1
Тăна кĕнĕ замполит Михайлов месерле çаврăнса выртрĕ те, тăп-тăрă янкăр тÿпенелле куçĕсене чарса, тĕлĕнсе пăхма тытăнчĕ. Кăн-кăвак тÿпери йăлтăркка çăлтăрсем пĕр-пĕрне куç хĕсе-хĕсе илеççĕ, сарлака Хуркайăк çулĕ пĕлĕтрен çакса янă çутă кĕпер пек тăсăлса выртать. Аялта, çĕр пичĕ çинчен кăшт çÿлерехре çеç, сывлăша тĕксĕмлĕх карса илнĕ. Тÿ-леккĕн вĕрекен çил лăпкăн вăркăштарнипе йывăçсен кăтрашка тăррисем тайăла-тайăла авăнаççĕ.
"Мĕн ку, тĕлĕк-и, чăн-и?"– нимĕн ăнланмасăр хăйĕнчен хăй ăшра ыйтрĕ Михайлов. Вара вăл, хăйĕн чип-чиперех куракан куçĕсене те, туйăмне те шанмасăр, ал тунинчи çемçе ÿтне ыратичченех чĕпĕтсе пăхрĕ. Унтан, хăй тĕлĕкре те, леш тĕнчере те пулманнине пĕтĕмпех ăнланса, ура çине сиксе тăчĕ. Халĕ тин темле майпа шăйăрттарнă чĕркуççи ыратнине те, кĕпе çухине ярханах янипе кăкăран çара ÿчĕ сивĕпе çÿçеннине те туйма пуçларĕ вăл.
Ăçта килсе лекнине ăнланса илесшĕн пулса, Михайлов йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Йĕри-тавра тĕттĕм стена. Пĕр енче çеç, шыв юххи шăнкăртатни илтĕннĕ çĕрте, çак тĕттĕм шырлана лапкам çутă ÿкет. Çав чÿрече евĕрлĕ уçă вырăнтан кĕрсе çĕре ÿкекен çутăра Алексей Михайлов месерле выртакан çар çынни кĕлеткине тĕшмĕртсе илчĕ те, ун патне утса пырса, тумтирĕнчен турткалама пуçларĕ. Анчах лешĕ, вăл турткаланине пачах туймасăр, пĕр сиккелемесĕр выртать. Алексей çĕклеме хăтланчĕ: çук, тапратма та çук. Вара вăл, хай командирĕ вилсе йывăрланма ĕлкĕрнине курса, васкасах ун кĕсйисене ухтарма тытăнчĕ, шалаварăн пĕчĕк кĕсйинчен медальон туртса кăларчĕ, гимнастерка кĕсйинче пысăк мар карточка тупрĕ.
– Каçарар, лейтенант, – терĕ вăл, ун еннелле тепĕр хут çаврăнса.– Ман васкамалла. Сире васкама кирлĕ мар ĕнтĕ текех. Сире ухтарни çаратнă пек пулчĕ пулсан та, уншăн мана айăпламăр эсир. Хăвăра çĕрпе витсе хăварманшăн та ан çилленĕр. Витĕттĕм, алра нимĕн те çук-çке.
Михайлов, ура айĕнче шăнкăртатакан шыв юххи тарăх кирза аттипе чаплаттарса утса, шырлантан уçă вырăна тухрĕ.
Унтан тухсанах пит-куçа сулхăн та тÿлек çил килсе лăпкарĕ, ярханах кĕпе çухи витĕр хул хушшине варкăшса кĕрсе, сивĕ аллипе хыпашларĕ те, вара пĕтĕм çанçурăм çÿçенсе илчĕ.
Кăшт уçă вырăна тухсанах Михайлов хăйĕнчен пĕр çĕр-çĕр аллă утăмра кăтрашка çийне силлентерсе, çырана тÿлеккĕн чÿхе-чÿхе выртакан заливăн йăлтăркка çутлăхне курчĕ.
Михайлов шырланти шăнкăртатса юхакан шыв çине ÿпĕнчĕ: юлашки ик-виçĕ кун хушшинче шыва чиксе те курман аллисене тăрăшсах çурĕ. Унтан, ача чухне алла хăйăрпа çунине аса илсе, шыв тĕпĕнчи хăйăрлă тăпрана ывăçласа кăларчĕ, унпа аллисене васкамасăр сăтăрма тытанчĕ. Аллисене çуса тасатсан, тăп-тăрă сивĕ шывпа питне те çурĕ. Шывне тăраничченех ĕçсен, вăл пĕтĕм шăм-шак уçăлса кайнине, темле тăруках вăй хутшăннине туйрĕ. Унтан шырлан хĕррине улăхрĕ. Тураттисене чăнкă çыран хĕрне çитиех усăнтарнă лапсăркка йывăç вулли çумне тĕршĕнсе ларсан, вăл, иртнĕ пĕр талăк хушшинче хăйпе мĕн-мĕн пулса иртнине ăнланса илесшĕн пулса, шухăша кайрĕ.
2
Кютерселька патĕнче арьергардра çапăçнă ротăн тăваттăмĕш взвочĕ хĕвелтухăçнелле чылай инçене чакрĕ, çирĕплетнĕ районти хĕру çапăçура нумай çын çухатрĕ. Йывăр аманнисене пĕртен пĕр лавпа Сестрорецк патнелле ăсатсан, взводра çăмăл аманнă Кривошеев лейтенантпа Маграт Мамаев боец çеç юлчĕç. Кютерселькăра çапăçу пуçланас умĕнех взвода пынă политрук заместителĕ Михайлов та кунтах юлчĕ. Ĕнер йывăр аманнă пулеметчик вырăнне тăнăскер, халĕ вăл вăрман витĕр каякан çап-çутă асфальт çулĕ çинелле сăнаса пăхать.
– Ничего, ăслă тунă ку дотсене, – шăплăха пăсса сăмах хушрĕ симĕс туратсем сарнă урайĕнче стена çумне тĕршĕнсе ларнă Маграт.– Тăрри тимĕр-бетон, йывăçсем хушшинче тунката пек ларать. Курса ил-ха эс ăна. Ку майăра катма йывăр пулать лахтарсене.
– Çирĕп те, çавах дот-миллионера çитмест ĕнтĕ. Анчах паянлăха ку та аптаратмасть-ха пирĕншĕн. Патронĕ сахалтарах пулĕ-ха, – çул еннелле пăхса каларĕ Михайлов.– Шутласа пăх-ха, мĕн чухлĕ юлнă унта?
Ахаль те темиçе хут шутланă патронсене Мамаев татах тепĕр хут шутлама тытăнчĕ:
– Виçĕ лента: çичçĕр ытларах, автоматсенче икшер диск.
– Гранатăсене ма шутламастăн эсĕ, Маграт?–терĕ Кривошеев лейтенант, юлашки кунсенче хăрăлти ернĕ сасăпа. Унтан вăл Михайлов еннелле çаврăнчĕ те чăннипех тĕлĕнсе ыйтрĕ:
– Мĕнле дот-миллионер çинчен каларăн çак эсĕ, замполит? Ун пеккине илтменччĕ-çке.
– Мĕнле илтмен вара эсир ун çинчен? Çав дота рота вырнаçма пултарать. Ăна тума Маннергейм миллион марка пĕтернĕ, теççĕ. Çавăнпа дот-миллионер тенĕ те пулĕ ăна пĕр-пĕр боец. Ай, аркатма йывăр пулчĕ вара çав дотсене пĕлтĕр!– ăнлантарса пама тăрăшрĕ Алексей.
Аманнă алли хытах ыратнипе çĕрле те çывăрайман лейтенант, паян ыратни кăшт лăпланнине туйса, ир-ирех çывăрса кайнăччĕ. Анчах çапăçури çынна ыратнисĕр пуçне татах тем-тем канăç памасть-çке. Çав канăçсăрлăха пулах-и, тен, взвод командирĕ юлташĕсем пĕр-пĕринпе хуллен кăна калаçнине илтнипех вăранса кайрĕ.
Калаçма малтан пуçланăшăн хăйне айаплă тесе шутланă Мамаев ÿкĕнсе каларĕ:
– Каçарăр, лейтенант юлташ. Йĕркеллĕ канма чăрмантартăм.
– Тĕлĕнмелле лайăх каннă, – терĕ лейтенант ура çине сиксе тăрса. Унтан вăл пуçне сывă сылтăм аллипе ярса тытрĕ, ыратнипе тутине чалăштарса хушса хучĕ: – Ай, шуйттан, пуçа ыратмаллах перĕнтертĕм!
– Э-э, лейтенант! Ку маччана сирĕн пÿ çитмелĕх çуллĕ тавайман çав. Сыхлануллăрах тăрас пулатчĕ.
– Ну, Маграт, кăтарт-ха хăвăн, пуянлăхна! "Максим" валли виçĕ лента, автоматсем валли икшер диск, тетĕн. Гранатăсем пĕр çирĕме яхăн пулĕ-ха. Кун пек пуянлăхпа эпир, тусăмсем, аптрасах каймăпăр-ха.
"Ыйхă епле кăмăла çĕклентерет, епле уçăлтарать çынна, – шутларĕ хăй ăшĕнче Михайлов, лейтенант хаваслăн калаçнине курса.– Икĕ сехетрен ытла та çывăрмарĕ вĕт, анчах йăлтах урăх çын".
– Ну-ка, Маграт, вĕçтер шыв патне. Кирлĕ чух "Максим" валли шыв çителĕклĕ пултăр, – хушрĕ лейтенант.
– Халех. Шывĕ юнашарах кунта, – Мамаев, виçĕ котелока чанкăртаттарса, блиндаж алăкĕнчен тухса чупрĕ.
Кăшт вăхăт иртсен, хĕвеланăç енче тем кĕрлени илтĕнчĕ, унтан шав ÿссех пыма пуçларĕ.
– Çул çинче танксем кĕрлеççĕ. Эх, Маграт хăвăртрах çиттĕрччĕ! Курма та пултараççĕ вĕт, – шикленерех хушсах хучĕ кĕпçине амбразурăна чикнĕ пулемет умĕнче тăракан замполит.
– Акă, вăл çитрĕ те. Пар-ха пĕр котелокне. Хĕрÿ ĕçсем пуçланаççĕ, унччен ăшчике кăшт сивĕтер.
Лейтенант боец аллинчи котелока илчĕ те тăрна куçĕ пек тăрă та пăр пек cивĕ шыва кана-кана ĕçме тытăнчĕ.
– Ну, халĕ, чăнах та, çапăçу хĕру пулать пулĕ. Кунта, авă, танксем те пур, – терĕ Мамаев, котелоксене çĕре лартса. Хай çавăнтах Михайлов патне пырса тачĕ те хушăкран тинкерсе пăхрĕ.
– Командăсăр перес мар. Патронсене перекетлĕ тытмалла. Танксене персе, патрона сая ан ярăр. Танкĕсем кайччăрах вĕсем. Салтаксене перĕр.
