Тĕлĕнмелле: эп чĕрĕ çак кунччен,
Упрать иккен-ха Пÿлĕхĕм-тĕнчем.
Пĕр шутласан, çак урнă вăрçăра
Мĕн чухлĕ пуля вĕçрĕ ман тавра,
Ши! шăхăрчĕ вĕреçĕлен-йĕтре
Атакăна çĕкленнĕ сехетре,
Çĕрпе тÿпе те сапрĕç вут-кăвар.
Амантăм та... Анчах вăл — шутра мар.
Карпат, 1944