕтсе илме пĕлесчĕ.

– Эпĕ те çавăн çинчен шутлатăп...

Çак самантра тăшман енче кĕрлени илтĕнсе кайрĕ. Красновпа Алмакаев бруствер çине уртăнсах малалла тинкерчĕç. Нимĕнех те кураймарĕç, анчах кĕрлев вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕ.

– Танксем мар-и? – ыйтрĕ Алмакаев.

– Кĕрлавне кура çавăн пек шутлама пулать. Чăнах, сăмах çинех хĕвел çаврăнăш хушшинчен, тимĕр шапасем пек, умлă-хыçлăн пилĕк танк шуса тухрĕ. Вĕсем хыççăн тăшман пехоти.

– Федя, куратăн-и? – ыйтрĕ Краснов.– Авă танксем хыççăн, хура саранчасем пек, пехота та кĕшĕлтетсе тухрĕ. Пирĕн вĕсене татса хăварас пулать.

– Мĕнле? – ăнлансах каймарĕ пулас Алмакаев.

– Танксем минăсем çине пырса кĕрсе сывлăша çĕкленмесен, пирĕн вĕсене хирĕç гранатăсен çыххисене ывăтас пулать. Е апла та май килмесен, танксене ирттерсе яратпăр та пехотăна çулма пуçлатлăр. Çапла вĕрентнĕччĕ-çке пире...

– Çапла.

Çавăнтах взвод командирĕсемпе кĕçĕн командирсем команда пани янăраса кайрĕ:

– Гранатăсене хатĕрлĕр! Командăсăр пенĕ ан пултăр!..

Алмакаев гранатăсене бруствер хĕррине майлаштарса хучĕ.

Танксем çывăхарнăçемĕн çывăхараççĕ. Вĕсен хыçĕнчен шăши тĕслĕ мундирсем, каскăсем тăхăннă фрицсем, ретĕн-ретĕн тăрса, пĕшкĕнмасĕр-тумасăр, автамачĕсенчен пĕр тĕлсĕр персе пыраççĕ. Акă вĕсем пирĕн оборонă лининчен инçех те мар, анчах пирĕн енчен пенĕ сасă пачах та илтĕнмерĕ.

Алмакаева ку хытах тĕлĕнтерчĕ те, хăратрĕ те.

– Иван тусăм, мĕншĕн-ха пирĕннисем пемеççĕ? Мĕн кĕтеççĕ? Капла вĕсем пире таптаса та кайăç...

– Тăхта, тусăм, тăхта, – терĕ Краснов.– Кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур. Вăхăтсăр çимĕçе те татмаççĕ. Илтнĕ-и эсĕ ăна?

– Илтнĕ. Çапах та...

Шăп çак вăхăтра мал енче, çĕре кисрентерсе, хăлхана хуплантарса, умлă-хыçлăнах икĕ хутчен хăватлăн янăраса кайрĕ. Красновпа Алмакаев кĕрлев еннелле окопран çĕкленсе пăхрĕç. Вĕсенчен инçех те мар икĕ танк хускалмасăр лараççĕ. Вĕсен çийĕнче тĕтĕмпе тусан кăна йăсăрланса тăрать.

– Икĕ шуйттанĕ пуçĕсене çирĕç! – савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ те Краснов, хăйĕн юлташне аякран хыттăнах тĕртсе илчĕ.– Эх, минăсем ытларах лартмалла пулнă-мĕн те.

Пирĕн минăсем çителĕксĕрччĕ – икĕ тус тăракан окоп еннелле пыракан танк минăланă вырăнтан чиперех иртсе кайрĕ. Вăл окопсем патне çывăхарнăçемĕн çывăхарса пычĕ, туппинчен те, пулеметĕнчен те пĕр татти-сыпписĕр тăхлан çумăрĕ çутарчĕ. Пуçа çĕклеме те çук. Пурнăçпа вилĕм пĕр-пĕрне çатăрласа тытрĕç темелле.

Краснов гранатăсен çыххине аллине илчĕ.

– Тусăм, мĕн тăвасшăн эсĕ? – ыйтрĕ Алмакаев чĕтрекен сасăпа.

Краснов, йывăр пулсан та, хăйне лăпкăнрах тытма тăрăшрĕ.

– Куратăн-и? – терĕ вăл сасартăк хаярланнă сасăпа.– Тăшман пире таптасшăн, тăпрапа пĕрле хутăштарасшăн, Тăван çĕршыва кăмрăкпа кĕл айне тăвасшăн. Анчах вăл пулмасть. Коммунистсем нихçанта йывăрлăхпа хăрушлăх умĕнче каялла чакман. Коммунистсем çĕнтереççех!

– Çĕнтеретпĕрех эппин?

– Çĕнтеретпĕр! – шантарса каларĕ Краснов. Унтан вăл Алмакаева хăвăрт ытакласа илчĕ, чуп турĕ, хумханса çапла каларĕ: – Федя, темрен тем пулсан усал ятпа ан асăн. Сывă пул...

