Тӗп страница

“Вӑл хӑйӗн кӗске пурнӑҫне чӑваш чӗлхишӗн пурӑнса ирттернӗ…”
- Хузангай А. П., филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ

Ашмарин


Ашмарин Николай Иванович – тӗнчепе паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхин пӗлӗвне никӗслекенӗ, СССР наука Академийӗн член-корреспонденчӗ, 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» – наци культурин тӗп энциклопедийӗн – авторӗ.
 

Н. Ашмаринӑн тавракурӑмӗ тӗрлӗ енлӗ те анлӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунӑ – 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекине» хатӗрлесе хӑварнӑ, мӗнпур вӑйне чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе панӑ. Чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхне пуҫарса яраканӗ пулнӑ май, тӗпчевҫӗсем хушшинче пысӑк хисепре тӑнӑ. Унӑн ячӗ ҫӗршыври востоковедени корифейӗсемпе пӗр ретре пулнӑ, ӗҫӗсене ют ҫӗршывсенче те пӗлнӗ. 

Курав ӑсчахӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме пулӑшать.

Тӗп пайсем: