Н.И. Ашмаринӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп тапхӑрӗсем
1870 ҫ. 4 октябрь
- Етӗрне хулинче купсасен ҫемйинче ҫуралнӑ.
[1870]-1890 ҫ. -Ашмаринсем Кӑрмӑш хулине яланлӑхах пурӑнма куҫса кайнӑ. Кунтах вӑл пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, хулари училищӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1891 ҫ. - Чулхулари классицизм гимназийӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1891-1894 ҫҫ. - Мускаври Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен Лазарев ячӗпе хисепленекен институтӗтенче вӗреннӗ, пӗрремӗш степеньлӗ дипломпа пӗтернӗ.
1892 ҫ. - И. Н. Юркин этнограф тата писатель пухнӑ чӑваш халӑх юррисене тӗпе хурса "Очерк народной поэзии у чуваш" ятлӑ статья хатӗрленӗ, ӑна "Этнографическое обозрение" журналта пичетлесе кӑларнӑ.
1895 ҫ. 1 декабрьтен - Хусанти халӑх ҫут ӗҫӗн ведомствине ӗҫлеме вырнаҫнӑ, унта вӑл 1927 ҫулчченех вӑй хунӑ.
1895-1899 ҫҫ. - Хусанти крешшӗн-тутар тӗп шкулӗнче тутар чӗлхи вӗрентнӗ.
1898 ҫ. - Хусан хулинче "Материалы для исследования чувашского синтаксиса" ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ.
1899-1919 ҫҫ. - Хусанти учительсем хатӗрлекен вак халӑхсен семинарийӗнче географи вӗрентнӗ.
1900 ҫ. - Унӑн "Чӑваш словарӗ хатӗрлемелли программи" икӗ хут пичетленсе тухнӑ.
1900-1918 ҫҫ. - Хусанти учительсем хатӗрлекен вак халӑхсен семинарийӗнче вӗрентнӗ, Хусанти крешшӗн-тутар тӗп шкулӗн учителӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашла тата тутарла тухса тӑракан кӗнеке-хаҫата тӗрӗслесе тӑракан цензор ӗҫне туса пынӑ. Чӑваш чӗлхипе тӗпчев ӗҫӗсене малалла тӑснӑ.
1901-1917 ҫҫ. - Хусанти вӗренӳ округӗн Куҫару комиссийӗпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ, мусульман кӑларӑмӗсен цензорӗнче тӑрӑшнӑ.
1902 ҫ. - Тӗпчевҫӗн Хусан хулинче "Болгары и чуваши" ятлӑ кӗнеки тухнӑ.
1903 ҫ. - Чӑваш чӗлхин синтаксис тытӑмне тӗплӗ тӗпченӗ хыҫҫӑн Хусан хулинче "Опыт исследования чувашского синтаксиса. Часть 1." кӗнеки тухать.
1905 ҫ. - Хусан хулинче "Об одном мусульманском могильном камне в загородном архиерейском доме в Казани" статйи пичетленнӗ.
1910 ҫ. - «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» (Thesaurus Linguae Tschuvaschorum) пӗрремӗш томӗ тухнӑ.
1912 ҫ. - "Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин" (Thesaurus Linguae Tschuvaschorum) иккӗмӗш томӗ пичетленнӗ.
1917 ҫ. - Хусанти тин ҫеҫ уҫӑлнӑ Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫри халӑхсен археологипе этнографи институтне тутар тата чӑваш чӗлхисене вӗрентме чӗнсе илнӗ.
1917-1920 ҫҫ. - Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен археологипе этнографи институтӗнче чӑваш тата тутар чӗлхисен профессорӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
1919 ҫ. 5 сентябрь - Тӗпчевҫе Хусан хулинчи Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен археологипе этнографи институчӗн тӗрӗк чӗлхисен кафедрин профессорӗ пулма ҫирӗплетнӗ.