Вăл, гранатăсен çыххине аллинче тытса, окопран сиксе тухрĕ, унтан танк еннелле, çăмха куснă пек, хăвăрт-хăвăрт упаленсе кайрĕ... Алмакаев ăна куçран вĕçертмесĕрех пăхса ăсатрĕ. Акă вăл танк патне çывхарсанах гранатăсен çыххине танкăн гусеници айнелле пĕтĕм вăйран ывăтрĕ. Çавăнтах танк айĕнчен вут-хĕм сирпĕнчĕ. Танк пĕр вырăнта çаврăнса илчĕ те чарăнса тăчĕ... Çавăнтах пирĕн енчен пулеметсемпе винтовкăсенчен пĕр харăс пеме пуçларĕç. Фрицсем çавапа çулнă пек тăкăнчĕç. Унччен те пулмарĕ, атакăна йыхăрса, пирĕн окопсем тăрăх "ура" кăшкăрни хăватлăн янăраса кайрĕ.

Салтаксемпе командирсем, окопсенчен сике-сике тухса, штыклă винтовкисене малалла тытса, фрицсем çинелле ыткăнчĕç. Алмакаев та ыттисемпе пĕрле чупрĕ. Вăл халь хăрама та пĕлмерĕ, вилĕм çинчен те аса илмерĕ. Унăн умĕнче Иван Краснов сăнарĕ ăшра шăнăçайми çилĕпе тăшмана вутпа та штыкпа çунтарма йыхăрчĕ...

Акă Алмакаев та тăшман пехотин пĕрремĕш ретне чупса çитрĕ. Пĕр шăчă пек вăрăм та çивçешке кĕлеткеллĕ фриц ун çинех пырса кĕрет. Автомачĕпе пĕр тĕлсĕр перет. Вăл шĕпĕн пек пĕчĕк салтака асăрхасшăн та мар пулас. Анчах Алмакаев ăна, кăкăрĕнчен тĕллесе, штыклă винтовкипе пĕтĕм вăйран сулса ячĕ... Вăл татах малалла чупрĕ. Сасартăк ун умĕнче куçа шартарса вут çиçрĕ, вăйлă сасăпа хăлхи хупланса ларчĕ, кĕлетки вут пек пĕçерсе кайрĕ, кăвак тÿпе ÿппĕн-пиччĕн çаврăнчĕ, вара вăл тĕшĕрĕлсе ÿкрĕ те тăнне çухатрĕ...

* * *

Сакăр уйăх хушши госпитальре выртса сывалнă хыççăн Алмакаев гварди минометчикĕсен дивизионне лекрĕ. Кунта ăна, унăн пĕчĕк кĕлеткине кура, çыхăну взводне ячĕç. Анчах вăл малтанхи кунсенчех çак ĕçе килĕштерсе каймарĕ. Кунта салтакшăн ытла çăмăл туйăнчĕ. Вăл е катушкăсем çĕклесе çÿресе çыхăну пачĕ, е телефон умĕнче ларса кунпа çĕр ирттерчĕ.

"Паллах, ку ĕçле нихçан та хисеплĕ салтак шутне кĕресси пулас çук, – тесе пĕрре мар ÿпкелешрĕ Алмакаев. Тата ăна Иван Краснов сăнарĕ те канлĕх памарĕ. Яланах ун умĕнче хăйне парăмра пек туйрĕ.– Мĕн калĕ-ши вăл мана çакăн пек кунсерен телефон умĕнче ларнине курсан?" – хытах шухăшларĕ вăл. "Мантăн иккен хамăр чăтса ирттернĕ кунсене? Эх, тусăм Федя, Тăван çĕршыв кунсерен юнпа çăвăннă чухне телефон патĕнче ларса ирттерен эппин? Ун пек, тусăм, юрамасть. Куллен вăрçă вутне кĕрес пулать, тăшмана хÿтерес пулать. Е халь те парти ретне кĕме шутламастăн-и?.." – тесе ыйтнăнах туйăнчĕ ăна.

Чылайччен çакăн пек канăç паман туйăмсемпе асапланса пурăнчĕ Алмакаев. Вăл та, Краснов тусĕ пекех, парти ретĕнче тăрса, хăйĕн мĕн пур вăй-хăватне Тăван çĕршывшăн парасшăн. Чăнах, ăна ятлама çук, вăл примерлă, дисциплинăллă салтак. Командирсен приказанийĕсене вăхăтра тата лайăх пурнăçласа пырать. Анчах вăл ытти салтаксем умĕнче нимрен те уйрăм палăрса тăмасть. Çавăн пиркиех ĕнтĕ хăйне аслă парти ретне илес тĕлĕшпе ытлашшипех иккĕленет тата, çитменнине, ăна никам та рекомендаци парассăн туйăнмасть. Çав сăлтава пулах куллен паттăр ĕçсем тунă çĕре – батарейăна куçас шухăш тытрĕ.

Пĕррехинче вăл канăç паман шухăшĕсене гварди лейтенанчĕ умне йăлтах кăларса хучĕ. Лейтенант итлерĕ-итлерĕ те чăтаймарĕ, аллисене шартах çапса, кулса ячĕ.