Хайĕн автоматне бронекалпакри пăшал чикмелли шăтăка вырнаçтарса, Кривошеев лейтенант пĕрре Михайлов, тепре Мамаев çине тимлесе пăхрĕ. Вĕсен сан-питĕнче хăравçăлăх палли çуккине тĕшмĕртсен, вăл чул стена çумне тĕршĕнчĕ.
Тăшман танкĕсем нумай кĕттермерĕç. Хула çывăхĕнчи мăкăртан нăрă пек йăраланса улăхса, вĕсем асфальт сарнă çулпа ик-виçĕ ретлĕн ыткăнса килчĕç. Малти ретре пыраканнисем хушшăн-хушшăн тупписенчен пенипе çĕр чĕтренсе илет, снарядсем пуç тăррипе уласа иртеççĕ те таçта инçех те мар хаплатса çурăлаççĕ. Вăрман чĕтревлĕн кĕрлесе кăна тăрать...
Танксем кĕçех Кривошеев лейтенантăн виçĕ çынлă взвочĕ вырнаçнă дот умĕпе кĕмсĕртетсе иртрĕç, хĕвелтухăçнелле, Сестра шывĕ еннелле кайрĕç.
– Салтаксем лартман. Апла кĕçех салтаксем тиенĕ машинăсене кĕтĕр, – теме çеç ĕлкĕрчĕ лейтенант. Сав самантра мăкăра темиçе машина улăхрĕç, дот патне васкамасăр çывхарма пуçларĕç.
– Ну, пуçланчĕ! Акă çакна, малта пыраканнине, кустăрминчен персе ÿкерсен аван пулмалла, – терĕ Маграт, хайсем патнех çитсе пыракан машина еннелле пуçне сулса.
– Алеша, тутантарса пăх-ха çав малти машинăна!– хушрĕ лейтенант "максим" умĕнче тимлĕн сăнаса тăракан Михайлова.– Анчах кайри кустăрмине пер, вăл пысăкрах.
Замполит пÿрнипе гашетка çине пуссанах "максим" кĕпçинчен пĕр черет пуля сирпĕнсе тухрĕ. Хăлха яланхи пек так-так-так! таклатнине илтме ĕлкĕрнĕ хушăра машинăн кайри урапи кăшт тĕтĕм кăларса шăхарса ячĕ.
– Скатри сывлăш тухрĕ, – терĕ Кривошеев.– Халĕ, Алеша, салтаксене ăшала. Эсĕ, Маграт, тепĕр машинине пер!
Халĕ ĕнтĕ пулемет чылай вăрăм черетсем кăларса яма тытăнчĕ. "Максим" так-так-так! тутарса илнĕ хушăра кăшт шăплăх пулсанах çав шăплăха икĕ автомат шатăртатни пăсать. Тăшмана Кривошеев лейтенантпа Маграт Мамаев та автоматсемпе çунтарма тапратрĕç.
Пуçĕсене каска, çине симĕс чăпар маскхалат тăхăннă тăшман салтакĕсем машинăсем çинчен çухăраша-çухăраша сиксе анма тытăнчĕç. Анчах виçĕ паттăрăн пулисем пит тĕл пырса тивнипе вĕсем унтан сиксе аннă-анман çап-çутă асфальт çине тÿне-тÿне каяççĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, паçăр тап-таса пулнă çул халĕ вырăнтан та тапранайман машинăсемпе тулса ларчĕ, тăшман салтакĕсен виллисемпе витĕнчĕ.
Анчах çирĕп хÿтлĕхе вырнаçнă виçĕ паттăр пĕтĕм вăйран çапăçрĕç пулин те, тăшманăн вуншар машинине чарса тăма пултараймарĕç. Тăватă машина тăрса юлчĕ çул çине, сахалтан та вун-вунпилĕк салтак вилли выртса юлчĕ. Ыттисем вара, такăр çулпа хыттăн чуптарса, хĕвелтухăçнелле, Сестра шывĕ патнелле, чакакан совет полкне хăвалама васкарĕç.
Унччен те пулмарĕ – танк кĕмсĕртетни илтĕнчĕ.
"Мĕншĕн хĕвелтухăçĕнчен килет-ха ку танк?"–тĕлĕнчĕç блиндажри туссем.
Танк çул çинче ларакан машинăсем патне çитсе чарăнсан, вăл мĕн сăлтавпа килни паллă пулчĕ: тăшман танкĕ хÿтлĕхри паттăрсене пĕтерме каялла килнĕ.
Танк хыççăн кĕçех пехота тиенĕ машина персе çитрĕ те, ун çинчен пĕри, офицер пулмалла, сиксе анчĕ. Вăл люка уçса пуçне кăларнă танкиста тем-тем каласа ăнлантарма тытăнчĕ.
– Пире çав-çавах тупаççĕ ĕнтĕ вĕсем. Ну-ка, Алеша,пĕр черет пар-ха танкăн уçă люкĕ çинелле!
Пулемет трр-рр! çеç туса илчĕ: люкра курăннă танкистăн пуçĕ самантра таçта çухалчĕ.
– Эх, кусем çине пĕр пилĕк-ултă граната ывăтсан епле аван пулĕччĕ, – ассăн сывласа илчĕ Михайлов.
– Тем пекехчĕ те, анчах пире тухма май çук-çке халĕ, хуравларĕ лейтенант.
Малашнехи ĕçсем мĕнле пулса иртнине Михайлов тĕлĕкри пек çеç астăвать. Пулемет пенине илтсенех тăшман танкĕ блиндаж çинелле туппинчен пеме пуçларĕ, машинăра ларакан салтаксем, унтан сике-сике анса, позицисем йышăнчĕç, нимĕçсен "МГ" (машингевер) пулемечĕ пеме тытăнчĕ. Виçĕ паттăр, ытла хĕрсе кайнипе, хайсем ăçта пулнине манса кайсах печĕç. Татах чылай тÿснĕ пулĕччĕç вĕсем, тăшмана татах пысăк сиен кÿнĕ пулĕччĕç, анчах кăшт вăхăт иртсен, тулта, алăк хыçĕнче, виç-тăватă граната хаплатса çурăлсан, дот алăкĕ тăпсинчен тухса ÿкрĕ. Тăшманăн тепĕр гранати алăк пулнă пушă вырăнта çурăлсан, дот йÿçек тĕтĕмпе тулса ларчĕ.
– Кадат ÿлес! – кăшкăрса ячĕ тăшман салтакĕсенчен пĕри.
Анчах кунта аллисене çÿлелле çĕклеме пултаракан çук: граната шаплатса çурăлнипе самантлăха тăнсăрланнă лейтенантпа замполит çĕрте тăсăлса выртаççĕ. Тăпсинчен вĕçерĕнсе ывтăннă блиндаж алăкĕ хай çине пырса ÿкнине туйнă Маграт, теме тавçăрса илсе, урисене хуçлатса, алăк айнерех тĕршĕнчĕ.
Ăна кĕрсе хускалкала пуçланă лейтенантпа замполита дота кĕнĕ тăшман салтакĕсем ал-урисенчен ярса тытрĕç, тула сĕтĕрсе тухрĕç.
Танк çинчен сиксе аннă офицер хай умĕнче çуркаланчăк та юнланнă кĕпе-йĕмлĕ, тар тĕтĕмĕпе хуралнă пит-куçлă икĕ совет çынни тăнине курсан, темле:
– О-о!.. – тесе çеç илчĕ.
Вара хăйĕнчен кăшт айккинерехре тăракан офицера аллипе кăчăк туртса чĕнчĕ те тем каларĕ.
Вĕсене винтовкăллă виçĕ салтак çавăрса илчĕç, малта пыракан офицер хыççăн шоссе çулĕпе хăваласа пычĕç, унтан, шоссерен пăрăнса, залив патнелле илсе анчĕç те шырлан хĕррине тăратрĕç.
3
Хайсене персе вĕлернĕ чухне мĕн çинчен шутланине тĕплĕн астумасть Михайлов. Перес умĕн пĕр-пĕринпе ыталашса тăратчĕç вĕсем.
Кривошеев лейтенант, кĕпе çухине икĕ аллипе çатăрласа тытса, хĕвелпе пиçсе, тарпа лÿшкенсе патракланнă гимнастеркине арки таранах çурса антарчĕ, кăкăрне уçса пăрахрĕ.
– Нате, стреляйте, гады! За нас отомстят!
Вăл, хĕремесленсе кайса, мăйри юн тымарĕсене туртăнтарса, винтовкисене çĕкленĕ тăшман салтакĕсем çине юнланса хĕрелнĕ куçĕ шуррине пĕр вылятмасăр пăхрĕ.
Унтан лейтенант Алексей еннелле çаврăнчĕ, унăн сылтăм аллине, хăйĕн икĕ аллипе те ярса тытса, хытă чăмăртарĕ.
– Прощай, замполит. Выше голову! – тесе çеç ĕлкĕрнĕччĕ вăл. Шăпах çав самантра пăшал сасси кĕрслетрĕ. Замполит аллине ярса тытнă лейтенант, тайăлса-тайăлса, хайпе пĕрле Михайлова та сĕтĕрсе, шырлан тĕпнелле шуса анчĕ.
Çав пĕр самант хушшинче Алексей куçĕ умĕпе каç тĕксĕмĕпе кăшт хуралма ĕлкĕрнĕ сăртри шурă çуртсем, йывăçсен кăтрашка тăррисем, чÿхенсе выртакан заливăн çап-çутă çийĕ, янкăр кăвак тÿпе шуса иртрĕç...
4
– Çук, пĕтмен-ха ман пурнăç!– сасăпах кăшкăрса ячĕ Михайлов.– Васкамалла, кĕрешме васкамалла! Юлташсемшĕн тавăрмалла.
Вăл ура çине сиксе тăчĕ. Темскер аса илсе, залив еннелле чупса кайрĕ.
"Капла пăрахса хăварма юрамасть юлташа. Çăхан-курак таврашĕ вĕçсе килсе ÿт-пĕвне турткаласа çурма тытăнĕ. Витсе хурам хуть".
Халран кайичченех чул муклашкисем йăта-йăта, вăл Кривошеев лейтенант кĕлетки çине тирпейлĕн чул купаларĕ. Паллă тума ним те тупаймасăр, варрине хăма татки лартрĕ, кĕсъере темле майпа сыхланса юлнă кăранташ таткине кăларса: "Кунта тăшман персе вĕлернĕ паттăр Михаил Кривошеев лейтенант выртать", – тесе çырса хучĕ.
Вара вăл тул çутăлса çитнине пăхмасăрах чăтлăх витĕр хĕвелтухăçнелле утрĕ.
"Кăнтарла та утатăп, кунта халлĕхе халăх килсе тулайман-ха. Çар çыннисемсĕр пуçне никам та пулас çук. Çул хĕррипе вăрман витĕр утăп. Çулĕ çав-çавах Сестра шывĕ патне илсе тухать", – татăклăн шухăшларĕ Алексей, пружина пек авăнса пит-куçа çапакан туратсене аллисемпе сире-сире малалла утнă май.