1920 ҫ. - Тӗпчевҫӗ арӑмӗпе ултӑ ачине пӑхса пурӑннӑ, ҫавна май ҫемьене нумай йывӑрлӑх тӳсме тивнӗ.
1920 ҫ. - Чӗмпӗр хулине пурӑнма куҫнӑ.
1920-1923 ҫҫ. - Чӗмпӗрте Чӑваш халӑха вӗрентес ӗҫӗн институтӗнче вӑй хунӑ.
1920-1926 ҫҫ. - Чӗмпӗр хулинчи халӑха вӗрентес ӗҫӗн Чӑваш педагогика институтӗнче чӑваш чӗлхи теорине вӗрентнӗ.
1920-1930 ҫҫ. - Республикӑра чӗлхе строительствин процесне хастар хутшӑннӑ.
1923 ҫ. - Азербайджан патшалӑх университетӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
1923 ҫ. - "Опыт исследования чувашского синтаксиса" кӗнекен иккӗмӗш пайӗ пичетленсе тухнӑ.
1923-1926 ҫҫ. - Азербайджан патшалӑх университетӗнче хӗвелтухӑҫ факультечӗн тюркологи кафедрине ертсе пынӑ.
1925 ҫ. 3 февраль - Азербайджан патшалӑх университечӗн канашӗ йышӑнӑвӗпе тюркологи докторӗ ята тивӗҫнӗ.
1925 ҫ. - Баку хулинче пурӑннӑ чухне чӑваш чӗлхине тӗпчеме пӑрахман, кунта вӑл "Подражание в языках Среднего Поволжья" ӗҫне вӗҫленӗ.
1925 ҫ. - Шупашкар хулинче «Ваттисем каланӑ сӑмахсем» кӗнеке кун ҫути курнӑ.
1926 ҫ. - Баку хулинче "Общий обзор тюркских говоров г. Нухи" монографи пичетленнӗ.
1926-1931 ҫҫ. - Хусанта Хӗвел тухӑҫ педагогика институчӗн чӑваш уйрӑмӗн профессорӗ пулса ӗҫленӗ.
1926 ҫ., ҫулла - Хусанти Хӗвел тухӑҫ педагогика институтӗнче чӑваш уйрӑмне уҫас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Час-часах Шупашкарта пулнӑ, Чӑваш енри ӑслӑлӑх учрежденийӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ.
1927 ҫ., март - Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен археологипе этнографи институтӗнче тутар тата чӑваш чӗлхисене вӗрентнӗ.
1927 ҫ. - Ҫурҫӗр хӗвел тухӑҫӗнчи халӑхсен археологипе этнографи институтӗнче тутар тата чӑваш чӗлхисене вӗрентнӗ.
1928 ҫ. - Хусан хулинче мимологи теорийӗпе "О морфологических категориях подражаний в чувашском языке" тӗпчев ӗҫӗ пичетленсе тухнӑ.
1928-1950 ҫҫ. - 17 томран тӑракан "Словарь чувашского языка" (Thesaurus Linguae Tschuvaschorum) кӗнеки тухнӑ.
1929 ҫ., 31 январьтен - 1929 ҫултанпа СССР Ӑслӑлӑхсен Академийӗн член-корреспонденчӗ. Чӑваш наукӑпа тӗпчев институчӗн наукӑпа культура канашӗн хисеплӗ членӗ пулса тӑнӑ.
1933 ҫ., 9 май - Чӑваш АССРӗн халӑх комитечӗн Канашӗ "По изданию академического словаря чувашского языка профессора Н.И. Ашмарина" постановлени йышӑннӑ.
1933 ҫ., 26 август - Кун-ҫулӗ Хусан хулинче вӗҫленнӗ.
1950 ҫ. - "Словарь чувашского языка" (Thesaurus Linguae Tschuvaschorum) кӗнекен 17-мӗш томӗ кун ҫути курнӑ.
1994-2000 ҫҫ. - 17 томлӑ "Словарь чувашского языка" кӗнекене тепӗр хут пичетлесе кӑларнӑ.