А.Г. Николаев аса илӗвӗнчен

<…> РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ май тӑван республикӑра час-часах пулатӑп, промышленность предприятийӗсемпе стройкӑсене, колхозсемпе совхозсене ҫитсе куратӑп, суйлавҫӑсемпе тӗл пулатӑп. Чӑнах та, республика ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанса савӑнатпӑр ӗнтӗ, анчах ҫакна та ӑнланатпӑр: тӑванла халӑхсем тус-тӑванла пулӑшман пулсан, ҫав ҫитӗнӳсем пулман пулӗччӗҫ. Эпир чун-чӗрере яланах пӗтӗм ҫӗршыв ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнатпӑр…

Чӑваш ҫӗршывӗнчи халӑх хуҫалӑх аталанӑвӗнчи ҫитӗнӳсем тӗлӗнмелле пысӑк. Анчах унӑн малашнехи ӳсӗм татах та илемлӗ, татах та савӑнӑҫлӑ. Çак

Пилӗкҫуллӑхра [вунпӗрмӗш пилӗкҫуллӑх] республика промышленноҫӗ хӑвӑрт аталанать. 1981-1985 ҫулсенче продукци туса кӑларассине 38,8 процент, ҫав шутра вырӑна пӑхӑнакан предприятисенче 21,8 процент ӳсмелле. 1985 ҫулта промышленность производствин калӑпӑшӗ 3 миллиард тенкӗрен иртет. Ĕҫ тухӑҫлӑхӗ 30 процент чухлӗ пысӑкланать, хушӑннӑ продукцин 80 процентне ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстернипе туса илмелле пулать.

Шупашкар ГЭСне тӑвассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен пӗтӗм комплексне пурнӑҫа кӗртсе ҫитермелле. Шанас килет: палӑртни пурнӑҫланатех! Кунта тӗленмелле гидростроительсем ӗҫлеҫҫӗ! <…> Шупашкар ГЭСне пӗтӗмпех ӗҫе ярсан, 2-мӗшпе 3-мӗш ТЭЦсен хӑватне ӗҫе кӗртсен, республикӑри электроэнерги туса илесси 3,4 хут ӳсет, 1985 ҫулта 6 миллиард та 140 миллион киловатт-сехете ҫитет, ӑшӑ энергийӗ парса тӑрасси 40 процент чухлӗ ӳсет. Акӑ, мӗн чухлӗ пуянлӑх!

Чи пысӑк тӗллевсенчен пӗри вӑл – Шупашкарти промышленность тракторӗсен заводӗнче хӑватлӑ машинӑсене планпа палӑртнӑ чухлӗ туса кӑларасси.

Электротехника, хими, автомобиль промышленноҫӗсен предприятийӗсенче те пӗтӗмӗшле продукци калӑпӑшӗ чылай ӳсет. Шупашкарти машинӑсем тӑвакан завод пир тӗртмелли ӑсасӑр 24 пин станок хатӗрлесе парать.

Чӑваш ҫӗршывӗнчи ялхуҫалӑх ӗҫченӗсем умӗнче те пысӑк задачӑсем тӑраҫҫӗ. 1981-1985 ҫулсенче вуннӑмӗш пилӗкҫуллӑхра ҫулсерен вӑтам шутпа хатӗрленипе танлаштарсан, патшалӑха тӗштырӑпа пахчаҫимӗҫ – 1,5 хут, ҫӗрулми – 1.7 хут, хӑмла – 1,8 хут, аш-какай – 11 процент, ҫӑмарта 40 процент ытларах сутмалла пулать. Пилӗкҫуллӑхра республикӑри ялхуҫалӑхне аталантарма 981 миллион тенкӗ, ҫав шутра патшалӑх шутӗнчен 547 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. <…>

Эпӗ Тӑван ҫӗршывпа та, Чӑваш республикипе те мухтанатӑп. Пур ӗҫе те ӑста, савӑк кӑмӑллӑ, хастар халӑх – чӑваш. <…> Пултаруллӑ рабочисемпе ҫар ӗҫченӗсем те, летчик-космонавтсем те, метеорологсемпе картографсем те, геологсем те пайтах тухӗҫ-ха чӑвашран…

Николаев, А. Çӗр ҫинче те, космосра та / Андриян Николаев // Тӑван Атӑл. – 1982. - № 8. – С. 4.

Библиография