Прошу считать меня живым

Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Кольцов Кестюк (Кольцов Константин Михайлович)
Кĕçтюк Кольцов

Иккĕн

Ватă хурăн, тайлăк хурăн хÿттинче
Асапланнă, юн юхтарнă çамрăк чех.

Вулаканăм, тен, эс ху та тавçăран:
Çамрăк йĕкĕт пулнă паттăр партизан.

Урнă йытă-Гитлер вăрçă пуçласан,
Вăрмана вăл тухса кайнă йышпалан.

Тĕпсĕр тарăн шыва кĕнĕ – вăл путман.
Çулăм витĕр сиксе тухнă–вăл çунман.

Халь аманнă... Серби каçĕ хуп-хура,
"Ах, хăçан, хăçан тÿрленĕ-ши суран?"

Ватă хурăн, тайлăк хурăн хÿттипе
Иртсе пынă сербиянка, сар пике.

Хĕр каланă: "Эп славянка, эс славян,
Апла эпĕр, каччă, иккĕн пĕр тăван.

Чĕресем те, ĕмĕтсем те пирĕн пĕр,
Хĕн-хур урлă çĕнтерÿллĕн иртĕпĕр!

Вăхăт çитĕ, шалчи тулĕ фашистсен, –
Тапса сикĕç партизансен лашисем".

Каччă тăнă... Серби каçĕ хуп-хура...
"Ак часах, часах тÿрленĕ ман суран!

Эс славянка, эп славян. Ак пирĕн çул–
Пире кĕтет çĕнтерÿллĕ çапăçу!"

1941.

Кольцов, К. Иккĕн : [сăвă] / Кĕçтюк Кольцов // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 238.