– Эх, Алмакаев, Алмакаев, – терĕ вăл тĕлĕнсе, – çыхăну ĕçне хисепе хуманнипе ытла та йăнăшатăр вара эсир. Тĕрĕссине каласан, çыхăну ĕçĕ фронтăн куçĕпе хăлхи пулать. Лайăх çыхăну пулмасан, хаяр тăшмана хÿтерсе кайма та, ăна çĕнтерме те йывăртарах пулмалла.– Унтан гварди лейтенанчĕ паттăр связистсем – Совет Союзĕн Геройĕсем çинчен тĕлĕнмелле калавсем каласа пачĕ.

Алмакаев хăйне лайăх мар пек туйрĕ. Вăл тÿрре тухас шутпа çапла каларĕ:

– Юлташ гварди лейтенанчĕ, тархасшăн каçарăр мана, урăх ун пек шутлани пулмасть.

– Эпĕ сире малтанхи кунсенчех асăрханă. Эсир пирĕн чи лайăх связист. Сире командовани те лайăх пĕлет. Ÿркенсе кăна ан тăрăр. Пирĕн çĕршывра пур ĕç те хисеплĕ. Ĕçе парăнса кăна ĕçлени кирлĕ. Çапла-и Алмакаев юлташ?

– Так точно! – яшт тăрса ответлерĕ Алмакаев.

Çакăн хыççăн вăл çыхăну ĕçне чунран парăнсах тума пуçăнчĕ...

* * *

Каç. Кĕмăл уйăх юрпа витĕннĕ çĕр çине шупка сивĕ çутă ÿкерет. Командирсем тата разведчиксемпе связистсем управлени взвочĕн будкăллă машинипе пĕр ял çывăхне çитсе чарăнчĕç. Командирсем тухрĕç, шăппăн калаçрĕç, унтан Алмакаева чĕнсе илчĕç.

– Алмакаев, – терĕ лейтенант, аллине ял еннелле кăнтарса, – куратăр-и? Ялта сас-хура пур пек. Мĕн пур унта – халех кайса пĕлĕр.

– Итлетеп! – терĕ те Алмакаев, яла васкаса чупрĕ.

Вăл урама пырса кĕчĕ, сасартăк, танксене курса, чарăнса тăчĕ. Анчах вĕсем камăн? Ăна пĕлме çук. Моторĕсем хуллен кăна ĕçлеççĕ. Алмакаев çурт çумне тĕттĕме йăпшăнчĕ, итлерĕ. Салтаксем нимĕçле калаçаççĕ. Акă ăçта килсе лекнĕ вĕсем! Халех çитсе пĕл-термелле. Алмакаев, чунне хытарса, пĕр утăм кăна ярса пусрĕ, çавăнтах темиçе автомат шатăртатса илчĕ – пульăсем ун çуммипех шăхăрса иртрĕç. Малта тăракан танкĕ тапранса та кайрĕ. Алмакаев урампа мар, кил-çурт çумĕсемпе тÿррĕн чупрĕ. Хăвăртрах, хă-вăртрах çитсе систересчĕ, унсăрăн пĕтетпĕр. Анчах усси çукрах – танк унран мала ÿкрĕ. Вара вăл пĕтĕм вăйран "Нимĕçсем!" тесе кăшкăрса ячĕ...

Халран кайнă Алмакаев, украинецсен шурă тăмпа шуратнă пÿрчĕсемпе ытти çуртсен çумĕпе йăпшăнса, уялла тухрĕ, пĕр ÿпле пек лупас умĕнче чарăнса тăчĕ. Умра пулса иртекен сăнлăха курса, шалт хытса кайрĕ.

Вăл тăракан вырăнтан пĕр километрта е унран ытларахра управлени взвочĕн машини ыткăнать. Анчах мĕн курать вăл! Машинăна вут хыпса илнĕ. Çулăм пĕтĕм будкипе явăнать. Унта разведчиксемпе связистсем – Алмакаевăн тусĕсем. Анчах танк çунакан машинăна çаплах хăвалать, ун çине снаряд хыççăнах снаряд ăсатать...

– Пĕтрĕç, пĕтрĕç манăн çывăх юлташсем...– ахлатса илчĕ Алмакаев, аллине тарăхса сулчĕ, автоматне çирĕппĕн тытрĕ. Мĕн турăм эпĕ, мĕн турăм? Ма пĕрех хут паçăр дискри пульăсене нимĕçсем çине тăкмарăм? Фашистсене çухату кÿнĕ пулăттăм, юлташсене те çак йывăрлăха кĕртсе ÿкерместĕмччĕ. Çук, кăна нихăçан та каçарма çук...

Хытах ятларĕ Алмакаев хăйне. Ăш вут пек çунать, сывламалла мар темскер капланса килчĕ, пыр труках типсе ларчĕ тата çиллине шăнараймасăр сасăпах макăрса ярас килчĕ унăн.

