Шăнкăрав пек шăнкар-шăнкăр
Шыв юхать ял çумĕпе.
Аякра эс — тунсăхлан-тăр
Çырусем илменнипе.
Юратмасть е манчĕ пулĕ,
Тесе эс ан шухăшла.
Шăхăрать-çке мина, пуля,
Пурпĕрех эс ман асра.
Ĕненсем эс, савнă хĕрĕм,
Çут хĕвелĕм, шан мана:
Сĕмсĕр вилĕм çеç сÿнтерĕ
Ман вĕри юратăва.
Шăнкăр-шăнкăр шывĕ юхтăр,
Вăхăт ирттĕр еррипе.
Ан кулян эс, пит ан хуйхăр,
Таврăнăп çĕнтерÿпе.
1943 ç.