Тискер банда, урнă Гитлер,
Юн ĕçесшĕн антăхса,
Вăр-хурахлăн, икĕ питлĕн,
Виле çийĕн танкăшса,
Килсе кĕчĕ те кăшласшăн
Çĕршыва ват шăлĕпе,
Çĕнтермешкĕн шухăшларĕ
Питĕ хăвăрт, çиçĕм пек...
Тавăрар пур мăшкăлсемшĕн,
Таса юншăн тавăрар.
Кар! çĕкленчĕ тăван çĕршĕн
Паттăр халăх, Хĕрлĕ Çар.
Нихăçан та сÿнтереймĕç
Пирĕн ирĕк пурнăçа.
Хамăр тивĕçшĕн çĕкленĕр!
Тăшмана çĕнме – вăрçа!
Васькин, В. Вилĕм – тăшмана! : [сăвă] / Василий Васькин // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 25.