Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Думилин Илья Петрович
Илле Думилин

Юрă

Асăнмалăх, тусăм, эсĕ
Парса яр мана парне:
Табак енчĕк, тĕрлемесĕр,
Тата Пушкин сăввине.

Чĕнчĕ, ак, çĕршыв мана та,
Чĕнчĕ савнă Хĕрлĕ Çар.
Эсĕ хăвăн шеп сăнна та
Мана, тусăм, парса яр.

Ан хурлан, ан тăк куççулĕ.
Ан шурат хавас сăнна.
Хаваспа, тен, лайăх пулĕ
Çĕмĕрмешкĕн тăшмана.

Уйрăлу теç пысăк хурлăх –
Маншăн мар ку кĕвĕсем.
Ну, çапах та пырса кур эс,
Ăнсăртран асна килсен.

Тен, тăшман, хай урнă анчăк,
Вĕлермешкĕн пултарать?
Эс ун чух пырса савсамччĕ
Ман сивĕннĕ çамкаран.

Çăтмасассăн сĕмсĕр вилĕм,
Тивмесен тăшман пули –
Паттăртан пĕри – эп килĕп,
Сана курăп куç тулли.

1942.

Думилин, И. Юрă : [сăвă] / Илле Думилин // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 17.