Андриян космонавтикӑна мӗнлерех пӑхнине калас пулсан, хӑйне хӗрхене пӗлмен паттӑр ӗҫчен теес пулать. 1960-мӗш ҫултан пуҫласа Андриян Григорьевич космонавтикӑна хӑйӗн ӗмӗртен ӗмӗтленнӗ ӗҫӗ вырӑнне хурать. Унӑн космоса тӗпчесси те, организаторла ӗҫӗсем те – пӗтӗмпех космонавтикӑшӑн тӑрӑшни. Нимӗнле йывӑрлӑхпа хӑрушлӑх та чарса тӑраймасть ӑна, хӑйӗн ҫак пурнӑҫ ҫулӗнчен шит те пӑрӑнмасть вӑл… Пӗтӗм тӗнче савса юратать пирӗн Андрияна. Ахальтен мар Ҫӑлтӑр хулинчи унӑн тусӗсемпе юлташӗсем пурте-пурте, Андриян ҫинчен сӑмах хускатсан, ӑна ҫав тери хисеплесе калаҫаҫҫӗ. С. П. Королев академик мана Андриян пирки: ӑна хамӑн тӑван ывӑл вырӑнне хуратӑп, терӗ. С. П. Королев уйрӑмӑнах Андриянӑн канӑҫсӑр ӗҫченлӗхӗпе тирпейлӗхӗ ҫинчен, ӑспӳҫпа ӗҫлеме пултарни, космос техникине ӑста вӗренсе ҫитни ҫинчен, унӑн лӑпкӑлӑхӗпе чӑтӑмӗ ҫинчен йӗрке-пӗррӗн каласа кӑтартрӗ. Ю. А. Гагарин Андрияна чи шанчӑклӑ та пултаруллӑ космонавт тесе хак паратчӗ. Вӑл техникӑна ӑста пӗлет, хӑйне чипер, ҫирӗп тыткалама пултарать, тетчӗ. Шӑпах ҫав ырӑ енсемшӗн Ю. А. Гагарин пирӗн А. Г. Николаева космонавтсен отрячӗн командирӗ пулма рекомендаци пачӗ. Андриян ун шанчӑкне ырӑпа тӳрре кӑларчӗ. Г. С. Титов пирӗн А. Г. Николаев пирки: унӑн «тимӗр чӑтӑмӗ» пур, терӗ. В. Ф. Быковский ӑна пиччӗшне хисепленӗ пек хисеплет. Акӑ авиаци генерал-полковникӗ Н. П. Каманин пирӗн Андриян ҫинчен мӗн каласа ҫырнӑ: «Ҫав ҫын ытармалла мар кӑмӑллӑ, йӑваш, ҫавӑнпа пӗрлех ӑслӑ та паттӑр, тӗлӗнсе каймалла ҫыхӑнтарма пултарнӑ вӑл ҫынна кирлӗ тӗрлӗ-тӗрлӗ ырӑ енсене», - тенӗ. Андриян Григорьевич космонавтикӑра пит нумай ӗҫлет. Ҫавӑнпа пӗрлех вӑл депутат ӗҫне туса пыма та вӑйне те, вӑхӑтне те ҫитерет: сессисенче пулать, хӑйӗн суйлавҫисемпе тӗл пулать, вӗсем патне ҫырусем ҫырать. Мӗн чухлӗ кӑна тухса калаҫмасть пуль вӑл халӑхра, ҫамрӑксем хушшинче, шкул ачисем умӗнче! Ҫаксене вӑл пӗтӗмпех йӗркеллӗн те чыслӑн туса тӑрать. Ҫакна та палӑртӑпӑр: чап Андриянӑн тӑн-пуҫне ҫавӑрса ямарӗ, космонавт хӑйӗн ӗҫне тата тӗплӗрех туса пыма тӑрӑшать ҫеҫ. Вӑл авиаци генерал-майорӗ, СССР летчик-космонавчӗ, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, Болгари халӑх республикин Геройӗ, Монгол халӑх республикин Геройӗ, Вьетнамӑн Социализмлӑ Ĕҫ Геройӗ. Ǎна Ленин орденӗпе Хӗрлӗ Ҫйлтӑр орденӗ панӑ, Циолковский ячӗпе шӑратнӑ Ылтӑн медаль, ытти нумай-нумай медальсем, Георгий Димитровпа Кириллпа Мефодийӗн орденӗсем (Болгари), пӗрремӗш степеньлӗ ӗнчӗ куҫлӑ Ялав орденӗ (ВНР), Сухэ-Батор орденӗ (МНР), иккӗмӗш класри Ҫалтӑр орденӗ (Индонези), Нил Шерепи орденӗ (Египет), Гагарин ячӗпе, Де Ла Во ячӗпе тӑракан тӗнчипе паллӑ медальсем, Даниэльпе Флоренс Гуггенгейм премийӗ панӑ. А. Г. Николаев ячӗпе хисепленекен коммунизмла ӗҫ бригадисем пур, пионер дружинисем, урамсем, карапсем нумай. Пӗр хулара кӑна мар хисеплӗ гражданинра тӑрать вӑл. Республикӑра чи мала тухнӑ колхозсенчен пӗри Шуршӑл колхозӗ ун ячӗпе хисепленет. А. Г. Николаев космосра вӗҫсе таврӑннӑ май калама ҫук паттӑр ӗҫ тунӑшӑн КПСС Чӑваш обкомӗ, Верховнӑй Совет Президиумӗ, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ йышӑннипе 1962-мӗш ҫулта «Чӑваш АССР ӗҫпе паттарлӑх мухтавӗн Хисеп кӗнеки» тунӑ. Унта пӗрремӗш номерпе Андриян Григорьевичӑн ячӗ ҫырӑннӑ. Шуршӑлта А. Г. Николаевӑн бюстне лартаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн кӗнекине «Вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхра» тесе ят панӑ. Ҫак ят вӑл пит пысӑка пӗлтерет. Эппин, Андриянӑн космонавтикӑри пурнӑҫ ҫулӗ те – пирӗн «Кӑйкӑрӑн», пысӑк ҫыннӑн, ученӑйӑн ҫулӗ те вӑрӑм та пархатарлӑ пултӑр. Ислюков, С. М. Сӑмахӑм Андриян ҫинчен / С. М. Ислюков // Николаев, А. Г. Вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхра / А. Г. Николаев. – Шупашкар, 1975. – С. 15-16. |