Вĕç-хĕррисĕр пирĕн тинĕс,
Хум чупать çап-çутă, симĕс,
Юрататпăр çут шыва,
Крейсер е линкор, эсминец
Хураллаççĕ çĕршыва.
Эпир сыхă, вăй-хал çирĕп,
Çутă хум, хăюллăн чуп!
Тинĕс айĕн, тинĕс çийĕн
Тăшмансемшĕн çул-йĕр çук.
Е çил-тăвăл çĕкленет-и,
Хум урса, сиксе кĕрлет-и,
Е хуплать-и шур тĕтре–
Кăнтăрла та, сĕм çĕрле те
Эпир сыхă чикĕре.
Вай-хал пирĕн вутлă çиçĕм,
Çутă хум, хăюллăн чуп!
Хăть шыв айĕн, хăть шыв çийĕн
Тăшмансемшĕн çул-йĕр çук.
Тĕл перет халь пирĕн тупă,
Ют карапшăн çул-йĕр хупă,
Е ытах хăйса килсен –
Питĕ тĕл тивет торпеда,
Айĕн-çийĕн сирпĕнет.
Хумхансам эс, шавлă тинĕс,
Ирĕк хум, хăюллăн чуп!
Тинĕс айĕн, тинĕс çийĕн
Тăшмансемшĕн çул-йĕр çук.
Чечеклен хула, уй-хирĕм,
Халь эпир тăратпăр çирĕп,
Сĕкĕнеймĕ мур-тăшман.
Çутă ĕмĕт, пирĕн ирĕк
Тĕксĕмленмĕ нихăçан.
Хĕрлĕ флот пит сыхă, çирĕп,
Шан, çĕршывăмăр, пире,
Тăшмансемшĕн ялан пирĕн
Çул-йĕр хупă тинĕсре.
Васькин, В. Краснофлотецсен юрри : [сăвă] / Василий Васькин // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 128-129.