Унтан вăл варĕ выçăла касăлнине, çăвар самантрах сурчăкпа тулса ларнине туйрĕ. Хырăм выççи хăйне çапла систерсен çеç Михайлов, çурăм хыçĕнче çакăнса пыракан кутамкки çинчен аса илсе, унта мĕн пуррипе çуккине пĕлме хыпашласа пăхрĕ.
Виçĕ кун хушшинче апачĕ нумай юлман, анчах "НЗ" кăштах пур-ха.
"Кутамккана мĕншĕн хывтарман-ха вĕсем?– сасăпах шухăшларĕ замполит.– Васканă пулĕ, пирĕнпе лăпăртатса тăма вăхат пулман ĕнтĕ. "Н3"-не перекетлĕнрех тытма тивет. Тен, ик-виçĕ талăксăр çитеймĕп. Хура çырла ытларах çийĕп".
Чылай утсан, Алексей пĕр кÿлĕ хĕрне çитсе тухрĕ, вара кунти илемлĕх ытарайми илĕртнипе тапах чарăнса тăчĕ.
Ай, мĕнле илемлĕ кÿлĕ! Йĕри-тавра симĕс вăрман. Кăн-кăвак шыв çийĕпе пĕлĕтсем ерипен шăва-шăва иртеççĕ. Вăхăт-вăхăтпа, кÿлĕ варринче темиçе тĕлте пулăсем шăмпăлтатнă чухне, пĕчĕк-пĕчĕк хумсем чÿхенсе илеççĕ, вара тÿперен ÿкнĕ хăмăр пĕлĕтсен ĕмĕлки кÿлĕ тĕкĕрĕ çинче татăлса-сыпăнса вылянать.
"Эх, ку хамăр Атăл хĕрринчи кулĕсем пекех. Вăлта ярса пăхасчĕ кунта. Авă, епле сикеççĕ вĕсем".
Кулĕ хăйĕн илемĕпе илĕртнине парăнса, Алексей ура çинче тăма тÿсĕмлĕх çитереймерĕ. çыран хĕрринчи çемçе симĕс курăк çине ÿпне тăсăлса выртрĕ те чылайччен кÿлĕри шыв çинчен куçне вĕçертмесĕр пăхрĕ. Унтан кутамккинчен пĕр галет кăларчĕ, ăна васкамасăр çирĕ. Выçă хырăм çăмăл апатпах тăранайманнине туйсан, аллипе консерва банкисене хыпашласа пăхрĕ. Анчах консерва банкисем кутамккара илĕртÿллĕн чанклатсан та, ăна мĕнпе уçас-ха? Çĕçĕ çук-çке.
Вăл, мĕн те пулин урăххи çинчен шутлама пикенсе, месерле çаврăнса выртрĕ, çамкине ал тупанĕпе хупласа, янкăр кăвак тÿпене тимлĕн сăнама пуçларĕ. Унта вăл майĕпен хĕвелтухăçнелле куçса пыракан хура панчăсене асăрхарĕ. Хура пăнчăсем йышланса-йышланса пыраççĕ те хуркайăксем пек карталанса вĕçеççĕ. Вара сывлăшри кĕрлев, çĕр пичĕ çине те анса, темиçе саслăн чанкăртатса илет.
– Тăшман пĕтĕм вăйĕпе тапăнма пуçларĕ. Ленинград çинелле вĕçеççĕ, – тесе сасăпах шухăшларĕ Михайлов.
Унтан, йĕри-таврари çутçанталăк сапалакан ырă шăрша, майĕпенех хăпарса та хăпарса пыракан хĕвел ăшшине парăнса, вăл хай сисмен хушăрах çывăрса кайрĕ.
5
Хĕвел çинче пиçсе выртнипе чăм шыва ÿкнĕ Михайлов шартах сиксе тăчĕ. Хĕрсе кайнă ÿт-пĕве кăшт сивĕтес тесе, шыва кĕме те шутланăччĕ вăл, анчах ун хăлхине темле çынсен сассисем пырса кĕнипе тăпах чарăнса тăчĕ, каллех вăрăм курăк ăшне пытанса выртрĕ.
"Тĕлĕнмелле: мĕнле çынсем килсе лекме пултарнă-ха ку кÿлĕ хĕррине? Халĕ пурте хĕвелтухăçнелле васкасçĕ, анчах лăпкă та тÿлек кÿлĕ хĕрринче сасартăк çынна курма пулать. Пирĕннисем мар-ши?"–шухăшларĕ вăл, курăка сирсе, сасăсем илтĕннĕ еннелле пăхса.
Кĕçех вăл кÿлĕн леш енче, тураттисене шыв çине уснă лапсака йывăç айĕнче, çаппа-çарамас икĕ çын резина кимĕ çинче ларнине асăрхарĕ. Хăйсем шыв çине тимлĕн пăхса лараççĕ-лараççĕ те, тем кăшкăра-кăшкăра, аллисемпе хăлаçланаççĕ.
Ку картина замполита питĕ паллă: пĕр ик-виçĕ çул каярах çеç-ха вăл хăй те çавнашкал шыв çине усăннă йывăç айĕнче кимĕпе сахал мар ларнă.
"Эх, мĕнле çатăлтатать!"–ăмсанса илчĕ Михайлов, кĕтмен çĕртен килсе тухнă пулăçсенчен пĕри вăлтапа туртса кăларнă пулă хĕвел çинче кĕмĕл пек ялтăртатса вылянине курсан.
Çапла, вырăнтан пĕр тапранмасăр, нумайччен ăмсануллăн пăхса, савăнса выртрĕ вăл.
Кимĕ çинчи пулăçсем Михайлов ăнланман чĕлхепе тем калаçса илчĕç те, пĕр хумханмасăр выртакан шыва пĕчĕк кĕсменсемпе шампăртаттарса, кÿлĕ варринелле ишсе кайрĕç, унтан шыв хĕрринчи тĕмесем хушшине кĕрсе çухалчĕç.
– Туртма пăрахрĕ пулас пулли, урăх çĕре куçрĕç, – терĕ те Алексей, майĕпен-майĕпен каялла шуса, çыран хĕрринчен кăшт аяккараха чакрĕ.– Вăт, шуйттансем, пур çĕрте те вăрçă хĕрсе пырать, вĕсем пулă тытма та вăхат тупаççĕ. Тылри офицерсем пулĕ-ха.
Чипер утса пыă çĕртех вăл курăк çинче финн офицерĕсен сăрă тумĕсем выртнине курсан, ку кĕтмен çĕртен пулса тухнипе ним тума аптраса, пĕр вырăнта тăпах хытса тăчĕ. Пулăçсем камсем иккенне халь тин ăнланса илчĕ.
"Çакнашкал пăтăрмах кунсенче хăйсене епле çапла тимлĕхсĕр тытаççĕ-ха ку çар çыннисем? Кусем, чăнах та, тылрисемех пулĕ çав", – шухăшларĕ Алексей.
Пистолетсем те, кортиксем те кунтах выртнине курсан, вал тата ытларах тĕлĕнчĕ. Илĕртÿллĕ шухăша сирсе яма хал çитереймесĕр, васкасах пĕр кобурне уçса, унти хура пĕчĕк браунинга кăларса пăхрĕ.
"Бельгире тунăскер. Сакăр патрон лартма пулать. Акă вăл: ил те çакна, çыран хĕррине вĕçтер. Иккĕшне те персе пăрахма пулать".
Алла пистолет кĕрсе ÿксенех çавнашкал пуçтах шухăш килсе кĕчĕ Михайлова. Анчах кăшт тăрсан, ку айванла шухăша хăйĕн хальхи йывăр лару-тăрăвĕнчен тухма май паракан шухăш хĕссе кăларчĕ.
"Ку – авантюра. Ну, персе вĕлерĕп эпĕ вĕсене. Анчах ик-виç сехет иртсенех вĕсене шырама тытăнаççĕ вĕт. Паллах, йытăсемпе тухĕç. Çав ик-виç сехет хушшинче ăçта çитĕп-ха эпĕ? 10–12 çухрăмран ытла каяс çук. Кап! çеç ярса тытĕç мана. Вара, паллах, леш тĕнчерен татах тепĕр хут çăлăнса тухасси пулаймĕ".
Анчах офицерсен тумĕн кĕсйисене тĕрĕслесе пăхмасăр тÿссе тăраймарĕ вăл. Хĕвел çинче çап-çуттăн ялкăшакан портсигара туртса кăларсан, ун хуппи çинче вăрман витĕр сиккипе чупакан пăлансене курчĕ. Портсигарне уçсан, пÿрне хулăнăш сигарăн йуçенчĕк шăрши самсана вĕчĕлтеттерчĕ. Икĕ талăк туртмасăр пурăннă Алексейăн çăварĕ сурчăкпа тулса ларчĕ, пыр тĕпне йĕкĕлтеттерсе илчĕ, вара вăл хăй асăрхаман хушăрах ÿсĕрсе ячĕ.
"Портсигара илме юрать. Ăна киле хăварнă тесе те шутлама пултараççĕ, çухатасси те пулать".
Çапла шутласа, çак илемлĕ портсигара вăл хăйĕн çуркаланчăк шăлаварĕн кĕсйине чикрĕ те каллех офицерсен кĕсйисене ухтарма тытанчĕ, пĕр коробка шарпăк тупсан, вăл ăна та хăй кĕсйине персе чикрĕ. Вара, "пулăçсем" хайсен ĕçне манăçа хăвариччен кунтан тасалма ĕлкĕрес тесе, ура çеç ярса пусма ĕлкĕрнĕччĕ, çав вахăтра ăна тепĕр илĕртÿллĕ шухăш пырса кĕчĕ те, вăл самантлăха чарăнса тăчĕ. "Кортика илсен мĕн пултăр-ха. Кортик та тухса ÿкме пултарать вĕт. Çитменнине тата йĕннине пиçиххи çумне хăварап эпĕ", – тесе, вăл кĕмĕл пек çап-çутă кортика йĕн-нинчен туртса кăларса атă кунчи ăшне чикрĕ, унтан кÿлĕ хĕррипе анаталла васкаса утрĕ. Часах вăл анат вĕçне те çитрĕ, унтан иртсе, чăтлăха кĕрсе çухалчĕ.
"Халĕ манăн икĕ паллă пур: пĕри – залив, тепри – шоссе çулĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕринчен инçе мар, иккĕшĕ те Сестра шывĕ патне илсе тухаççĕ. Эпĕ вĕсен хушшипе варман витĕр пырăп. Халĕ çурран çурекен çынсем пирĕннисем çеç, арьергардри çапăçура пулса аташса юлнă боецсемпе командироем. Маншăн кунта хăрушлăх пулас çук".