Çавăнтах ытти танксем те, ялтан тухса, малалла ыткăнчĕç. Мĕн пурĕ вун пилĕк танк. "Тигр" ятлă пысăк танксем. Малта çав-çавах, таврана хĕрлĕ çутă сапса, пирĕн машина ыткăнать. Ăна халь те тăшман танкĕ хÿтерет, ун çине снаряд хыççăн снаряд ăсатать.

"Вăт мĕнешкел пирĕн Абдулаев шофер! Пÿ çине пăхсан нимех те мар, хытканскер кăна хăй. Анчах паттăрлăхĕпе, улăп пекех, хăватлă, çирĕп, харсăр каччă. Пирĕн тăрăхри Атăл каччи. Коммунист пулас-ха вăл. Пулăп-ши эпĕ ун пек çирĕп?"

Алмакаев пĕр вăхăт тарăн шухăша путса ларчĕ, таврана тинкерчĕ, итлерĕ – хыçал енче урăх сасă тавраш пулмарĕ.

"Танксен десанчĕ тĕлне пултăмăр пулас. Йăнăш килсе тухрăмăр. Вăт мĕне пĕлтерет разведкăпа çыхăну тени. Юрать тата пĕтĕм дивизонĕпех килмен. Ун пек пулнă пулсан, мĕн курмаллаччĕ-ха? Пирĕн йывăр минăсене йăпăр-япăрах машина çине вырнаçтарса лартма çук. Танксене хирĕç пересси те çăмăл ĕçех мар. Мĕн пулнă пулĕччĕ-ши ун пек чухне? – Алмакаев хăйĕн шухăшĕнчен хăй хăраса ÿкрĕ.– Ун пек ан пултăрччĕ..."

Машина чарăнчĕ. Халь вăл инçетри кăвайт çути пек кăна курăнать. Танксем çав-çавах малалла ыткăнаççĕ, тупписенчен те переççĕ. Урăх нимĕн те курăнмасть...

– Пĕтрĕ Абдулаев... Пĕтрĕç...

Çак сăмахсем Алмакаевăн ăшĕнчен макăрса ярас пек чĕтресе тухрĕç. Унăн ура вăйĕсем пĕтсе çитрĕç. Вара вăл, халран ÿкнĕ çын пек, лупас умне хуçланса ларчĕ. Пуçĕ хăех усăнчĕ. Ăна питех те йывăр хуйхă пусса илчĕ. Вăл куççульне чарма пултараймарĕ...

Чылайччен ларчĕ вăл çапла. Куççульпе питне çурĕ Юлашкинчен тин, ăш кÿтсе çитни иртсе кайсан, вăл хăйне алла илчĕ, малалла пăхса илчĕ. Инçетре танксем кĕрлени илтĕнкелет. Çывăхра шăпах, пĕр мĕлке те курăнмарĕ, анчах Алмакаевăн çакна пĕрре те ĕненес килмерĕ.

"Кунта, чăнах та, тăшман танкĕсен десанчĕ пулчĕ пулас. Ну, кĕтсех тăр, вĕсем хыççăн ыттисем те çитме пултараççĕ. Апла тул çутăлса киличчен мĕнле те пулин хамăрăннисем патне çитсе ÿкмелле. Иван тусăм, ман вырăнта пулсан, çапла тунă пулĕччĕ".

Вара вăл кашни утăм ярса пусмассерен, таврана сăна-сăна тинкерсе, машина малта тăнă çĕре васкаса утрĕ. Йывăррăн йынăшнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Алмакаев чарăнсах итлерĕ. Çук, урăх сасă пулмарĕ. Вырăна çитерехпе çултан кăшт аякрарахра хура мĕлке выртнине курчĕ.

"Кам-ши вăл? Мĕн пулнă-ши ăна?.."

Вăл мĕлке патне çитрĕ, салтак йынăшса илчĕ.

– Кам пулатăн эсĕ? Коцеридзе мар-и?

– Эпĕ. Мана амантрĕç. Ураран...

Алмакаев, разведчикăн аманнă урине çыхнă хыççăн, ун çумне ларчĕ. Чăтма çук йывăр. Сасăлах макăрас килет. Анчах куçсем типĕ. Ăшра виçесĕр хаярлăх тулса çитрĕ. Вăл çирĕпрех пулма хушать. Коцеридзе йывăрăшĕпе Алмакаев чухлĕ иккĕ те пулĕ, çитменнине, вăл хăрах ури çине пачах пусаймасть. Алмакаевăн, паллах, ăна хамăрăннисем патне илсе тухма питех йывăр пулать. Вăй çитерессе те шансах каймасть. Анчах мĕн тумалла? Мĕн?.. Каллех хăйĕн юлташĕсене– Красновпа Абдулаева аса илчĕ: "Мĕн тăвĕччĕç-ши вĕсем ман вырăнта пулсан?" Çавăнтах унăн умне вĕсен сăнарĕсем тухса тăраççĕ. Хаяррăн пăхаççĕ пек вĕсем ун çине. "Мĕн тăвас тетĕн? – ыйтаççĕ пек вĕсем.– Юлашки юн тымарĕ тапма чарăниччен пирĕн малалла каймалла, анчах тăшман кулли пулмалла мар. Эсĕ пире илтетĕн-и? Çакна тума çирĕплĕхпе чăтăмлăх çитеретĕн-и?.."

