(Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ май) Хусанкай Петр Петрович – Чӑваш халӑх поэчӗ (1950), куҫаруҫӑ, Чӑваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1967), Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш комсомолӗсен премийӗн лауреачӗ (1969), СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1934), Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшӑннӑ. Чӑваш поэчӗн пӗтӗм пултарулӑхӗ тӑван халӑх пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ. Петӗр Хусанкай поэзире хускатнӑ паллӑ темӑсем: халӑхӑн кӗрешӳри паттарлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑхӗ, унӑн тавракурӑм анлӑшӗпе шухӑш тарӑнӑшӗ, унӑн сӑпайлӑхӗпе ырӑ кӑмӑлӗ. Чӑваш тата тӗнче литературин ылтӑн ҫӳпҫине унӑн «Тӑван ҫӗршыв» («Родина»), «Таня» тата «Аптраман тавраш» («Род Аптрамана») сӑвӑлла роман кӗнӗ. Вырӑс тата ытти нумай халӑх поэчӗсен сӑввисене хамӑр халӑха тӑван чӗлхепе вулаттарас тӗлӗшпе питӗ хастар ӗҫленӗ. В. Шекспирӗн «Ромеопа Джульетта» трагедийӗ, А. Пушкинӑн «Евгений Онегин» сӑвӑлла романӗпе «Полтава» поэми, А. Грибоедовӑн «Ǎса пула инкек» комедийӗ, В. Маяковскин «Владимир Ильич Ленин» поэми, «Тӑван сасӑсем» - ҫӗнӗ вӑхӑтри тӗнче поэзийӗн паллӑ сӑввисем – Хусанкайӑн пуян еткерӗ. Поэт – общество деятелӗ, туслӑх элчи, анлӑ тавракурӑмлӑ энциклопедист. Вал Чӑваш АССР тата РСФСР Верховнӑй Совечӗсен депутачӗ, Чӑваш АССР писательсен союз правленийӗн председателӗ пулса ӗҫленӗ тата СССР тата РСФСР писательсен союз правленийӗн членӗ пулнӑ. Вӑрҫӑри паттӑрлӑхшӑн Хусанкай «Хӗрлӗ Çӑлтӑр» орденпа темиҫе медале тивӗҫлӗ пулнӑ. Совет правительстви ӑна икӗ хутчен Ĕҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ. 1967 ҫулта Хусанкай Чӑваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен патшалӑх премине илнӗ, 1969 ҫулта ӑна ВЛКСМ Чӑваш обкомӗн Çеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен премине панӑ. Унӑн ятне Чӑваш Енӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп Кӗнекине ҫырса кӗртнӗ. Халӑх поэтне асӑнса Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялне тата Шупашкарти Калинин районӗнчи урама тата Пир-авӑр тӑвакансен культура керменне Хусанкай ятне панӑ. Тӗп хулари Ленин проспектӗнчи 38-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. 2002 ҫулта Тутарстанри Сиктерме ялӗнче П. Хусанкай музейне уҫнӑ. 2006 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ умӗнчи скверта халӑх поэчӗн палӑкне уҫнӑ. |