Кăшт утсан, ăна иккĕленÿллĕ шухăшсем аптăратса çитерчĕç. Халĕ вăл çул çинче тĕл пулнă ташманăн икĕ офицерне вĕлерменшĕн хăйне çилленчĕ. Ташманăн кашни салтакне пĕтерни çĕнтерÿ кунне çывхартать. Анчах çакна пĕле тăркачах мĕншĕн-ха икĕ офицерăн пурнăçне тивмесĕр тăван çĕршыва таптама, тен, хамăр çынсене вĕлерме те, ирĕк пачĕ-ха Михайлов вĕсене? Тен, вăрçăра ик-виçĕ кунран ытла пулманнипе хăйĕн пирвайхи самантри шиклĕх туйăмĕнчен хăталса çитеймен-ха вăл? Çук, хăравçă тееймĕн замполита. Вăрçă мĕнлине çакă йывăр кунсенче çеç мар курнă вĕт-ха Михайлов, лахтарсемпе 1940 çулта та Выборга хăтаричченех çапăçнă. Çапăçусем ун чухне те хаяр пулчĕç. Халĕ вăл, вăрçă пуçланнăранпа пĕр кун та канăç курман пулсан та, темле хаяр çапăçусенче те имшерленмерĕ, вилĕм шăтăкĕ умĕнче те хăйне хăй йынша çын пек тытмарĕ.
Хăйне тÿрре кăларасшăн пулса, Михайлов офицерсене мĕншĕн вĕлерменнине çирĕпреххĕн те ĕнентерÿллĕн сăлтавласа пама тăрăшрĕ. Витĕмлĕреххине нимĕн те тупайманнипе вăл: "Ну, вĕлерĕттĕм вĕсене. Ун хыççăн мана тытса вĕлерĕччĕç. Усси нумай-и-ха кунта? Хамăрăннисем патне çитсен, халăхпа пĕрле çапăçсан, эпĕ ытларах усă пама пул-тарасси пирки пачах та иккĕленместĕп", – тесе шухăшларĕ те, çакăнпа хăйĕн кăмăлне лăплантарнă пек туйса, малалла хăюллăрах та хастаррăн утрĕ.
6
Темиçе эрне хушши вăрçă вучахĕнче ĕшеленнипе хăй ăçта пулнине те туйма пăрахнă Алексейшăн халь çеç лăпкăлăх çитсе килчĕ. Анчах лăпкăлăх-и-ха ку? Ленинград– Выборг шоссе çулĕ çинче, авă, тăшман машинисем шавласа иртеççĕ, таçта инçетре, хĕвелтухăçĕнче, вăрçă шăв-шавĕ тупăсен кĕрлевĕпе, пĕлĕтре çăхан пек явăнса çÿрекен тăшман самолечĕсем çине-çинех пăрахакан бомбăсем кĕмсĕртетсе çурăлнипе янăраса тăрать.
Çав шăв-шав халĕ Алексее тÿррĕнех пырса тивмест. Нумайлăха-и, сахаллăха-и – çĕршер те пиншер çын юнне юхтаракан вăрçă çамрăк умĕнчен хăпнă. Вăл халĕ пĕтĕм çутçанталăкăн илемĕпе киленет, вăрçă хирĕн ĕннĕ шăршипе тулнă ÿпкине тинĕс хĕрринчи, симĕс вăрманти таса та уçă сывлăшпа тасатать.
Вăрманта çакнашкалах лайăх пулнине Алексей халь çеç туйса илнĕ тейĕн. Анчах сахал пулнă-и-ха вăл вăрманта хăй ĕмĕрĕнче. Тăван ялĕ Атăл хĕрринче шавласа ларакан вăрман хушшинех вырнаçнипе вăл унтан тухма та пĕлмен. Чăннипе илсен, урама тухас пулсан та, вăрмана лекнĕ ял çыннисем: хальччен сĕм-сĕм вăрман пулнă çĕртен ларса юлнă катмар юман-хурăнсене никам та касман, кашни çурт умĕнчех çамрăк йывăçсем паркан ÿсе-ÿсе ларнă.
Алексей тăван вăрманти кĕрхи кунсене уйрăмах юрататчĕ. Мĕн тери пуянччĕ кĕрхи кунсенче кăшт сарăхса хĕрелме ĕлкĕрнĕ йывăç çулçисене вĕлтĕртеттерсе ларакан шавлă вăрман: кăмпа, мăйăр, вăрман улми, пилеш, палан!.. Тата мĕн-мĕн çук-ши унта! Тат та тат, пух та пух.
Унтан, кунĕпе вăрманта çÿресе ĕшеннĕ хыççăн, Атăлăн чăнкă çыранне анатăн. Унта, хăйĕн хĕрÿлĕхне чылаях чакарнă хĕвел хĕлхемне те кĕме чаракан йывăçсен чăтлахĕнче, тăхăш тĕлте çĕр айĕнчен юхса тухакан тăп-тăра та сивĕ шыв шарласа выртать. Кĕсъерен аннÿ ĕнер çеç пĕçернĕ çĕр-улми куклине туртса кăларатăн та çÿçентермелле сивĕ шывпа сыпа-сыпа çиетĕн. Çĕрулми куклине Алексей сивĕ сĕтпе е уйранпа çиме килĕштеререх парать, анчах кунти сивĕ шыв сĕтрен те, уйранран та темиçе хут тутлăрах туйăнать ăна.
Аса илнĕ май Алексей хырăмĕ выçнине туйрĕ. Çăварĕнче пухăнсах пыракан сурчăка çине-çинех çăтрĕ вăл, хырăма темскер каснă пек туйăнчĕ. Вара вăл уçланкăри йывăç айĕнчи мăкланса симĕсленнĕ катмар чул çумне пырса таянчĕ.
Алексей кутамккине хыврĕ, ăна салтса, пĕр татак сухари туртса кăларчĕ. Ун алли хĕвелпе чылаях хĕрсе кайнă тимĕр банкăна хыпашласа тупсан, вăл хăйĕн халĕ пĕртен пĕр хĕçпăшал – кортик пуррине аса илчĕ, ăна ата кунчинчен туртса кăларса, консерва банки уçма тытăнчĕ.
"Халĕ тăраниччен çиетĕп те, вара ирчченех пурăнма пулать", – шутларĕ вăл.
7
Ирхине Алексей хай аллине темле кăтрашка сивĕ япала пырса кĕнипе варанса кайрĕ. Вăл хăйне такам пуçран çапнă пекех сиксе тăчĕ. Чул çине сарнă вырăнĕ çинче, лÿчĕркенсе шанма ĕлкĕрнĕ симĕс курăк çинче, сарăрах чăпар çĕлен чаштăртатнине курсан, унăн çан-çурăмĕ сÿлетсе илчĕ. Вăл, хурăнпуç çыншан пачах сиенлĕ маррине пĕлет пулсан та, хăйне ыйхăран вăратнă çĕлентен йĕрĕнсе, ăна атăпа таптас тесе, урине ярса пусма çеç тăнăччĕ. Çав самантра çĕлен, шăпах Алексейĕн хăйне хирĕçле туйăмне сиснĕ пек, авкаланса илчĕ, унтан, курăка чаштăртаттарса, шур чул тăрăх чăшт шуса иртсе, çĕре сиксе анчĕ.
– Ах, мур илесшĕ! Тупнă вĕт вырăн: ăшă шыраса хул хушшине кĕрсе выртнă, – сасăпах варçса илчĕ Алексей, чул тăрринчен çаплах анмасăр.
Кăнтăрла, хĕвел хĕртсе пăхнă чухне, улăхса пăхасчĕ унăн çак вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман хушшинчи уçланкăсенче çуртсем пек катмарланса выртакан шурă чулсем çине. Унта вăл çĕлен-калта çыххи-çыххипе кĕшĕлтетсе, хĕрĕнсе выртнине курнă пулĕччĕ.
Михайлов кутамккине васкаса çакрĕ, чул хĕрринчен аллипе тĕреленсе тÿрех çĕре сикрĕ.
"Текех чул тăрринче нихçан та çывăрмастăп, пĕр-пĕр çара туратлă лутрарах йывăç тупатăп та туратсем хушшине вырнаçатăп. Снайперсем, авă, йывăç тăрринчен анмасăр темиçе талăк пурăнаççĕ-çке", – шухăшласа пычĕ вăл, йывăçсем хушшипе хăй çулĕпе хĕвелтухăçнелле утнă май.
Аташса каяссинчен хăрамалли çук ун кунта: шоссе юнашарах, ун тăрăх кунĕн-çĕрĕн машинăсем кĕрлесе чупаççĕ; тепĕр енче, кăнтăралла икĕ-виçĕ çухрăмра, шывĕпе çырана чухеме пĕр минутлăха та ывăнман залив шавласа выртать.
Хальччен кунĕн-çĕрĕн вăрçăра пулнипе ниме те асăрхаман, вăрçă пуçланнăранпа та иртнĕ çĕр кăна тăраниччен çывăрнă Алексей йывăç çулçисем сарăлма пуçланине пирвайхи хут асăрхарĕ.
"Ой, кĕр çитсе килет-çке. Каçсем-ирсем сулхăнланма пуçланă. Шуйттан çĕленĕ, çавăнпа кĕрсе выртнă-çке вăл ман çума".
Çапла çав, вăрçă çынна йăлтах улăштарса ярать: унта кăмăл-туйăма хытарса яракан, ĕмĕт-шухăша пачах иксĕлтерекен çапăçусемсĕр пуçне ним те курмасть, ниме те асăрхамасть çын.
Алексей Михайловпа та çавăн пекех пулса иртрĕ. Уйăх çурă ытла кашни куна, кашни сехете вăрçă вучахĕнче ирттерсе, çапăçура мĕн кирлисĕр пуçне урăх ниме те асăрхаманскер, хăй тĕнчере пуррипе çуккине те çав вăрçă шавне пĕр вĕçĕмсĕр илтсе тăнине çеç туйнăскер, вăл хăй йĕри-тавра мĕн пуррине тин çеç, алли автоматран пушансан çеç, тĕшмĕртме пуçларĕ.
Курма-асăрхама çеç мар, шухăшлама та пуçларĕ вăл.
Акă халĕ те ăна пĕр шухăш аптаратса çитерчĕ.
Чăнах, ăçта кайса кĕме пултарнă-ха Маграт? Çапăçнă чухне дотра пĕрмаях пĕрле пулчĕç вĕсем. Кайран, финн салтакĕ граната персе алăка ишĕлтерсен, хăйсене, лейтенантпа иккĕшне, унтан илсе тухнă чухне вăл ун виллине те курмарĕ.
"Нивушлĕ тыткăна кайрĕ вара? Çук, ун пек пулас çук. Маграт ăнлануллă боец", – хирĕçлерĕ вăл сасартăк килсе кĕнĕ иккĕленÿллĕ шухăша.
Анчах иккĕленуллĕ шухăш малашне те канăç памарĕ ăна, вара ун умне çав самантрах вăрçă умĕн Выборгра пулнă пĕр сăнар тухса тăчĕ.