– Çитеретĕп! – терĕ Алмакаев сасăпах.

– Мĕн çитеретĕн? – ыйтрĕ Коцеридзе.

– Хамăрăннисем патне сана илсе тухма вăй çитеретĕп, – терĕ вăл çирĕпленсе.

– Пирĕн хамăрăннисем патне тухмаллах. Темле йывăр килсен те, тухмалла. Кунта юлма юрамасть.

– Халех утатпăр...

Часах икĕ мĕлке утни курăнчĕ. Пысăкки пĕчĕкки çине уртăннă. Вăл урисене йывăррăн малалла ярса пусать, час-часах чарăнса та тăрать. Анчах вĕсем малаллах, тăшман танкĕсем кайнă çултан сылтăмалла, хĕвелтухăç еннелле утрĕç.

* * *

Алмакаев пулса иртнĕ ĕçре нимĕнле паттăрлах та тăваймарĕ, пĕр нимĕçе те вĕлереймерĕ, çапах вăл хăйне чăн-чăн совет салтакĕ пек тытрĕ. Май килнĕ таран нимĕç танкĕсем пулнине çийĕнчех пĕлтерчĕ, разведчик Коцеридзĕне те, малтанхи пулăшу парса, хамă-рăннисем патне илсе тухрĕ.

Халь вăл аслă парти ретне кĕме тивĕçлĕ пулнине лайăхах туйрĕ. Хăйне партине илесси пирки те иккĕленсех каймарĕ. Çавăн пиркиех вăл хăш-пĕр коммунистсенчен рекамендаци илес тесе те шутласа çитернĕччĕ. Паллах, вĕсем ăна пĕр сăмахсăрах панă пу-лĕччĕç. Ун пирки вăл шаннăччĕ. Анчах инкек тени хыçранах йĕрлесе çÿрет-мĕн. Унăн ĕмĕчĕ чăхха пула татăлчĕ. Мĕн тăвас тетĕн? Ăçта ÿкессине пĕлнĕ пулсан, малтан тÿшек сармалла-мĕн те, пĕлместĕн-çке ăна, ăçта ÿкессине.

Ĕçĕ çапла пулса иртрĕ. Вĕсем оборонăра тăнă чухне фронт çывăхĕнчи ялсенчен хресченсене тылалла куçарма пуçларĕç. Управлени взвочĕ тăнă кил хуçисен те пĕр кунне пуçтарăнса тухса кайма тиврĕ. Ун чухне, тухса каяс умĕн, кил хуçи арăмĕ пĕр чăхха темле хÿтерсен те тытаймарĕ. Вара вăл пÿртрен тухакан Алмакаева курчĕ те чăхха тытса усă курма хушса хăварчĕ. Алмакаевшăн ку тем йывăр ĕçех пулмарĕ – вăл хăй умĕнче выртакан патака илчĕ те пĕрре вăркăнтарчĕ кăна, чăхă йăванса та кайрĕ. Тытрĕ, кил хуçи патне илсе пычĕ, илме сĕнчĕ, анчах лешĕ, мур илесшĕ, çаврăнса та пăхмарĕ, чăхха вăйпах ăна парса хăварчĕ. Хăй çавăнтах лавпа килтен тухса кайрĕ тата.

Салтакшăн, пĕр тесен, начар-им ку? Алмакаев савăнсах чăххăн тĕкне çăлма пуçларĕ. Юрла-юрлах турĕ вăл хăй ĕçне. Мĕнрен япăх-ха тепĕр чух çуллă чăх яшки çиме тÿрĕ килсен? Е салтакăн тути çук тетĕр-и? Май килнĕ чух вăл та пурăнма юратать...

Алмакаев чăххăн тĕкне татса пĕтернĕччĕ кăна, лăп çак вăхăтра кÿршĕ хĕрарăмĕ хапахаран кĕчĕ, тÿрех ун патне хаярланса пычĕ.

– Мĕншĕн эсĕ ман чăхха пусрăн? – йĕре-йĕре кăшкăрчĕ вăл.– Эпĕ ăна шыраса çитмен вырăн хăвармарăм. Шалт хăшкăлтăм... Эх, намăссăр, ăçта санăн чыслăху?

Алмакаев, тĕлĕнсе, ура çине тăчĕ.

– Мĕн эсĕ ман çума ухмахла çыхланан? Ку чăхха мана кил хуçи арăмĕ парса хăварчĕ, – терĕ вăл, хĕрарăма ÿкĕте кĕртме хăтланса.

Çук, хĕрарăм унăн чунран каланă сăмаххине хăлхана та чикесшĕн пулмарĕ, хаярланса кайсах вăрçрĕ. Чăнах, пулать вара тепĕр путсĕр хĕрарăм, ун пуç тÿпинче шалча шĕвĕрт, вăл пур пĕр хăйĕннех перет.

Алмакаев тÿссе çитереймерĕ – чăхха çĕклесе, хĕрарăм патне хаярланса пычĕ.

