Сӑн ӳкерчӗксен галерейиСӑнне-питне пӑхсан вӑл чӑн чӑвашла илемлӗччӗ: йӑлтӑр хура куҫ та кӑтра ҫӳҫ. Ваттипе ватӑ, ҫамрӑкпа ҫамрӑк, ачапа ача – ҫавӑн пекчӗ Хусанкай – чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗ, тӑван сӑмахӑн ытарайми асамҫи. Унӑн сӑввисемпе поэмисем, юррисемпе халапӗсем, манӑҫми «Аптраман тавраш» романӗпе ҫулӑмлӑ стайисем – тӑван халӑхӑн ӗмӗрсене упранмалӑх ӑс-хакӑл мулӗ пулса юлчӗҫ». Илпек Микулайӗ, чӑваш халӑх писателӗ
|