8
Ун чухне ротăри боецсем тактикăна вĕренетчĕç. Политрук заместителĕ Михайлов боецсемпе калаçу ирттерме тăваттăмĕш взвода кайрĕ.
Боецсене çар ĕçне мĕншĕн шăпах масар çинче вĕрентни пирки шухăшласа тăман Михайлов. Ку, ахăртнех, Выборгра çар нумаййипе пулĕ-ха: чаçсем тем чухлех, вĕсем пурте çар ĕçне вĕренеççĕ, апла кунта вырăн аçтан тупса çитерĕн-ха!
Алексей Михайлов, взвода çитсен, пĕр хурарах сăнлă боец лутра чул хĕрес çывăхĕнче юрă ĕнерлешсе выртнине курчĕ те ун патнелле утрĕ. Лешĕ, месерле выртаканскер, хай патне пыракана асăрхамарĕ пулмалла, вăл çаплах пĕр паллă вырăс халăх юррин çеммине ĕнерлешрĕ:
...Еду, еду, еду к ней,
Еду к любушке своему...
– Здравствуйте!– таплаттарса утса пычĕ ун патне Михайлов.
Боец, вăшт-вашт сиксе тăрса, çĕр çинче выртакан винтовкине сылтăм алла ярса тытса, тап тăчĕ:
– Маграт Мамаев боец канура, замполит юлташ!
– Вольно! Лар, лар, интереслĕ юрра малалла тăс.
– Ларасса ларатăп та, замполит юлташ, анчах юрра малалла тăсма сăмаххисене пĕлместĕп.
– Эсĕ, Маграт, хăв ăçтан?
– Дагестанран. Мĕн вара?
– Миçе çул вĕреннĕ-ха эсĕ?
– Çичĕ çул.
– Апла грамматикăра "род" пуррине пĕлмеллех санăн.
– Мĕнле "род"? Пирĕн нимĕнле "род" та çук.
– Апла çавăнпа "еду к любушке своему" тесе юр-латăн-çке эсĕ.
– Çавах мар-и вара?
– Çавах мар çав, "любушка" сăмах женский род вăл, çавăнпа "еду к любушке своей" тесе юрламалла. Вăт çапла, Маграт.
– Итлетĕп, замполит, малашне çавăн пек юрлап. Михайлов курăк çине ларчĕ.
– Ну, пурнăç епле, Мамаев юлташ?– ыйтрĕ замполит, боец хăйпе юнашар ларсан.
– Мĕнле калас, кашни кун вăт çапла: ир пуçлатпăр та каç пĕтеретпĕр. Çак масара сыхлама вĕренетпĕр тейĕн.
– Ма апла туйăнать вара?
– Эпĕ Кавказ çынни, анчах манăн темле княгиня хайне валли барон-упăшка шыраса кунта çитиччен килнĕ çĕре хутĕлеме пачах та кăмăл çук, – терĕ Маграт, куçĕпе умри лутра чул хĕрес çинелле тĕллесе.
Михайлов хĕрес çине мĕн çырнине вуларĕ: "Баронесса Бистром. Урожденная княгиня Ашадзе".
– Мĕнле, замполит юлташ, вăрçă пулатех пулĕ? Лахтарсем ахальтен мар ĕнтĕ хайсем патне нимĕçсене чĕнчĕç. Эпĕ вĕсен патшалăх пуçлăхĕ Маннергейм нимĕç тенине илтнĕ. Тĕрĕс-и вăл?
– Нимĕç-и вăл, нимĕç маар-и, анчах вăл халăха юратманни пурне те паллă. Чи усал реакционер вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ 1918 çулта мĕн чухлĕ финн рабочине вĕлерчĕç Маннергейм хушнипе. Вăрçă халь-халь сиксе тухас пирки никамăн та иккĕлену çук пулĕ.
– Апла пирĕн çак хулана, кунти масарта выртакан "Выборгский купец I гильдии Иванов", "Выборгский купец II гильдии Митрофанов" тата темле-темле купецсен вилтăприсене хĕçпăшалпа хÿтĕлемелле пулать?– чееленсе ыйтрĕ Мамаев.
– Э-э, ун пек енне кайсан, Маграт, сирĕн Дагестанри çĕре кама-кама пытарман-ши: унта княçсем те, бексем те, улпутсем те пур пулĕ, – хирĕçлерĕ Михайлов.
– Вĕсем унта революциччен пулнă, халь ун пеккисем çук. Кунта вĕт, авă, çав патша саманинчен юлнă йăх-яхсене Еатар саккăрмĕш-вăтăр тăххăрмĕш çулсенче пытарнă. Акă тата кунта юнашарах финнсен масарĕ пур. Апла пирĕн çав масаршăн та юн юхтармалла пулать-и?
– Ытла тĕлĕнтеретĕн эсĕ, Маграт. Юн юхтарма тивет пулсан, эпир масаршăн мар, совет çĕрĕшĕн юхтаратпăр ăна. Эсĕ кунта хĕрĕхмĕш çулта çапăçнă-и?
– Çук.
– Апла пулсан, ним те пĕлместĕн-ха эсĕ. Ку çĕре эпир тарпа, юнпа лушкĕнтернĕ. Кунта Выборга штурмланă чухне пиншер çын пуçне хунă. Пĕлесех тетĕн пулсан, кунта эпĕ хамăн чи çывăх юлташа, ачаран пĕрле выляса, пĕр шкулта вĕренсе ÿснĕ çынна, çухатнă. Ку çĕр – совет çĕрĕ, çавăнпа, вăрçă-мĕн пулас пулсан, эпĕ унăн кашни метрне хÿтĕлĕп.
Вĕсем иккĕшĕ те пĕр харăс ура çине сиксе тăчĕç. Хальччен вăхăта калаçса ирттернипе замполит çине Мамаев пачах пăхман, халĕ замполит кăкăрне илемлетекен "Паттăрлăхшăн" медале курсан, ун пичĕ хĕрелсе кайрĕ. Вăл вара именерех те хаюсăртарах:
– Ăнлантартăр, замполит юлташ, вăрçăра эпĕ те çапла тăвăп, – терĕ те, калаçу пĕтнине туйса, масарти хĕрессем хушшипе харсăр утса кайнă замполит çине ăнлануллăн пăхса юлчĕ.
9
Дотри çапăçу хыççăн Маграт Мамаевпа мĕн пулса иртнине пĕлмен Михайлов вăл ăçта кайса кĕме пултарни пирки иккĕленсе шухăшласа илчĕ.
Ара, чăнах, ăçта кайса кĕме пултарнă-ха вăл? Блиндажĕ те чăх кутани пек çеç вĕт: унта çÿп выртсан, ăна та курмалла. Маграт унтан сывлăш пулса вĕçсе тухайман вĕт-ха.
Чăннипе Маграт Мамаевпа акă мĕн пулса иртнĕ çав вăхăтра.
Финн салтакĕ граната пăрахсан, тăпсинчен сирпĕнсе тухнă алăк шăпах Маграт çине пырса ÿкрĕ. Мамаев, алăк пырса çапнипе шăйăрăлнă пуçĕ ыратнине уямасăр, алăка стена çумне тĕршĕнтерсе, унпа хăй пачах курăнмалла мар витĕнчĕ. Унтан вăл пĕр вăхăт кăшкăрашнине илтрĕ. Кăщт вăхăт иртсен, алăк айĕнчен тухрĕ, автоматне илсе çĕнĕ диск лартрĕ, хăй хыçĕнче çакăнса тăракан кутамккине аллипе тĕрĕслесе пăхса, блиндажран тухрĕ.
Паçăр тем пекех ыратакан пуç халь ыратма чарăннинчен тĕлĕнсе, вăл ăна хыпашласа пăхрĕ. Пуç хыçĕнче нÿрелнĕ сурана мар, хутаç евĕр çакăнса тăракан шыçака хыпашласа тупсан, вăл хăй ăшĕнче: "Эй, ку нимех те мар, ку часах тÿрленет", – тесе алне сулчĕ.
Вара, сыхлануллăн ун-кун пăхкаласа, аллинчи автоматне малалла тытса, вăрттăн-вăрттăн йăпшăнса, вăрман чăтлăхĕпе хĕвелтухăçнелле утрĕ.
10
Йывăç çинче çывăрса аннă Алексей, кунсен шутне пачах çухатнăскер, хăйĕн кировски сехет пуррине, темиçе кун хушши ĕнтĕ унăн пружинине хытарманнине аса илсе, гимнастеркăн сулахай кĕсйине хыпашларĕ. Хыпашларĕ те унтан сехет вырăнне пĕр ывăç кантăк, тимĕр тĕпренчĕкĕсем туртса кăларчĕ. Сехетĕн аялти мăкăрăлнă хуппи çеç юлнă. Алăри ванчăксем хушшинче пăхăр тĕслĕ пуклак пульăна курсан тин Михайлов ăнланчĕ: ăна вилĕмрен çăлса хăвараканĕ сехет пулнă иккен. Сехет кăкăр кĕсйинче пулман пулсан, тăшман пули тÿрех чĕрене пырса тиветчĕ.
Вăл пĕтĕм вакланчăка çĕре тăкрĕ те сехетĕн хыçалти хуппипе пульăна каллех кăкăр кĕсйине чикрĕ.
"Кусене вăрçă пĕтичченех кĕсъере тытса усратăп, вĕсем ман пурнăçан паллисем",–терĕ те, çатракасене аллипе сирсе, вăрман чăтлăхĕпе утрĕ.
Чип-чиперех утса пыратчĕ вăл, лайăх каннă хыççăн утма йывăррине туймасăр пыратчĕ. Анчах кĕтмен хушăрах, ура айĕнче тунката та, хăрăк-харăк та выртман çĕртех хăй ĕнсине темскер тăрук пырса çапнипе ÿпĕнсе тÿнсе кайрĕ. Ăна темскер çĕр çумне пусăрăнтарса вырттарчĕ, ĕнсерен, майран тăрмалама пуçларĕ. Вăл хăйне пусса выртнă чĕрчуна сирсе ывăтма пĕтĕм вайпа питĕрленме кăна ĕлкĕрнĕччĕ, çав самантра хай çинчи йывăрлăх айккинелле имшеррĕн кайса ÿкнине туйрĕ те ури çине вăштах сиксе тăчĕ.
– Сывлăх сунатăп, замполит.
Михайлов хай умĕнче чукмар пек патак тытса тăракан пилоткăсăр, çурăлса пĕтнĕ гимнастеркăллă, янаххи шăртланнипе пулĕ, ватăрах сăнлă курăнакан, хура çуçлĕ, вăтам пÿллĕ боец тăнине курчĕ. Вăл ун çине хăюллăн та ăшшăн тинкерсе пăхать.