– Мĕн кутăнланса тăратăн? Мĕн кирлĕ сана манран? Чăххи, чăнах, санăн пулсан, ăна ил те халех тухса кай! Е халех куç умĕнчен çухалмасан, кĕтсех тăр, санпа вăйă выляса тăмăп.

Ку йăсăрланса çунакан кăвайт çине краççын сапнă пекех пулчĕ.

– А... а... сан ман чăхха пусмалла та манах хăратмалла-и? Ăçта пур ун пек саккун? Çук, эсĕ манран ахалех хăтăлаймастăн. Пурте пĕлччĕр, пурте кур-ччăр!.. Эпĕ, эпĕ сана...– хĕрарăм тата хытăрах кăшкăрса ячĕ те вара пуçланса кайрĕ çавра çил...

Алмакаев тарăхса çитнипе чăхха хĕрарăм çинелле вăркăнтарчĕ те хăй аяккалла пăрăнса утрĕ.

"Çук, ку совет хĕрарăмĕ мар пуль. Пирĕн çын пулсан, çакăн пек кутăнланас çук. Тата, пĕр тесен, ма тытрăм-ши ку чăхха? Тасаранах тип шар куратăп-иç капла", – вăрçса илчĕ хăйне Алмакаев. Анчах, хĕрарăм кăшкăрашнине илтсе пулас, çак вăхăтра дивизион командирĕн заместителĕ пырса кĕчĕ. Алмакаевăн çан-çурăмĕ тăрăх сасартăк сивĕ сăркăлту чупса анчĕ. "Пĕтрĕм, – терĕ вăл, хăраса ÿксе. – Инкек çине синкек тупăнсах пырать иккен".

Мĕн пуласси пулчĕ-пулчех. Алмакаев хăй чĕрне хури чухлĕ те айăплă маррине ăнлантарсан та ăна ĕненмерĕç. Çак япăх ят часах дивизионĕпе саланчĕ, бригадăна та çитрĕ. Ăна хытах ятларĕç. Сăмахĕ вара чылайчченех пычĕ. Ырă ят тимĕр шапапа килет, япăх ят юлан утла çÿрет, теççĕ. Ахальренех каламан иккен ăна.

Паллах, Алмакаевăн ырă ĕмĕтсем кăна пулнă. Çавăншăн вăл хыпса çуннă. Çавăншăнах вăл, кирлĕ пулсан, хăйне те шеллемен. Анчах халĕ, çак тăрлавсăр ĕç пулса иртнĕ хыççăн, вăл никама та хăйĕн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне уçса пама хăюлăх çитереймерĕ тата хăйне рекомендацисем парасса та шансах каймарĕ.

"Юрать, хам тÿрĕлĕхе çапăçу хирĕнче кăтартăп", – терĕ вăл.

Çав шухăшсемпе кăна вăл хăйне лăплантарчĕ.

* * *

Алмакаевсен дивизионĕ Висла шывĕ леш енче, Стопницă çывăхĕнче, тăваттăмĕш кун ĕнтĕ нимĕçсен пысăк атаккисене сире-сире янă çĕрте çапăçать. Хаяр çапăçу пырать. Кунта нимĕç ытла та пысăк вăй кĕрте-кĕрте ярать. Разведка пĕлтернĕ тăрăх, кунта вĕсен 150 танк ытла тăрать тата пурте "Тигр" тенисем, тупăсемпе минометсем те нумай. Вĕсем пирĕн малти лини çине, пирĕн çар чаçĕсем тăракан ялсем çине тăтăшах хурçăпа вут-хĕм тăкаççĕ. Малтанласа чарăнса тăнă ял кĕл çине юлчĕ. Пирĕн паттăрсем тăшманăн хаяр атаккисене пĕрин хыççăн теприне сире-сире яраççĕ, çапах та йывăр, пирĕн кулленех е çур километр, е километр ытларах чакма тивет...

Алмакаев бригада командирĕн разведка енĕпе ĕçлекен заместителĕ Тараненко майорпа НПра тăрать. Вĕсен кунтан гварди миномечĕсен дивизионне кординатсем памалла пулать.

НП сăртлă вырăнта. Мал енче лапам. Унта ăнлă пиçсе çитнĕ тыр-пул, çĕр улми, тĕрлĕрен пахча-çимĕç уйĕ. Ун хыçĕнче вăрман. Çавăнта ĕнтĕ тăшман. Вăхăт каçала енне сулăнсан, вăрмантан пĕр танк шуса тухрĕ. Ун хыççăн тата тепĕр танк курăнчĕ. Çук, вĕсем иккĕ те мар, Алмакаев пурĕ вун пилĕк танк шутларĕ. Акă вĕсем, шахмăтла йĕркеленсе тăрса, пирĕн еннелле килме пуçларĕç. Унччен те пулмарĕ, сывлăшра нумаййăн та пĕр вĕçĕмсĕр ÿлесе шăхăрнă сасă илтĕнсе кайрĕ.

Кăна фрицсем переççĕ. Танксем валли çул туса хатрлеççĕ ĕнтĕ вĕсем.

