Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Думилин Илья Петрович
Илле Думилин

Салтак тÿмисем
Хĕр юрри

Татрăм, татрăм салтак тÿмине
Улăхра, уйрăлсассăн санран.
Симĕс улăх асап тÿснине
Чухлаймарăм, ăнкартăм кайран.

Эсĕ кайрăн, çĕршывăм чĕнсен,
Чăмăртарăн кăвак тутăра.
Çара йывăç пек юлтăм пĕччен.
Тутăр çукчĕ текех пуçăмра.

Салтак тумĕ кÿмерĕ илем,
Чĕркуçлентĕм тăпра умĕнче.
Сар тÿмеллĕ салтакăм, илтсем:
Эпĕ халь тăлăх хĕр шутĕнче!

Пухрăм, пухрăм шăнкрав курăкне
Курăнмарĕç салтак тÿмисем.
Тек саваймăп чечек улăхне.
Ма илтместĕр, салтак тумлисем?!

1942.

Думилин, И. Салтак тÿмисем : [сăвă] / Илле Думилин // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 18.