– Куна эпĕ шаплаттарса ÿкертĕм. Çак чĕрчун сан çине сикнине куртăм та самантра чупса килтĕм. Юрать-ха ура айĕнчех çак патак пулчĕ. Тÿрех пуçĕнчен латлаттартăм та,самантрах тĕшĕрĕлсе анчĕ, – терĕ вăл, халь çеç Михайлов тăнă вырăна тăсăлса выртнă шупкарах çăмлă çÿлевĕç çине кăтартса.
– Тавах, – теме çеç пултарчĕ Михайлов, çав вăхăтрах унăн икĕ куçĕнчен те куççуль шăпăртатма пуçларĕ.
Вăрçă пуçланнăранпа пĕр кун та канăç курманнипе антăхса çитнĕ Алексей куççуль юхнишĕн вăтанмарĕ, хай кăмăлне ирĕк парса, вăл чылай вăхăт лăпланаймасăр тăчĕ. Унтан, майĕпен лăпланса çитсен, куçĕсене вараланчăк алăпа шăлса:
– Тавах, юлташăм, – терĕ те хăй умĕнче кивелнĕ кирза атăллă урисене хăюсăррăн сиктеркелесе тăракан боеца алă тăсса пачĕ.
– Эпĕ сире паян ир куртăм. Унтанпа сирĕн хыççăн пĕр утăм та кая юлмасăр пыратăп, – терĕ боец, замполитăн аллине хытă чăмăртаса.
– Апла ма ним шарламасăр пыратăн вара?
– Шарла-ха, халĕ халăх питĕ усалланса кайнă. "Тен, кун пистолет пулĕ те, тÿрех персе ÿкерме пултарать вĕт", – тесе шутлатăп.
– Пистолет терĕ унта, акă çакă пур.– Михайлов атă кунчи ăшĕнчен çап-çутă кортик кăларчĕ.–Куна та тăшмансенне вăрлама май килчĕ.
– Э-э, эпĕ сирĕнтен пуянрах апла.– Боец пиçиххине çакнă йĕнĕрен СВТăн кинжал евĕрлĕ штыкне туртса каларчĕ.– Куна хĕçпăшал та теме пулать.
Михайлов кортика мĕнле тупнине каласа кăтартрĕ те, боец шухăшне пĕлесшĕн пулса, хăйне кÿренсе каларĕ:
– Вăт ухмах, вăт ухмах. çак икĕ офицера алăран вĕçертнĕшĕн хама хам ниепле те каçарма пултараймастăп. Пер те вĕлер ĕнтĕ, никам та ним те пĕлес çук.
– Пĕлес çук тетĕр-и? – хирĕçлерĕ боец.– Пĕлес çук сана. Ик-виç сехет иртсенех сирĕн хыççăн йытă яратчĕç. Вара хăталасси çинчен шутлама та кирлĕ марччĕ.
– Хам та çапла шутларăм çав. Икĕ офицер, паллах, сахал мар. Анчах малашне те ун пек тĕлпулусем пулĕç-ха. Халлĕхе пире тăшман хытах хĕссен те, малашне каплах пулас çук.
Тăшманăн икĕ офицерне тĕп тума питĕ майлă самантпа усă курманшăн Алексей халĕ те хăйне хăй ÿкĕнсе илчĕ, вара кăмăлне лăплантарасшăн пулса:
– Вăрçи пуçланчĕ кăна-ха, – терĕ.– Тăшманпа хаяр тытăçура пуласси пĕр хут çеç мар килсе тухĕ.
– Вăл çапли çапла. Анчах вăрçăра эпир çеç мар, тăшман та перет-çке. Апла пулсан вилĕм вăл пире те кашни утăмрах сыхласа тăма пултарать, – хирĕçлеме пăхрĕ боец.
– Э-э, çук! Эпĕ кун пек пăтăрмахран чĕрĕлле тухрăм пулсан, тăшманпа нумай çапăçасшăн-ха. Çитменнине, манăн тавăрмалли пур-ха, ăна лейтенант вилĕмĕшĕн, тăван çĕрĕн кашни утăмне хÿтĕлесе, çак уйăх çурă хушшинче хаяр çапăçусенче пуçне хунă юлташсемшĕн тавăрмалла.
– Тавăрмалли манăн та сахал мар-ха: пирĕн полкра мĕн чухлĕ юлташ пуçне хумарĕ пулĕ.
– Эсир хăш полкран вара? – ыйтрĕ Михайлов.
– Погранполкран.
– А-а, Выборгран хĕвеланăçнерех тăнă погранполкран пулĕ-ха? – Замполит боецăн кăкрине шăтарса пĕтернĕ гимнастерки çине пăхса илчĕ те унăн петлици симĕссине тин асăрхарĕ.– Кунта тĕрлĕ значоксем пулнă пулĕ-ха. Ма çакман вĕсене тата?
– Çакнăччĕ те, вĕçертсе илтĕм. Вăрçăра маскировка кирлĕ. Вĕсем хĕвел çинче кĕмĕл пек ялкăшаççĕ. Снайпер валли пит лайăх мишень. Снайпер валли çеç-и, тĕл перекен кирек мĕнле салтак валли те. Акă вĕсем, кунта выртаççĕ, – терĕ те боец хыçне çакнă кутамккине ярса тытрĕ, унта темскер чанкăртатса илчĕ, темскер çĕмĕрĕлчĕ.
"Вăт, тирпейлĕ боец. Маттур. Çав халĕ ниме тăман тимĕр татки çеç пулса юлнă значоксене те темрен ытла хаклать пулсан, вăл лайах службист пулнă апла", – боец çине ашшăн пăхса шухăшларĕ Михайлов.
Боец çав самантра замполитăн тĕксĕм пичĕ çине именÿллĕн пăхрĕ, вара унăн хĕвелпе шупкалнă гимнастеркипе çĕтĕк атти çине куç хыврĕ.
"Э-э, сан туму та август валли мар-мĕн. Кĕçех сивĕ каçсем килсе çитеççĕ. Çумăр çăвас-мĕн пулсан, гимнастерка ĕнсеренех чар çурăлса анĕ. Капла мĕнле пулĕ-ха малашне? Васкас пулать", – шухăш вĕçсе иртрĕ боец пуçĕнче.
Васкама кирлине вĕсем иккĕшĕ те пит лайах пĕлеççĕ. Анчах мĕнле васкаса утан-ха кунта çатра-çĕтре хушшипе. Çулпа утас пулсанччĕ хуть. Утĕччĕç вĕсем çулпа, çулне халĕ тăшман йышăннă-çке. Тăшман куç умне пулас мар тесен, вĕсен ирĕксĕрех вăрман чăтлăхĕпе утма тивет.
– Капла тăни, юлташ...
– Щербатов, Михаил Прокопьевич, – хыпаланса пĕлтерчĕ боец хай ячĕпе хушаматне.– Горький çынни. Пĕлетĕр пулĕ вăл хулана?
– Ма пĕлес мар. Унта эпĕ службăра та пулнă: çулла вăрманти лагерьте, хĕлле хулара тăратчĕ пирĕн дивизи.
– Пит лайăх астăватăп вăл дивизие. Халĕ вăл та пĕр-пĕр фронтра çапăçать пулĕ-ха.
– Çапăçмасăр. Вăрçă пуçлансанах çав дивизири боецсен ушкăнĕн сăнÿкерчĕкне "Правда" хаçатра çапса кăларнăччĕ. Эпĕ ăна сăнÿкерчĕк айне полк командирĕн ятне çырнипе палласа илтĕм. Курман-и çав ÿкерчĕке?
– Курнă пулĕ те, халĕ тин ăçтан пурне те астуса çитерĕн-ха?
– Вăл çапли çаплах: çакăн пек пăтармахра пурне мар, хăв ăçтине те астуса çитереймĕн. Горький çынни тетĕн апла. Ун пек пулсан, эпир пĕр енчисем. Эпĕ те Атăл çынни: Шупашкар çывăхĕнчи ялтан. Илтнĕ пулĕ ун пек хула çинчен?
– Атăл çинче ларакан Шупашкара мĕнле пĕлем мар-ха? Илтнĕ çеç те мар, темиçе хут та пулса курнă.
Пĕр таврари çынсем пĕр-пĕрне хăйсем çуралнă вырăнтан таçта инçетре тĕл пулма тÿр килни тĕлĕнтермерĕ икĕ салтака. Ара, халĕ, çĕршыври пĕтĕм арçын тенĕ пек хĕвеланăçне куçса килнĕ чухне, кун пекки сахал пулать-и?
Акă мĕн, Миша. Пирĕн васкамалла. Тăшман Сестра шывĕн çыранне пур çĕрте те йышăниччен пирĕн унта çитмелле. Атту каçма йывăр пулать пире, – терĕ Михайлов.
– Васкамалла пулсан, васкар, замполит юлташ.
Щербатов, лутра йывăçăн тураттине авса, малалла утрĕ, Михайлов та ун хыççăн васкарĕ.
11
Чăтлăхра пичĕсене туратсемпе тăрмаласа юнлантаричченех утса ывăннă Михайловпа Щербатов, уçăрах вырăн шыра-шыра, хăйсем сисмен хушăрах çул хĕррине тухса тăчĕç.
– Капла тăшман аллине те лекме пулать. Сыхлăха мантăмăр, – терĕ Алексей, хĕвелпе хĕрнипе хăмăррăн йăлтăртатса выртакан шоссе хĕрринчен вăрмана чупса кĕрсе.
– Чăнах та, çапла пулса тухма пултарать, – хуравларĕ Щербатов, чăтлăха кăшт шаларах кĕрсенех пĕр пысăк вулăллă катрам йывăç çумне тĕршĕнсе ларса.–Урăх пĕр утăм та таваймастăп, урасем пачах çĕкленмеççĕ.
Ярханах янă çуха витĕр чикнĕ аллипе кăкăрне шăлкаласа, кĕскен-кĕскен сывласа ларакан юлташĕ çине пăхса илсенех Алексей ăна ăнланчĕ. Вăл халĕ хай те тем пекех ывăннине туйрĕ те, пĕр сăмах каламасăр, Щербатов çумне пырса ларчĕ, аллисемпе темшĕн чĕркуççисене сăтăркалама пуçларĕ. ÿт-пÿ канăçсăррăн сăрăлтатрĕ унăн.
– Капла çырла çеç çисе пурăннипе нумай каяймăпăр. Утмалли чылай юлчĕ-ши пирĕн? – пуçне замполит еннелле пăрчĕ Щербатов.
– Мур пĕлет-и. Нимĕнле ориентир та çук вĕт пирĕн. Çул çине тухса, километр юпине тупса пăхас пулать.
– Ку – лайăх шухăш. Чăнах, çак таранччен мĕнле тавçăрса илеймен-ха эпир çавна.
– Хальччен çул çине тухса та курман-çке-ха эпир. Çул çинче юпасем пурри çинчен аса та илмен.
– Тс-с... Пăх-ха эсĕ, – замполита айккинчен тĕксе илчĕ Щербатов.– Шăпах пирĕн тĕле чарăнчĕ.