Алмакаевпа Тараненко майор пуçĕсене ансăр шăтăка чикме ĕлкĕрчĕç кăна, вĕсен таврашĕнче снарядсемпе минăсем ахлатса та шартлатса çурăлма пуçларĕç. Сăрт çинче тусанпа тĕтĕм çĕкленчĕ.

Алмакаев телефон трубкине вĕçертмерĕ.

– Атăл, Атăл! Висла калаçать, Висла. Эсир мана илтетĕр-и?

– Ну. Алмакаев, мĕнле? – ыйтрĕ майор.

– Лини ĕçлет, – пĕлтерчĕ связист. – Лайăх ĕçлет.

Танксем çывăхарса килеççĕ. Трубкăна майор илчĕ.

– Атăл, Атăл! Висла калаçать, Висла. Мана Касинский кирлĕ. Эсĕ? Орудисене хатĕрлĕр. Координатсем сирĕншĕн паллă. Ман командăна кĕтĕр...

Каллех тăшман артиллерийĕ сăрт çине тапăнчĕ. Çĕр чĕтрет. Пĕтĕм тавралăх тĕтĕмпе тусан айне пулать. Хĕвел те курăнми пулать. Тепĕр вăхăтран тĕтĕм-тусан сирĕлет. Танксем сăрт еннелле çывхараççĕ. Пуç çийĕпе болванкăсем вăрлатса иртеççĕ – кăна танксем переççĕ. Халь сăртпа танксем хушши кĕскелсех пырать. Нумай-нумай – километр пулĕ вăл хушă. Алмакаев, трубкăна тытса, кăшкăрать, вĕрет, татах кăшкăрать, анчах ăна хирĕç "Атăл" пĕр сăмах та чĕнмест.

– Юлташ майор, лини ĕçлемест, – пĕлтерчĕ Алмакаев, хăраса ÿксе.

– Лини ĕçлемест? Халех юсанă пултăр! Халех! Тепĕр икĕ минутран залп памалла пулать.

– Итлетĕп. Халех юсатăп...

Алмакаев шăтăкран сиксе тухать те, провăдран тытса, чупать. Вăл нумаях та каяймасть, ун таврашĕнче снарядсемпе минăсем çурăлма пуçлаççĕ. Унăн ирĕксĕрех выртма тивет. Снаряд ванчăкĕсем вăркăнса иртеççĕ те çатлата-çатлата тирĕнеççĕ. Хăрушă. Анчах пуçра пĕр шухăш кăна: "Нивушлĕ линие юсаймастăп?.."

Çавăнтах унăн сылтăм алли тирсе пĕçерсе каять. Пăхать те – алли çара юн. Вăл ун çине пăхса тăмасть, провода тытать те малал ла чупать...

Акă вăл тинех тупрĕ мĕн шыранине – çыхăну линине мина татса кайнă иккен. Алмакаев проводасене туртса çывăхлатрĕ, пĕрре çыртсах вĕçĕсене тасатрĕ, пĕрлештерсе тытрĕ. Çавăнтах гварди йывăр минисем, сылăша çурса, ĕрле-ĕрле тăшман еннелле вĕçсе кайрĕç.

– Çав кирле сире, мурсене! Лайăхрах парăр, мухтавлă "андрюшăсем"!

Вăл нимĕçсем енне вут-хĕм сирпĕтсе вĕçсе каякан кашни минăна пăхса ăсатрĕ. Унччен те пулмарĕ, мал енче çĕре кисрентернĕ сасăсем янăрарĕç, талккăшпех хура тĕтĕм çĕкленчĕ. Тавралăх сасартăк шăпланчĕ. Нимĕçсен енчен те урăх пени илтĕнмерĕ. Çĕр çине ăшă сулхăн çапрĕ. Вăрçă кунĕ иртрĕ.

Алмакаев провод вĕçĕсене татах тытса тăратчĕ пулĕ, анчах, мал енчен майор килнине курсан, чăтаймарĕ, хĕпĕртенипе ăна хирĕç васкаса чупрĕ. Ăна майор, чи çывăх тусне курнă пек, ытакласа илчĕ, чуп турĕ.

– Эпĕ саншăн пит хăранăччĕ. Артналет айĕнче пĕтрĕн пуль терĕм. Эсĕ чип-чиперех – тăратăн та малалла чупатăн. Лайăх ĕçлерĕн.

– Ну, мĕнле? – пĕлесшĕн пулчĕ Алмакаев.

– Ултă танкне çунтарса ятăмăр. Виççĕшне çĕмĕртĕмĕр. Ыттисем каялла тарчĕç.

– Лайăх! – хĕпĕртерĕ Алмакаев.

– Пит те лайăх пулчĕ. Эпир тăшманăн наступленине чарса лартрăмăр, – терĕ савăнăçлăн Тараненко майор, унтан вăл связист çине ытараймасăр пăхрĕ те çапла ыйтрĕ: – Эсĕ, Алмакаев, партире тăраттăнччĕ-и çак?

