Писатели Чувашии в Великой Отечественной войне

 

Чувашская литература периода Великой Отечественной войны Погибшие на фронтах Великой Отечественной войны Они вернулись с поля боя
Сандров (Александров) Николай Александрович
Николай Сандров

Вутра

Поэма сыпăкĕсем

                          1


Сыв пул, юратнă факультетăм,
Фронта васкатăп эп паян.
Сыв пул эс, университетăм,
Эп çырăп диплома кайран.

Октябрьски вокзал.
Тамара.
Ик-виç минут – сывпуллашма.
Чуптурăм.
Хытă ыталарăм.
Таврăниччен асра тытма...

Эс юлтăн.
Куçусем шывланчĕç.
Кам уйăрчĕ мана санран?
Ман чышкăсем хыт чăмăртанчĕç.
Çапла эп тухрăм Мускавран.


                           2


Училище. Курсант.
Унтан
Асран кайми хĕрÿ кунсем.
Салтак шăпи ПТРтан
Пуçланчĕ манăн. Ют танксем
Мăкăрланаççĕ. Çун, тăшман!
Эп сан çĕрÿ çине кĕмен,
Эп санăн хулуна ватман,

Эп сан ачусене тивмен,
Хĕрÿсене пусмăрламан.
Ман шухăш пулнă вĕренме,
Тăван çĕршывшăн ĕçлеме.

...Умра тăшман. Хаяр тăшман.
Анчах çĕршывăм пур-çке ман,
Хăватлă халăх пур-çке ман,
Çĕнетпĕр, пурте кар тăрсан.
Мĕскер çитмест ман? Тупа пур.
Снарячĕ пур, çимешкĕн пур.
Тата пĕр шиксĕр çапăçма,
Штыкпа чĕресене çурма
Хăрушă курайманлăх пур.
Пур манăн шурă Шупашкар,
Илтетĕп унăн сассине:
"Тăшманшăн пул, – тет,–
вут-кăвар,
Çунтар, – тет,–çичĕ ютсене,
Ан яр, ан яр чăваш ятне!"

Тата, Тамара, эсĕ пур.
Мĕн чухлĕ вăй илеп санран!
Епле ман пулас мар маттур –
Эс юратсан, эс манмасан!

Е юр çинче, е шурлăхра,
Шăпи тăшманăн тулмаллах!
Яту сан – манăн чĕрере,
Сан сăнукерчĕкÿ–çумра...
"Катюша" пуçласса кĕтсе
Пăхатăп эп сехет çине.
Пĕлесчĕ артиллеристсен
Чĕри епле халь тапнине!
Ак вăхăт. Волхов фронтĕнче
Паян чи савăнăçлă кун.
Эпир халь наступленинче!
Пин градуспа, снарядăм, çун!

Тавăрмалли сахал-и ман?
Снарядăм, çиçĕм пек вĕçсем!
Тусан пулса çухал, тăшман,
Çунса кĕл пулччăр шăммусем!

Тавăрмалли сахал-и ман?
Умра, ав, выçă Ленинград.
Эс уншăн ответ тыт, тăшман,
Ме, ак, снаряд çине снаряд!
Тавăрмалли сахал-и ман?
Хыçра – çунса кĕлленнĕ ял,
Çак ялшăн ху кĕллен, тăшман,
Эс унăн мăрйи пек хурал!

Наводчик, лайăхрах тĕлле!
Пĕтер ылханлă эсреле...
...Урра! Çĕршывшăн малалла!
Шăпи тăшманăн тулмаллах!

Шăпи тăшманăн тулмаллах!
Анчах эп ÿкрĕм çĕр çине.
Эп кураймарăм ун чухне
Ик фронт чупса пĕрлешнине,
Ик фронт йĕрсе чуптунине!..

1946

Сандров, Н. Вутра : поэма сыпăкĕсем / Николай Сандров // Вăрçăра : калавсемпе сăвăсем. – Шупашкар, 1968. – С. 361-363.