Уйăп* савнă каçа эп куратăп,
Ак, Карели! Ак, тулăх çĕршыв!
Анчах унăн чĕрийĕ суранлă,
Юнпала çăвăнать ун чĕрçи...
Çĕр чĕтрет, тулхăрать хура пĕлĕт,
Умлăн-хыçлăн снаряд çурăлать.
Партизан пек çÿрет çурçĕр хĕлĕ,
Пирĕн çул – çĕнтерÿ курăнать.
Халь тăшман, пуçне татнă çĕлен пек
Хăй хура юнĕпе пĕвенет.
Ахаль мар пĕтĕм халăх çĕкленнĕ
Тĕп тума çав тискер çĕлене.
Малалла, малалла, паттăр тантăш,
Малалла, тăвăл евĕр, тăван!
Тăшмана тĕппипе аркатмашкăн
Туптанать иксĕлми вăй-хăват.
Тăван кил пек паха эсĕ маншăн,
Савни евĕр, Карели, паха.
Таптанан уй-хирпе сĕм вăрманшăн
Каçару пулас çук тăшмана.
Каçару пулас çук мăшкăл курнă
Сар хĕрсемшĕн ăна нихăçан.
Ĕненсемччĕ, Карели, сан урлă
Тек-текех явăнаймĕ çăхан.
1942.
* Уйăп Мишши
Кольцов, К. Карели фронтĕнчен : [сăвă] / Кĕçтюк Кольцов // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 237 ; çавах // Паттăрлăх кунĕсем. – Шупашкар, 1995. – С. 22.