Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Тенюшев Иван Яковлевич
Иван Тенюшев

Эпир калатпăр

Эпир калатпăр: вăрçă хыççăн...
Анчах пĕлместпĕр, ун чухне
Хĕвел-и йăлтăртатĕ уççăн,
Е пулĕ сивĕ кĕркунне.
Пĕлместĕп эп юлап-и чĕрĕ,
Кам пулĕ çывăх ман юлташ,
Тăван çĕршывăмăн хăш хĕрĕ
Мана юратĕ кăмăлтан.
Пĕлетĕп эп хăш янкăс юрă
Хăватлăн янăрĕ ун чух;
Кам утĕ Мускавра маттуррăн
Уяв парачĕ пулнă чух.
Пĕлетĕп питĕ лайăх эпĕ:
Вăл вăхăт пулĕ ман уяв.
Эпир, шанатăп, çĕнтеретпĕр,
Çак кун, ĕненĕр, инçе мар.

1943 ç.

Тенюшев, И. Эпир калатăр : [сăвă] / И. Тенюшев // Тăван Атăл. – Шупашкар, 1944. - № 19. – С. 15.