– Мĕн пирĕн тĕле чарăнчĕ? – тÿрех ăнланса илеймесĕр юлташĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ Михайлов.
– Эсĕ çул çине пăхсам. Авă унта, – паçăрхи пекех пăшăлтатса, хăйсене ют куçран пытаракан тĕмĕ тураттисене сыхлануллăн сирсе, шоссе çинелле тĕллесе кăтартрĕ Щербатов.
Алексей çул хĕррине чарăнса ларнă урапалла хура мотоцикла, ун çинчен анса, вăрман еннелле утса пыракан танкистсен шлемĕллĕ, пысăк хура куçлăхлă çар çыннине курчĕ.
Çав самантра ун алли, хăйне хăех атă кунчи патнелле шуса пырса, унтан çап-çутă пĕчĕк кортика кăларчĕ.
Щербатов та пиçиххирен çакса янă СВТ штыкне йĕннинчен туртрĕ.
Мĕн тăвас план самантрах çуралчĕ вĕсен.
– Эсĕ çурăмран чик. Çав вăхăтра эпĕ çăварне хуплатăп. Кăшкăртас мар, – хушрĕ Михайлов юлташне.
Вара вĕсем, ура айĕнчи çăтăр-çатăра пусса сасă кăларассинчен шикленсе, тăшман çар çынни еннелле васкамасăр упаленчĕç.
Лахтар ăна-кăна уямасăр, темле юрă çеммине ĕнерлешсе, çул хĕрринчи чăтлăха шаларах та шаларах кĕрсе пырать. Акă, вăл тĕме хыçĕнче пытанса выртакансем патнех çитсе тăчĕ ĕнтĕ.
Михайловпа Щербатов ура çине пĕр харăс сиксе тăчĕç. Кун пек япала кĕтмен çĕртен килсе тухнипе сехри хăпнă тăшман сасă кăларма та ĕлкĕреймерĕ. Щербатов штыкпа чиксен, вăл, тÿп-тÿррĕн тăрасшăн пулнă пек, туртанкаласа илчĕ те çĕр çине пушă михĕ евĕр лăштăр тĕшĕрĕлсе анчĕ.
– Пушанма тăратнă пулĕ-ха ку мотоциклне.
– Леш тĕнчене пушанмасăрах кайрĕ. Вăт мĕн кÿрентерет пулĕ çынна, – шÿтлеме пăхрĕ Щербатов.
– Леш тĕнчере унта çав-çавах пулĕ-ха. Ну-ка, тыт-ха пуçне: шлемне, куçлăхне хывса илер. А-а, ку офицер-çке!– те тĕлĕннине, те савăннине пĕлтересшĕн пулса, хыттăн каларĕ Михайлов, офицерăн хулпуççи урлă çакса янă планшетне хывса илсе.
Унтан вĕсем кĕсъесене ухтарчĕç, вĕсенче сигарасем тултарнă портсигарпа зажигалка тупрĕç.
– Халĕ пирĕн чăн-чăн хĕçпашалпа сехет пур, – терĕ Михайлов, сылтăм аллинчи хура пĕчĕк пистолета вылятса, тепĕр аллинчи хура циферблатлă сехет çине пăха-пăха.– Кăнтăрла иртни виçĕ сехет.
– Вăт халĕ пирĕн çакăн мотоциклĕ çине ларса хĕвелтухăçнелле вĕçтересчĕ. Самантрах фронт тĕлне çитеттĕмĕр, – кĕтмен çĕртен килсе кĕнĕ айванла шухăша юлташне пĕлтересшĕн пулса каларĕ Щербатов.
– Ну, ку вайлă шухăш. Ку шухăша пурнăçлама та пултаратпăр эпир. Пăх-ха эсĕ, çакна тăхăнсан, ма тăшман офицерĕ мар? – шлема, хура куçлăха тăхăнса кăтартрĕ Алексей.– Мотоцикла çÿретме пĕлетĕп, тата мĕн кирлĕ? Мотоциклĕ "Циндаб" е "БМВ" пулĕ-ха. "БМВ" пулсан аванрахчĕ, ăна лайăхрах пĕлетĕп эпĕ.
– Капла чăнах та тăшманран уйăрса илме çук сана. Анчах гимнастеркăпа брюкине ăçта кайса хуран-ха?
– Да, чăнах та, ун çинчен пачах манса кайнă. Ах, маскхалат е плащпалатка пулсанччĕ хуть. Мотоцикл çинче мĕн те пулин пурах ĕнтĕ. Тĕрĕслес пулать.
Анчах тĕрĕслеме пулмарĕ. Шăпах çав вăхăтра шоссе çинче сасă янараса кайрĕ:
– Капитан, а-у, капитан! – кăшкăрса пырать вăрманалла симĕс чăпар маскхалатлă тăшман салтакĕ.
– Кăна эпир самант çавăрса хуратпăр. Пистолетпа та шаплаттарса ÿкерме пулать ăна, – терĕ шăппан Щербатов, Алексей çине темле каварлăн пăхса.
– Пистолетпа юрамасть, – хирĕçлерĕ Михайлов.– Çул тăрăх тăшман машинисем сахал мар çÿреççĕ. Илтме те пултараççĕ вĕт.
– Ку та тĕрĕс. Апла пулсан эпир ăна малтанхи меслетпех тĕшĕрĕлтерсе антарар-ха.– Курăкпа шăлса тасатнă штык-кинжалне сылтăм аллипе пăчăртаса утрĕ Щербатов.
Салтака çамăллăнах пĕтерсе хучĕç, пĕр сас та кăлараймарĕ апăрши.
– Маскхалатне хăвартрах хыв, Миша. Автоматне вĕçертсе ил. Халĕ взводран кая мар хĕçпăшалланатпăр. Аптрамастпăр.
Щербатов тăшман салтакĕн маскхалачĕпе автоматне хывса илсен, вĕсем çул хĕрринех тухса выртрĕç. Çул çинче машинăсем çÿремен самантра Щербатов мотоцикл патне чупса кайрĕ.
Маскхалат тăхăннă Щербатова тăшман салтакĕнчен нимĕнпе те уйăрса илес çук. Анчах Михайлов çийĕнче пуçри шлемпа хура куçлăхсăр пуçне ним те çук-ха. Юрать-ха тата офицер атти шăпах ун урине юравлă пулчĕ. Халĕ плащпалатка пекки пулсанччĕ!
Мотоцикл çинче плащпалатка пуласса шансах тăнă Михайлов. Перешеекра çумăр çукаласах тăнине тăшман офицерĕсем пит лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа çул çине плащ таврашсăр тухас çук вĕсем.
Чăнах та çапла пулчĕ имĕш. Щербатов замполит патне кĕçех хура плащ йăтса пычĕ. Вара, ăна тăхăнсан, Михайлов каснă-лартнă тăшман офицерĕ пулса тăчĕ.
– Ну, халĕ васкамалла, – терĕ Алексей, мотоцикл патнелле утса. "МГ" пулемета эсĕ яланах хатĕр тытса пыр. Кам пĕлет, çул çинче тем те пулма пултарать. Халĕ, ун чухлĕ хĕçпăшал пур çинче, тăшман аллине лекме намăс та пире.
Михайлов мотоцикла ĕçлеттермелли пускăча урипе ик-виçĕ хут пусса газ парсан, мотор кĕрлесе ячĕ. Вара вăл ларкăч çине улăхса ларчĕ те хăвăртрах рычагне пĕр карта лартрĕ. Пĕрремĕш хăвăртлăхпа пынă чухне спидометр йĕппи 20–30 километр çинче выляса пычĕ, виççĕмĕш хăвăртлăх çине куçарсан, вăл 70–80 цифрăсем хушшинче выляма пуçларĕ.
Кун пек хăвăртлăхпа Михайлов нихçан та çÿресе курман. Ай, мĕнле лайăх! Çил вăркăштарать, çул хĕрринех ларса тухнă йывăçсем хирĕçле вĕлт-вĕлт чупса иртеççĕ, хыçалалла симĕс стена пек кармашса юлаççĕ. Умра яп-яка та тип-тикĕс çул тăсăлса выртать. Çул çинче мĕнле те пулин ланкашкана асăрхасан, сцепление е тормоза пăркаласа, газа пĕчĕклетме кăна ĕлкĕр. Çавсене тума ĕлкĕреймерĕн пулсан, мотоцикл çине ан кÿрен, çирĕпрех ларса пыр кăна: малтанах вăл сана тинĕс хумĕ çинчи пек çÿлелле çĕклесе илĕ, унтан айккăн-айккăн тылласа силлĕ.
Михайлов мотоцикл çинче çирĕп ларать. Ара, вăрçăччен, курсра вĕреннĕ чухне, вăл "ИЖ"-па трамплин çинчен те пĕр хут çеç мар сикнĕ. Трамплине çÿллех мар ĕнтĕ, метр-метр çурăран ытла пулас çук. Çапах та чип-чипер чуптарса пынă çĕртех мотоцикла сывлăшра ик-виçĕ метра сиктер-ха, унтан, кустăрми çĕр çине лексен, руле йĕркеллĕ тытса пыма пултар тата.
Курсра вĕреннĕ чухне хăйпе пулса иртнĕ пĕр ĕçе халĕ те манаймасть-ха Алексей. Паллах, халĕ ун çинчен кулăш пек кăна аса илме пулать. Анчах ун чухне Михайловăн çÿç-пуçĕ вирелле тăрса кайнăччĕ.
Пĕррехинче çапла чăнкă сăртран аннă чухне Алексей мотоциклăн урапа пусмалли тормозе ванса кайрĕ. Алă тормозне пусать-пусать вăл, анчах мотоцикл хăвăртлăха пачах чакармасть, çил пек вĕçтерсе пырать. Мĕн тăвас? Кĕçех пăрăнмалла пулать вĕт. Çакнашкал хăвăртлăхпа пынă чухне алăсем руле пăрма вăй çитерĕç-ши?! Вăй çитереймесен, чăнкă сăртран тÿрех çырма тĕпне сикмелле пулать. Хăйне мĕнле хăрушлăх кĕтниие туйса илнĕ Михайлов тарласа кайрĕ. Анчах вал аптраса ÿкмерĕ. Руле пĕтĕм вăйпа пăрса, мотоцикла тепĕр май çавăрчĕ: халĕ ĕнтĕ мотоцикл анаталла мар, тăвалла чупма пуçларĕ.
Хăй вилĕм умĕнче тăнине тин çеç ăнланса илнĕ Алексейĕн куçĕнчен куççуль йăрлатса анчĕ. Вăл вара, халне пачах çухатса, мотоцикл рульне тытса пыракан аллисене лăштах ячĕ. Хăйне тыткалама пăрахнă мотоцикл кĕрлесе илчĕ те çул хĕрринчи канава йывăррăн йăванса кайрĕ...