– Халлĕхе çук-ха, – терĕ Алмакаев, ăшра тем çитмен пек пулса.

– Паянах заявлени çыр. Пĕр рекомендацине хамах парăп. Тата награда пама та тăратмалла пулать.

Алмакаевăн сăнĕнче нихçан асăрхаман савăнăç йăлкăшса илчĕ.

– Тем пекех хавас. Тивĕçлĕ пулсан – çыратăп, – терĕ те вăл, сусăр аллине çĕклерĕ.

– Амантрĕç-им?

– Кăштах чăрмаласа илчĕç пулас.

Майор çавăнтах пакета çурчĕ те салтакăн аллине çыхма пуçларĕ...

* * *

Пĕр пилĕк минут каярах Алмакаева бригадăна чĕнчĕç. Халь вăл унта васкать.

Пĕчĕк тăпăр-тăпăр салтак вăл. Çийĕ-пуçе те хăйне май кĕрнеклĕ. Унăн хĕсĕкрех, пиçсе çитнĕ çĕмĕрт пек хура куçĕсем йăлкăшса çунаççĕ. Вăл нихçан туйман савăнăç килнĕрен çапла. Халь вăл политотдела парти членĕн кандидат кĕнекине илме каять. Чăнах, мĕншĕн унăн савăнас мар? Вăл çак куна нумайранпа кĕтнĕ, хатĕрленнĕ.

Алмакаев çак чаплă кĕнекене илес тĕлĕшпе сахал мар шухăшланă, пĕрре мар вăл хăйĕнчен çапла ыйтнă: "Эпĕ парти ретне кĕме тивĕçлĕ-ши? Аслă Ленин ĕçĕшĕн хамăн вăй-халăма кирлĕ пек пама пултарăп-ши?" Нумай тĕслĕхсем вăл парти ретне кĕме тивĕçлĕ пулнине кăтартса панă, çапах та тем çитмен пек иккĕленнĕ. Хăйĕн вăй-халне аслă парти ĕçĕшĕн кирлĕ чухлĕ паман пек туйăннă.

Кам пĕлет, тен, çак иккĕленÿ паян кунчченех пыратчĕ пулĕ, юрать, ăна Тараненко майор ăс пачĕ. Вара вăл çапăçу хирĕнчех заявлени çырчĕ, çапăçу хирĕнчех рекомендацисем пухрĕ. Тепĕр кунне ăна парти членĕн кандидатне илчĕç...

Алмакаев бригадă политотделăн çурчĕ тĕлне çитнине те сисеймерĕ. Вăл нихçан туйманнине чăтса ирттерет. Ăшра мĕн чухлĕ хумхану, мĕн чухлĕ ĕмĕтсем. Çак кунран вăл хăйне, хăйĕн пулас кун-çулне аслă партипе çыхăнтарать.

– Кĕме юрать-и? – Алмакаев, чун-чĕрипе хумханса, политотдел алăкне шаккарĕ.

– Юрать, – илтĕнчĕ шалтан хулăнрах сасă. Алмакаев хумханса алăка уçса кĕчĕ те сăмахсене çирĕппĕн каласа рапортларĕ:

– Юлташ гварди подполковникĕ, эсир чĕннипе гварди ефрейторĕ Алмакаев килчĕ!

– Иртĕр, – терĕ подполковник.

Алмакаев мала иртрĕ.

– Эсир çак кĕнекене илсе, аслă парти шанăçне тÿрре кăларасса шанатăп, – терĕ те подполковник Алмакаева хăмăр питлĕ пĕчĕкçĕ кĕнеке тыттарчĕ, унăн аллине чăмăртарĕ.

– Шанма пултаратăр. Ку тивĕçе вăрçă хирĕнче те, телейĕм пулсан, яла таврăнсан та тÿрре кăларăп, – терĕ вăл пăлханса.

– Ну, халь чăхă тытма пăрахрăр-и? – куларах ыйтрĕ подполковник.

– Çук, урăх ун пекки пулмасть, – терĕ вăл.

Политотделăн пÿлĕмĕнчен тухсан, ăна часовой кулăпа кĕтсе илчĕ.

– Хытах лекрĕ пулас сана, – терĕ вăл.

– Мĕншĕн вара? – ăнланмарĕ Алмакаев.

– Эсĕ ăна манран ан пытар. Эпĕ пăхсах куратăп. Ахалех мар санăн куççульсем юхса анас пек тăраççĕ, – терĕ часовой.

Алмакаев ахăлтатса кулса ячĕ.

– Эх, юлташ, эсир нимĕн те пĕлместĕр! Сăлтавĕ унра мар, акă çакăнта, – терĕ те вăл пĕчĕк хăмăр питлĕ кĕнекене темиçе хутчен кăкăрĕ умне тытса пусрĕ, унтан часовой умĕнчен сăпайлăн иртсе кайрĕ.

1944 ç., декабрь. Польша, Соколув хули.

Медведев А. Çын тивĕçлĕхĕ : [повесть] / Алексей Медведев // Халăх хăвачĕ. – Шупашкар, 1965. – С. 285-301.