Мотоцикл халĕ çавăн чухнехи пекех хытă чупать, çул пăрнăçĕнче вăл халь-халь йăванса каяс пек айккăн-айккăн тайăлса илет. Юрать-ха, урапа çинче Щербатов ларса пырать, ун йывăрăшĕ пулмасан, мотоцикл йăванса та каймалла.
Мĕн ку?! Умра – çула пÿлсе хунă.
Михайлов мотоцикла пĕр самантлăха тăпах чарчĕ. Ытла ăнсăртран чарăннипе Щербатов чутах урапа çинчен вăркăнатчĕ: вăл ура çине тăрас пек çĕкленсе илчĕ те каялла лăнклатса ларчĕ. Аллинчи "МГ" пулемет та кĕçех тухса ÿкетчĕ.
– Шлагбаум. Апла пулсан, фронт çывăхра. Эпĕ шлагбаум патне çитиччен майĕпен чуптарса пырăп. Унта çитсен, тăваттăмĕш хăвăртлăха лартса, çула пÿлнĕ кашта айĕнчен тухса сирпĕнĕпĕр. Эсĕ пеме хатĕрлен, – хушрĕ Алексей юлташне.
Шлагбаум патне çитме пĕр аллă-утмăл метр юлсан, Михайлов мотоцикла иккĕмĕш хăвăртлăхпа, газ резинине кăшт-кăшт пăркаласа, чуптарса пычĕ. Шлагбаум патне çитеспе çула пÿлнĕ кашта тăруках çĕкленнинчен тĕлĕнсе, вал кăштах чарăнса тăчĕ. Анчах унта тăракан салтак пĕчĕк шурă ялавĕпе сулса çул кăтартсан, вал тÿрех виççĕмĕш хăвăртлăха лартрĕ те шлагбаум патĕнчен кĕрлеттерсе иртсе кайрĕ.
Шлагбаум патĕнче хăйсене мĕншĕн чарса тĕрĕслеменни-не вĕсем кайран, мотоцикла çул хĕрринчи вăрмана кĕртсе лартсан тин, ăнланчĕç.
– Пире мĕншĕн чарманнине ăнланса илтĕн-и? – ыйтрĕ Михайлов самаях шикленнипе халĕ те тăна кĕрсе çитеймен юлташĕнчен.
– Нимĕн те ăнланмастăп, – хуравларĕ Щербатов, тарпа йĕпеннĕ çамкине шăла-шăла.
– Акă вал пропуск. Кунпа пире ниçта та тытса чармаççĕ, – терĕ Михайлов, урапа умне çыпăçтарнă тăваткăл шурă хут çине тĕллесе кăтартса.– Ку пĕр-пĕр пысăк штабри васкавлă ĕçпе çÿремелли мотоцикл.
– Интереслĕ, ун пек пропусксем те пур апла.
– Пур çав, пур. Планшета пăхар-ха. Унта, паллах, темле секретлă япала пур.
Планшета уçса пăхсан, Михайлов чутах кăшкăрса яратчĕ:
– О-о, кунта, Миша, сургучлă пакет пур. Ку, ахăртнех, секретлă япала. Апла пирĕн васкамалла. Ку пакета пĕр-пĕр штаба çитерсе памалла.
Вĕсем мотоцикла вăрман варринерех кустарса кĕчĕç, унти "МГ" пулемета вĕçертсе илчĕç. Унтан, хĕвелтухăçнелле çул тытас умĕн, Михайлов ассăн сывласа каларĕ:
– Эх, шел мотоцикла. "БМВ" вĕт. Епле чаплă мотоцикл вăл. Ахалех пăрахса хăварма тивет.
Вара вăл аллине сулчĕ те чăтлăх витĕр пĕшкĕне-пĕшкĕне утрĕ.
12
Тĕттĕмленес умĕн вĕсем чăнкă çыран хĕррине çитсе чарăнчĕç. Киме таврашĕ çук-ши тесе, çыран тăрăх чылай утса çÿрерĕç. Кимĕ таврашĕ тупаймарĕç, çавăнпа шыв урлă утса е ишсе каçма шутларĕç.
Атăл çинче ÿснĕ çамрăксене ку пĕчĕк шыв – мĕнех вăл! Тарăн пулсан та, юхăмĕ вăйлă мар кунта, юхтарса каяссинчен шикленмелли çук. Тарăнăшĕ те ытлах мар пулĕ-ха.
– Хĕçпăшала пăрахмастпăр. Мĕнле те пулин илсе каçатпăрах. Атăсене пăрахса хăварсан та юрать, вĕсем çавах çĕтĕк вĕт.
– Ман атă çĕнĕ, офицер атти. Ну, юрĕ-çке, хамăр патра çавах унпа çÿрес çук. Кунтах выртса юлтăр. Хывмасан, шыв тулать те, вара утма та, ишме те йывăр пулать.
– Ку мĕнле шыв? – ыйтрĕ Щербатов.
– Сестра пулĕ, – хуравларĕ Алексей. Вăл тĕркелесе çыхнă кĕпе-йĕме, автомата пуç çинче тытса шыва кĕчĕ.
– Ну, сестричка, выручай своих, – терĕ Щербатов, çу кĕр енне кайниие чылаях сивĕнме ĕлкĕрнĕ шыва юлташĕ хыççăн çÿçенсе кĕрсе.
– Шăпрах эсĕ, мĕн ыхлатса пыратăн. Шывĕ ытла сивĕ мар-çке, – хăтăрса илчĕ юлташне Михайлов.
– Сивĕ мар сана. Çăл шывĕ пек. Ы-ых! – шăлне шăтăр-таттарса илчĕ Щербатов.
Цемент сарнă пек хытă та тикĕс шыв тĕпĕпе утса, вĕсем чылай пычĕç, вара, варрине çитерехпе пулмалла, шыв май тарана çитме пуçларĕ. Унтан, çăвара та шыв илсен, тĕркесе çыхнă кĕпе-йĕмĕсемпе хĕçпăшалĕсене йĕпетес мар тесе, вĕсене алсемпе çĕклесе, çурăм çине выртса ишме пуçларĕç.
Телейлĕ мĕн вĕсем: тарăн мар çĕре лекрĕç те, нумай та ишмелле пулмарĕ. Варринчен ишсе иртсенех урасем хăйăрлă тĕпе тупрĕç, вара вĕсем, ăшăх шыва шампăртаттарса, çырана васкарĕç.
– Стой! Кам ишет унта? – илтĕнчĕ çыран хĕрринчен.
– Хамăрăннисем! – савăннипе пĕр харăс кăшкăрса ячĕç Михайловпа Щербатов.
Çыран хĕррине тухсан, вĕсем патне винтовкăллă боец утса пычĕ.
– Тĕттĕм пулнă-пулманах шампăртаттаратăр. Тăшман сиссен пĕтеттĕрччĕ вĕт, – ÿпкелешсе илчĕ боец.– Кун каçа сире çеç мар, тем чухлĕ кĕтсе илме тиврĕ мана тăшман тылĕнчен тухакансене.
– Эсĕ, мĕн, кунта тăма та ÿркенетĕн-им? Лере пулса курасчĕ санăн, вара вăрçă тути-масине те кăшт чухласа илĕттĕн. Ха эсĕ ăна, тăшман тылĕнчен тухакансемпе ятлаçать тата, – çилленсе каларĕ Щербатов.
– Кĕтсе илме ÿркенместĕп эпĕ. Мана кĕтсе илме тăратнă та кунта. Анчах эпĕ асăрхаттарса каласшăн: çутăллах шыва шампăртаттарма пуçлатăр. Апла тăшман курма пултарать вĕт, – кÿренмесĕр тÿсме пултараймарĕ боец.
– Мĕн тăшманĕ унта, тăшманăн шăрши те çук. Çитменнине тата, шывĕ те тарăн мар. Каçма пит лайăх, – çаплах çиллине ирттереймесĕр хушса хучĕ Щербатов.
– Тарăн мар сана. Кунта, тăванăм, тем пек таран вырăнсем пур. Хăвăр телее пула, эсир ăшăхрах çĕре лекнĕ пулĕ-ха, – терĕ боец, шанса ĕнтĕркенипе шăлĕсене шаклаттарса тăракан Михайловпа Щербатов çине шеллесе пăхса.– Э-э, тăвансем, эсир ура çинче те аран-аран тăратăр-çке. Кайрăмăр çĕрпÿрте, унта вут çунать манăн.
Çаруран юлнă Михайловпа Щербатов, шыв хĕрринчи вĕт чул урана ыраттарнипе авкалана-авкалана, боец хыççăн утрĕç. Çĕрпÿртри вучах умĕнче кăшт типсе ăшăнсан, кĕпе-йĕм тăхăнчĕç.
– Çарранах-çке эсир. Аттусене ăçта пăрахса хăвартăр тата? – ыйтрĕ боец, урисене вучах çине тытса ăшăтакан юлташсенчен.
– Атăсене-и? Вĕсене лахтарсем валли трофейлăха шыв леш енне пăрахса хăвартăмăр. Тăхăнса ыр курччăр. Атту вĕсене кашни ир обмотка пĕтĕрме тивет вĕт, – шÿтлесе илчĕ Щербатов.
– Аттисем вĕсем çăва патне-ха, вĕсене шыв урлă йăтса каçма та намăсчĕ: кунчисем те, пуçĕсем те çĕтĕлсе пĕтнĕ, кĕлисем татăлса ÿкнĕ. Чăнах, Миша калашле, лахтарсем тăхăнса савăнччăр. Пире, тен, хамăр чаçа тупсан, çĕнĕ атă парĕç.
– Эй, сирĕн трофей нумай-çке: автомат та пур, пулемет та! – тĕлĕнсе каларĕ боец.
– Вĕсем çеç мар, акă çакă та пур, – терĕ Михайлов, кĕсйинчен хура пĕчĕк пистолет туртса кăларса: – Ну, юлташ, пирĕн пĕр-пĕр штаба тупмалла пулать. Трофейсемсĕр пуçне пирĕн тата сургучлă пакет та пур вĕт-ха. Çавна начальствăна çитерсе памалла.
– Пирĕн кунта пысăк штабах çук, батальон кăна. Атьăр, пуçтарăнăр та, эпĕ сире çул кăтартса ярăп.
Çĕрпÿртрен пуçтарăнса тухсан, боец вĕсене çул кăтартрĕ.
– Акă кунта сукмак та тума ĕлкĕрнĕ. Çак сукмакпа пĕр пăрăнмасăр икçĕр-виççĕр метр утăр та, вара тÿрех штаба пырса çитетĕр.
Михайловпа Щербатов хăйсене кĕтсе илнĕ боец аллине хытă чăмăртарĕç, вара хăйсем Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне хутшăнасса çирĕп шанса, шыв хĕрринчен вăрманалла кĕрекен сукмак тăрăх утрĕç.
1963–1964.
Яндаш, А. Чăнкă çыран хĕрринче : [калав] / Александр Яндаш // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 170-198.